«Вулас туртăм ан çухалтăр»

28 Ноя, 2014

Çулла - урама, хĕлле - хутман çурта

Пысăк чĕреллĕ çын. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çутă çын. Калама çук çирĕп шăнăрлă хĕрарăм теес килет Светлана Матанова пирки. 28 çул ертсе пырать вăл Куславкка районĕнчи Кунер библиотекине. Мĕн кăна тÿссе ирттермен-ши çак хушăра? 1996 çултан пуçласа укçа çуккипе библиотекăна хутса ăшăтма чарнă. Çак тапхăр 9 çула тăсăлнă. Кĕнекесене нÿрĕкрен сыхласа çулласерен урама, хĕвел тÿрремĕн лекмен вырăна илсе тухса типĕтнĕ вăл. Çурпа кĕр кунĕсенче маччаран тумлакан шывран хÿтĕлесе стеллажсене хупланă. Анчах темле йывăр пулсан та кружоксем йĕркелеме, тĕлпулусем ирттерме пăрахман. «Çилçунат» пĕрлешÿпе «Çемçе теттесен» кружокĕ ĕçленĕ вăхăтра вулав çурчĕ кĕрлесе çеç тăнă. Кĕçĕн çулти ачисем алă çине тетте тăхăнтартса юмахсем лартнине, аслăраххисем çунатланса хăйсен сăввисене вуланине ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ чунтан савăнса пăхса ларнă. Библиотекăран çын татăлман. Ку çеç-и? Район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, илет те. Çак кунсенче вăл каллех ХХI ĕмĕрти чи лайăх библиотекăсен смотрĕн призерĕ пулса тăчĕ. «Ăс-тăн еткерлĕхĕ» программăпа культурăпа йăла-йĕркене епле сыхласа хăварса аталантармаллине кăтартса пачĕ. Ку халĕ-ха. Маларах вара...

500-мĕш тĕслĕх библиотека

Ялсенче тĕслĕх библиотекăсем тăвасси çинчен калакан указа парне вырăннех йышăннă Светлана Александровна. Çăлăнса юлас шанăç çуралнă. 70 çулхи юбилейне библиотека хăйне евĕр кĕтсе илнĕ: çурта тĕпрен юсаса çĕнетес ĕç пуçланнă. Çак хушăра клуб ĕçченĕсем мĕн таран тусан çăтнине, миçе тонна кĕнеке йăтнине никам та калаймĕ. 2007 çулта республика кунĕнче кунта Чăваш Енри 500-мĕш тĕслĕх библиотеки уçăлнă.

Тинех Светлана Матановăн тахçанхи шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртме майсем уçăлнă. Интернетпа усă курма вĕренес текенсемшĕн вăл ятарлă кружок йĕркелет. Проект çине проект хатĕрлет: «Хавхаланса вулар», «Çĕр еткерлĕхĕ», «Çĕнтерĕве шанса фронтран янă çырусем», «Вăрçă çулĕсенчи ачасем», «Выляса вулама вĕренер». Вĕсем пурте вăйра. Писательсем, журналистсем, артистсем килсе тăраççĕ. Пур енĕпе те маттур библиотекарь ĕçĕпе паллашма урăх регионсенчен те туртăнаççĕ. Тутарстан, Рязань, Владимир, Ярославль, Архангельск тата ытти облаçсенчи хăнасене йышăннă вăл.

Ырашпулăхри вулавăш

Библиотекăра краеведени залĕ пур. Çирĕм çул хушшинче ача сăпкинчен пуçласа хултăрчă, кĕнчелеççи таранах пухнă. Иртнĕ çул Матанова грантпа çĕнсе илнĕ 100 пин тенкĕн пысăк пайне шăпах çак залри ăшă пăрăхĕсене улăштарма янă. Урамрипе пĕр тан температура пулнăран кунта кĕтессем пăрланса юхса ларнă. Халĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Хăй вăхăтĕнче Кунертен 4 çухрăмра вырнаçнă Ырашпулăхри библиотекăна хупас вĕçнех çитнĕ. Светлана Александровна çак пĕчĕкçĕ вулавăш чăннипех те кирлине ĕнентерме пултарнипе çеç сыхланса юлнă вăл. Çавăн чухне, 8-9 çул каялла, ăшталанса чупман пулсан хайхи çурт, тен, тахçанах юрăхсăра тухатчĕ-и? Халĕ вара эрнере икĕ кун унăн алăкĕ уçăлса хупăнать. Ял çыннисем библиотекарь килессе кĕтсех тăраççĕ.

Кунта пурте пĕр тан

Кĕнеке ĕмĕртен хаклă парне шутланнă. Халĕ те çаплах тесе шухăшлать вулавăш ĕçченĕ: «Укçа пулмасан кĕнеке лавккинчен нимсĕрех тухатăн. Библиотекăра вара пурте пĕр тан: укçалли те, укçасăрри те, ватти те, вĕтти те. Хăшĕ килĕшет - çавна суйла. Çĕннисем хушăнса тăччăр кăна. Кĕнеке фондне пуянлатассишĕн вара хамăр енчен мĕн тума пултарнине йăлтах тăватпăр. Пур конкурса та хутшăнма тăрăшатпăр. Дипломпа пĕрле 3-4 кĕнеке çĕнсе илни те лайăх-çке. Пĕтĕмпех вулакансем валли, фонда пуянлатма».

Чун ыйтнипе

Кунер ял тăрăхне кĕрекен 9 ялта 1000 ытла çын пурăнать. Библиотека каталогĕнче вара 800 ытла çын шутланса тăрать. Çулла çын уйрăмах нумай кунта. Хуларан тăванĕсем патне килекен ачасем шкул программипе ыйтакан кĕнекесене çыххи-çыххипе йăтаççĕ.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн те хăтлă вырăн ку. Ларса вулама кăна мар, выляма та вырăн пур вĕсем валли.

Çу кунĕсенче шкул ачисем библиотекăн балконне тухма юратаççĕ. Çапла, балкон та пур кунта. 15 метр тăршшĕ. Ăна та, усăллă та юрăхлă вырăн тăвассишĕн, кантăкпа алăк ларттарассишĕн кам патне кăна çитмен-ши?

Хăй тунă ĕçсем пирки калама юратмасть Светлана Александровна. Чун хушнипе, чун ыйтнипе ĕçленине çеç палăртать.

Мĕнпур ыйтупа

Ачана садике вырнаçтарма мĕнле документсем кирлĕ? Çĕр пайне сутас ĕçе мĕнрен пуçăнмалла? Тухтăр патне электрон черете епле çырăнмалла? Темле ыйтупа та килеççĕ библиотекăна. Пурне те йышăнать, ăнлантарать библиотекарь. Кирлĕ хутсене хатĕрлеме пулăшать. Кăмăлсăр тухса каякан пулман ун патĕнчен. Çапла, халăха патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕ парассипе те ĕçлеççĕ кунта. «Пĕр чÿрече» мелĕ пурри çынсене унта-кунта чупмасăрах мĕнпур документа вырăнта тума май парать.

Интернет ĕмĕрĕнче пурăнни, кĕнекепе хаçат-журнала электронли çĕнсе пыни çинчен нумай калаçаççĕ хальхи вăхăтра. «Вăл та, ку та пултăр, - тет Светлана Александровна. - Анчах кĕнекене е хаçат-журнала кирек хăçан та, кирек епле лару-тăрура та алла тытма, кирлĕ пулсан кăранташпа йĕрлеме е ахаль çеç уçса хупма, шăршине туйма пулать. Вăл - чунлă. Чунли - ĕмĕре. Чи кирли литературăпа кăсăкланасси, вулас туртăм ан çухалтăр. Унсăрăн нимĕнле модернизаци те çăлса хăвараймĕ».

Ĕмĕрĕпех ырă ĕмĕтпе пурăнса ырă ĕçсем тăвакан библиотекарь шухăшĕсене çĕнетсех тăрать. Халăха библиотекăна илĕртес тесен вĕçĕмсĕр çĕннине шухăшласа кăлармаллине, пĕр вырăнта лармалла маррине питĕ лайăх ăнланать вăл. Çавăнпах пĕр вăхăтрах библиотекарь те, учитель те, психолог та, пуçаруçă та вăл. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕн лавне те чăхăмламасăрах туртать. Мĕнпе тытăнса тăрать паянхи культура тесен тÿрех Светлана Матанова пек çынсем пуррипе тенĕ пулăттăм. Чăн сăмахăн суйи çук.

 

Шăрçаланаççĕ эрешсем

«Пирĕн Танечка» тесе чĕнеççĕ ăна Ырашпулăхсем. Хисеплесе, юратса. Кашни кĕçнерникунпа эрнекун вăл çитессе кĕтсе тăраççĕ. Лашманова, Терентьева, Коростылева тата ыттисем вăл мĕнле кĕнеке е хаçат-журнал йăтса килнипе кăсăклансах тăраççĕ. Кунерти вулавăшра çур ставкăпа шутланса тăракан Татьяна Дерюжина эрнере икĕ кун Ырашпулăхри библиотекăна çитсе çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллаштарать.

Ĕç укçи 3 пин тенкĕ те тухмасть унăн, анчах библиотекăран каяс шут пулман. Килĕштернипе ĕçлет кунта. Чун туртнипе. «Пурте укçа тума тухса каяймастпăр вĕт, - тет вăл. - Чиперех пурăнатпăр. Выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе сутатпăр. Ачасене аслă шкултан вĕрентсе кăлармалла. Упăшка ĕçлет - çав лайăх».

Алли-ури ылтăн теççĕ Татьяна Ивановна пеккисене. Хăйне валли пальто та çыхса тăхăнма пултарать вăл. Тĕрĕ тĕрлет, вĕт шăрçапа тĕрлĕ япала ăсталать. Шăрçапа тĕрленĕ ĕçĕсене чĕрринчен уйăрса илме те йывăр. Калăсăн, сирень çеçкипе çырла тĕмне тин çеç урамран татса кĕрсе куршака хунă. Тĕмеске çине вĕçсе ÿкнĕ вăрăран вара шерепеллĕ шурă хурăн ÿссе ларнă тейĕн. Кашни шăрçа пĕрчин хăйĕн вырăнĕ. Эрешсен тĕсĕпе илемĕ сивĕ çанталăкра пушшех тыткăнлать. Куç умне ырă та ăшă çу кунĕсене кăларса тăратать. Чунпа юратса тунă ĕç çапла пулать ахăртнех. Кунер библиотекинче кружок уçнăскер хăй пĕлнине тÿлевсĕрех ыттисене вĕрентет. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем уйрăмах юратса çÿреççĕ унăн урокĕсене. Республикăри библиотекарьсем хушшинче кăçал Татьяна Дерюжина хăйĕн алĕç пултарулăхĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă.

- Кăмăл çеç пултăр, ыттине вĕренме пулĕ, - тет маттур хĕрарăм. - Пăралукпа шăрçине тупма пулать. Кашни кĕçнерникун кунта пасар. Эпĕ хама кирлĕ япаласене аслă ывăла хуларан илсе килтеретĕп. Маларах кăшт мăкăртататчĕ паллах. Хĕрача пек шăрçа шыраса çÿремелле-и тесе. Мĕн тăвас тен, ывăлсем кăна та манăн. Халĕ хăнăхса çитрĕ - ыйтнине пĕр сăмахсăрах пурнăçлать. Ара, пралук кунта 120 тенкĕ пулсан, Шупашкарта - 90 тенкĕ, шăрçа та унта 2-3 хут йÿнĕрех.

Телевизор умĕнче нихăçан та ахаль лармасть вăл. Аллинче яланах ĕç. Хăй калашле, чакаланса ларсах хÿхĕмрен те хÿхĕм япаласем шăрçаланаççĕ. Парне пама та намăс мар вĕсене. Ÿкерчĕксене интернетран илнине, кĕнеке-журналта шыранине пĕлтерет Татьяна Ивановна. «Хĕллехи каçсем вăрăм, ÿркенмесен тем тума та вăхăт çитет».

Елена Николаева.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.