- Чăвашла верси
- Русская версия
Юнпа мар, чунпа тăван
Вĕсемпе эпĕ «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕнче паллашрăм. Михайловсем ку ăмăртура «Чи ĕçчен çемье» номинацире çĕнтерчĕç. Чăваш Енри чи маттур, ĕçчен çемьепе курнăçма Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваша çитсе курма тĕв турăм.
«Мĕншĕн мана илместĕн?»
Икĕ хутлă пысăк çуртра пурăнаççĕ Михайловсем. Владимир Петровичпа Светлана Николаевна пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Тĕрĕсрех, икĕ ывăл пулнă вĕсен. Шел те, Денис ачаллах пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Шăпах çак хуйхă хыççăн ача усрава илес шухăш çуралнă вĕсен. Çитменнине Леня та каярахпа Тăвайĕнчи шкулта вĕренме пуçланă. Çавна май кермен ача-пăча сассисĕр пушанса юлнă. «Эпĕ ача чухнех йышлă çемьене кăмăллаттăм, вĕсене ăмсанаттăм. Хам вара шăллăмпа çеç ÿснĕ. Атте-анне вăрçнине пăхмасăр нумай ачаллă çемьесем патне выляма çÿреттĕм», - аса илет иртнине кил хуçи хĕрарăмĕ.
Пĕр çулхине Канашри интернатран хĕллехи каникул вăхăтĕнче сакăр ача илсе таврăннă Светлана. Вĕсемпе туслашма та ĕлкĕрнĕ вăл. Ахальтен мар каярахпа интерната ача илме кайсан лешсем: «Мĕншĕн мана илместĕн?» - тесе пыра-пыра ыйтнă унран. Михайловсем вара пĕр тăван Альăпа Артура ?ашшĕсем уйрăм% суйланă. Халĕ вĕсем пысăкланнă ĕнтĕ. Аля - вырăнти шкулта 11-мĕш класра, Артур 9-мĕшĕнче вĕренет. Каярахпа çемьене Сергей хутшăннă. Ăна та çуллахи каникула çеç илсе килнĕ малтан. Анчах Артурпа çывăх туслашнăскерĕн интерната каялла каяс килмен. Арçын ача паян 6-мĕш класра пĕлÿ илет. Иртнĕ çул вара çемье пукане пек чипер пĕртăвансене Настьăпа Машăна хăйсен хÿттине илнĕ. Настя кăçал пĕрремĕш класа кайнă, Маша ача садне çÿрет. Аслисем Михайловсене «аппа», «пичче» теççĕ пулсан, кĕçĕннисем вара - «аннепе атте». Чи кирли - вĕсем пĕр çемье. Нихăшне те уйăрма çук.
Сăваплă ĕç
«Ют ачасене илме мĕнле хăрамастăн?» - кăсăкланать ял халăхĕ пĕрмай. Эпĕ яланах: «Хăрасан пурăнмалла та мар», - тетĕп. Вĕсене пĕчĕкрен воспитани пама тăрăшмалла, каярахпа пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ», - кăмăллăн сăмахлать Светлана Николаевна. Пурнăç юмахри пек пыл та çу мар паллах. Ют ачасене пăхма çăмăл мар. Акă Альăпа Артур интернатра чухне пÿре чирĕпе аптранă. Каярахпа больницăра выртса тухнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене тĕрлĕ курăкпа та сипленĕ. Халĕ хăйсене аванах туяççĕ, анализ кăтартăвĕсем те лайăх. Аля шкулта «4» тата «5» паллăпа вĕренет пулсан, Артурпа Сергейшăн Светлана Михайлова учитель вырăнĕнче. Маларах вĕсене килти ĕçсене тума пулăшнă, вулама вĕрентнĕ. Ахальтен мар арçын ачасем ăна амăшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ, чунри вăрттăн ĕмĕчĕсемпе те паллаштараççĕ.
Тăрăшни сая кайман: арçын ачасем халĕ вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраççĕ, тĕрлĕ предметпа олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Вĕсем спортпа та туслă. Аля кĕрешме çÿрет, Артурпа Сергей футболла выляççĕ. Вĕсене кура пĕчĕк хĕрĕсем те ăмăртса чупаççĕ.
Сергей ÿкерме кăмăллать. Çамрăк ÿнерçĕ ача садне илемлетме çÿрет.
«Ачана воспитани парасси хĕрарăмшăн чи сăваплă ĕç, - тет Светлана Николаевна. - Ют ачасене пăхса çитĕнтересси пушшех те. Çĕр çинче пурăннă чухне ырă ĕç кăна пурнăçламалла».
Пĕри - пуриншĕн,
пурте - пĕриншĕн
Михайловсем чи ĕçчен çемье пулнине хам курса ĕнентĕм. Кил-çурчĕ тирпейлĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Хĕрсем кил-çурт тасатма, япала çума, апат пĕçерме пулăшаççĕ пулсан, арçын ачасем кил-тĕрĕшре вăй хураççĕ. Техникăпа та туслă вĕсем. Пысăк ĕçсене вара пурте пĕрле пурнăçлаççĕ. Çĕрулми лартасси, кăларасси вĕсемшĕн уяв вырăнĕнче тейĕн. Кирек мĕнле ĕçе те тиркемеççĕ. Тепĕр ырă йăла пур çак çемьере: пĕр-пĕр ĕçшĕн кашни явап тытать. Унсăр пуçне айăпа кĕрсен пĕчĕккисене кĕтесе тăратаççĕ, пысăккисене вара черетсĕр наряд кĕтет: е чашăк-тирĕк çумалла, е кил-çурт тирпейлемелле.
Михайловсен ывăлĕ Леонид та çемье çавăрнă. Мăнукĕ Даниил аслашшĕпе асламăшĕ патне час-часах килет. Кунта унпа выляма ача-пăча туллиех-çке.
Мăнкуна уявлама çемйипех чиркĕве каяççĕ вĕсем, пурте Турă юнне ăша илеççĕ.
Вăрмана çырла-кăмпана каймалла е çулçÿреве тухмалла, хĕлле йĕлтĕр сырса уй-хире вĕçтермелле - яланах пĕрле вĕсем. Светлана Николаевна хăй юрра-ташша ăста пулнăран ачасене культура çуртне те илсе çÿрет. Ялти пĕр концерт-спектакль те вĕсем хутшăнмасăр иртмест. Шăпах çак лайăх енсем çемьене туслаштараççĕ, çирĕплетеççĕ.
Ырă улмуççи тутлă çимĕç çитĕнтерет тени тĕрĕсех. Ĕçчен, пултаруллă çемьере пархатарлă ачасем ÿсеççĕ. Ан тив, юнпа вĕсем тăван мар, анчах чунпа пĕр тăван. Пурнăç, телей пĕрлештернĕ вĕсене. Ăраскаллă шăпа çак çемьене илсе килнĕ. Светлана Николаевнăпа Владимир Петрович хÿттинче савăнса пурăнаççĕ. Малашне те телейлĕ кун-çул вĕсене.
Комментировать