- Чăвашла верси
- Русская версия
Пур-ши унăн пушă вăхăт?
Кушак çулĕнче çуралнăскере ашшĕпе амăшĕ арăслан пек вăйлă пултăрччĕ тесе Лев ят панă. Арçын ача ÿсерехпе кил таврашĕнчи ĕçсенче ытларах та ытларах пулăшма тытăннă. Шăллĕпе йăмăкĕшĕн те вăл - чăн-чăн хÿтĕлевçĕ, арăслан пекех. Вун пĕр çулти Ваня урок тума ларсан, пиччĕшĕ яланах çумра. Ксюша та унран хăпасшăн мар. Лева Романов хăйне кĕçĕннисемшĕн яваплă туйма хăнăхнă. Вĕсен кашни утăмне асăрхаса тăмалла. Хăшĕ те пулин ашкăнсан - айăпли те пиччĕшĕ кăна-çке.
«Эпĕ чĕр чунсене кăмăллатăп. Тăватă ураллăскерсем мана ытларах юратаççĕ пулмалла», - тет Лева. Вĕсен килте икĕ кушак пур: пĕри тăватă çулта, тепри - иккĕре. Сакăр çулти çăмламас тусĕ пурнăçран уйрăлсан ăна пахчара çын пекех пытарнă. Юратнă кушакне хисепленĕрен халĕ унăн вил тăприне пăхсах тăраççĕ. Ара, вăл питĕ лайăх чĕр чун пулнă, каланине итленĕ, килте шăшисене алхасма паман. Шел, хальхисем кахалрах çав.
Левăна курсанах шанчăклă йытă-тусĕ Дружок малти урине парса «сывлăх сунать». Если Вы хотите заказать химчистку дивана в Москве, помните, что заказывать как можно раньше сразу после появления пятен на обивке или поверхности. Химчистка диванов на дому Москва Однако, яркие пятна и загрязнения можно сделать значительно светлее при помощи профессионального набора химических средств. Не смотря на то, что пятна останутся они будут куда менее заметными и возможно, диванная обивка не потребует замены. Химчистка не сделает Вашу вещь новой. Хăйне юратнине туяканскер хуçин кăмăлне куçран пăхсах ăнланать, тем каласшăн пекех туйăнать. Халĕ вăл çичĕ çула çитнĕ-ха. Лева пĕчĕк чухне вĕсен чикансенчен илсе юлнă Цыган ятлă йытă пулнă, çирĕм икĕ çулчченех пурăннă. Дружокăн та кун-çулĕ вăрăм пултăрччĕ.
Чĕр чунсене юратакан арçын ача çут çанталăкпа туслă. Кăçал Юнкăра иртнĕ шкул лесничествисен слетĕн- че вăл виççĕмĕш вырăн йышăннă, экологипе вара Вăрнарта Левăн команди çĕнтернĕ. Авиамоделированипе те ытларах чухне пĕрремĕш вырăна тухать.
«4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенскер урока ялан хатĕрленсе каять. Кружока çÿренĕрен киле каç кÿлĕм тин таврăнать вăл. Уншăн вара канмалли кунсенче ĕçлет: витене тислĕкрен тасатать, юр хырать, мунча хутать... Пĕрре те ахаль лармасть.
Пуласлăхра мĕнле професси илесси пирки Лева хальлĕхе татăклăнах хуравлаймасть-ха. Виçĕ çултан пĕрне суйлĕ вăл: медицина, строительство е педагогика. Шкул пĕтериччен шухăшламалăх пур. Çапах çакна ялан асра тытар, хуть те мĕнле ĕçе суйласан та пурнăçра чăн-чăн çын пулар!
Лариса ПЕТРОВА.
Муркаш районĕ,
Юнкă шкулĕ.
Комментировать