Вĕсем пек пуласчĕ

17 Дек, 2014

"Тепĕр 10-15 çултан-и? Пурнăçа никам та пĕлмест. Эпир çакăнта хуларан ахальтен куçса килмен вĕт. Пурнăçра нимĕн те ахаль пулса пымасть. Яла çухатма кирлĕ маррине патшалăх та ăнкарĕ. Хулара юлнă ачасем пиртен тĕслĕх илмĕç тетĕр-и? Илмелле. Ватăлнăçемĕн ăс-хакăл, тĕнчекурăм улшăнать", - терĕ Тăвай районĕнчи Лачкассинче пурăнакан Надежда Геннадьевна Лепилина. Çирĕп шухăшлă хĕрарăмăн сăмахĕсем хавхалантарчĕç. Вăл пурнăçра тем те курнă. Тĕрлĕ вăрă-хурахпа куллен кун курнăçма, калаçма тÿр килнĕ унăн. Республикăри Шалти ĕçсен министерствин следстви тытăмĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ хушăра вăл курманни, чăн та, сахал пулĕ.

Хĕрарăмсенчен - пĕрремĕш

Террористсемпе, бандитсемпе, преступниксен пĕрлешÿллĕ ушкăнĕсемпе кĕрешекен следстви управленине те ертсе пынă хĕрарăм. Пуçра ялан шухăш пулнăран канăçа пĕлменпе пĕрех. Уголовлă ĕçе вăхăтра тĕпчесе вĕçне çитермелле, прокуратурăпа калаçса татăлмалла, ĕçе судран каялла тавăрса ан паччăр тесен пурне те кирлĕ пек пурнăçламалла... "Судра адвокатсем айăпланакансене хÿтĕлесе мĕн кăна шухăшласа кăлармастчĕç тата. Тепĕр чухне адвокачĕсем айăплă çынсенчен те хăрушăраххăн туйăнатчĕç", - иртнине аса илме тăрăшрĕ вăл. Хулари ĕçе пит аса илме юратмасть: яла куçса килнĕренпе хыçа, ĕмĕрсен хушшинех юлнă тейĕн.

Çакна калам: Надежда Геннадьевна Лепилина республикăри хĕрарăмсенчен "милици полковникĕ" пуçласа ята илнĕ. Паллах, пултаруллă, ăслă, хăюллă пулнăшăн.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче сентябрь уйăхĕнче вăл отпуск хыççăн ялтан Шупашкара таврăнма çула тухнă. Канаша çитсен хĕрĕпе тата тăванĕн ачипе "Икарус" автобуса ларнă. Часах çак автобуса шыравра пулнă арçын кĕнине курать. Лешĕ следователе асăрхамасть. Транспорт хулана çитет. Çывăхра ларнă хĕрарăм "Новоюжный" чарăнура анса юлма хатĕрленет. Надежда Геннадьевна хайхине тухас умĕн водителе систерме ыйтать: "Вокзала çитсен тÿрех милици пункчĕ умĕнче чарăнтăр", - тет. Ак тамаша, шыраври çын та хулан çĕнĕ кăнтăр чарăнăвĕнче анса юласшăн. Мĕн тумалла? Милиционер ларкăчĕ çинчен тăрать те арçын çулне пÿлет. Лешĕ: "Эсир мана урăх çынпа пăтраштаратăр", - тесе тунма тытăнать. Кайран чышкипе хĕрарăма куçĕнчен тăрăнтарать. Анчах следователь ăна пурпĕрех кăларса ямасть. Çакăншăн Надежда Геннадьевнăна ĕçре 25 пин тенкĕ преми парса хавхалантараççĕ. Юрать-ха, преступникăн çумра çĕçĕ е хĕç-пăшал пулман. Ĕç инкекпе вĕçленме те пултарнă вĕт.

Тепĕр ултавçăна пирĕн республикăра тытнă. Ывăлĕсем Афган вăрçине лекнĕ ашшĕ-амăшĕсем патне çитнĕ те çакскер: "Сирĕн ывăлăрпа пĕрле çапăçнă. Аманнă вăл. Госпитальте выртать. Çула май пулнăран кĕрсе тухма хушрĕ", - тет. Пуринчен те укçа тата суханпа ыхра ыйтнă вăл. Çапла Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче çÿренĕ. Ĕçе суда яриччен Надежда Геннадьевна арçынна следстви материалĕсемпе паллаштарнă. "Вăрçа лекнĕ ачишĕн çын ахаль те хуйхăрать. Мĕншĕн-ха эсĕ тата вăл аманни çинчен суйса пушшех кулянтарнă? Йăнăша ăнланса илме санăн вăхăт çителĕклĕ. Ларса тухсан текех кунашкал хăтланмастăн пулĕ?" - тесе ыйтнă. "Ун чухне улталама урăхла май шухăшласа кăлармалла ĕнтĕ", - хуравланă лешĕ.

Тепрехинче, дефицит тапхăрĕнче, укçаллă çынсем, сутуçăсем патне Жанна ятлă хĕрарăм иленнĕ. Чаплă япаласем илсе килсе паратăп тесе укçине илнĕ те çухалнă. Вăл та Раççейĕпех çÿренĕ. Çав вăхăтра укçа парăмне тÿлесе татсан хĕрарăм амнистипе çăлăнма пултарнă. Следователь чунсăр мар вĕт. Ют хулара улталаса илнĕ укçана парса таттăр тесе Надежда Геннадьевна çакна пуйăс çине ларма билет туянса парать. Лешĕ унăн шанăçне тÿрре кăлармасть - каллех çухалать. "Ну мĕн, Лепилина, халĕ ху та инкек тÿснисен йышне лекрĕн", - шÿтленĕ ĕçтешĕсем.

