- Чăвашла верси
- Русская версия
Эмел тата апат
Тухтăр вăл е ку эмеле çырса панă чухне ăна хăш вăхăтра тата мĕнпе ĕçмеллине палăртать. Анчах хăш-пĕр эмеле мĕнле ĕçмеллине инструкцире те палăртмаççĕ.
Антибиотиксемпе сипленнĕ хушăра сĕт, тăпăрчă, сыр, маринадланă, консервланă çимĕçсем çиме хушмаççĕ.
Сульфаниламидсем микробсене хирĕç кĕрешме пулăшаççĕ. Вĕсемпе усă курнă вăхăтра çуллă апат-çимĕçпе выльăх ăш-чиккинчен хатĕрленине çиме юрамасть. Сахăрпа çăкăр таврашĕ, йÿçĕкрех çырла, ешĕл çимĕç сахалрах çимелле. Унсăрăн пÿрере чул пухăнма пултарать.
Юна шĕветекен препаратсем (антикоагулянтсем) шур çырлипе (клюква) каймаççĕ. Хырăмлăхран юн кайма пултарать. Тромб пуласран çырса паракан аспирина ĕçсен лимон çиме юрамасть, язва пулас хăрушлăх ÿсет.
Ыраттарнине ирттерекен эмел ĕçнĕ-и? Апла тĕтĕмленĕ, тăварланă, маринадланă çимĕçсем юрамаççĕ.
Анемирен çырса панă эмелпе пĕрле кофе, шоколад, мăйăр, сĕт-турăх каймасть.
Шăк хăвалакан препаратсем организма шывсăрлатакан пылак шывпа, кофепе килĕшсе тăмаççĕ. Ытларах кали тăварĕпе пуян çимĕç çимелле, мĕншĕн тесен вăл организмран ытларах тухса каять. Чи пахи - курага, чернослив, пĕçернĕ çĕрулми, симĕс пăрçа.
Атеросклероз чухне статинсем çырса парсан сиплев тапхăрĕнче нимĕнле цитрус та çиме юрамасть.
Комментировать