- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕрентекенсем «тытăçрĕç»
Вĕрентекенсем тĕрлĕ конкурсра час-часах тупăшаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕсем те тĕрлĕ ăмăртура тĕл пулаççĕ. Пĕлĕвне, пултарулăхне хаклама, пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма пуçтарăнаççĕ. Шкулта ачасене тăван сăмахлăхпа паллаштаракансем ку эрнере "тытăçура" тĕл пулчĕç. Хăйне евĕрлĕхĕпе, çĕнĕлĕхĕпе, кĕтменлĕхĕсемпе вăл нумайччен асра юлĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, çитес çулччен, иккĕмĕш хутчен пуçтарăниччен: ара, "Мăн тытăçу" кăçал пĕрремĕш хутчен иртрĕ-çке. "Ют чĕлхесен шкулĕ" йĕркеленĕскер халĕчченхи ытти конкурсран палăрмаллах улшăнса тăрать. Çуркунне кун евĕрскерне ачасем валли йĕркеленĕ. "Аслă тытăçу" ятпа иртнĕ вăл, ăна татах та ирттерме палăртаççĕ.
- Чăваш чĕлхи тĕлĕшпе çынсен шухăшне улăштарас килет. Ăна эпир пĕрмай иртнĕ вăхăтпа çыхăнтарасшăн. Пуплеве пĕр-пĕр çĕнĕ сăмах кĕртсен те "пирĕн ялта апла каламаççĕ" теççĕ. Вырăс чĕлхине çĕнĕ сăмах куллен кĕрет-çке. Акăлчан чĕлхинче пĕр çын каланă сăмах та часах калаçура сарăлать. Эпир вара халĕ те 19-мĕш ĕмĕрти пек калаçасшăн. Чăваш чĕлхине аталантармалла. Чăвашла калаçтармалла! - саламларĕ пухăннисене конкурса йĕркелекен "Ют чĕлхесен шкулĕн" коммерци директорĕ Александр Блинов.
Александр Васильевич хăй виçĕ-тăватă çул каялла çеç-ха чăвашла паянхи шайра калаçаймастчĕ. Маттурскер ытти чĕлхепе пĕрлех чăваш чĕлхине те тăрăшсах шĕкĕлчет. "Тытăçура" та, çăмăлах мар пулин те, чăвашла çеç калаçрĕ. Куншăн ырламалла кăна.
"Мăн тытăçăва" Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Шупашкар, Тăвай, Çĕрпÿ, Муркаш, Куславкка районĕсенчи тĕрлĕ шкултан килнĕ вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйсемпе паллаштарнă май кам сăвă каларĕ, кам юрларĕ.
Презентаци хатĕрлекенсем те пулчĕç. "Чĕлхе хусканăвĕ" тупăшура вĕрентекенсем "пек" татăкпа усă курса "хĕллехи пек сивĕ", "пыл пек пылак", "ĕлĕкхи пек кивĕ" тени сисчĕвлентерчĕ. Хĕлле - сивĕ, пыл - пылак, авалхи - кивĕ пулни ахалех паллă-çке. "Çуллă çу" тениех пулать ку...
Черетлĕ çаврăмра куçару енĕпе тупăшрĕç вĕрентекенсем. Степлера - хĕскĕч, хĕстеркĕч, калькулятора - шутлавăш, дырокола - шăтаркăч, наушнике - хăлхалăх, хăлхашка, принтера - нумайлатмăш, çаптаркăч тесе куçарчĕç. Колонка сăмаха "сас ÿстермĕш" тенисĕр пуçне пĕри "хăлха çурмăш" терĕ. Чăнласах та çапла мар-и ара? Çамрăксемшĕн çук пулĕ-ха та...
Юм*сĕр*ле конкурс вара пурне те аташтарчĕ. "Ÿнÿл çуххы çулруху, умшук ÿнÿлÿ кÿçхэ" тенине шифр вăрттăнлăхне ăнланса "Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске" тесе пурте тÿрех тавçăраймарĕç.
Ушкăнсен ертÿçисем, хушăва пурнăçласа, тĕрлĕ халăх акцентне евĕрлеме тăрăшрĕç: кавказ, эстон, акăлчан, француз, вырăс калаçăвĕ... Акăлчан акценчĕ çăмăлрах пулчĕ ахăр. Хамăр та калаçма хăнăхнă вырăс чĕлхине евĕрлесси çăмăл пулмарĕ.
Ваттисен сăмахĕсен антонимĕсене шырарĕç. Калăпăр, "аран пыракан пĕлĕтрен ÿкнĕ" тенинче "васкакан вакка сикнĕ" ваттисен сăмахĕ пытаннă. "Сăмса хăюлланать те ура итлемест" тени - "куç хăрать те алă тăвать" тени иккен. "Никамшăн та уйăх çук" - "пуриншĕн те пĕр хĕвел" тата ытти те.
Юлашкинчен учительсене çынсене чăвашла вĕренме илĕртмешкĕн социаллă ролик хатĕрлеме хушрĕç. Яланхи пекех пĕрисем ĕçе тĕплĕ хатĕрлерĕç, теприсем хăйсем мĕнле сăвă пĕлнине аса илсе ларни сисĕнчĕ.
