Историрен пуян тăрăхсем... Тыткăнларĕç-çке пире вĕсем!

27 Ноя, 2014

Асатте, итле-ха, асатте, – сăмах çăмхине малалла тăсмасăр ниепле те пултараймарĕ Шурсухал мăнукĕ Тăрăшар. – Эпĕ çак çулçÿревсем хыççăн хама çĕр чăмăрĕ çинчи чи телейлĕ çынсенчен пĕри тесе шухăшлатăп.

– Эпĕ те, эпĕ те! – чăтса тăраймарĕ Темтепĕлейкин та. – Эпĕ вĕт... Эпĕ тÿпере вĕçсе çÿременни кăна. Тăван ене çитсенех курни-илтни пирки тусăмсене йăлтах каласа паратăп. Кашни кунпа паллаштарма тăрăшăп. Вăрман уçланкисенче пулнине, чĕрчунсене курни çинчен, тĕрлĕ хулапа, ялпа паллашни пирки те нумай-нумай пĕлтерĕп... Ай, мĕн тери интереслĕ пулчĕ пирĕн вăрăм çул! Самай ывăнтарчĕ, анчах вăл асра юлчĕ.

– Мĕн тери маттурсем эсир манăн, мăнукăмсем, маттурсем, – ачашшăн, çепĕççĕн ырласа та мухтаса илчĕ шăпăрлансене аслашшĕ. – Апла пулсан сире пирĕн çулçÿрев килĕшнĕ/

– Питĕ-питĕ, асатте, – терĕç арçын ачасем пĕр харăссăн. – Кун пекккине хальччен тĕлленмен те.

Кĕçĕннисем пĕр-пĕрне пÿлсе тенĕ пек хăйсен шухăшĕсене уçса пама тăрăшрĕç. Шурсухал кăмăллăн итлесе те тĕлĕнсе тăчĕ. «Чимĕр, тусăмсем, чимĕр, васкамасăр тата ерипен калама тăрăшăр, – асăрхаттарчĕ çамрăксене ватă. – Атту эпĕ сире итлесе те ĕлкĕрейместĕп. Астуса юлас пирки вара калаçмалли те çук...»

– Апла пулсан, пепкемсем, хамăрăн çулçÿреве малалла тăсар, – терĕ Шурсухал. – Аякри тăрăха пĕр килнĕ чухне кунти паллă вырăнсене çитсе курмаллах пуль тетĕп. Эсир мĕнле шухăшлатăр/

– Урра! – пушшех те хавасланса та çунатланса кайрĕç Темтепĕлейкинпа Тăрăшар. – Эпир яланах хатĕр!

 

 

И-и, çил вĕрет, çил вĕрет…

Чунра пурпĕр ăшă

– Чи малтанах Коми Республикин тĕп хулин Сыктывкарăн паллă вырăнĕсемпе паллашар мар-и/ Атьăр апла тăк çав туристсен ушкăнĕпе пĕрле çула тухар.

Чăвашран килнĕ Шурсухал, лара-тăра пĕлмен, темĕнпе те интересленекен Темтепĕлейкин тата пур çĕрте те хастарлăхпа палăракан Тăрăшар çурçĕр республикипе паллашма таçтан та çитнĕ туристсен ушкăнне васкарĕ.

Питĕ тарават экскурсовод автобусри салона меллĕн вырнаçнă хăнасене çепĕç сасăпа ырă сунчĕ. Автобус çула тухрĕ. «Паян эпир сирĕнпе Сыктывкарăн паллă вырăнĕсемпе паллашăпăр, – терĕ чипер пике. – Республикăн тĕп хули 1586 çулта никĕсленнĕ тесе палăртаççĕ тĕпчевçĕ-сем. Вăл Сысола юханшыв Вычегдапа пĕрлешнĕ çĕрте ларать. Сыктывкар коми чĕлхинчен куçарсан «Сысола юханшыв çинчи хула» тенине пĕлтерет. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ. Халь вăл аталаннă хула. Кунта пурăнакансем те килен-каяна яланах тарават. Хăнасене вырăнти халăх ăшă кăмăлпа çеç кĕтсе илмест, хулан паллă вырăнĕсемпе те паллаштарма тăрăшать. Паллă вырăнсем вара – Сыктывкарăн тĕп пайĕнче. Кунтах хулан историйĕпе çыхăннă вырăнсем те пур. Паянччен патшалăх сыхлакан алла яхăн йывăç çуртсем упранса юлнă. Халĕ, хаклă хăнасем, автобусран тухатпăр та çуран утса паллашса çÿрĕпĕр...»

