Çуркунне савăнтартăр кăна

12 Дек, 2014

Кашни çулах Çĕрпÿсем çуркуннене шикленсе кĕтнĕ. Çĕрпÿ хулин пĕр пайне тата Виçпÿрт салине шыв илес хăрушлăх хăратнă. Унта пурăнакансен вăхăтлăха та пулин пурлăхĕпе выльăх-чĕрлĕхне урăх çĕре куçарма тивнĕ. Тинех çак нуша хыçа юлать. Çĕрпÿсем шыв-шуртан хăрама пăрахĕç: иртнĕ ытларикун кунта ейÿрен хÿтĕленмелли сооруженисен комплексĕн иккĕмĕш черечĕ хута кайнă. Ăна уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Сооруженисен пĕрремĕш черетне 2006 çулта хута янă. Икĕ дамбăран пĕрне хĕрарăмсен Тихвин мăнастирне шыв илес хăрушлăхран сыхлама тунă, теприне – Çĕрпÿри Хĕвелтухăç урамĕнчи уйрăм çуртсене хÿтĕлеме. Çапах та вĕсем хулапа çывăхри ялсене Çавал шывĕнчен пĕтĕмпех хăтарайман. Михаил Игнатьев федерацин Шыв ресурсĕсен агенствин ертÿçипе тĕл пулнă хыççăн хÿтĕлев сооруженийĕсен иккĕмĕш черетне тума йышăннă. Хальхи техника требованийĕсене туллин тивĕçтерекен çак проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 204,9 млн тенкĕ, çав шутран федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа - 171,42 млн тенкĕ.

Республика ертÿçи хÿтĕлев сооруженине хута яни Çĕрпÿсемшĕн пĕлтерĕшлине палăртнă. Ку таранччен шар курнă 267 çурт е пĕр пин ытла çын пурнăçĕ хăрушлăхран тухни мĕне тăрать. Социаллă объектсемпе 200 гектар ытла çĕре шыв илесси сирĕлет-çке. Виçпÿрт салинче пурăнакансем хăйсене нушаран хăтарнăшăн Михаил Игнатьева, хăватлă сооружение тума хутшăннă мĕнпур çынна чĕререн тав тунă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.