Республика Пуçлăхĕ старт пачĕ

17 Янв, 2014

Кăрлачăн 11-мĕшĕнче Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнетнĕ манежĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Çĕр-шыври 300 ытла спортсменпа пĕрле Беларуç тата Украина чемпионĕсем савăнăçлă парада тухрĕç. Михаил Игнатьев, çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президиумĕн членĕ, çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисен тĕп тренерĕн çумĕ Алексей Мельников, тĕнче, XXX Олимп вăййисен чемпионки Анна Чичерова хĕллехи чаплă уявсем тата ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту ячĕсемпе ăшшăн саламларĕç.

Йăлана кĕнĕ ăмăртусене шанчăк паракан çамрăк спортсменсемпе пĕрле тĕнчипе чапа тухнă атлетсем хутшăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен пĕри - 2012 çулта иртнĕ Олимпиада чемпионĕ Иван Ухов. Мускавра вĕренекен студент Шупашкарти «Олимпийский» стадионта виçĕм çул иртнĕ Раççей чемпионатĕнче те ылтăн медале тивĕçнĕччĕ. Хальхинче Иван Çĕнĕ Шупашкарта тĕлĕнтерчĕ.

- Эпĕ вунă çул каялла 800 метра чупнă чухне çĕр-шыв рекордсменĕпе Валерий Борзаковскипе туслашрăм. Вăл ун чухне Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче çĕнтерчĕ, ун хыççăн Афинăра иртнĕ XXVIII Олимп вăййисенче çав дистанцирех питĕ çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Борзаковскирен тĕслĕх илсе эпĕ те 2008 çултанпа Атăл хĕрринчи чи илемлĕ хулана килме пуçларăм. Пире кунта питĕ килĕшет. Хальхинче Çĕнĕ Шупашкарта 238 сантиметр çÿллĕшне сикрĕм, - савăнăçне пытармарĕ РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ.

Михаил Игнатьевăн тĕп парнине чи малтан Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти училищинче вĕренекен ентешĕмĕр Екатерина Блескина çĕнсе илчĕ. 20 çулти спринтер чăрмавлă 60 метра 8,41 çеккунтра парăнтарчĕ, республикăри çамрăксен рекордне çĕнетрĕ, Раççей чемпионатне хутшăнмашкăн путевка çĕнсе илчĕ. Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕн пики Ольга Николаева вара юниорсен хушшинче 3000 метра чупса чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. 800 метрлă дистанцире малти виçĕ вырăна пирĕн ентешсем йышăнчĕç: Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче вĕренекен Инесса Андреева, Зинаида Антонова тата Алиса Патьянова. Хĕрарăмсен хушшинче Беларуç чемпионки, тĕнче шайĕнче иртнĕ ăмăртусен çĕнтерÿçи Марина Арзамасова палăрчĕ. Унăн кăтартăвĕ - 2 минут та 4,76 çеккунт. Уяв вĕçленес умĕн старта хăвăрт утакансем тухрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче 3000 метрлă дистанцире малти виçĕ вырăна чăваш пикисем йышăнчĕç: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне пĕтернĕ, Пĕтĕм тĕнчери XXVII Универсиадăн иккĕмĕш призерĕ Ирина Юманова, Çĕнĕ Шупашкарти Светлана Васильева тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Марина Пандакова. Арçынсен хушшинче вара Мордва Республикин паллă спортсменĕ Андрей Рузавин ылтăн медаль тата ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илчĕ. Унăн кăтартăвĕ - 18 минут та 26,51 çеккунт. Финиша ун хыççăн пирĕн ентешсем, тĕнче спорт мастерĕсем Александр Яргунькинпа Петр Трофимов, çитрĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ çулта старт панă Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсенчен пĕринче пирĕн ытти ентеш те малти вырăнсене йышăнчĕç: Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн студентки Елена Горшкова, Елчĕк районĕнчи Зинаида Антоновăпа Ольга Николаева, Çĕнĕ Шупашкарти Сергей Антонов, Евгения Смирнова, Марина Сизова, Анастасия Прокопьева, Патăрьел районĕнчи Кирилл Фролов, Шупашкар районĕнчи Александр Новиков, Муркаш тăрăхĕнчи Вера Васильева, Тăвай районĕнчи Надежда Мокеева тата Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче вĕренекенсем.

Петр СИДОРОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.