Хулан историпе çыхăннă вырăнсен лаптăкĕ пысăках мар. Стефан Пермский çветтуй ячĕпе лартнă кафедра соборĕ хулан тĕп лапамĕнче вырнаçнă. Ăна 1850 çулта тунă пулнă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче тĕпĕ-йĕрĕпе аркатса тăкнă. Собора вуникĕ çул каялла çĕнĕрен çĕкленĕ.

Çак лапамра хула çыннисем уçăлса çÿреççĕ, тĕл пулаççĕ, калаçаççĕ. Çуран утакансем валли сарлака çул та пур. Пысăк уявсенче лашапа, çурçĕр пăланĕпе ярăнас текенсем те пухăнаççĕ. Çĕнĕ çул уявне кунти капăр чăрăш халăха хăй патне пуçтарать.

– Асатте, пирĕн Шупашкарта та кун пек илемлĕ çуртсем пур вĕт/ Эпир хамăр вĕрентекенпе класри мĕнпур ача кайса курнăччĕ. Тĕлĕнмелле интереслĕ унта, - сăмах хушмасăр тăраймарĕ Темтепĕлейкин.

– Пур, паллах. Вĕсемпе те паллашма ĕлкĕрĕпĕр. Юрать/ – терĕ Шурсухал.

Ача пуçне сĕлтсе илчĕ те ыттисемпе пĕрле экскурсоводăн интереслĕ калаçăвне малалла итлерĕ.

Хулари тата тепĕр асра юлмалли вырăнпа та паллашрĕç çулçÿревçĕ-сем. Куратов урамĕнчи икĕ çурт хушшинче Кăмпа тăкăрлăкĕ вырнаçнă. Вĕсен хушши пурĕ те вунă сантиметр кăна. Вăрмана кăмпа татма каяс текенсен тулли карçинккасемпе таврăнмалла пултăр тесе урама кăтартакан паллă айĕнчен тухас йăла сыхланса юлнă.

Республикăн Наци галерейине çитсе курмаллах. Унсăрăн хăвна Комире пулнă тесе калаймăн. 1943 çулта тунă управра XVII-XXI ĕмĕрсенчи искусствăсен произведенийĕсем хăйсен вырăнĕсене тупнă.

Сыктывкар таврашĕнче те курмалли пайтах. Вĕсенчен пĕри Стефан Пермский 1380 çулта коми халăхне тĕне кĕртнĕ Усть-Вымь ятлă авалхи ял. Тепĕр ял та пур, вăл – Ыб. Темиçе пĕчĕк ялтан тăрать. Степановка тата Погост ятлисене те курма килекенсем май пур таран çитме тăрăшаççĕ. Вĕсем çÿллех мар тăвайкки çинче вырнаçнă. Тăвайккин чи çÿл- лĕ вырăнĕсенче чиркÿсем аякранах илемлĕн курăнса лараççĕ. Шăпах çаксем хăнасене илĕртеççĕ те.

1930 çулта Сыктывкарта патшалăх академи драма театрĕ йĕркеленнĕ. Вăл ватă театрсенчен пĕри. Чи малтанах Виктор Савин театра кăмăллакансенчен ушкăн çеç йĕркеленĕ пулсан, халь кунта профессионал артистсен паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен театр ĕçлет. Унăн репертуарĕ çуллен пуянланать. Куракансен йышĕ те ÿссех пырать. Коми Республикин музыкăпа драма наци театрĕ 1992 çулта хăйĕн кураканĕсене йышăнма пуçланă та паянчченех вăл хăйĕн спектаклĕсемпе савăнтарать. Классика драматургийĕн тĕрлĕ жанрĕпе хатĕрленĕ спектакльсене курма халăх йышлăн çÿрет. Репертуарта ача-пăча спектаклĕсемпе концерчĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ача сачĕсене çÿрекенсене тата пуçламăш классенче вĕренекенсене валли ятарласа вĕренÿ программи те хатĕрленĕ артистсем. Искусство ĕçченĕсем Коми çĕр-шывĕн музыка культурипе халăх сăмахлăхĕ çинчен шăпăрлансене тĕплĕн каласа параççĕ. Вĕсен чун-чĕрине искусство вăйĕпе тыткăнлама майсем шыраççĕ.

