- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тинĕс варринче чарăнмастăп...»
- ...Çурçĕр çитнĕччĕ ун чухне. Урамра уçăлса çÿрекен ывăла кĕтме тухрăм. Подъезд умĕнче каччă тăнине асăрхарăм. Паллаканскерех иккен. Кама кĕтнипе кăсăклантăм. Ним хуравламасăр шала кĕрсе кайрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пиллĕкмĕш хутра пурăнакан хĕрарăм балконран пулăшу ыйтса кăшкăрчĕ. «Алăка çĕмĕрсе кĕреççĕ!» Хваттере чупса кĕтĕм. «02»-пе çыхăнайманнипе урăлтарчăка шăнкăравларăм. Хам каялла тухрăм. Шăп çак вăхăтра картлашкапа хайхи каччă чупса анчĕ. Чĕп-чĕр юн хăй. Эпĕ ун çулне пÿлтĕм. Мĕнле шикленмерĕм-ши, халĕ хам та тĕлĕнетĕп. Аллинче çĕçĕ хăйĕн. «Чик, санран хăрамастăп!» - тесе кăшкăратăп. Çĕççине пăрахрĕ те тарма пикенчĕ. Курткинчен тытнăччĕ, вăл хывăнса юлчĕ. Ура лартма тăтăм... Арçын - арçынах, тарчĕ. Эпĕ - хыççăн... Чĕреслетсе çумăр çăвать. Урама чупса тухрăмăр та - шăпах полици ĕçченĕсем çитсе чарăнчĕç. «Авă чупать!» - тетĕп. Нумай ĕçнипе тăнĕ арпашăннă иккен хайхин. Психиатри больницинче выртса тухрĕ. Халĕ таксистра ĕçлет. «Сире нимĕн чухлĕ те çилленместĕп», - терĕ темиçе çул иртсен тĕл пулсан. Пач палламан хĕрарăма вĕлерсе хăварнă-мĕн вăл. Аташнăскер, темиçе хваттер алăкне те шакканă, пиллĕкмĕш хутра вара йăмăкĕпе аппăшĕ, хăрушлăх кĕтменскерсем, уçнă. Çапла инкек сиксе тухнă, - тĕлĕкне мар, чăн пулнине каласа кăтартать Канашра пурăнакан Людмила Трофимова. 1995 çулта пулса иртнĕ ку.
Сарлака çан-çурăмлă, тĕреклĕ те çÿллĕ хĕрарăм мар вăл. Апла пулин те патвар арçынна тытса чарма пултарнă. Харсăрлăхпа паттăрлăх чунра тапать çав... Ахальтен мар Людмила Михайловна хулари тăнăçлăхшăн тăрăшать. 31 çул ĕнтĕ халăх дружинникĕ вăл.
- Ун чухне ОВД пуçлăхĕ Виталий Егоровчĕ. «Эсĕ вутра та çунмастăн, шывра та путмастăн. Атя сана халăх дружинникĕ тăватпăр», - терĕ. Повестка пачĕ, паллă çакрĕ. Пирĕн çурт кĕтессинче малтан лавкаччĕ. Апат-çимĕç сутатчĕç унта. Вăл вăхăтра эрех таврашне куллен паман, эрнере виçĕ кун çеç уйăрнă. Çапла вара тунтикун, ытларикун, юнкун, çынсем эрех туяннă чухне, лавккара тăмаллаччĕ манăн, - каласа кăтартать общество йĕркелĕхĕшĕн тăрăшма тытăннă историне ăшпиллĕ хĕрарăм.
Вăхăт иртсен ăна штатра тăман сотруднике те куçарнă. Малтанласа Людмила Михайловна Канашри тирпейлĕхе, лăпкăлăха кăнтăрла та, çĕрле те тимленĕ пулсан халĕ ытларах çак ĕçе каçхине пуçăнать. Служба 21 сехетре пуçланать унăн. Тепĕр чухне маларах та. Çапла ирчченех - ППС ĕçченĕсемпе пĕрле.
- Çур Канаша паллатăп ĕнтĕ. Тепĕр чухне тытса чарнисем ют хушамат калаççĕ. «Мĕншĕн суятăн?» - тетĕп те тÿрех: «Авă мамаша мĕн ятлине пĕлет», - теççĕ. Каçхине шăнкăравлакансем патне çÿретпĕр. Унта та улталакан нумай. Тепĕр чухне пачах урăх адрес пĕлтереççĕ. Çитетĕн те - айăпсăр çынсене ыйхăран вăрататăн. Виле тупнă-и, такам çапăçнă-и - ниçтан та юлмастăп. Упăшкипе арăмĕ хушшине кĕме çеç юратмастăп. Уголовлă шырав ĕçченĕсемпе, участковăйсемпе тачă çыхăнура. Виçĕ теçетке çул ытла ĕçлесе мĕн кăна курман? Çуран та сахал мар çÿренĕ. Тăман вĕçтерет, çумăр çăвать... Эсĕ - урамра. Çапах вăхăт иртет, сисĕнмест те. Канмалли кунсенче каçхи клубсене тухатпăр. Шăматкун çитсен хирĕçме пуçлаççĕ вара. Ялан пĕр сăлтав - вырăн çитмест. Хĕрсем çапăçаççĕ-çке! Хиркеленме тăвăр пулнă теççĕ. Вĕçне-хĕрне тухма та çук вара. Арçынсемпе сăмах тупма темĕн чухлĕ çăмăлрах. Совеç тени пăртак пур хăть. Хĕрĕсен усал сăмах çине усал сăмах, чарма та çук, - ассăн сывлать хĕрарăм. - Тытса килнĕ ÿсĕр çамрăксен йышĕнче: «Кинемей, канма вăхăт çитнĕ!» - тесе кăшкăракансем те пур.
