Чунне кура - илемĕ

15 Янв, 2014

– Мĕнле иртеççĕ сирĕн шкулта технологи урокĕсем?

– Урок тăршшĕпех çыратпăр. Хĕл ларчĕ те хушăран юр тасатма тухатпăр.

– Эпир вара юлташпа иксĕмĕр иртнĕ эрнере темиçе ярăмлă чечек лартмалли эрешлĕ хатĕр туса пĕтертĕмĕр. Пирĕн ĕç конкурса каясса пĕлтерчĕ учитель...

Урампа иртсе пыракан икĕ ача калаçăвне илтсен Александр Порфирьевич Волков пек вĕрентекенсем умĕнче пуç таяс килчĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнче технологи урокĕсенче вăл ачасене ĕçе хăнăхтарать. "Кун пек учительсем пирĕн – шкулăн "ылтăн çÿпçийĕ", – палăртать Александр Геннадьевич Захаров директор. Хăйĕн ĕçтешне Александр Порфирьевича курсанах вăл ĕç урокĕсем ирттермелли пÿлĕме васканă. Лешĕ вĕренекенсемпе республикăра "Шырав" ятпа иртекен ăслăлăхпа практика конференцийĕнчен тин çеç таврăннă. Паллах, савăнтаракан хыпарпа: "йывăçпа ĕçлесси" номинацире 11-мĕш класра вĕренекен Михаил Павловпа Дмитрий Волков хăйсен ĕçĕпе пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. "Урокра илнĕ паллăсен управçи" ("Хранитель оценок") проект ĕçĕ, конкурсран таврăннăскер, пÿлĕмре вырăн йышăнма кăна ĕлкĕрнĕччĕ.

Ал ĕçĕн кÿлепине пăхсан учитель хăй тăрать тейĕн сан умра: çÿллĕшĕ, урисем, аллисем, пуçĕ... Кашни пай, çак шутра хăлхи, куçĕсем, сăмсипе тути, вĕрентекене ĕçре пулăшма тивĕç. "Парне тĕк парне ку", – шутламан-туман çĕртен пуçа килнĕ сăмаха персе яратăп эпĕ. "Мĕнле чухларăр?" – тĕлĕнет Александр Порфирьевич. – Чăн та, çак ĕç шкула парнелĕх юлтăр терĕç 11-мĕш класс ачисем.

1989 çултанпа (шăпах çав вăхăтранпа шкул ĕçĕнче вăл) Çĕньял шкулĕн ачисемпе йывăçран мĕн кăна ăсталаман-ши, мĕн чухлĕ ĕç хатĕрĕ туман-ши? Ачисем хăйсен аллипе "чун кĕртнĕ" япаласем ашшĕ-амăшне те савăнтарнă. Ялти ача садне те парнеленĕ вĕсене. Шкулта та куçа илĕртеççĕ йывăçăн чунне, илемне туйса ăсталанă япаласем. Вĕсенчен чылайăшĕ – проект ĕçĕсем, тĕрлĕ конкурссене тăратнăскерсем. Çулсерен хастар хутшăнаççĕ вĕсене Александр Порфирьевичăн (сăмах май, вăл РФ вĕренÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ) вĕренекенĕсем, малтан мала талпăнаççĕ. Таса чунпа, ырăлăхпа. Уроксенче хăйĕн аллипе ăсталанă ĕç ачана çын пулма вĕрентет-çке-ха, кунсерен мар, сехетсерен аталанать вăл капла. Ĕçе ушкăнпа тунă чухне яваплăхĕ те ÿсет. Туса пĕтерсен ĕçĕпе савăнма пĕлни те воспитанишĕн пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ енчен пăхса киленет, хаклать хăйĕн ĕçне – хĕпĕртет мар-и уншăн ача.

Пĕр вăхăтра Çĕньял шкулĕ шăпах технологи енне аталантарас çула суйласа илнĕ, ун чухне ĕç урокĕсем те ытларах пулнă. Халĕ, вăхăт кăшт сахалрах пулсан та, Александр Порфирьевич ача пултарулăхне пурте курмалла çиеле туртса кăларатех. Кăсăклантарма пултарнăран. Программăна кура тĕрлĕ енлĕ (çак шутра станоксемпе усă курассипе те) иртеççĕ ĕç урокĕсем. Юлашки тапхăрта учитель тымарсемпе, туратсемпе ĕçлеме хăнăхтарать ("корнепластика" текен ен). Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тăкакланасси çук. Кирлĕ "тавара" çут çанталăк парать. Ачасемпе пĕрле вăрмана кай та пуçтар е тата туратне çывăхра çитĕнекен акаци йывăçне сайралатса касса килме пулать. Малтанлăха тымарĕ те,турачĕ те нимĕн çинчен те каламаççĕ темелле. Александр Волков ертсе пыракан ĕç урокĕсенче ачасем вĕсенче сĕрме купăс вылякана е лашана кураççĕ те асамлăхпа техĕмленнĕ япала – пăхса ăмсанмалли илем е ĕç хатĕрĕ-и вăл – пулса тухать.

Ачасене ĕçе вĕрентме Александр Порфирьевичшăн нимĕн те шел мар. Шкулти ĕç пÿлĕмĕнчи утюгсене ( вăл е ку япалана сăрмалли материала якатнă чухне усă курма кирлĕ) вăл хăй илсе килнĕ. Ялта сĕтел-пукан тăвакан цех уçнă та унти касăк-кĕсĕке йăлтах шкул мастерскойне йăтать.

"Атте-анне ятарласа вĕрентмен пире йывăçпа ĕçлес ăсталăха. Асатте катка-пичке ăсти пулнине пĕлетĕп. Хăма таврашне те вăл хăй аллипех çурса хатĕрленĕ. Унпа канашламасăр ялта пĕри те пÿрт тума пуçăнман имĕш. Атте ятарласа вĕрентмен пулсан та çирĕп ыйтатчĕ: пахча карти кăшт чалăш пултăр çеç, сÿтсе çĕнĕрен тытма тиветчĕ. Тÿп-тÿрĕ тытмалла пулнă", – тет ăстасен йăхне тăсакан. Ачасене парас ăсталăха малтан педагогика училищинче, каярах Чулхулари институтра ÿстернĕ вăл.

Учителĕн шăллĕ те пушă вăхăтра йывăçран эрешсем касса кăларма кăмăллать. Шупашкарти ал ĕçĕсемпе капăрлатнă хваттерĕ тепĕр музейран та ирттерет пулĕ. Çулталăкра пĕр хут та пулин Александр Волков хăй те эрешсем касма тăрăшать. Унăн шухăшĕпе, ялта пурăнакан кашни арçыннăн алли йывăç патне пымалла. Ял ачин те йывăçпа ĕçлеме вĕренмелле. Çавăнпа арçын ачи кăна мар, хĕр ачи те Александр Порфирьевичăн ĕç урокĕсенче йывăçпа кăсăклансах ĕçлет, илем хыççăн илем çуратать.

Ирина Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.