Темтепĕлейкинпа Тăрăшара çурçĕр çил-тăманĕ те, пит-куçа чĕпĕтекен хĕл сивви те хăратмарĕ. Вĕсем Коми Республикин паллă вырăнĕсемпе хаваспах паллашса Чăваш Ене каялла çула тухрĕç. Вĕсен чун-чĕринче калама çук ăшă та канлĕ. Нумай çĕннипе паллашма пултарчĕ виçĕ пĕртăван.

 

Ешĕл хула çеç мар, архитектура пуянлăхĕ те пур кунта!

– Каялла пирĕн çул вăрăм пулĕ. Ăшă та хăтлă автобусра канса илĕр. Эпĕ те кăштах тĕлĕрем-ха, – терĕ Шурсухал. Автобус каçхине çула тухрĕ. Ирхине вара ушкăн Йошкар-Олана çитме те ĕлкĕрчĕ.

Кунта та туристсем нумай пухăннă. Ушкăнсем е автобуса ларса, е çуран утса хулан паллă вырăнĕсемпе паллашма тытăнать. Пирĕн маттурсем те аякра тăрса юлмарĕç.

Йошкар-Олана килекен кашни çын пекех чи малтанах Царевококшайск Кремльне çул тытрĕç. Кремль Царевококшайск хулин ?Йошкар-Ола 1919 çулччен çакăн пек ятлă пулнă% вăтам ĕмĕрсенчи тĕрме вырăнĕнче ларать. Хулана тĕрлĕ вăрă-хурахран, тăшманран сыхланă йывăç крепость стени паянхи кунччен упранса юлайман. Кремль территорийĕнче хăйне евĕр паллă вырăн чылай. Кунтах Федор Иоаннович патшан палăкĕ пур. Çĕршывра та, тен, тĕнчипе те унашкалли урăх пачах та çук. Шăпах Федор Иоаннович 1584 çулта Царевококшайск хулине никĕслес пирки указ кăларнă пулнă. «Сказание о Царев Граде» уçă курав та ăнăçлă ĕçлет. Унăн экспозицийĕсем хулан вунулттă-çирĕммĕш ĕмĕрсенчи аталанăвĕ пирки тĕплĕн каласа параççĕ. Виçĕ-пилĕк ĕмĕр каярах усă курнă артиллери тупписен реконструкциленĕ экспоначĕсемпе те куравкансем хаваспах паллашаççĕ. Кремль стени çывăхĕнчи тупăсене авалхи ÿкерчĕксене пăхса вăл вăхăтри евĕр шăратса хатĕрленĕ. Çакă та кăсăклă: хула ертÿçисем Кремльте ятарлă лаборатори те ĕçлеттерме палăртаççĕ. Вăл Атăл тăрă- хĕнче 8-11 ĕмĕрсенче пурăннă халăхсен культурине тĕпчĕ. Паян Царевококшайск Кремль тĕрлĕ уяв ирттермелли чи хăтлă та интереслĕ вырăн шутланать. Халăх пултарулăхĕн ярмăрккисем иртеççĕ кунта. Пыл спа- сĕнче килен-каяна çĕнĕ пылпа кашнине хăналаççĕ, икерчĕпе сăйлаççĕ. Сăмах май, чăвашсен паллă поэчĕ Михаил Федоров, «Арçури» балладăн авторĕ, Царевококшайскра ĕçлесе пурăннă. Унăн вилтăприйĕ те çавăнтах.

Бельгири Брюгге хула архитектурин стильне тĕпе хурса Кĕçĕн Кокшага юханшыв хĕрринче вырнаçнă çуртсем аякранах питĕ илемлĕн курăнса лараççĕ. Çак çыран хĕрринче кирек мĕнле çанталăкра та уçăлса çÿреме меллĕ. Юханшыв урлă хывнă кĕпер те хăйĕн асамлă илемĕпе тыткăнлать, палăксем патĕнчен куракансем татăлма пĕлмеççĕ. Кремль çывăхĕнче яланах халăх хĕвĕшет.

