Казах çĕрĕнчи чăваш «утравĕ»

6 Дек, 2014

«Çеçпĕл» ансамбль 20 çул юрă-кĕвĕ шăрантарать

- Тăван кĕтесе çитсен чĕрем юрлать, кăмăл çĕкленет, - тет Етĕрне районĕнчи Тури Мучарта çуралса ÿснĕ Елена Софронова /хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова/. Казахстанри Павлодарта пурăнакан аслă хĕрĕшĕн питĕ тунсăхланă ашшĕ-амăшĕ - Маргарита Григорьевнăпа Иван Иванович савăнăçне пытармаççĕ. Ленăран кĕçĕнреххисем - Фаинăпа Клава та - çитнĕ. Вĕсен таçта инçете каяс хуйхă çук-ха: пĕри Етĕрнери больницăра ĕçлет, тепри - ял лавккин сутуçи. Сĕтел хушшине ларичченех казах çĕрĕ çинчи пурнăç пирки ыйтса тĕпчеççĕ. «Чиперех, пурте сывă», - хуравлать Елена. Çак маттур чăваш пики пин-пин çухрăм аякра чăваш йăли-йĕркине епле упрани, ачасене тăван чĕлхепе çывăхлатни çинчен тĕплĕ каласа пачĕ. Апла, йăхташăмăрсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашар-ха.

- Ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан Етĕрнере вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн И.Яковлев ячĕллĕ пединститута кайса кĕтĕм. 1988 çулта диплом илсен мана Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкула ĕçлеме янăччĕ. Унта çак ял каччипе Николай Софроновпа çемье çавăртăмăр. Унăн икĕ аппăшĕ Павлодарта пурăнаççĕ иккен. Çурт-йĕр, хваттер пур, ĕç укçи япăх мар. Вара эпир те нумай шухăшламасăр-тумасăр унта куçас терĕмĕр. Çавăнтанпа чĕрĕк ĕмĕр пĕр сисĕнми иртрĕ-çке. Халь хамăр ачасем те ÿссе çын пулчĕç.

Çемьере ялан чăвашла калаçнă. 12 çул ача сачĕн воспитателĕнче ĕçлерĕм. 13 çул унти шкулта чăваш чĕлхи вĕрентетĕп. Пирĕн пек интернационал шкул урăх ниçта та çук пулĕ. Казах, вырăс, тутар, беларуç, украин, эрмен, корея, уйгур чĕлхисене вĕрентекен уйрăм классене ăçта курнă эсир? Питĕ туслă хутшăнусем, «Эсĕ - çав халăх чĕппи» тесе пĕр-пĕрне никам та кÿрентермест. Паллах, пĕр пин ытла чăваш пурăнакан Павлодаршăн тăван чĕлхене вĕрентекен пĕр класс çеç уçни сахал ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче, çерем çĕр уçнă тапхăрта, кунта чăвашран пин-пин çын куçса килнĕ, халь вĕсен мăнукĕсем ÿсеççĕ. Çавсене тăван культурăпа çывăхлатасшăн тăрăшатпăр-çке.

Павлодарта Нацисен ассамблейин çуртне уçнă чухне республика Президенчĕ Нурсултан Назарбаев килнĕччĕ. Унтан «Дуслык» концерт керменне хута ячĕç. Питĕ капмар çуртсем. Чăвашсем валли те вырăн тупăнчĕ унта. Çирĕм çул каялла йĕркеленнĕ «Çеçпĕл» ансамбле пирĕн тăрăхра аван пĕлеççĕ. Телекуравпа, радиопа хамăр юратнă юрăсене шăрантаратпăр. Çуллен иртекен наци уявĕсенче пирĕн ушкăн - кĕтнĕ хăна. Вырăсла, казахла, чăвашла юрлатпăр эпир, çавăнпа репертуар та пуян.

