Ĕç пур!

28 Ноя, 2014

Украинăран тарса килнисем валли те ĕç яланах пур.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин порталĕнче республикăри граждансене, çавăн пекех Украинăран тарса килнисене яланлăхах ĕçе вырнаçтарма вакансисен списокне вырнаçтарнă. Ноябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне унта 1757 рабочи вырăнĕ пуррине тата республикăри 142 организаци ыйтнипе 153 тĕрлĕ профессипе тата специальноçпа рабочипе служащи кирлине пĕлтернĕ. Пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме хирĕç маррисем те пур.

Списокра ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи предприятисене кирлĕ рабочи специальноçĕсем: çĕвĕç ?457 вырăн%, тĕрлĕ специализациллĕ слесарь ?214%, автомобиль, автобус тата троллейбус водителĕсем ?74%. Рабочисем тĕпрен илсен республикăри районти предприятисенче кирлĕ ?72%, Шупашкарти «Яхтинг» пĕрлешÿре атă-пушмак тăвакансене ?70% кĕтеççĕ. Шупашкарпа Канаш предприятийĕсенче электромонтерсем валли 59 вырăн пур. Стройкăсенче арматурщиксем, каменщиксем, бетонщиксем, рабочисем çитмеççĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хальхи вăхăтра тĕрлĕ квалификациллĕ врачсем кирлине пĕлтерет. Улатăрти, Канашри, Çĕмĕрлери сиплев учрежденийĕсенче 69 вырăн пушă. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, гинеколог, стоматолог, хирург тата ыттисем кирлĕ. Канашпа Улатăрта вĕсене пурăнмаллипе те тивĕçтернĕ пулĕччĕç. Хуласенчи предприятисенче паянах 23 инженера ĕçе илме хатĕр. Канашпа Шупашкарта страхлав агенчĕсем çитмеççĕ. Кĕтÿçĕпе кредит инспекторĕн вырăнĕ те пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.