Явăнаççĕ хыçалта çивĕт вĕçĕ кăтрисем...

6 Дек, 2014

Иртнĕ эрнекун Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ чăваш пикисене сцена çине пухрĕ. Капăр чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсем 16-шĕ те ытармалла мар хитре. Шел те, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă пикисене уявра кураймарăмăр.

Пикесемпе уява пухăннисене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков, «Чăваш пики-2013» конкурс çĕнтерÿçи Алиса Чайникова-Ахахпи саламларĕç.

Артистсенчен кая мар

Малтанах хĕрсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Çакăн валли пĕтĕмпе те 3 минут кăна уйăрнă. Палăртнă вăхăтра ĕлкĕреймесен - миккрофон сÿнет, юрă-кĕвĕ чарăнать. Хĕрсем пурте маттур та правур пулчĕç, пĕри те нимĕнле пăтăрмаха та лекмерĕ.

Хăшĕ-пĕри хăй пирки кĕскен çеç каласа кăтартрĕ. Теприсем вара ÿркенмен, видеоролик хатĕрленĕ. Шупашкар районĕнчи Татьяна Макарова «Чăваш пики» конкурса хутшăнни пирки «Раççей 24» каналпа та пĕлтерчĕç. Конкурса çитме вăхăт тупайманни пирки Владимир Путин та кăмăлсăр юлнă-мĕн.

Муркаш тăрăхĕнчи Елизавета Смирнова хăйĕнпе «Нарспи» поэма сыпăкĕ урлă паллаштарчĕ. «Нарспи» ролĕнчи хурлăхлă Лисук залри çынсене тÿрех тыткăна илчĕ, пьеса сыпăкне артисткăран кая мар вылярĕ.

Трак тăрăхĕнчи Васнар хĕрĕ Мария Козлова вăтанчăк та сăпайлă пулни сăн-питĕнченех палăрчĕ. Çав вăхăтрах вăл ăста та пултаруллă, сцена çинче çухалса каймасть.

Йĕпреç районĕнчи Диана Козлова хăюлăхĕпе палăрчĕ. Залри халăха хăйĕн уçă та вăйлă сассипе тыткăнларĕ.

Конкурсанткăсем пуринчен ытла чăвашла хитре те таса калаçнипе савăнтарчĕç.

Ăс-тăн конкурсĕ

Анлă тавракурăмлă пулнине те кăтартрĕ хĕрупраç. Чăвашсен авалхи календарĕнче миçе уйăх пулнине тата вĕсен ячĕсене те, чăваш театрне кам пуçарнине, халăх сăнавĕсемпе паллисене, Чăваш Республикинчи хула ячĕсене, Республика гимнĕн авторне те аван пĕлеççĕ.

Анчах та пикесенчен пĕри пĕрремĕш мюзикла кам çырнине хуравлаймарĕ. «Константин Иванов», - пулчĕ хурав. Тата тепри «ăраскал» сăмах пĕлтерĕшне, виççĕмĕшĕ этнографи ушкăнĕсене калаймарĕ.

Тĕпелте те ăста

Хĕрсем чăваш апат-çимĕçне те пĕçерме пĕлеççĕ. Чылайăшĕ кăпăшка çăкăрпа, хуплупа, шăрттанпа, чăкăтпа, шÿрпепе, кăпăклă сăрапа килнĕ.

Уява ертсе пыракан Леонид Антонов пĕр чарăнми шÿтлесе халăха кичемленме памарĕ. Етĕрне хĕрĕ Людмила Муравьева салма яшкине епле пĕçернине питĕ хитре каласа кăтартма пĕлчĕ. «Ĕлĕкхи йăлана пăрахмасăр, çĕнĕрен йăла кăлармасăр салма яшки пĕçертĕм. Салма яшки - салам яшки. Авал ăна чăвашсем хĕрĕх тĕрлĕ пĕçернĕ. Ăна хатĕрлеме 7 тĕрлĕ какай, 7 тĕрлĕ юр-вар, 7 тĕрлĕ ÿсен-тăран кирлĕ. Эпĕ вара пĕр выльăх какайĕн 7 тĕрлĕ пайĕпе усă куртăм», - терĕ вăл.

Пикесем апат-çимĕçе мĕнле хатĕрлени çинчен каласа пачĕç, ватă асаттесемпе асаннесем, кукамай-кукаçи уяв сĕтелĕ валли мĕнле апат-çимĕç янтăланине те аса илчĕç.

Тăванлăх туйăмĕ

Чиперуксем чăваш наци çи-пуçне те кăтартрĕç уявра.

Чăваш тумĕ мĕн тери илемлĕ! Тумтир çĕлекенсем шухăш хăватне ирĕке яни тÿрех сисĕнет. Тăванлăх туйăмĕ, чăвашлăх тапса тăчĕ вĕсенче. Наци çи-пуçĕн куравне лекнĕнех туйăнчĕ çак кун. Кĕвентеллĕ сар пикесене паянхи Нарсписемпе танлаштарас килчĕ.

Çĕнтерÿçĕсем

Конкурс питĕ хĕрÿ иртрĕ. Жюрие çăмăлах пулмарĕ. «Чăваш пики - 2014» ята хальхинче Етĕрне тăрăхĕн хĕрĕ Людмила Муравьева çĕнсе илчĕ. Йĕпреç район пики Диана Козлова «Вице-чăваш пики» пулса тăчĕ. Куславкка тăрăхĕнче çитĕннĕ Ирина Патманова - «Чи ăслă пике», Трак хĕрĕ Мария Козлова - «Чи çепĕç пике», Тăвай чиперукĕ Кристина Федотова - «Куракан кăмăлланă пике», Муркашран килнĕ Елизавета Смирнова «Чи хÿхĕм пике» номинацисенче çĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.