Сутса укçа тума чăрмав çук

17 Дек, 2014

– Ялхуçалăхĕнче туса илекен çимĕçе сутма хальхи вăхăтра чăрмавлă мар. Паян влаç тытăмĕсен çĕр ĕçченне, ялхуçалăх таварĕ туса кăларакана пур енлĕн пулăшмалла, - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче.

Чылай йышши апат-çимĕçе ют çĕршывран турттарма чарни хресчене хăйĕн таварне ирĕклĕ сутма çул уçрĕ. Çав вăхăтрах ялхуçалăхĕнчи ĕç тухăçлăхĕ çине те куç уçса пăхтарать политикăри паянхи лару-тăру. Хамăра хамăр тăрантарма чăнахах пултаратпăр-и?

Çĕрулми

Республикăн ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх – кăçал çĕрулми сахал пухса кĕртнĕ: пĕлтĕрхи кăтартăвăн 91,7 процентне ?580,3 пин тонна% кăна. Вăрлăх çитменрен тата маларахри çулсенче вăл ытла та йÿнĕпе сутăннăран. "Çитес çул капла тăвас марччĕ, чăваш çĕрулмин ятне çÿле çĕклесчĕ. Çапла тума майсем çителĕклĕ", - шантарать министр.

Пÿлмене пĕтĕмпе 554,2 пин тонна тырă ?пĕлтĕрхинчен 40 процента яхăн ытларах% кĕнĕ.

Аш-какай

Республикăра иртнĕ çулхинчен ытларах аш-какай хатĕрленĕ. Тĕслĕхрен, ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăна аш туса илес кăтартăва 15,8 процент ÿстернĕ. Ку савăнтарать, анчах ял çынни ĕлĕкхи пек выльăх тытса нушаланасшăн мар. Çавăнпа халăхра какай туса илесси 11 процент чакнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 108 пин тонна выльăх тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илмелле. Çакă пĕлтĕрхинчен нумайрах ?106,8 процент%, анчах ЧР Ялхуçалăх министерствипе Раççей министерстви çак çул валли йышăннă Килĕшĕвĕн тĕллевне пурпĕр саплаштараймăпăр. Планри кăтартăва ?118 пин тонна% 8,5 процент тултараймастпăр. Ялхуçалăх организацийĕсем япăх ĕçленĕшĕн мар ку, халăх выльăх тытманран. Пĕтĕмĕшле калăпăшăн 33,4 проценчĕ килти хуçалăхсене пырса тивет-çке.

Федерацин Атăлçи округĕнче Оренбург облаçĕнче пурăнакансем çеç килти хуçалăхра аш-какай туса илес кăтартăва ÿстернĕ. Удмуртсем ăна пĕлтĕрхи шайра сыхласа хăварма пултарнă. Ыттисенче вара пирĕн патри пекех чакнă.

Сĕт

Вăрнарсемпе Елчĕксем кăçалхи 10 уйăхра сăвăм калăпăшне 2 пин тата 1,5 пин тонна ÿстернĕ. Çав вăхăтра Муркаш районĕнче - 443, Пăрачкавра 325 тонна чакарнă. Кăçал республикăра 540 пин тонна сĕт суса илме палăртнă, анчах 423 пин тонна пулĕ-и, çук-и? Ял халăхĕ ĕне усраса сĕтлĕ пуласшăн çунмасть. Çакă ура хурать те. Оренбург облаçĕсĕр пуçне Атăлçи тăрăхĕсенче пуринче те çакнашкал лару-тăру.

Тĕллеве пурнăçа кĕртме 117 пин тонна сĕт суса илме ĕне шутне харăсах 25 пин пуç таран ÿстермелле. Çакна валли 10-15 сĕт-çу комплексĕ тумалла. Çавăнпа план кăтартăвне çĕнĕрен пăхса тухма республика Раççей Ялхуçалăх министерствине çырупа тухасшăн.

Темле пулсан та хресченсем яваплăхран пăрăнмаççĕ. Çакна выльăх-чĕрлĕхĕн çĕнĕ фермисем хута кайнинче куратăн. Кăçал 12 инвестици проектне пурнăçланă, вĕсенчен 6-шне - фермер хуçалăхĕсенче. 2006 çултанпа республикăра 214 проект пурнăçа кĕрсе пырать.

Тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшма тата выльăх-чĕрлĕх фермисене ?çемье фермисене% аталантарма май паракан программăсемпе республика анлă усă курать. Федерацин Атăлçи округĕнче ку тĕлĕшпе вăл чи хастаррисенчен пĕри. Мускавра иртнĕ "Ылтăн кĕркунне" куравра кăçал ылтăн медальпе Диплома тивĕçнĕ.