Çамрăксем мĕн тесе ĕçеççĕ-ши? Ашшĕ-амăшĕ мĕнле лайăх хăйсен. Тумлантараççĕ, çитереççĕ. Мĕн çитмест? Е вăрлаççĕ, е çаратаççĕ... Ачисене пăрахсах ирсĕрленсе çÿрекен те сахал мар, - чун-чĕри ыйтăвне пайлать ырă кăмăллăскер. - 70-тисене, 80-рисене илсе пыраççĕ. Шăршă перет хăйсенчен. Ачисемпе ĕçеççĕ, унтан çапăçаççĕ. Пенси укçипе мĕншĕн ывăл-хĕрне те ĕçтермелле? Ăнланмастăп çакна. 53 çула çитрĕм, эрех-сăра сыпса курман, кирлĕ те мар. Анне те 79 çула çитрĕ. Вăл та ĕçкĕпе иртĕхмен. Упăшка та урă пурнăçшăн, - тет Людмила Михайловна.
Паян вăл мăшăрĕпе Николай Харитоновичпа тата амăшĕпе Раиса Ивановнăпа пурăнать. Икĕ ывăлĕ мăшăрланса хăйсен çемйисемпе кун кунлаççĕ. Тăватă мăнукĕ савăнăç кÿрсе куç тулли çитĕнет.
- Эпĕ çуратса панă вĕт, халĕ арăмĕсем пăхчăр, - шÿтлет вăл ачисем кашни хăйĕн кĕтесĕпе пурăннине пĕлтерсе.
Вăтакас Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкулта сакăр класс вĕреннипех çырлахнă. Апла пулин те хутла лайăх пĕлет вăл. Тĕрĕсмарлăха тăрă шыв çине кăларассишĕн ыйту никамран та лайăхрах шăрçалать.
- Питĕ хăвăрт вĕресе каятăп. Сăмахăм чăн пулсан вĕçне тупатăпах. Тинĕс варринче чарăнмастăп. Тарăхни, вĕчĕрхенни питĕ хăвăрт иртет хамăн, - тет Людмила Михайловна.
Тĕрĕслĕхшĕн çуннипех хваттер илессишĕн хăй вăхăтĕнче Мускава Валентина Терешкова патне те çитнĕ. Ун чухне космонавт Совет хĕрарăмĕсен комитетне ертсе пынă.
- Çамрăксен хушшинче ĕçлетĕп те пĕрре те ватăлас килмест. Вĕсенчен ăçтан уйрăлас килтĕр-ха? Коллектив питĕ туслă. Ыррине çеç калатăп вĕсем пирки. Манăн ĕçе хаклани, пахалани те малалла тăрăшма хавхалантарать, вăй-хăват хушать, - тет Людмила Трофимова. Вун-вун хисеп хучĕпе диплом çумне кăçал тепĕр награда хутшăннă-çке. ЧР ШĔМĕ йĕркеленĕ «Полиципе общество» конкурсра палăрнă вăл.
- Кĕтмен парне пулчĕ çакă. Питĕ савăнтăм, - хăпартланнă кăмăлне пытармасть вăл.
- Йĕркешĕн çуннисĕр пуçне сотрудниксене те хÿтĕлет. Ĕçченсене сăлтавсăр айăплакансем те пулаççĕ тепĕр чухне. Нумай çул ĕçлесе Людмила Михайловна кашнинех пĕлсе çитнĕ-çке. Пурне те ятран, хушаматран пĕлет тата. Ят энциклопедийĕ тейĕн. Ĕçе килсен те ăна курсан пурте йăл кулаççĕ, кашнин кăмăлнех шăпах ăна пырса тивекен шÿтпе хăпартлантарма пĕлет. Çавăнпах ăна юратаççĕ, кун пекки сайра пулать. Ĕçе пĕр кун килмесен те чунĕ вырăнта мар пулĕ унăн. Тÿрĕ кăмăллăскер вăхăтпа пĕр тан пырать тата. Хăть те мĕнле уявра та фотоаппарачĕ ал айĕнчех унăн, - тет кадрсемпе ĕçлекен Елена Емельянова.
Чăн та, кашни ĕçтешне уйрăммăн ÿкерсе ятарлă альбом хатĕрленĕ Людмила Михайловна. Ĕçтешĕсен пурнăçĕнчи паллă пулăмсем, уявсем те уйрăммăн упранаççĕ. Видеоархив та пур. Хăть те мĕнле уява та асра хăварать вăл. Сăнÿкерчĕксене çийĕнчех пичетлесе пурне те валеçет.
Ĕçтешĕ пирки ЧР ШĔМĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Козлов та ыррине çеç калать.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать