Çăматă туса шур пÿрт çĕкленĕ

3 Дек, 2014

Инкек килсен чул та çунать

Икĕ чÿречеллĕ пĕчĕк пÿртре чăваш кĕвви янăрать. Кĕвĕ майĕпе вăтам çулсенчи хĕрарăм тăрăшсах çăматă йăвалать. Çамки тăрăх шапăртатса тар юхать. Çÿхе кĕпи те йĕпенсе çурăмне çыпçăннă...

Алевтина Федорова шăпа хăйне яла çавăрса çитерессе тĕлĕкре те тĕллĕнмен-тĕр. Аслă пĕлÿ илнĕ, хулари хăтлă хваттерте çемйипе савăнса пурăннă. Тата мĕн кирлĕ темелле?

- 90-мĕш çулсенче, çĕршывра пăтрашуллă тапхăр пуçлансан, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕнсех çитнĕччĕ. Çапах яла куçма шутламан темелле, - аса илет вăл. - Пурнăç лайăхланасса шаннă, кĕтнĕ.

Кĕтмен инкек çамрăк çемье пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Канмалли кун вĕсем тăван тăрăха, Çĕрпÿ районĕнчи Ямаша, хăнана килнĕ. Уяв хыççăн хулана таврăнсан çÿçĕ вирелле çĕкленнĕ. Хуçисем пулманнипе усă курса вăрăсем хваттертен йăлтах çаратса тухса кайнă.

- Атте çакна пĕлсен: «Малашне капла мĕнле пурăнăр? Ялта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсен, пахча çимĕç çитĕнтерсен пурăнма пулать-ха», - терĕ пире лăплантарса. Хваттере сутса яла куçрăмăр. Кивĕ çурт-йĕр туянтăмăр. Эпĕ вырăнти «Союз» совхоза бухгалтер-экономиста вырнаçрăм, - калаçăвне малалла тăсать Алевтина. Пĕчĕк çуртра çемьене çаврăнмалăх та вырăн пулман. Анчах шалупа кăна çурт çĕклеймĕн. Хваттер укçине инфляци çăтса янă.

Пирĕн йăх тымарĕ Чурачăкран тухнă. Кунта ялĕпех çăматă тунă. Астăвасса кукамайпа анне те çĕрĕн-кунĕн ĕçлетчĕç. Ачасене те ĕçе явăçтарнă, вĕрентнĕ. Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕн эпĕ те çăматă туса пăхма шутларăм.

Кайран, вырăнти предприятисем хупăнсан та, пуçа усса ларман Алевтина. Хăйĕн цехĕнче хĕрсех ĕçленĕ, çăматă хыççăн çăматă калăпланă. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен, канма пĕлмесĕр тенĕн тар тăкнă. Мăшăрĕ те вăй хунă-ха, анчах пĕр шалупа кăна пысăк çемьене тытса пыраймăн. Лав йывăрлăхĕ ытларах арăмĕ çине тиеннĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

- Тавара тума кăна мар, сутма та пĕлмелле-çке...

- Вăл вăхăтра Ямашра икĕ çемье кăна çăматă йăваланă. Канмалли кунсенче тепĕр хĕрарăмпа Канаша сутма çÿренĕ. Пасара ир-ирех çитес тесе çур çĕр иртни икĕ-виçĕ сехетре тăрса çула тухаттăмăр. Тулли сумкăсемпе 8 çухрăм çуран утнă. Çăмне ялсем тăрăх пуçтарса çÿреттĕмĕр. Тутарстана та çитнĕ. Выçăллă-тутăллă, çывăрнă-çывăрман тенĕн нушаланнă. Халĕ аса илетĕп те хамран хам тĕлĕнетĕп: мĕнле чăтнă-ши?

Çемье бизнесĕ

- Унтанпа шыв-шур чылай юхса иртнĕ те лару-тăру та улшăннă-тăр? - калаçăва малалла сыпăнтаратăп эпĕ.

- Малтанхи хут кивĕ УАЗ туянсан хашах сывласа ятăмăр. Çăтмах çитнĕнех туйăнатчĕ: кирек хăш вăхăтра лар та тухса кай. Вăхăт иртнĕ май туянакансем хăйсемех килсе илме тытăнчĕç. Екатеринбург, Иваново, Тверь хулисем таранах саланать пирĕн тавар, çăматă йăваласа ĕлкĕр кăна. Çăмне те республика тулашĕнчен таптарсах килсе параççĕ. Вырăнтине те йышăнатпăр.

Пысăк кăмакапа юнашар ларакан станока тĕлĕнсе сăнарăм. Алевтина Васильевна ăна ĕçлеттерсе те кăтартрĕ. «Кун пеккине суту-илÿре курманччĕ-ха», - пытармарăм тĕлĕннине.

- Унччен çăматта алăпах кĕççелентернĕ. Йывăрччĕ, каç енне хул-çурăм ыратмах тытăнатчĕ. «Питĕ хĕрхенетĕп-çке сана. Станокпа пулăшам-ха», - тесе паллаканăм туса пачĕ. Капла çăмăлрах ĕнтĕ. Çапах алăпа ĕçлемелли те пайтах.

- Кăткăс ĕçе мĕнрен пуçăнатăр-ха?

- Çăм суйласа илнинчен. Кĕрхи çăм - кăçатă, çурхи алсиш-чăлха валли каять. Хăш-пĕр чухне çурхипе кĕрхине хутăштарса килсе паракансем те пур. Ун пеккипе ĕçĕ нумай, тавар пахалăхĕ те чакать. Тĕлĕнмелле, вырăнти çăмран çăматă илемлĕрех, лайăхрах пулать. Таптарнă çăма ятарласа хатĕрленĕ линолеум çине хурса касатпăр, кĕççелентеретпĕр, калăплатпăр. Кайран çăлри шывпа çуса тасататпăр, кăмакара типĕтетпĕр.

Çĕнĕ çурт хăпартса лартсан та киввине пăсман вĕсем, пĕчĕк цех йĕркеленĕ. Кăмакине çеç пысăклатнă. Алевтина Васильевна кăмака питлĕхне уçса вĕр çĕнĕ кăçатăсем туртса кăларчĕ. Халĕ кунчи - шурă, лаппи хура тĕсли модăра иккен. Екатеринбургра пурăнакансем уйрăмах ăна кăмăллаççĕ.

- Мĕнле илемлĕ, - ытараймасăр тинкертĕм вĕсене.

- Мухтанса каламастăп, анчах ĕçе çиелтен тума хăнăхман. Япăх тавара кам туянтăр? Пахалăх кăçатăна йăваланинчен, çăмне тытăнтарнинчен, типĕтнинчен нумай килет. Йĕркеллĕ типĕтмесен те формине çухатать, хытать.

Ямашра та конкуренци ÿссех пырать. Агрофирма хупăнсан ĕçсĕр юлнă çынсем хушма хуçалăх аталантарса, çăматă йăваласа укçа тăваççĕ. Çĕр киллĕ ялта вунă çемьен пĕчĕк цех хута кайнă.

- Çулталăкра сирĕн ал витĕр миçе мăшăр çăматă тухать-ши?

- Çурт-йĕр тунă, ачасене хваттер илсе панă чухне çитмĕл çичĕ хут та тар тăкма тиврĕ. Пĕринче юриех шутласа пытăм, çулталăкра 1500 кăçатă турăм. Ун чухне хĕлĕн-çăвĕн, пĕр канмасăр тенĕн ĕçленĕ. Халĕ сезон вĕçленсен, тавар кайма пăрахсан канатăп. Каçхине ахаль ларасран алсиш-чăлха çыхатăп, кил-тĕрĕшре тăрмашатăп. Çăматă йăвалани вăй-хала, сывлăха илет. Хул-çурăм та час-часах сурать. Тата 20 çул пĕр ĕç ывăнтарчĕ-ши, тен, йăлăхтарчĕ те.

Пĕр хăнăхсан...

- Сирĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ темелле: чаплă çурт-йĕр çавăрнă, ачасене ÿстернĕ, апла мĕншĕн çаплипех тертленетĕр-ха?

- Мăшăрăм та: «Ан нушалан-ха тек, çемьене тăрантармалăх ĕçлесе илетĕпех ĕнтĕ», - тет хĕрхенсе. Мана йывăррине, ывăннине курса тăрать-çке. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те йышлă усратпăр, аш-какай, сĕт сутатпăр. Укçа енчен татăлса кайман темелле. Çапах пĕрре ĕçлеме хăнăхсан пăрахма та йывăр. Тата икĕ хĕрĕ те аслă шкулта вĕренет. Вĕсене пулăшас килет. Кĕçĕнни шкула кăна каять-ха.

Сăмах çиппине сÿтнĕ хушăра пÿрте 9 çулсенчи хĕрача кĕрсе тăчĕ. «Аннем, мĕнпе пулăшмалла?» - ыйтрĕ вăл чĕвĕл-чĕвĕл сассипе. Амăшĕ хĕрĕ çине ăшшăн пăхса илчĕ.

– Катьăпа Ирина килтен тухса кайнă хыççăн çурт пушанса юлнăнах туйăнчĕ. Наташа шкултан таврăнасса кĕтсе кăна тăратăп. Упăшка кунĕпех ĕçре, кампа калаçса чуна уçмалла? - терĕ вăл. - Питĕ арçын ача кĕтрĕмĕр, Турри вара виçĕ хĕр парнелерĕ. Халĕ пĕртте ÿкĕнместпĕр. Вĕсем арçын ачасенчен те ирттереççĕ: утă çулаççĕ, кирлĕ пулсан алла пăчкă-пуртă та тытаççĕ. Водителе те вĕренсе тухрĕç. Нумаях пулмасть хăнана лартса кайса килчĕç. Ашшĕпе чун-чĕререн савăнтăмăр.

- Çăматă тăвас ăсталăха вĕренсе çитрĕн пулĕ, - тетĕп хĕр пĕрчине. Вăл пуçне сĕлтнине кура малалла тĕпчетĕп. - Апла аннĕр ĕçне малалла тăсакан пур.

- Çук, анне пек нушаланас килмест. Урăх професси суйласа илĕп, - пытармасть шухăшне Наташа.

- Йăлтах хамăр тар тăкса турăмăр çав. Патшалăхран пĕрре те пулăшу илмен. Кил-çурта йывăрпа çĕклерĕмĕр, пĕчĕк бизнес уçма грант памарĕç, амăшĕн капиталне те тивĕçеймерĕмĕр. Йывăрлăх пире çирĕплетрĕ кăна. Ĕçре пиçĕхсе ÿсни ачасене те пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшрĕ.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.