Чăвашла верси
Русская версия
Укçа тесен вилнĕ çын та хускалнă
Камит пурнăç çинчен шухăшлама хистет. Мĕн вăл телей? Çак ыйтăвăн хуравне шыракан чылай. "Çывăх çынсем çумра пулнинчен телейли нимĕн те çук", - тетпĕр. Пĕрисем укçа çителĕксĕррине пула савăк пурнăç хура куна çаврăннине ĕнентереççĕ. "Укçа-тенкĕ чи пĕлтерĕшли мар", - калаççĕ теприсем. Çапах хальхи саманара веçех урăхла пулса тухать-çке. Укçа е юрату хаклăрах? Ку ыйтăвăн хуравне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи çĕнĕ премьерăра - Виктор Ляпинăн "Чикагăри кукаçин пурлăхĕ" камитре - хускатнă. Спектакль режиссерĕ - Наталия Сергеева.
Пĕр енчен, Смирновсен лăпкă çемйи ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кил вучахĕн управçи Вера Александровна /Чăваш халăх артистки Валентина Иванова/, машинисткăра вăй хураканскер, ывăлне вĕрентме тăрăшать. Чылай çул мăшăрсăр пурăнаканскер вăхăта арçынсемсĕр ирттермест. Çулне кура çамрăках мар хĕрарăм /çапах ватă тесе те калаймăн/ Гаврила Смирновпа /РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов/ паллашать. Мĕн çитмест-ши хальхи хĕр-хĕрарăма? Малалла вулас...
Комментировать