Çăмарта

Кăçалхи 10 уйăхра пĕлтĕрхинчен сахалрах çăмарта хатĕрленĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле унăн шучĕ 270 млн штукпа ?пĕлтĕрхи кăтартăвăн 80 проценчĕ% танлашмалла. Шут чакни "Юрма" агрохолдинг ытларах чăх-чĕп ашĕ хатĕрлеме тĕллев лартнипе çыхăннă. Турра шĕкĕр, республикăра чăх-чĕп фабрикисем çук мар. Муркашпа Канашрисем кăçал ĕç тухăçлăхне ÿстерчĕç. Çитес çул вĕсен кăтартăвĕсен тата сумлăрах пулмалла.

Выльăх-чĕрлĕх

Чăвашстат кăтартăвĕпе ноябрь уйăхĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 201,7 пин пуçа çитнĕ.

Ытти выльăх шучĕ ялхуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче чакнă: 93,2 пин ĕне, 176,4 пин сысна ?7,7 процент чакнă%, 181,6 пин сурăхпа качака ?2,5 процент чакнă%, 3534 пин кайăк-кĕшĕк ?12,3 процент чакнă% юлнă.

Инвестици

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 6 млрд тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă. "Юрма" агрохолдингра анлă модернизаци пырать.

Патшалăх пулăшăвĕпе кăçал пахча çимĕç тата çĕрулми упрамалли 10 комплекс тунă. Вĕсенче харăсах 25 пин тонна чĕр тавар упрама пулать. Управ хуралтисем Елчĕкпе Вăрмар районĕсенче хута кайнă, Куславккарине реконструкциленĕ.

"Ольдеевская" агрофирмăн теплицине çĕнетнĕ.

Январь-октябрь уйăхĕсенче ялхуçалăх предприятийĕсем 163 трактор ?иртнĕ çул кăтартăвĕнчен 115,6 прцент%, тырă вырмалли 52 комбайн ?108,3 процент%, выльăх апачĕ хатĕрлемелли 25 комбайн ?116,7 процент% туяннă.

Шел, Улатăр, Куславкка тата Çĕмĕрле районĕсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пĕр инвестици проектне те çул паман.

Паянхи куна агропромышленноç комплексĕ патшалăхран 1951,1 млн тенкĕ ?пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 93 е çулталăкри лимитран 79,5 процент% илнĕ. Çав шутра федераци бюджетĕнчен - 1304,86 млн, республикăннинчен - 646,2 млн тенкĕ.

Шалу

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - ялхуçалăхĕнче тата вăрман ĕçĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи вунă уйăхра 12657,7 тенкĕпе ?иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 116,3 процент% танлашнă. Экономика тытăмĕнчи вăтам ĕç укçипе танлаштарсан кăтарту 62,2 процент ÿснĕ.

Атăлçи округĕнче çак ÿсĕмпе республика пĕрремĕш вырăнта. Шалу виçипе - 12-мĕшĕнче, анчах Оренбургпа Саратов облаçĕсенчен малта.

Ял аталанăвĕ

Республикăри ялсене аталантарассипе çыхăннă хушма программăпа çамрăк çемьесемпе специалистсене, ял çыннисене çурт тума е туянма строительствăн 70 проценчĕ таран тÿлесе пулăшма палăртнă.

Кунсăр пуçне çитес çул ялти социаллă объектсем патне çитмелли çулсене юсама та пулăшĕç. Ялта çурт лартма е туянма республика бюджетĕнчен кăçал 50 процент хушса тÿленĕ пулсан çитес çул кăшт сахалрах - 30 процент.

Пурте çителĕклĕ

Кăçал пĕлтĕрхинчен 40 процент нумайрах тĕш тырă пуçтарса илнĕ. Вăл тата ытти кирлĕ чĕртавар саппасра пур. Çăкăр пĕçермелли çăнăх авăртма та, выльăх валли фураж хатĕрлеме те элеваторсенче тырă çителĕклĕ.

Юлашки вăхăтра хуратул хакĕ ÿсни пирки шăв-шав нумай пулчĕ. Раççей Ялхуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - кăçал хуратула пĕлтĕрхинчен 28 процент ытларах пуçтарса илнĕ. Пурне те çитет. Апла хака усламçăсем ÿстерме тăрăшаççĕ. Вĕсен кăмăлне çырлахтарассишĕн хуратула хутаçĕ-хутаçĕпе туянма кирлĕ мар.

Республикăра пурăнакансем ялхуçалăх таварĕпе пахча çимĕçе "Кĕр мăнтăрĕ" ятпа иртнĕ ярмăрккăсенче туянчĕç.

Ашпа сĕте, ытти чĕртавара тирпейлемелли хушма объектсене ĕçлеттерме майсем пур. Çакна шута илсе хальччен усă курман объектсене хута яма тата çĕннисем тума 9,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.

Ирина Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.