Çапла вара "Хастар чĕресем" мала тухрĕç. Ытти командăсем ытларах пĕр шкулта ĕçлекенсенчен пуçтарăннă пулсан ку ушкăнри учительсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен темелле. Вĕсемпе паллашнă май шухăш-кăмăлне те ыйтса пĕлтĕмĕр:
- Манăн шухăшпа, кун пек конкурссем кирлĕ. Çĕнни нумай. Хамăр ăс-тăна, тавракурăма тĕрĕслерĕмĕр. Вĕренмеллине, аталанмаллине тепĕр хутчен çирĕплетрĕмĕр. "Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен" тенине пуçа чикрĕмĕр. Тĕнчери паллă çынсемпе те çыхăннă конкурс. Чăваш та тĕнче шайне тухнине кăтартать-тĕр, - тет Çĕрпÿ районĕнчи Туçири вăтам шкулта ĕçлекен Ираида Христофорова.
- Чăваш чĕлхи программине кĕрекен пĕр ыйту та, пĕр сăмах та пулмарĕ. Кашни çаврăм хальхи саманапа çыхăннă. Кун пек конкурс эпĕ пĕрремĕш хутчен куратăп. Унта малашне ачасене те хутшăнтарасчĕ, - пытармасть Шупашкар районĕнчи Çĕньялти вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Галина Кузьмина.
- Раççей шайĕнче те тĕрлĕ конкурса хутшăннă эпĕ, анчах кун пеккине курман. Вăл хамăн ăс-тăна хаклама, виçме пулăшрĕ. Малашне те хутшăнасчĕ-ха. Районти ытти шкулта тăрăшакансене те йыхравлăп, - систерчĕ Тăвай районĕнчи Йăнтăрчăри вăтам шкулти Галина Васильева вĕрентекен.
Иккĕмĕшĕсем - Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем. Виççĕмĕш вырăнта Шупашкар районĕнчи "Вирьялсем" пулчĕç.
- Çакăн пек конкурс ирттерес шухăш тахçанах çуралнă, мĕншĕн тесен республикăра йĕркеленекеннисем пурте пĕрешкел. Ытларах чăваш тумĕ тăхăнса тухаççĕ те сăвă вулаççĕ. Кун пек эпир хамăр тавракурăма пĕчĕклететпĕр-çке. Тĕнче курăмне чăвашла кăтартакан конкурс çуккине шута илсе йĕркелерĕмĕр ăна. "Мăн тытăçу" ят парас терĕмĕр. Малашне ăна йăлана кĕртесчĕ-ха, татах та ирттересчĕ. Пирĕн вĕрентекенсемшĕн ку кĕтменлĕх, çĕнĕлĕх пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен 19-20-мĕш ĕмĕрти çирĕпленнĕ шухăшсемпе пурăнма хăнăхнă эпир. Пирĕн тахçанах 21-мĕш ĕмĕре кĕмелле. Стереотипсене пăрахăçлас килет. Хăш-пĕр конкурса вĕрентекенсем тĕппипех ăнланаймарĕç те. Ку вĕсемшĕн усăллă та. Халĕ килĕсене çитсен вĕсем мĕн пулса иртнине пуçĕсенче çавăрттарĕç. Тепрехинче тĕплĕнрех хатĕрленĕç. Хутшăнас кăмăллисем пурте килменни кăштах пăшăрхантарчĕ. Мĕн пулассине шăнкăравласа ыйтакансем чылайăн пулчĕç, вăрттăнлăха уçмарăм та - шикленчĕç-ши? Ытларахăшĕ сăвă вуларĕ. Вĕрентекенсен шайĕ те шаннине тÿрре кăлараймарĕ. Маттуррисем те пур паллах. Çитес çул хастартарах пуласса шанатăп. Тупăшăва кăмăлламаннисем килмĕç, кăсăкланнисем хаваспах пуçтарăнĕç тетĕп, - кăмăл-туйăмне пытармарĕ конкурс вĕçленсен Александр Блинов.
- Конкурс питĕ килĕшрĕ. Пĕрремĕшĕнчен - хушнă ĕçсем тĕлĕнтерчĕç, вĕсем ахальлисем мар. Унсăр пуçне ачасене чăвашла вĕрентекенсем маттур, тавçăруллă, чĕрĕ пулни савăнтарчĕ. Вĕрентекенсем çавнашкал пулсан вĕсем ачасенче хĕлхем çуратма пултараççех. "Çакăн евĕр вăйăлла ĕçлесен чăвашсем çеç мар, вырăссем те чĕлхепе кăсăкланаççĕ пулинех" текен шухăш тĕвĕленчĕ. Ытти чĕлхесене пысăка хуратпăр эпир. Кун пек ĕçлесен хăть нимĕç, хăть акăлчан, хăть чăваш чĕлхи - пурте пĕр шайра пулаççĕ. Учительсем шкулта çакнашкал конкурссем ирттерсен лайăх пулмалла, - хаклать "Мăн тытăçăва" "Тăван Атăл" журнал редакторĕ Арсений Тарасов. Вăл вĕрентекенсен пултарулăхне тÿресен йышĕнче хакларĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментировать