- Чăвашла верси
- Русская версия
Канма пĕлместпĕр
2005 çулччен Раççейре кăрлачăн 1-мĕшпе 2-мĕшĕ кăна канмалли кунсемччĕ, çавăнтанпа ĕçлекенсем те, шкул ачисем пекех, вăраха тăсăлакан каникула кайма тытăнчĕç. Юрать, пĕлтĕрпе кăçал килте “лармалли” кунсене кăшт чакарчĕç, урăх тапхăра куçарчĕç. Тем тесен те, çак кунсенчен тепĕр пайне те çу уйăхне катертмелле пек туйăнать. Мĕншĕн иккенне татăклă сăлтавсемпе çирĕплетем.
Пĕрремĕшĕнчен - тÿпере хĕвел хĕртнĕ, тавралăх ешернĕ вăхăтра канма чылай лайăхрах. Аслăраххисем вăхăта пахчана тухса, хуларисем дачăна кайса, çамрăксем вăрман уçланкине çитсе ирттерме пултараççĕ. “Хĕлле йĕлтĕрпе чупма, конькипе ярăнма кам чăрмантарать?” - тейĕ хăшĕ-пĕри. Ку çапла-ха та, анчах спортпа туслисен йышĕ вырăнти тÿре-шара хут çине çырнине ĕненес тĕк кăна пысăк. Тĕрĕссипе, вăл е ку ял-салара куллен йĕлтĕр сыракансене шутлама алăри пÿрнесем те çитеççĕ.
Иккĕмĕшĕнчен - çу уйăхĕнче кану кунĕ ытларах уйăрса пани ял çыннишĕн меллĕрех. Ку тапхăрта çулленех пахча çимĕç акатпăр, лартатпăр. Ĕç, паллах, нумай. “Хĕлле ĕç çук-им?” - килĕшмĕ хăшĕ-пĕри. Çукрах çав. Халĕ ав юр та 15-20 çул каяллахи чухлĕ çумасть, хапха таран кĕрт хÿмест. Юра урама-çырмана çунашкапа туртас-сĕтĕрес хуйхă çук. Вăхăта çветке чупса, лармана тухса, юмăç ярса ирттерекен халĕ питĕ-питĕ сахал. Кун каçипе тенĕ пекех телевизор умĕнче саркаланса выртатпăр. Ку вара сывлăха çирĕплетмест, хавшатать кăна.
Виççĕмĕшĕнчен - преступлени нумайланать, çемьесенче харкашу-хирĕçÿ тăтăшланать... Кăна эпĕ каламастăп, статистика çирĕплетет. Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи каникул вăхăтĕнче çынна вĕлернĕшĕн - уголовлă 4 ĕç, этеме çут тĕнчерен уйрăлмаллах хĕненĕшĕн - 2 ĕç, хĕре ушкăнпа мăшкăлланăшăн 1 ĕç пуçарнă. Вĕсем пирки иртнĕ номерте çырнăччĕ. Çав кунсенче пулнă вак преступленисене вара асăнса та пĕтереес çук. Вăрă-хурах та канмалли кунсенче çывăрмасть. Ав Сурхурире Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакан 24 çулти каччă ÇÇХПИн ĕç машинине вăрласа Раççее тĕлĕнтерчĕ. Улталанă, çаратнă... тĕслĕх те темĕн чуль.
Тăваттăмĕшĕнчен - васкавлă медицина пулăшăвĕ паракансен ĕçĕ нумайланать. Кăçал та кăрлачăн малтанхи кунĕсенче шурă халатлисен 100 ушкăнĕ ĕçленĕ. Çĕнĕ çулăн пирвайхи 8 кунĕнче 8 пин те 573 çын медицина пулăшăвĕ ыйтса шăнкăравланă, 3691 пациента больница койки çинех вырттарма тивнĕ. Васкавлă медпулăшу машинине мĕн сăлтавпа чĕннĕ-ха? 1000 çынран ытларахăшĕ суранланнине пула йыхравланă. Чылайăшĕ эрех-сăра сыпнипе шуçса ÿкнĕ, çемьери хирĕç тăрура сусăрланнă. “Çуттине” ĕçсе наркăмăшланнă 35 çынна сыватмăша илсе çитернĕ, тепĕр 213 çынна вара пăсăлнă çимĕçпе апатланнăшăн сиплеме тивнĕ. Сăмах май, апат-çимĕçе çисе ярас çуккине пĕле тăркачах ăна юрăхсăра тухмалăхах мĕншĕн хатĕрлетпĕр-ха? Кăçалхи канмалли кунсенче республикăра пушар та сахал мар алхаснă - 32 тĕслĕх. Вĕсенчен 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Палăртса хăвармалла: çак йышран тăваттăшĕ ÿсĕр пулнă. Медицина ĕçченĕсем “хĕрлĕ автан” ташланă 27 вырăна çитнĕ, сĕрĕм тивнĕ 11 çынна пулăшу панă.
“Канмалли кунсене çу уйăхне куçарсан преступлени пулмĕ-и? Пушар алхасмĕ-и? Арăмĕпе упăшки харкашмĕ-и?” - хирĕçлĕ хăшĕ-пĕри. Тем тесен те, чуна çÿçентерекен тĕслĕх ун чухлех пулмĕ. Ара, ака-суха вăхăтĕнче кахалли те ĕç патне туртăнать-çке. Ял тăрăх ĕçсе çапкаланса çÿрекен валли те кÿршĕ-аршă патĕнче ĕç тупăнатех. Паллах, пурнăçăн кашни самантне хаклакан çын хĕл кунĕсенче те чунне пуянлатмалли, сывлăхне çирĕплетмелли, тавра курăмне анлăлатмалли майсем шырĕ. Анчах пурте ун пек мар-çке. Канма пĕлмесен пире хĕл кунĕсенче кантармаллах-ши? Тен, Мускаври тÿре-шаран çу, çĕртме уйăхĕсенче кану кунĕсем уйăрса парса Раççей гражданĕсене кил-тĕрĕшре тар тăкма май туса памалла? Усси ытларах пулĕ.
Дмитрий МОИСЕЕВ.
Комментировать