- Чăвашла верси
- Русская версия
Пуян чирлĕ-и е чирлĕ пуян-и?
Шыв пăтраннă чух пулă тытса юлмалла теççĕ. Паянхи саманана мĕнле хак памалла-ши? Халĕ мĕн тытмалла-ши? Пĕрисен çăкăр туянма та укçа пĕтсе çитнĕ кунсем пулаççĕ, теприсем вара çак вăхăтрах кĕмĕлне ăçта чикмеллине те пĕлмеççĕ. Шупашкар контрастсен хулине çаврăнса кайрĕ - нумай хутлă хăтлă хваттерсен çумĕнчех тăйлăк-тайлăк кивĕ пÿртсем... Çакăн пеккине вĕçĕмсĕр илсе кăтартма пулать. Çук, пĕрне ырласа теприне хурлас шухăш тытман пачах та. Çаврăнкаласан, кунĕпех телевизор умĕнче хуп турттармасан Канара каймалăх ĕçлесе илеймесен те выçă юлмастăнах паян. Тулăх пурăнакансене вара кам ăмсанмасть пуль! Ара, куçа курăнать-ха та... Çурçĕр-хĕвеланăç микрорайонĕнче пулса курма тÿр килнĕччĕ. Тĕрĕсрех, хула курмашкăн ятарласах тухрăмăр çавăн чухне. Пĕтрĕмĕр! Хама ку таранччен Шупашкарта пурăнатăп тесе шухăшланăччĕ. Ара, ялтан тухса килнĕренпе 25 çул та иртрĕ те. Хулана вара пачах та пĕлместĕп пулса тухать. Мĕн чухлĕ çĕнĕ урам “çуралнă” эпĕ “кил-ĕç-кил” маршрутпа пурăннă вăхăтра. Урамĕ тарама-ха, мĕн чухлĕ чаплă çурт-йĕр çĕкленнĕ унта. Сăмахăм нумай хутлă керменсем мар - коттеджсем пирки. Вăт пурăнаççĕ тĕк пурăнаççĕ паянхи пуянсем! Çурчĕсем - 3-шер хутлă /ĕлĕк колхоз кантурĕсем те апла марччĕ/, вĕсен умĕнче 2-3-шер чаплă машина, пĕри 3-4 миллион тенкĕ. Çук-çук, тавлашмастăп, кашни мĕнле пултарать - çапла пурăнать. Пĕри хăйне ятăн пĕчĕк пÿлĕм туянсан та чăх пек савăнать, тепри - ак çапла, эпĕ çырса кăтартнă пек. Çын кĕсйинчи укçана шутламăпăр - пархатарсăр ку. Ăна мĕнле пухнине /тар тăкса е урăх майпа/ тĕпчесе те ятарлă органсене ĕçсĕр хăварас мар. Хама чи тĕлĕнтерни пирки кăна каласа хăварам. Асăннă районта пĕр пы-ы-сăк кермене хăтлăх кĕртсе пĕтерменччĕ-ха. Урампа иртсе пынă май хапхипе картинчен куç каймарĕ - ăна, акăш-макăш эрешлесе пĕтернĕскерне, ылтăнпа сăрланăччĕ...
