- Чăвашла верси
- Русская версия
Çичĕ хут тар кăлармасăр хаçат тухмастех
“Çамрăксен хаçачĕ” вулакансен кăмăлне туллин тивĕçтертĕр тесе ĕçлекенсен пĕр кунĕ
“Çамрăксен хаçатĕнче” 2012 çулта “Журналист профессие улăштарать” рубрика пурччĕ. Ольга Калитова корреспондент хăйне сутуçă, дизайнер, вĕрентекен, 112 служба операторĕ, типографи печатникĕ тата ытти професси-специальноçра тĕрĕслерĕ. Сăмах май, ку рубрикăна тытса пынă корреспондент халĕ декрет отпускĕнче - çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатать. Ахăртнех, вулакансем хаçат кăларакансен ĕçĕпе те паллашасшăн. Эпĕ те профессие улăштарам-ха. Меллĕ самантпа усă курса - ара, умра Чăваш пичечĕн кунĕ-çке - вĕсен кулленхи ĕç-хĕлĕ пирки каласа кăтартам. Калем ăстисем “Кашкăра ури тăрантарать” ваттисен сăмахне улăштарни пирки илтнĕччĕ-ха эпĕ. Кашамана кăна мар, журналиста та ури тăрантарать-ши? Тĕпчесе пĕлер. 8025 экземплярпа пичетленекен “Çамрăксен хаçачĕ” вулакансен кăмăлне кайтăр тесе çанă тавăрса ĕçлекенсемшĕн кăрлачăн 16-мĕшĕ мĕнле иртнĕ?
01.00 “Çамрăксен хаçачĕн” редакторĕ Дмитрий Моисеев киле илсе кайнă материалсене редакцилесе пĕтерчĕ те çывăрма выртрĕ - ара, ыран çĕнĕ номере пичете ямалла-çке, канни пăсмĕ.
02.00 “Чуна уçса калаçар” рубрикăна тытса пыракан Альбина Юрату вара хуп турттарма шухăшламасть те. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕнчен Ирина Диаровăран интервью илнĕскер кăрлачăн 25-мĕшĕнче тухакан номер валли статья çырать. Ыйхи пусса килсен те чăвашлăхшăн кар тăракан поэтесса кашни йĕркине чунĕ витĕр кăларать, хатĕр интервьюна сасăпа вуласа упăшкине çывăрма чăрмантарать. Альбина Юрату кăна мар, çыравçăсем те хаçатри литература страници валли çĕнĕ калав-повеç çыраççĕ-тĕр.
8.30 “Çамрăксен хаçачĕн” çĕр варринче тăрса та хаçат пирки шухăшланă /çапларах вĕсен ĕçĕ: ун çинчен Пичет çуртĕнчен тухсан та манаймаççĕ - килех “сĕтĕрсе” каяççĕ/ ĕçченĕсем редакцие вирхĕнсе çитрĕç. Коридорпа утнă чухнех пальто-куртка тÿмисене вĕçертеççĕ - ара, паян ĕç шутсăр нумай-çке. Пÿлĕме кĕнĕ-кĕменех, çири тума пăрахсанах çĕнĕ кăларăмсемпе паллашаççĕ, вĕсенче мĕн çырнине тишкереççĕ.
9.00 “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев 16 кăларăма кăларса тăракансене яланхиллех хăйĕн патне пуçтарчĕ. Мĕн пур япала-пулăм çине тиркевлĕ куçпа пăхаканскер çитес номерте мĕнле ыйтусене хускатмалли пирки каламасăр хăвармарĕ, туса çитереймен ĕçсемшĕн те ятларĕ. Мĕн тăвăн, пуçлăхăн йăлт сăнаса-пĕлсе тăмалла!
9.30 “Çамрăксен хаçачĕн” ĕçченĕсем кăларăм редакторĕн пÿлĕмĕнче республикăра, çĕр-шывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине хивре сÿтсе яврĕç. Чăваш Енĕн 46 çамрăкĕ Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕшĕн хĕпĕртерĕç, номерте мĕн пирки уйрăммăн çырмаллине палăртрĕç. Малтанхи кун ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен списокне чăвашла куçарса пичете хатĕрленĕ май ку йышра “Хыпар” корректорĕ Инна Данилова та пурришĕн савăнчĕç.
9.50 Кашни ĕçчен - хăйĕн пÿлĕмĕнче. Пуç çĕклемесĕр çыраççĕ, вулаççĕ, йăнăшсене тÿрлетеççĕ - патша çуран çÿрекен пÿлĕме кайма та вăхăт çитмест. Çĕрпÿре Вячеслав Эткер скульптор халăх паркĕ тума пуçланă, анчах унти архитектура палăкĕсем Вячеслав аттене килĕшмен. Пачăшкă тĕне кĕмен чăвашсен палăкĕсемпе кăмăлсăрланнă. Тÿре-шара ун хутне кĕнĕ-мĕн. Мĕншĕн? Тĕрлĕ тĕн, йăла-йĕрке пĕр-пĕринпе çыхăнса тăмасть-им? Вĕсем юнашар пулни камăн ирĕкне пăсать? Çак ыйтусене Ирина Алексеева тĕпчесе çитес номер валли статья хатĕрлет, çавăнпа кирлĕ çынсемпе курнăçмашкăн телефонпа çыхăнса калаçса татăлать.