Ашшĕ-амăшĕ те, ачасем те театр курма юратни кунта çитсенех лайăх сисĕнет. Йошкар-Олари Пукане театрĕ архитектура пуянлăхĕсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна Раççейĕн тĕрлĕ хулинче е урăх çĕршывсенче пулса курнисем те кунашкаллипе халĕччен паллашма май килмен теме пултарĕç. Чăннипех те çапла пулĕ. Шăпăрлансем валли театр артисчĕ-сем тĕрлĕ спектакль хатĕрлеççĕ. Театра республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те вĕренекенсем, кĕçĕннисем хаваспах килсе çÿреççĕ. Тулли кăмăлпа, асамлăх тĕнчине лекнĕн туйса, хаваслăн театрта пулнă хыççăн килĕ-сене саланаççĕ. Акă мĕнле иккен театр вăй-хăвачĕ!

Ешĕл хула Йошкар-Ола. Тĕрлĕ палăк, скульптура кунта темĕн чухлех. Çармăссем кушака юратнăран çак чĕрчуна халалланă палăк та пур. Çак статуя йывăрăшĕ 150 килограмм. Статуя патшалăх университечĕн территорийĕнче вырнаçнă. Студентсем экзамен ăнăçлă тытсан е диплом ĕçне лайăх хÿтĕлесен кушака тав туса сăмсинчен пырса ачашлаççĕ. Тĕлĕнмелле ырă йăла! Пирĕнпе кÿршĕлле республика çыннисем ĕçчен те маттур! Йошкар-Олана çĕнетессишĕн тăрăшакансене кăна мар, пĕтĕм Раççей хăтлăхĕшĕн вăй хуракансене те халалласа ятарлă палăк пур кунта. Вăл – мăлатук. Çуртсен тăррисене те илемлетме пĕлеççĕ. Вĕсенче аист, ăмăрткайăк, кушак тата ыттисем те хăйсен вырăнĕсене тупма пултарнă.

Оболенский-Ноготков тÿремĕнче пулман турист хăйне Йошкар-Олана çитсе курман пекех туйĕ. Федор Иоаннович патша 1584 çулта çĕнĕ хула тăвас пирки указ йышăннă та Царевококшайска Иван Андреевич Оболенский-Ноготкова янă. Ăна чăннипех те хула никĕслевçи теме пулать. Иван Андреевича чыс, хисеп туса лартнă монумент çÿллĕшĕ ултă метр, йывăрăшĕ ултă тонна яхăн. Экскурсантсем кунта пулмасăр иртмеççех. Çак тÿремри туппа та республикăри Звенигово хулинче шăратса хатĕр-ленĕ.

«Пирĕн çулçÿрев вăраха пырать пулин те, эсир ывăнмасса шанатăп, – сăмаха малалла тăсрĕ экскурсовод. – Кашни паллă вырăн вăй-хăват парать, хавхалантарать. Революциччен Царевококшайск ятпа çÿренĕ паянхи Йошкар-Ола сире килĕшрĕ пуль тетĕп. Кунта пĕрре пулса курнă çын хăçан та пулин тепре çитме тăрăшатех. Сире те эпир яланах хапăл».

Мĕн кăна курмарĕç Шурсухал, Темтепĕлейкин тата Тăрăшар! Кашни самант асра юлчĕ. Çулçÿрев дневникĕ те çĕнĕ алçырăвĕсемпе пуянланчĕ, сăнÿкерчĕксен йышĕ те самай ÿсрĕ. «Ну, асатте, мĕн тери ырă та лайăх çын эсĕ пирĕн! Сана куншăн тав туса та пĕтерейрес çук», – терĕç çамрăксем.

– Сире килĕшрĕ пулсан, мана та лайăх, чунра лăпкă, – сăмах çăмхи малалла сÿтĕлчĕ. – Эпир кĕçех хамăрăн çулçÿреве те вĕçлесе пырăпăр. Çитес кунсенче Мордва Республикине çитсе килĕпĕр те хамăр тăван тăрăха таврăнăпăр. Вăхăт иртнĕçемĕн асаилÿ пуххине те сирĕнтен хăшĕ те пулин çыратех ĕнтĕ...»

Виçĕ чăваш хастарĕ каллех вăрăм çула тухма хатĕрленме тытăнчĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.