Ĕçри кулăшларах самантсемпе кăна çырлахрĕ Надежда Геннадьевна. Хăрушшисене, усаллисене аса илес килмерĕ унăн. "Ĕçсĕр пуçне нимĕн те курман. Яла анне патне çула тухсан нихçан курманла йывăçсене сăнаттăм, çутçанталăк илемĕпе киленеттĕм. Хăвăртрах пенсие тух та яла таврăн тетчĕ анне. "Ялта мĕн туса пурăнатăп-ха эпĕ", - шухăшлаттăмччĕ хам", - тет республикăн йĕрке хуралĕнче пысăк вырăн йышăннă çын. Хулана пăрахса каясси çинчен ун чухне вăл пач шухăшламан.

Ял сыватнă

Пурнăçра ыран мĕн пуласса чăнахах пĕлеймĕн çав. Канăçсăр ĕçе пула хытă чирлесе ÿкет хĕрарăм. Çурăм шăммине сиплес тесе ăçта кăна çитмест. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла таврăнать. Малтанах шăмшакне укол тумасăр та хускатаймасть. Анчах майĕпен тăван çуртне юсама тытăнать. Ялта ÿссе çитĕннĕ çыннăн выльăх та тытас килет. Чăх-чĕп, хур-кăвакал кĕшĕлтетме пуçлать картишĕнче. Сĕт çиес килнĕрен хĕрарăм качака туянать. Пĕр çулхине унăн йышĕ 9 пуçа та çитет. 50 сотăй çĕр çинче пайтах ĕçлемелле. Хуларан амăшне пулăшма килнĕ хĕрĕ пĕррехинче Интернетра илемлĕ тата ăратлă йышши кайăк-кĕшĕк курать те ялта усраса пăхма сĕнет. Çав енпе кăсăкланакансене шыраса тупаççĕ. Часах кил картишĕ темĕн тĕрлĕ чăхпа пуянланать. Брама, кохинхин, фавероль йышшисем хуçа пулса çÿреме тытăнаççĕ. Унтан хĕрлĕ çăмарта тăвакан мирон йышши хушăнать. Тепĕр çулхине çемье ятарлă инкубатор туянать. "Шелковые", орпингтон, виандот, феникс тата ытти йышшисем хĕрарăма илемĕпе савăнтарнипе пĕрлех çĕнĕ вăй-хал параççĕ.

Вĕсене туянма, пăхса тăма пенси укçи çитменрен Надежда Геннадьевна кредит илет. Паян унăн картишĕнче вун-вун тĕрлĕ илем, куç ытарайми сăнатăн ăратлă чăхсене, путенесене, кăрккасене. Алла пенси илсессĕн хĕрарăм кредит тÿлет те пасара вĕçтерет. Кайăк-кĕшĕке ырă-сывă çитĕнтерме темĕн тĕрлĕ паха апат, витамин кирлĕ. Кăçал тыррине кăна 13 пин тенкĕлĕх туяннă. Тата 3 пинлĕх туянма саккас панă. Пасартан таврăннă чухне палланă водитель Надежда Геннадьевнăна яланах: "Ай-уй, сирĕн чăхсен çăмартисем ылтăнран пулĕ", - тесе тĕлĕнет.

Яла куçса килнĕ чухне аран кăна утма пултарнă хĕрарăм халĕ вăшт-вашт çÿрет, мĕнпур ĕçе ĕлкĕрет. Икĕ хĕрĕ ?вĕсем те амăшĕ пекех юридици пĕлĕвĕ илнĕ%, мăнукĕсем ?часах кĕçĕн мăнукĕ те çуралмалла% пултарнă таран пулăшаççĕ.

Пĕр çулхине Надежда Геннадьевна аллине хуçнă, Андрей мăнукĕ кукамăшне пулăшма килнĕ те ялах юлнă. Шкула кÿршĕри Тăрмăш ялĕнче вĕренсе пĕтернĕ. "Ытахальтен килмен. Утă çулма, вутă çурма вĕренчĕ. Тимĕре шăратса çыпăçтармалли агрегатпа ĕçлеме маçтăр. Кашни йышши чăх валли уйрăм пÿлĕмсене хăй турĕ. Канашри энергетикăпа транспорт колледжне вĕренме кĕчĕ. Çывăх вăхăтра салтака илсе кайĕç. Çавăнпа ĕçлеттерсе юлас тетĕп", - тет Надежда Лепилина мăнукĕ çине ăшшăн пăхса.

"Атте-анне, асатте-асаннесемех илсе килчĕç пулĕ. Килĕр, ĕçлĕр, яла пĕтме ан парăр тенĕнех туйăнать халĕ. Пурин те пирĕн пек пуласчĕ. Ав, вырăнти депутат та Венера Алексеевна Николаева хуларан куçса килнĕскер. Кĕрÿшне те Шупашкартан яла илсе килчĕ", - хăйĕн пек тĕслĕх кăтартакана аса илчĕ хĕрарăм.

Ирина Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.