Ыр çынсемшĕн савăнса хитре çуртсене курса хăпартланнă май - ыттисем лайăх пурăннишĕн мĕншĕн кĕвĕçес, Турри парсан, хамăр тăрăшсан пирĕн те пулĕ-ха - килелле тапрантăмăр. Çула май çуртсене сăнаса пынă май унти рекламăсемпе вывескăсем куç тĕлне пулчĕç. Аптека, аптека, унтан татах аптека, татах... Тăхта-ха, кашни утăмра - аптека. “Эмел сутса пуймаççĕ-и çав çуртсен хуçисем?” - текен шухăш та çуралчĕ пуçра. Паллах, нухрат кĕсьене ташласа /е юрласа/ кĕмесен çавăн чухлĕ уçса тултарас çук аптекăсене. Пĕр-пĕринпе тупăшса халăха сиплеççĕ вĕт. Эпĕ пурăнакан чарăнура, калăпăр, вĕсем харăсах - виççĕ. Колхоз пасарĕ çывăхĕнчисене вара, унта халăх тата йышлăрах çÿрет-ха та, шутласа та кăларас çук. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Шутласа лармасăр та тÿрех çиччĕшĕ куç умне тухрĕ - пĕр вырăнта. Ку бизнес самай тупăш кÿрет апла тăк. Анчах та çавăн чухлĕ эмеле кама сутса çитереççĕ? Ирĕксĕрех пуçра шухăш çуралчĕ. Шупашкар, ахăртнех, пуянсен хулине çаврăнчĕ. /Манпа килĕшменнисене хула хĕррипе вырнаçса тухнă коттедж поселокĕсене, Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринчи, Кăнтăр поселокĕнчи, Гремячево таврашĕнчи, Богданка микрорайонти, çурçĕр-хĕвеланăç енчи вăрман çумĕнчи çуртсене çитсе курма сĕнетĕп/. Вăт çавăнта пурăнакансем, паллах, Лада Калинăпа ярăнса çÿремеççĕ. Ман куç тĕлне Утмăлтурат урамĕнче пĕр çурт умĕнче юнашарах тăракан икĕ Мерседес пулчĕ. Гелендваген йышши /халăхра “Гелик” теççĕ/. Пĕр машинин хакĕ, комплектацие кура, 4 миллион тенкĕрен пуçласа... 17 таран /ай, турах, цифрине те аран çыртăм/. Çав урам пуçламăшĕнчех икĕ Бентли пĕр-пĕрне перĕнсех ларатчĕç. 4-13 миллион тенкĕпе танлашать çак машина хакĕ. Шупашкарта кăна мар паллă çемье гаражĕнче /бизнеса пуçарса яраканĕ республикăн кăнтăр районĕнчен тухнă/ Бентли тата Порше панамера пуррине пĕлетĕп. Иккĕмĕшне туянас тесен 4-11 миллион тенкĕ кăларса хума тивет. Вĕсем мĕн чухлĕ тăкакланнă? Комплектаци таранах пĕлместĕп çав... Ягуар та чупать Шупашкар тăрăх. Чăн та, ку машинăн чи йÿнĕ хакĕ 2 миллион /и-хи-хик/ тенкĕ кăна. Чуна килĕшекеннине 7-пе илме пулать.
Каçар, вулаканăм, ку хаксемпе чунна пăлхатрăм тен? Анчах та ан кулян. Çавăн чухлĕ укçа ахаль килмест. Ыйхăсăр каçсем, конкурентсемпе çапăçнисем, ĕнсе çине хăпарса ларас текенсемпе тытăçнисем, налук тата тем те пĕр, тата тем те пĕр... Кирлĕ-и сана вĕсем? Лăпкă ыйха нимĕн те çитмĕ... Шăпах ним çинчен шухăшламасăр лăпкăн çывăрнине çирĕп сывлăх никĕсĕпе танлаштараççĕ тухтăрсем. Бентлипе катаччи чупакан пуянсем вара мĕнле-ха? Чупчăр-иç. Хайхи аптекăсем çумăр хыççăнхи кăмпа пек, ахăртнех, шăпах вĕсем валли уçăлаççĕ. Ара, çавăн чухлĕ пăлханса нерв тытăмĕ ăçтан чăттăр? Пĕтĕм чир вара нерв тытăмĕнчен пуçланнине ăслă çынсем тахçанах çирĕплетнĕ. Çапла вара Шупашкар хăнин, чаплă машина-коттедж тата кашни утăмри аптекăсене курса, ирĕксĕрех ыйту çуралать - кам пурăнать кунта: чирлĕ пуян-и? Е пуян чирлĕ-и?
Комментировать