11.00 Любовь Петрова Раççей Президенчĕн сумлă премине тивĕçнĕ Марта Вавилова патне чупрĕ. Унтан таврăнсанах лауреат пирки статья çырма ларчĕ.
12.00 Апат вăхăчĕ. Анчах “Çамрăксен хаçачĕн” редакцийĕн журналисчĕсен уни-куни хыпкалама та вăхăт çук, вĕсем сехет çине пăхма маннă. Ăнсăртран Елена Трофимова корреспондент Алена Тимкова иртнĕ шăмат кун качча кайни пирки аса илчĕ. Апла ăна саламламалла! Хаçат ĕçченĕсем пĕрле 5 минутлăха пухăнчĕç те “Сас-хурана ĕненмелле-и?” рубрикăна тытса пыракан корреспондента Мускавра ĕçлекен Василий Алтуховпа çемье çавăрнă ятпа саламласа иксĕлми телей, татулăх, çураçулăх сунчĕç. Вулакансем, журналистсем кăнтăрлах черкке йăтрĕç тесе ан шухăшлăр. “Çамрăксен хаçатĕнче” тар кăлара-кăлара ĕçлекенсем сиенлĕ йăласемпе пачах туслă мар - вĕсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. “Эсĕ пулас упăшкупа епле паллашнă?” - кăсăкланчĕ Елена Лукина корректор. “2010 çулта пулнăччĕ ку. Эпĕ Кÿкеçри ватăсемпе сусăрсен интернат çуртĕнче библиотекарьте ĕçлеттĕм. Унта хайхи пулас упăшкам та вырнаçрĕ. “Çавăн пек чипер сантехниксем те пулаççĕ-ши?” - ăна пирвайхи хут курсан шухăшларăм ăшра”, - вăрттăнлăхне уçрĕ Алена. Унтанпа вĕсем туслăха аркатман. “ÇХ” тусĕсем, пĕлĕр: ют çĕр-шыв çыннисенчен интервью илме кăмăллакан корреспондент малашне статьясен айне Алтухова хушаматпа алă пусĕ.
13.00 Кун каçипех оригиналсене /хут çине пичетленĕ статьясене çапла калаççĕ/ вуласа тÿрлетекен, материалсенче асăннă фактсене тĕрĕслекен редактор - Дмитрий Моисеев - хут купи айне пулнăскер, çамки çинчи тарне шăла-шăла кăрлачăн 17-мĕшĕнче тухмалли номерĕн юлашки страницисене тĕрĕслет. Пĕчĕк пĕр йăнăш асăрханă та ятлать кăна журналистсене. Çакна ăнсăртран илтнĕ çын пÿлĕмрен тухса таратех.
14.30 РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Сидоров, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту пирки çырнă статьяна малтанхи кун килсе панăскер, Пичет çуртне материала полосара вуламашкăн чупса çитрĕ. Лара-тăра пĕлменскер майĕпен утма хăнăхман - кун каçипе таçта та çитет.
18.00 Ĕç кунĕ вĕçленмен-ха. Компьютер центрĕнче полосасем тухаççĕ. Дежурнăй редакторпа корректор вĕсене танлаштараççĕ, тÿрлетеççĕ. Набор операторĕсемпе калăплавçăсем те ывăннă. Пĕрремĕшĕсем кун каçипе вун-вун мар, çĕр-çĕр материалри йăнăшсене компьютерпа усă курса тÿрлетнĕ, иккĕмĕшĕсем темиçе хаçат калăпланă.
19.00 “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ хатĕр полосасене вуласа тĕрĕслет. 16 страницăллă “Çамрăксен хаçатне” “Чăваш Ен” ИПК типографине леçме ирĕк парать. Кăларăмăн редакторĕ, дежурнăй редакторĕ тата корректорĕ хаçата тепĕр хут пăхса тухса тÿрлетеççĕ. Ку номершĕн яваплă мар корреспондентсем вара пĕр мероприятие пухăннă çынсемпе тĕл пулма васкарĕç - вĕсене “Çамрăксен хаçачĕ” пирки каласа кăтартма, ăна çитес çур çуллăха çырăнтарма...
20.30 Типографи ĕçченĕсем хаçата пичетлеме пырса парасса кĕтсе ывăннă. Вĕсем хатĕр хаçата илсе юлнă хыççăн печатниксем хĕрÿ ĕçе пуçăнаççĕ. Çакскерсен 8 пин те 25 экземпляр пичетлесе хатĕрлемелле. Вĕсене вара тул çутăличчен Раççей почтин вырăнти çыхăну уйрăмĕсене çитермелле. Çапла шăранать “Çамрăксен хаçачĕн” пĕр номерĕ. Кун пек ĕç, паллах, çичĕ хут тар кăлармасăр пулмастех.
Хаçат редакцийĕнче унччен пĕр кун та ĕçлесе курман, журналистсен тапса тăракан вăй-хăватĕнчен пĕççе шарт çапса тĕлĕннĕ
Петр ЕГОРОВ.
Редакцирен: статья авторĕ çĕрле такси тытса Шупашкар тăрăх çÿренĕшĕн, Пичет çуртĕнче кун каçнăшăн ÿкĕнмен. Ку кăна-и, вăл кунта ĕçлеме те вырнаçасшăн - апла тăк журналистсен ĕçĕ чи кăсăклисенчен пĕри.
Комментировать