Мăшăр çунат

15 Янв, 2014

«Çирĕп çемье - çĕр-шыв никĕсĕ», - тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. 30, 40, 50, 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх шутланать. Ĕмĕр ĕмĕрлесси вара уй урлă каçасси çеç мар-çке. Пурнăç çулĕ тумхахлă та пулать. Юратупа, пилпе чăмăртаннă çемье гранит пекех çирĕп. Унăн телейĕ те нумай çула упранать. Çакнашкал кил-йышра ачасем те ăраскаллă çитĕнеççĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри пĕр çемьене илер-ха.

Галина Николаевнăпа Николай Артемьевич Сергеевсем пурнăç çулĕпе 40 çул ытла пĕрле утаççĕ. Иртнĕ çул вĕсем рубин туйне уявланă.

Туслă çемье ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян тăватă мăнукĕпе савăнать вăл.

Николай Артемьевич ĕмĕрĕпех «Красная Чувашия» хуçалăхра вăй хунă. Вот тут онлайн рулетка бесплатно самая лучшая Галина Николаевна вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ те ахаль лармаççĕ вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ ялти культура çуртĕнче «Тĕпел» кружока ертсе пыма та вăхăт тупать. Николай Артемьевич вара сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать, ир-каç çуран чупать. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те маттур çитĕннĕ. Çак ырă тĕслĕх халĕ мăнукĕсене куçать.

Иртнĕ çул Сергеевсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Чăн та, çирĕп юратупа пурăнакансем çеç пурнăç çулĕпе хастар утма пултараççĕ. Пĕр-пĕрне упраса, юратса, шанса...

Валентина ПЕТРОВА

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.