- Чăвашла верси
- Русская версия
Чунри тасалăха упрама чĕнет поэт
Петĕр Яккусен /Петр Яковлевич Яковлев/ 1950 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вун çичĕ çула яхăн вĕрентекенре ĕçленĕ. Ĕпхÿ хулинче кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Мускавра доцент ятне илнĕ. Специальноçĕпе - фонолог. Халĕ Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче ĕçлет.
Унăн çакăн пек кĕнекисем пичетленсе тухнă: «Кумаляк» /1984/, «Тăм тăвайкки вăййисем» /1985/, «Уй варринче» /1987/, «Юман чĕлхи» /1990/, «Çавра кÿлĕ» /1993/, «Çĕн уйăх çути» /2006/, «Эснереш» /2007/, «Кĕмĕл кимĕ» /2010/,
Куçарусенчен «Ырă Хыпар» /2001/, «Ача-пăча Библийĕ» /2006/, «Çĕнĕ Халал» /2009/ пичетленнĕ.
Петĕр Яккусен патне шухăшăмпа тахçанах çула тухма пуçтарăннăччĕ-ха. Хура кĕркуннене, ялта ĕç вĕçленессе кĕтсе илесех терĕм.
Хапăлласа йыхравланине илтсен васкасах Упаçырмине вĕçтертĕм
Ялта
Ку тăрăхра Кушар, Дворик, Мăн Шетмĕ, Четрик, Упаçырми ялĕсем вырнаçнă. Юнашарах вĕсем, хушшинче нимĕнле чикĕ те çук. Вырăнти халăх кăна уйăрать ялсен хушшине. Тĕлĕнмелле хитре тавралăхпа киленсе пырса Упаçырминчен иртсе кайма та ĕлкĕрнĕ эпĕ. Урампа мана хирĕç васкаса тата питĕ çăмăллăн пĕр каччă утса килни курăнчĕ. Çывхартăм та - Петр Яковлевич пулчĕ-тухрĕ. Çук, юратнă та сумлă вĕрентекен пĕртте улшăнман. Халĕ те çаплах куçран ăшшăн пăхса вăтанчăклăн кулать. Унчченхиллех сăпайлă, лăпкăн, сасса хăпартмасăр калаçать.
Кăкарса хунă хуп-хура йытă палламан çынна курсан та вĕрмерĕ. «Эпир ăна усала вĕрентместпĕр, хамăр пекех вăл», - терĕ Петр Яковлевич. Çуллахи кухньăпа беседка юнашарах. Кунта пĕчĕк кăмака та кăларса лартнă. Ун умĕнче - сирень тĕммисем. Поэт çак йывăçа питĕ юратнине сăввисенчен лайăх пĕлетĕп. Пахчара - çăл, теплица. Çĕнĕ те пысăк, хальхи йышши мунчипе мухтанмалăх пур Петр Яковлевичăн. Çăвăнмалли, çапăнмалли - уйрăм. Мунча умĕ те пысăк. Йывăç пÿртне 15 çул каялла кăна лартнă. Тул енчен кирпĕчпе купаласа çавăрнă. Картишĕнчи качакисен шучĕ те çук. Вĕсен хушшинче тĕкекенни те пур, ял çыннисене те хăраткаласа илме ĕлкĕрнĕ харсăрскер. Карта хĕррипе - хурăн-чăрăш аллейи. Йывăçсене Петр Яковлевич хăй лартнă. Çакăнтах çырма, сăртсем... Шетмĕ шывĕ авкаланса юхса выртать. Çав тери хитре тавралăх! Кун пек илемлĕ тăрăхра поэт пулса çуралмасан май та çук пуль. «Çулла килсе курăр, ун чухне тата та ытармалла мар, кĕлчечексем çинчен куçа илме çук, халь сад-пахча пушанса юлнă, йывăçсем çап-çара», - терĕ çут çанталăкпа пĕр хушă киленсе тăнă хыççăн Петр Яковлевич.
Йăлтах пăхса çаврăннă хыççăн пÿрте кĕтĕмĕр. Урамранах сăмсана тутлă кукăль шăрши кăтăклать. Кил хуçи арăмĕ Светлана Зиновьевна тарават кĕтсе илчĕ.
Хĕрĕ Анна килте çукчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухнăскер халĕ магистратурăра пĕлĕвне тăсать.
«Çапах та эпĕ телейлĕ»
«Виçĕ пичче манăн, эп курман пичче.
