«Электрике шыриччен хамах...»

22 Дек, 2014

Вăл - яланах халăх хушшинче

Эпир ытларах кабинетра пуçлăх аллине телефон кĕпçине е ручка тытса ларнине курма хăнăхнă. "Камшăн мĕнле те, анчах эпĕ сĕтел хушшинче вăрах тытăнса тăма пултараймастăп. Манăн тăтăшах халăх хушшинче пулас килет", - тет Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Степанов. Çакă çынсен шухăш-кăмăлне лайăхрах ăнланас, чун-чĕрери ыратăвне çывăха илсе уçăмлатас, пурнăç шайне лайăхлатса пырас килни пурнăç тĕллевĕ пулса тăнипе те çыхăннă пулĕ.

Л.Степанов Сĕнтĕрпуç ялĕнче 5 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Кĕçĕнни пулсан та ачаш ÿсмен. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем тĕпкĕче кил ăшшине тытса пурăнма шаннă. Каччă Чăваш патшалăх пединститучĕ /халĕ университет/ хыççăн тăван ял шкулĕнче ачасене пĕр хушă ÿкерÿ, черчени предмечĕсене вĕрентнĕ, завуч та пулнă. Анчах ĕмĕрне пĕлÿ çуртĕнче ирттерме тÿр килмен. Леонид Димитриевич 1992-1996 çулсенче ял старости пулнă. Ял инфратытăмĕпе çыхăннă нушапа çынсем епле тертленнине лайăх ăнланнă, май тупса вĕсен кулленхи ыйтăвне çийĕнчех татса пама тăрăшнă. Çавăнпа часах ырă ята тивĕçнĕ.

Леонид Степанова халăх 1996 çулта ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне суйланă. Вăл çине тăнипе тăхăр çул хушшинче Турханкассине, Малти тата Кайри Чиперуйсене, Сĕнтĕрпуçне, Чăрăшкассипе Пуснаркассине çутçанталăк газĕ кĕртнĕ, таса шыв ыйтăвне татса панă. Кусем - тĕп ĕçсем, вакраххисене вара асăнса пĕтерес те çук.

2010 çулта Леонид Димитриевича каллех "халăх тарçине" суйланă. Каллех канăçсăр кунсем пуçланнă. Ялсенче çамрăк мăшăрсен урамĕсем хушăнаççĕ - электроэнерги кĕртмелле. Республикăра 100 ФАП тумалли программăпа килĕшÿллĕн пĕрне Турханкассинче уçмалла - каллех унта-кунта чупмалла. Сахал-им ĕç? Йывăр лава пĕрле туртма Степанова ял старостисем пулăшаççĕ. Олег Яковлев /Турханкасси/, Владимир Иванов /Кайри Чиперуй/, Михаил Вершков /Пушнаркасси/ уйрăмах хастар.

Район администрацийĕпе ăнланса, пĕр-пĕрин шухăш-сĕнĕвне тĕпе хурса ĕçлени те пысăк витĕм кÿрет. Леонид Степанов ялхуçалăх пайĕн ертÿçипе Владимир Васильевпа тĕрлĕ ыйтупа час-часах тĕл пулать. Вăл ăна "Восток" хуçалăха ертсе пынă чухнех лайăх пĕлнĕ.

- Сирĕн пата çынсем ытларах мĕнле ыйтусемпе пыраççĕ?

- Эпĕ вĕсене кабинетра кĕтсе ларакан йышши мар. Хăйсемпе урамра, лавккара е урăх вырăнта тĕл пулма тăрăшатăп, канăç паман ыйтусемпе кăсăкланатăп. Çакна пĕлтĕм: юпа çинчи лампочка çунса кайнă - каçсерен урамра тĕттĕм. Электрика шыраса тăриччен юпа çине хăпарса ăна хамах улăштартăм, - хуравларĕ Л.Степанов. Çакăн хыççăн ял халăхĕ ăна епле-ха хисеплемĕ?

Мăшăрĕ Римма Дмитриевна, РФ пĕтĕмĕшле вĕренÿ ĕç отличникĕ, шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Степановсем иккĕшĕ те педагог пулнă май пĕр-пĕрин ĕçне хисеплеççĕ, пулăшмалла чухне куçран пăхсах ăнланаççĕ. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ те çак шкултах вăй хураççĕ. Ывăлĕсем Дмитрийпе Алексей Шупашкарти пĕр заводра ĕçлеççĕ. Аслă ÿсĕмрисем пушă вăхăтра 6 мăнукпа савăнаççĕ.

Ирех тăрать Леонид Димитриевич. Ăшă кунсенче вăл яланах вĕлле хурчĕсем патне тухнă, каçхине те тĕл пулнă вĕсемпе, унсăрăн çывăрма выртман. Çак йăлана çирĕп пăхăнать. Хĕлле вара хуртсемсĕр тунсăхлать, анчах ăна вăл никам умĕнче те палăртмасть. Мĕншĕн тесен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ - хаваслă çын. Гитара калама, юрлама, ташлама ăста. Çепĕç те уçă сассипе чăвашла та, вырăсла та вун-вун юрă шăрантарса итлекене тыткăна илет. Хăна-вĕрле сĕтел хушшине пухăнсан: "Кĕреке илемĕ" кунтах-ха, хамăрпа пĕрлех", - теççĕ ун пирки шÿтлерех уяв каçĕ хаваслă иртессе туйса.

Ял тăрăхĕн хăтлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать пулин те нумай ыйту канăç памасть ăна. Çамрăксем ялта тытăнса тăманни, хĕрарăмсем те арçынпа танах ĕçкĕпе иртĕхни, йĕркесĕрлĕх-аскăнчăклăх тымар яни, тавралăха варалани, культура шайĕ çитменни, ваттисене хисепрен кăларни, ытти тарăн шухăша ярать. Умри çитменлĕхсем пирки пурин те пуç тавра тĕплĕн шухăшласа пăхмалла. Унсăрăн эпир нихăçан та пур енлĕн аталаннă халăх йышне кĕреймĕпĕр.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.