Казахстанра чăвашлăха чĕртсе тăратассишĕн нумай вăй хунисенчен пĕри - Василий Федотов. Вăл халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн философи кафедрин профессорĕ. Çавнашкал пуçаруçăсем пулмасан культура, халăх пултарулăхĕ çак шая çитеймĕччĕ. Авалхи чăваш тĕррисен ÿкерчĕкĕсене тупрăмăр та тумсене хамăр çĕлерĕмĕр. Пĕр-пĕр мероприяти ирттерес умĕн яланах облаç ертÿçин культура ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕпе канашлатпăр. Çакна палăртсах каласшăн: вырăнти влаç пултарулăх ушкăнĕсене пур енлĕн пулăшать, укçа хĕрхенмест. Чăвашсен обществăпа культура центрĕн пархатарлă ĕçне курса ĕненчĕç. 100 ытла наци пурăнакан патшалăхра туслăхпа килĕшÿ хуçаланнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ?

Ачасене 7 çултан тытăнса 16-18 çити тăван чĕлхене, халăх историне, алĕç ăсталăхне вĕренмешкĕн пĕртте çăмăл мар. Малтанласа методика пособийĕсене, тест ирттермелли хушусене хам тĕллĕн çырса хатĕрлеттĕм. Чăваша çитсенех Шупашкарти вĕренÿ институтне кĕрсе тухрăм. Малашне пĕлĕве ÿстермелли курссене чĕнме шантарчĕç. Ăс паракана ĕлĕкрен хисепленĕ. Казахрипе танлаштаратăп та, чăвашра вĕрентекен, пĕлÿ анинче тăрăшакан ят-сумĕ чакни сисĕнет. Мĕнрен килет ку? Çемьерен пуçланать пулĕ. Шкулта ĕçлекенсем çинчен ашшĕ-амăшĕ килĕшÿсĕр калаçнипе ачисем те çавна ăша хываççĕ-тĕр.

Пурнăç урапи пĕр тикĕс кусман чухне те çитĕнекен ăрăва ырра вĕрентмелле. Аслисене сума сума хăнăхтарасчĕ пирĕн. Павлодарти Туслăх çуртĕнче Нурсултан Назарбаев Раççей Президентне Владимир Путина йышăнни асра. Вĕсем те çав шухăша палăртсах каларĕç: çирĕп туслăх кирек епле йывăрлăха та тÿссе ирттерме пулăшĕ.

Раççейри чăвашсен пĕрлĕхĕсемпе çыхăнăва аталантаратпăр. Кăçал Омск ентешлĕхĕ чĕннипе вĕсен хула уявне хутшăнни асра юлчĕ. Октябрьте «Кĕр сăри» ирттерсе ваттисене чысларăмăр, халĕ Сурхурие хатĕрленетпĕр.

Алма-Атара та обществăпа культура центрĕ ăнăçлă ĕçлет, ăна Кокчетав хулинче те йĕркелес шухăшлă. Пирĕн тытăм çитес çул 20 çулхи юбилейне паллă тăвасси çинчен асăнтăм ĕнтĕ. Апрельте ирттересшĕн ăна. Уява Чăваш делегацийĕ çитсен тем пек хĕпĕртĕттĕмĕр. Облаç ертÿçисем Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе йыхрав хучĕ яма пулчĕç. Чăваш наци конгресĕн ертÿçисене, паллă çыравçăсемпе ÿнер ăстисене, халăх кăмăллакан артистсене питĕ кĕтетпĕр. Шупашкарта Вячеслав Христофоров юрăçпа тĕл пулса калаçрăм. Çав тери килĕшет чăваш çак шăпчăкĕ. Унăн гастролĕсене йĕркелес ыйтăва татса парсан тĕллевĕм пурнăçа кĕрĕ. Çичĕ пин çынлă диаспора çавнашкал халалпа ăсатрĕ-çке мана. Чăвашра пултаруллă артистсем татах пур. Вĕсен шăнкăрав сасси янăратăрччĕ анлă казах çĕрĕнче. Хапăл тăватпăр сире! Чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕн юбилейне пĕрле паллă тăвар!

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

çырса илнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.