Суту-илÿри вылява хăнăхма çăмăл мар

18 Дек, 2014

Çăкăр, çăнăх, тăвар хакĕ хальлĕхе малтанхи шайрах

Пушă енчĕкпе пасара тухма хушман. Укçа çитсе пыман çынсем паян лавкка сентрисене экскурсие тухнăн пăхса çÿреççĕ: «Хаксем хăпарнă-и?», «Мĕн чухлĕ ÿснĕ?»

Ĕнер Шупашкарти пасарсене çитсе çаврăнтăмăр та хаксем кашнинчех тĕрлĕ пулнине курса ĕнентĕмĕр. Ыттисемпе танлаштарсан Хевеш пасарĕ яланах апат-çимĕç йÿнĕреххипе илĕртетчĕ. Пĕтĕмĕшле хак хăпарăвĕ вĕсене те витĕм кÿнех ĕнтĕ, çапах кунта вăл питех сисĕнмерĕ.

Какай пайĕнчи Надежда сутуçă:

- Сысна какайĕ унччен 190 тенкĕччĕ, халĕ 200-210 тенкĕпе сĕнетпĕр. Нумай ÿснĕ темеллех мар. «Шупашкар» пасарта чылай хаклăрах. Ютран кÿрсе килни мар, чăвашра çитĕнтерни. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн темле пулĕ - ăна калаймастăп. Уяв сĕтелĕ валли фаршран пĕçернĕ çимĕçсем паха. Килограмĕ 220 тенкĕ.

Çăкăр, çăнăх, тăвар, сĕт-турăх - малтанхи шайрах. Тип çу хакĕ лавккасенче те улшăнман. Сахăр ÿссе пыни куçкĕрет. Паян ăна 42-44 тенкĕпе сутаççĕ.

- Эх, хуратула «Пятерочкăра» темиçе кун 22 тенкĕпе сутрĕç, çавăн чухне илсе хумаллаччĕ, - кÿренĕçлĕн уткаласа çÿрет пĕр кинемей. - Халĕ 70 тенкĕне кармашать. Алтайра акса тăваççĕ, хакĕ çич тинĕс леш енчен турттарса килнине аса илтерет. Ăçта пырса тухатпăр капла? Пĕр михĕ çăнăх туянса çăкăра килте пĕçерме тытăнмалла пуль.

Сăмах май, специалистсем каланă тăрăх - хуратул туса илнин хăйхаклăхĕ 12-14 тенкĕпе танлашать. Пирĕн пата çитиччен темиçе сыпăк витĕр тухнăран çавнашкал хакланать имĕш. Халăха пăлхатса яма нумай кирлĕ-и?

Паян суту-илÿре ĕçлекенсен шалăвĕ тавар йышăннинчен кăна мар, хак хучĕсене çĕнетнинчен пуçланать пулас. Чи тĕлĕнмелли çакă: рынок тапхăрне кĕнĕренпе хаксен вылявне ниепле те ăнкараймастăн. Кам пуçне мĕн пырса кĕрет - çавна кукăртса çыраççĕ. Суту-илĕве общество енчен тĕрĕслесе тăмалли тытăмсем йĕркелерĕç - витĕмĕ курăнсах каймасть. Арăш-пирĕш саманара пĕрисем нухратлă пулни, теприсем çука юлни - чăнлăха тухса пырать.

Муркашри чăх-чĕп фабрикин таварне пасартан марисем хĕссе кăларма пуçларĕç тени тĕрĕсех мар. Пирĕннисем ят-сума çухатман-ха, çапах хаксен ылмашăнăвĕнче вĕсем те ыттисенчен ÿксе юлмаççĕ. 10 çăмарта 50-52 тенке çитнĕ.

- Муркаш çăмарти 30-40 пус хакланнишĕн шăв-шав ан çĕклĕрех, - терĕ Валентина сутуçă. - Лавккара 60-65-пе ярăнтараççĕ вĕт халь.

Пулă уйрăмĕнче çын çукпа пĕрех. Семга - 200, скумбри - 145, треска - 196 тенкĕ. Эпир сентресене ÿкерсе илнине курсан мăнтăркка сутуçă хаяррăн кăшкăрчĕ:

- Ÿкерме ирĕк паракан хут пур-и сирĕн?! Çук-тăк - тасалăр кунтан!

ЧР Экономика аталанăвĕн министерствинче ĕçлекенсем сахăр песукĕн хакланăвне Чулхула облаçĕнчи Сергачри сахăр завочĕ пĕр вăхăт тулли хăватпа ĕçлеменнипе ăнлантарнăччĕ. Апат-çимĕçре импорт шайĕ чакнине те туятпăр. Çынсем сентре çинче мĕн пуррине малашлăх валли те туянма тытăнсан - вăл та çитмĕ.

Асăннă ведомство хаксен улшăнăвне тĕрĕслесех тăни аван, çапах ыранхи кун мĕнле «кучченеç» илсе килессе никам та уçăмлă калаймĕ.

 

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.