- Чăвашла верси
- Русская версия
Минăсем сирпĕнеççĕ... П.БЕРЕЗНЯК
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте).
Ăста диверсант
Алеша - отрядри чи лайăх минерсенчен пĕри. Диверси ушкăнĕн пĕр ĕçĕ те унсăр иртмест. Хăш чухне вăл йывăр лару-тăрăва та леккелерĕ, анчах ăна яланах тавçăрупа харсăрлăх пулăшрĕç.
Пĕррехинче Алеша ытти подрывниксемпе пĕрле çар ĕçне тухрĕ. Партизансем сĕм вăрман витĕр кайрĕç, çывăрманнипе тата çименнипе вăйсăрлансах çитрĕç. Виççĕмĕш кунне чугун çул тĕлне тухрĕç. Алешăпа ушкăн командирĕ Андрей Онуфриевич ывăннине пăхмасăрах чугун çул никĕсĕ патне шуса пычĕç, рельссене хыпашласа пăхрĕç. Шнурне тăсрĕç те шăтăк чавса мина хучĕç кăна, çывăхрах нимĕçсен сассисем илтĕнсе кайрĕç. Тĕттĕм пулнăран тăшмансем партизансене хуралçă вырăнне хучĕç, вăрттăн сăмах ыйтрĕç. Алешăпа Андрей Онуфриевич тарма пикенчĕç, пăшал сасси çеç ил- тĕнсе тăчĕ хыçалтан.
Чугун çултан инçе мар пытаннă Алеша тĕмсем хушшинче шăп выртать. Сасартăк вăл нимĕçсем шăп та лăп мина хурса хăварнă вырăнта пуçтарăннине асăрхарĕ. Вĕсем хунарсемпе çутаткалаççĕ. Алеша ăнкарса илчĕ: «Минăна хăрушсăрлатасшăн. Çук, ирĕк памастăп». Тăшмана тĕп тума шухăшларĕ вăл. Алла автомат тытса нимĕçсем енне шума тытăнчĕ. Чĕри хыттăн-хыттăн тапать. Пуçĕнчен шухăш каймасть: «Кая юлас марччĕ». Акă арçын ача гитлеровецсен пĕкĕрĕлнĕ кĕлеткисене курать... Темиçе утăм, пĕр минут çеç... Тинех вăл шнур вĕçне тупрĕ, хыттăн туртрĕ те çулăм юпи çĕкленчĕ. Шпалсем, рельссем тата тăшман виллисем те сывлăша сирпĕнчĕç. Алеша самантрах ура çине тăрса нимĕçсене автоматран шатăртаттарма тытăнчĕ. Ăна хирĕç перекен пулмарĕ.
Тепĕр кунне разведка Алешăна пула ултă фашист пĕтнине пĕлтерчĕ. Мина сая кайманни çамрăк подрывника питĕ савăнтарчĕ...
"Рельс вăрçи"
1943 çулхи çуркунне «рельс вăрçи» пуçланчĕ. Унта та кунта тăшман эшелонĕсем сывлăша çĕкленчĕç, машинисем сирпĕнчĕç, нимĕç гарнизонĕ- сене тăтăшрах тапăнма тытăнчĕç. Гитлеровецсем Чернок ячĕллĕ партизан отрядне тĕп тума каварлашрĕç. Вăл Брестран инçе мар вырнаçнă тата кунсеренех Мускав чугун çулĕпе куçса çÿреме чăрмантарать-çке. Партизан отрячĕ ăçта иккенне тавçăрнă нимĕçсем Кивьял вăрманне хупăрласа илчĕç. Анчах çыхăнуçăсемпе партизан разведки тăшман шухăшне вăхăтра ăнкарчĕç, çавăнпа отряд Борисов вăрманне куçса ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ.
Партизансен уйрăмшар пĕчĕк ушкăнĕсене сирсен нимĕçсем тĕллеве пурнăçланăн туйрĕç, «отряд пĕтнишĕн» савăнчĕç. Çак «çĕнтерÿ» çинчен пĕлтерсе хаçат та салатрĕç, радиопа янăрарĕç.
Мускав чугун çулĕн ĕçĕ вăйланчĕ. Эшелонсем фронта пĕрин хыççăн тепри пысăк хăвăртлăхпа ăсанчĕç. Пĕр вăхăт нимĕн те сирпĕнмерĕ, пăшал сасси пулмарĕ. Тăшман çунатланчĕ. Анчах ир савăннă.
Диверси ушкăнĕсенчен пĕри, Алешăпа пĕрле, вăрман витĕр кайса чугун çул çине тухрĕ. Партизансен мина та пурччĕ. Яланхи пекех Алеша чи малтан кайма кăмăл турĕ. Вăл Косичи тата Задворцы ялĕсем хушшинче меллĕ вырăн тупса вырнаçрĕ. Сăрт патĕнчи çул кукăрĕнче «кĕтмен парне» хурса хăварчĕ.
Акă мина рельс айĕнче. Темиçе минутранах Брест енчен килекен эшелон сасси илтĕнчĕ. Алеша ку паровоз йывăр тиевпе килнине ăнланчĕ. Мина лартнă хыççăн вăл шнур вĕçĕ патне шуса анчĕ.
