Пĕтĕм тĕнчери футбол кунĕ

11 Дек, 2014

Икĕ пин те пилĕкçĕре яхăн çул каяллах Авалхи Грецире тата Римра футболла выляни паллă. Çулсеренех декабрĕн 10-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне уявласси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Пин-пин çыншăн вăл вăйă çеç мар, хăйне евĕр пурнăç та. «Мечĕк тапасси» çинчен пĕрремĕш хут асăннине Китай çырăвĕсенче тупнă, вăл пирĕн эрăчченхи иккĕмĕш пинçуллăха лекет. Çак вăййа ун чухне Цу Чю тенĕ, ку «урапа тĕкесси» тенине пĕлтерет. Футболла выляни Китай салтакĕсене кĕлеткене çирĕплетме пулăшнă имĕш.

Хăшĕ-пĕри футбол Англире саккăрмĕш ĕмĕрте пурăннă саксонецсен тискер вăййи пулнă тесе ĕнентерет. Анчах вăл хăçан пуçланса кайнине никам та тĕплĕн çирĕплетсе калаймасть. Ку вăйăра хапха тата хапхаçă пулнине, вăл çар хатĕрленĕвĕн пайĕ шутланнине тата виçĕ пин çул каяллах анлă сарăлнине çеç пĕлетпĕр паян. 1891 çулхи март уйă- хĕнче хапхана пуçласа сетка çакнă, ун чухне Çурçĕр тата Кăнтăр Англи командисем тупăшнă.

Грецире çак вăййа «мечĕкшĕн çапăçни» тенĕ. Çавăнпа вылянă чухне, ахăртнех, çар искусствин ăслайĕсемпе те усă курнă.

1897 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш официаллă футбол матчĕ иртнĕ.

1930 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Уругвайра футбол енĕпе историре пĕрремĕш хут Тĕнче чемпионачĕ йĕркеленĕ.

1942 çулхи майăн 31-мĕшĕнче тăшман хупăрланă Ленинградри «Динамо» стадионĕнче те футбол матчĕ иртнĕ.

Чăвашра

Чăваш футболĕ вара Улатăрта çуралнă. Пĕртăван Василий тата Александр Мухинсем Мускав шкулĕ хыççăн Сăр çинчи хулана ĕçлеме килнĕ. Çапла 1912 çулта «Вега» ятлă пĕрремĕш команда йĕркеленнĕ, ун хыççăн «Спорт» та, ыттисем те пуçланса кайнă. Малтанхи турнирта «Вега» çĕнтернĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕне Питĕрти коммерци училищинче вĕренекен, çуллахи каникула тăван хулана килсе çитнĕ Н.Сазыкин пулăшма тытăннă. Хăй те футболла вылянă вăл, «Спорт» капитанĕ пулнă. 1913 çулта Улатăрта иккĕмĕш турнир ирттернĕ, унта вунă команда хутшăннă. Икĕ çултан Улатăр командисем Мордовири Ардатов футболисчĕсемпе пуçласа тупăшнă.

1915 çулта Етĕрнере, кăшт каярах Шупашкарта тата Çĕрпÿре те футбол командисем йĕркеленнĕ. Çапла вара Чăваш Енри олимпиадăна (1922 çулта) футбол вăййине те кĕртнĕ. Çав çулах Шупашкар команди Самарăра Атăлçи кубокĕшĕн тупăшнă.

1931 çулта Шупашкар команди Норвеги футболисчĕсемпе юлташла матч ирттерни республикăмăршăн пысăк пулăм шутланнă. Ун хыççăн Шупашкарта Франци, Венгри тата Китай командисемпе те тĕлпулу иртнĕ. 1934 çултанпа Чăваш Ен чемпионатне ирттерме тытăннă. «Волга», «Энергия», «Сталь», «Динамо», çавăн пекех Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Вăрнар командисем тĕрлĕ çулсенче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Пирĕн чи лайăх футболистсем - С.Башкиров, Е.Коньякова, Е.Лихачева - спорт маçтăрĕ пулса тăнă.

Футбол мĕнле аталанасси тренертан та чылай килет. Çавăнпа çак вăйă республикăра анлă сарăлнăшăн Улатăр хастарĕсене - пĕртăван Мухинсене, М.Зефирова, К.Никишева, М.Кренделева, В.Соломахăна, А.Финогенова, А.Некрасова - тав тумалла. Республика (Раççей) категорийĕнчи судьясем пирĕн 40-50-мĕш çулсенчех палăрма тытăнчĕç. Вĕсем - В.Станюков, Н.Хорьков, В.Грешнячий.

Эпир чăваш футболĕн пуласлăхне ĕненетпĕр. «Тантăш» вулаканĕсем те çак вăйăра палăрса ăсталăхне ÿстерессе, тăван ен ятне çĕклессе шанатпăр. Футбол кунĕ ячĕпе сире, туссем!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.