- Чăвашла верси
- Русская версия
Услапа Нурăса çутă малашлăх кĕтет
Ĕлĕк-авал Нурăс ялĕнче /халĕ Вăрнар районне кĕрекен Калинино/ Нурăс /Норус/ ятлă улпут пурăннă. Унăн ултă ывăл пулнă. Ывăлĕ-сем ÿссе çитсен ашшĕ вĕсене çапла каланă: «Акă сире пĕрер ĕне. Камăн ĕни ăçта курăк çыртать - çавăнта эсир кил-çурт çавăратăр». Çапла ку таврара ултă ял пулса кайнă.
Услапа Нурăса /Ослаба/ Нурăс улпутăн Услап ятлă ывăлĕ никĕсленĕ. Яла унăн ятне панă: Услап - Услапа.
Услапа ялĕ пирки Станислав Гурьевич Отрыванов /1948 çулта Вăрнар районĕнчи Мачамăшра çуралнă/ «Тучи над рекой Хирлеп» кĕнекинче çапла çырса кăтартнă: «Ял ячĕ вăл вырнаçнă вырăнтан пулса кайнă. Ун çывăхĕнче «Ăвăслă лап» пулнă. Кĕскен каласан вăл çапла илтĕннĕ - Ăслапа - Услапа - Ослаба. Вырăнти халăх пыл хурчĕ нумай ĕрчетнĕ. Паянхи кун та çывăхра «Хуртлă кĕпер» - Пчелиный мост - тени пур. Услапасем ял пуçласа яракансем Тумпăрса, Лимĕрсе тата Эртюк ятлă çынсем тесе те шутланă.
Халăхра çапла калани те пур. Çак тăрăхра Услап ятлă вăрă-хурах çĕмĕрттерсе çÿ-ренĕ. Ватăлсан киревсĕр ĕçпе аппаланма пăрахнă та çырмара çурт лартнă. Выльăх-чĕрлĕх туянса таврари хресченсене тарçа тытнă. Çакăнтан «Услап ялĕ» - Услапа /Ослаба/ пулса кайнă».
Услапан хушма ячĕ те пур - суеç. Ăçтан тухнă-ха вăл/ Ваттисем каланă тăрăх яла палламан çын килсен хăйне кирлĕ çынна çур кун шыранă тет. Пĕри ял варрине, тепри тепĕр вĕçне суйса янă ăна. Кирлĕ çынна шыраса çур кун иртсе кайнă. Хайхи хăна кунтан ятлаçса, тарăхса тухса кайнă. Таврари ялсенче Услапана «суеç» теме пуçланă. Паянхи кун та вĕсен суясси пĕтмен-ха. Ун пек çынна ку тăрăхра: «Услапасем пек суятăн» е «Эсĕ Услапа çав - суеç», - теççĕ.
Архив докуменчĕсенче Услапа Нурăса пĕрремĕш хут 1719 çулта асăннă, Иккĕмĕш Нурăс тесе палăртнă.
Тăван ялăн сăн-сăпачĕ çулсерен çĕнелсе, улшăнса пырать. Урамсенче çĕлен пек авкаланса асфальт çул выртать. Каçхине ял Шупашкар урамĕ пекех илемлĕ. Тикĕс çулăн икĕ енĕпе хунарсем çутатаççĕ. Çуртсене çутçанталăк газĕ кĕртнĕ. Пĕлтĕр çĕнĕ лавкка уçăлчĕ.
Пушă çуртсем те çукпа пĕрех ялта. Çынсем кашни çулах капмар та илемлĕ çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ. Эппин, Услапа пуласлăхĕнче иккĕленÿ çук.
Екатерина ПОЗИНОВА.
Вăрнар районĕ,
Услапа Нурăс.
Комментировать