- Чăвашла верси
- Русская версия
Шур хурăнсем те кулянаççĕ
Афган вăрçин паттăрне Владимир Тукмакова Çĕнĕ Ахпÿртре ватти-вĕтти таранах пĕлет. Ăна вунтăхăр çултах Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Шел те, Володьăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулайман. 39 çултах пурнăçран уйрăлнă вăл. Ăна тăван тăрăхĕнче манмаççĕ. Ун ячĕпе Çĕнĕ Ахпÿртре кашни çулах хоккей турнирĕ иртет.
Федор Петровичпа Александра Макаровна патне кĕрсе, тен, йăнăш та турăм-и? Ывăлĕ пирки аса илтерсе амăшĕн чунне татах та ыраттартăм-çке. Аслă ывăлĕн Володьăн пысăклатнă сăнÿкерчĕкĕсем çине пăхса йĕчĕ вăл.
- Çук, çук, Володя та, Лена та урăх таврăнмаççĕ. Пахчари шур хурăнсем те кашни кунах ывăлăма аса илтереççĕ. Йывăçсем те куляннă пек туйăнать. Салтакран килсен Володя лартнăччĕ вĕсене, - терĕ вăл пăртак лăпланнă хыççăн.
Хĕрĕ Лена виçĕ çул каялла усал шыçăпа чирлесе вилнĕ-мĕн.
Володя мĕн ачаран хоккей выляма юратнă.
- Спортра яланах малтаччĕ. Шкулта учительсен умĕнче пите хĕретме тивмен манăн, нихăçан та намăс кăтартман. Çемьере чи асли пулнă май ыттисемшĕн яланах тĕслĕхчĕ. Çапăçса çÿремен, усал пулман. Юлташĕ тĕлĕнмелле нумайччĕ, - каласа кăтартрĕ амăшĕ.
Каччă шутне кĕрсен клубран та вăхăтра таврăннă. Юратнă амăшне хурлантарасран, вăл пăшăрханасран сыхланнă каччă.
Çарта Афгана лекнĕ, анчах çывăх çыннисене кулянтарса çырман Володя.
Вăрçă хирĕнчен тăван яла майăн 1-мĕшĕнче çитнĕ.
- Анне, Володя тете килет. Ман çĕнĕ тапăчки ăçта? - хыпăнса ÿкнĕ кĕçĕн ывăлĕ Коля. Амăшĕ панă ура тумтирне тăхăннă та тетĕшне хирĕç кĕпер патне çитиех чупнă шăпăрлан.
- Кольăна хапха умне çитиех йăтса килчĕ. Ун чухне ман пĕр хуйхă та пулман. Вăл телейлĕ кунсем асăнмалăх кăна юлчĕç, - куççульне шăлать амăшĕ.
Владимир Тукмаков вунă çул каялла пурнăçран уйрăлнă.
- Мана та нумай пулăшатчĕ. Урок хыççăн фермăна вĕçтерсе çитетчĕ, тракторпа улăм турттаратчĕ. Çемьере асли пулнă май Володьăна ĕç ытларах лекнĕ, - калаçăва юлашкинчен Федор Петрович та хутшăнчĕ.
Александра Макаровна 22 çул почтальонра тăрăшнă. Çавна май ял çыннисене хаçат-журнал, çыру-открытка Володя та хаваспах валеçнĕ.
Афган вăрçинчен орденпа таврăннă салтака манмаççĕ Çĕнĕ Ахпÿртсем. Унăн ашшĕ-амăшне, тăванĕсене сума сăваççĕ ялта. Тăван шкулĕнче вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Владимир Тукмакова асăнса ятарлă кĕтес уçнă.
Елена АТАМАНОВА.
Патăрьел районĕ.
Комментировать