Алă шăнать

28 Ноя, 2014

Тăтăшах алă шăннипе нушаланатăп. Çăм алсиш тăхăнни те пулăшмасть.

Валерий Иванов. Муркаш районĕ, Çатракасси.

Чылай чухне алă шăннипе юн çаврăнăшĕ пăсăлнă çынсем аптăраççĕ. Чĕре кирлĕ пек ĕçлемесен те, остеохондроз пулсан та шăнать вăл. Юн çаврăнăшĕпе веществосен çаврăнăшне лайăхлатма ытларах шыв ĕçмелле. Ку тĕлĕшпе улма-çырла сĕткенĕ, минерал шывĕ, курăксен шывĕ аван. Сахал хускалсан та юн тымарĕсем çывăраççĕ. Çавăнпа шăмшака тăтăшах хускатмалла, ÿт-пĕве тăвăрламан тумтир тăхăнмалла.

Алăсене эфир çăвĕпе сăтăрни юн çаврăнăшне лайăхлатать. Уйрăмах грейпфрут, розмарин çăвĕ аван. Анчах инсульт е инфаркт тÿссе ирттернисен, юн пусăмĕ ÿснипе, тытамак тытнипе, ÿт-тир чирĕпе аптракансен эфир çăвĕсемпе усă курма юрамасть.

Ал-ура сивĕ пулни организм уйрăмлăхĕ çеç пулсан апат-çимĕçе ăшăтакан çимĕçсем хушма тăрăшмалла. Ку вăл тĕрлĕ специ - импĕр, горчица, хĕрен, кориандр, кинза.

Ал-ура кирек хăçан та шăнни варикоз чирĕпе, юн тымарĕсен аномалийĕпе çыхăнма пултарнă. Алăсем шăннипе пĕрлех ÿт туйăмлăхĕ чакса пынине, чĕре йĕркесĕр тапнине, чĕрнесем хуçăлнине, ÿт температури чакнине, ура туни ыратнине асăрхасан тухтăр патне каймалла.

Алă пÿрнисем шăнсан юн тымарĕсене çирĕплетмелле. Çакна тума ăшă пÿлĕмре алла 3-5 минутлăха ăшă шыв янă савăта чикмелле. Унтан сивĕ пÿлĕме куçса алла 7-10 минутлăха каллех ăшă шыва чикмелле. Çак упражнение кунне 3 хут пĕр уйăх таран тумалла. Алăсене çил арманĕ пек çавăрттарни юна пÿрне вĕçне пыма май парать.

Рационра тимĕрпе пуян çимĕç пулни аван: кайăк-кĕшĕк ашĕ, пулă, çуллă мар аш, ясмăк, ешĕл çимĕç, апельсин сĕткенĕ.

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те организма Е витамин кирлĕ, вăл юн тымарĕсене сарать. С витамин вара юн тымарĕсене çирĕплетме пулăшать.

Ларса ĕçлени уйрăмах сиенлĕ. Кашни 15 минутра вырăнтан тăрса туртăнмалла, ал-урана хускатмалла. Ÿт-пĕве çемçетме 3 минут вăхăт уйăрсан та ĕçлес пултарулăх ÿсет, мĕншĕн тесен пуç мимине юн пыраслăх лайăхланать.

Халăх медицини мĕн сĕнет-ха?

Кофе, какао, газлă минерал шывĕ, эрех-сăра ĕçесрен асăрханмалла.

Çулла çаран утма тăрăшмалла. Хăйăр, ирхи сывлăм, курăк çийĕн çара уран утнине нимĕн те çитмĕ.

Эрнере пĕр хут мунча кĕмелле.

Ал-урана сивĕ тата вĕри шыва чиксе кăлармалла.

Алăсене массаж тумалла.

Чечек пылне чĕлхе айне 1 чей кашăкĕ хурса пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтиччен тытмалла. Çапла кунне 6-8 хут. Сиплев тапхăрĕ - 2 уйăх.

Табак туртакансен, паллах, çак сиенлĕ йăлана пăрахăçламалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.