Юлашки минутсемпе çеккунтсем сехет пек туйăнчĕç. «Пĕр-пĕр фашист тухса ĕçе пăсса ан хутăрччĕ çеç», - шухăшларĕ çамрăк подрывник. Йĕри-тавра шăп. Эшелон çывхарнă чухне çĕр хытăрах чĕтренме пуçларĕ, кустăрма сасси те, паровоз пăшлатни те, чĕре таппи те вăйлăрах илтĕнчĕ. Алешăн юлташĕсем хыçаларах шуçса хÿтĕленÿ вырăнне йышăнчĕç.
Юлашки çеккунтсем... Алешăн алли шнура çирĕппĕн тытать. Туртрĕ... Пысăк çулăм юпи хăпарчĕ, тĕттĕм каçра вăл çиçĕм евĕр туйăнчĕ, поезда çутатрĕ. Ун хыççăн аслати пек кĕмсĕр-тетрĕ.
Çывăхри ялсенчи чÿрече кантăкĕсем чĕтренеççĕ. Хăраса ÿкнĕ çынсем вырăн çинчен сиксе тăраççĕ. Алеша вара лăпкăн çĕкленет те пăрăнать. Вăл юлташĕсемпе аяккарах кайсан тин унта та кунта пăшал сасси илтĕн-ме тытăнчĕ.
Часах çыхăнуçăсем паха тиев турттаракан эшелон йăлтах пĕтнине пĕлтерчĕç. Нумай тăшман салтакĕ вилнĕ, танкĕсем çĕр айне пулнă. Чугун çул икĕ кун ĕçлемерĕ. Фашистсен ĕçне Алеша икĕ кунлăха чарса лартрĕ.
Тăшман оборонине сирсе тухни
Акă Пугачево тата Каменица-Жировецкая ялĕсен хушшинчи çул çине те мина хунă. Ăна пула нимĕçсен пысăк пĕлтерĕшлĕ офицерĕ сирпĕннĕ. Вăл кунта Германирен салтаксен çар ха- тĕрленĕвне тĕрĕслеме килнĕ иккен. Çак пулăм нимĕçсене тарăхтарса ячĕ. Вĕсем Брест, Кобрин тата Малорита гарнизонĕсене партизансене тупма хушрĕç, çичĕ пине яхăн çынна шырава явăçтарчĕç. Ку ĕçе танксем те, хĕç-пăшалланнă артиллери те, броневиксем те хутшăнчĕç.
Фашистсем Шебрин вăрманне хупăрласа партизансене шырама тытăнчĕç. Пирĕннисем вара кунти кашни ансăр сукмака пĕлеççĕ, çакă çеç вĕсене тăшмана улталаса унран тарма май парать.
Алеша ушкăна Шебрин вăрманĕн палланă сукмакĕсемпе ертсе çÿрерĕ. Ыйхăсăр тата çимесĕр аптăранă партизансем пĕр вырăнтан теприне куçнă чухне шуса пыни те пулчĕ. Вăй кайнине туйсан вĕсем пысăк мар уçланкăри тĕмсем хушшине вырнаçрĕç. Хурал тăратрĕç. Тарăн ыйхăпа çывăрса кайнăскерсем ирхине çеç вăранчĕç.
Питĕ шăп. Нимĕçсен сасси çук. Партизансене çакă хăратать те. Ăçта-ши вĕсем? Хăш еннелле каймалла - паллă мар.
- Ку тавралăха эсĕ пуринчен ытла пĕлетĕн. Мĕн тума палăртатăн? - ыйтрĕç партизансем Алешăран.
- Шурлăх патĕнчен тĕмсем витĕр каймалла та урăх вăрмана куçмалла.
Ку шухăша ырларĕç. Утма та тытăннăччĕ ĕнтĕ, анчах шăп кайма хатĕр-леннĕ енчен нимĕç автоматчикĕсем курăнчĕç. Партизансем вĕсем çывхарасса кĕтсе çапăçу витĕр шăтарса тухма палăртрĕç.
Граната хатĕрлерĕç, автомат тытрĕç, хушу пулсанах пеме хатĕр. Сасартăк вăрмантан автоматчиксен пĕрремĕш карти хыççăн тепре курăнса кайрĕ, унтан виççĕмĕш, тăваттăмĕш. Ушкăн командирĕ хушу пачĕ:
- Ан перĕр! Хирĕç кайсан пурте пĕтетпĕр! Тăшманăн тăватă картине çĕнеймĕпĕр. Чакатпăр! Алеша, ушкăна илсе тух!
Ушкăн самантрах уçланкăна пăрахса хăварчĕ. Алеша малта пырать. «Çавăнта çул пулма кирлĕ. Виçĕ юман патĕнчен тепĕр енне иртсе тарăпăр», - шухăшлать вăл. Хыçалта вара нимĕç сассисем вăйлăрах илтĕнеççĕ. Шĕшкĕ тураттисене сирсен Алеша шăпах юмансем патĕнче нимĕç пулеметчикĕ-сен ушкăнне курчĕ. Çав самантрах вăл пĕр шухăшламасăр автоматран пеме тытăнчĕ. Фашистсем тĕшĕрĕлсе анчĕç. «Ман хыççăн!» - кăшкăрчĕ Алеша. Вилесем урлă каçса çул тепĕр енне васкарĕ, сĕм вăрмана чупса кĕчĕ, ун хыççăн - ытти партизансем те.
Тухрĕç!
Кĕрешĕве малалла тăсма тăшман оборонине шăтарса тухрĕç.
Вырăсларан
Лариса ПЕТРОВА куçарнă.
Комментировать