Выляса лараççĕ сăрт çамкинче,
Хĕвел питтинче, хĕрессем хушшинче,
Шурăрах кĕренрех улмуççи айĕнче». Поэтăн виçĕ пиччĕшĕ йывăр пурнăçпа, чир-чĕрпе ачаллах вилнĕ. Петĕр çемьере вуннăмĕш ача пулнă.
Петр Яковлевич каланă тăрăх, ашшĕ граждан вăрçине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ватă пулин те чи кĕçĕннине салтакран кĕтсе илнĕ, унăн дипломне алла тытса курнă. Çара кайнă чухне ашшĕ пил парса янине халĕ те астăвать Петр Яковлевич. «Нимĕн те ан кулян, ывăлăм, пирĕн ратри арçынсем пурте вăрçăра пулнă, таса-сывă таврăннă, пире унта вилĕм кĕтмест», - тесе ăсатнă шурсухал. Амăшĕ вара нумаях пурăнайман. Йывăр ĕçсене пула çамрăклах чире кайнă. Петĕр вунтăваттăра чухнех вилнĕ. «Çапах та эпĕ телейлĕ, лайăх çемьере ÿснĕ, килте усал сăмах каланине те илтмен, вăл вăхăтра çити-çитми пурăннă пулин те пире юратса пăхса ÿстернĕ. Атте ĕçмен, туртман, çемьешĕн тăрăшнă. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем кăна манăн вунтăххăрăн», - терĕ Петр Яковлевич.
Ашшĕ, революцичченех чиркÿ прихут шкулĕнче вĕреннĕскер, анлă тавракурăмлă пулнă, вулама юратнă, ачисене те вĕренме хавхалантарнă. «Эпĕ пичче-аппаран 4 çултах вулама-çырма вĕреннĕ. Ачаллах нумай пĕлесшĕн çуннă. Мăн Шетмĕре пĕлÿ пухнă. Вăл вăхăтра шкул кĕрлесе кăна тăратчĕ. Учительсем питĕ лайăхчĕ. Вырăс чĕлхипе литературине тарăннăн, чуна парсах вĕрентнĕ. Шкулти тата ялти вулавăшсем питĕ пуянччĕ», - каласа кăтартать Яккусен.
Поэт ĕç сĕтелĕ патĕнче çемьепе çапăннă хитре сăнÿкерчĕк çакăнса тăрать. Ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшсемпе аппăшĕсем асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Петĕр кăна çук, вăл ун чухне çут тĕнчене килме ĕлкĕреймен-ха. Аппăшĕсем шап-шурă тутăрпа, пиччĕшĕсем капăр пир кĕпепе.
Поэзи тĕнчи
Петĕр Яккусене икĕ кĕнеке кăларсанах СССР Писательсен союзне пĕр саслăн йышăннă. Хаçат-журналта ĕçлекенсем çакăн хыççăн унăн сăввисене ыйтсах илме тытăннă.
Чăн та, унăн хайлавĕсем чунра ăшă-ăшă туйăмсем вăратаççĕ, сăввисем тарăн шухăша яраççĕ.
«Çут çанталăка çакăн пек сисĕмлĕн туякан, юратакан çынна Турă поэт чунне памасăр хăвармастех. Çавăнпа сăввисем те унăн: «Сăвă çырас-ха», - тесе ларса çырнăскерсем мар, малтан чун хĕлĕхĕ çине килсе кайран шур хут çине куçнăскерсем», - тесе çырать «Ăçта чĕнеççĕ шурă пĕлĕтсем...» статьяра Галина Матвеева.
Кăсăклă, илемлĕ, хăйне евĕр тĕнчере пурăнать Яккусен кĕнекисенчи лирика геройĕ. Унăн савăнăçĕ-хурлăхĕ те, телейĕ-инкекĕ те таса.
Поэт чунри тасалăха упрама, умри илеме хÿтĕлеме, тĕрĕс пурăнма чĕнет пире. Çынлăха, чун-чĕм аталанăвне малти вырăна хурать.
Нумай енлĕ пултарулăх
Пĕр статьяра Петр Яковлевичăн нумай енлĕ пултарулăхне, çак тĕлĕнмелле çыннăн хăйне евĕрлĕхне ниепле те çутатса пама çук. Вăл ку таранччен мĕн туни темиçе çын тумалăх ĕç. Тĕрĕссипе, ăна эпир мухтани, çынсем пĕлни кирлĕ те мар, вăл хăйĕн хакне пĕлекен çын. «Библире çырнă пек, Турă мухтавĕшĕн тăрăшмалла, çын мухтани чылай чухне Турă умĕнче ирсĕр. Китай сăвăçисем ав пачах урăхла, пирĕн пек мар, чаплă поэт ятне илтсен хăйсен ятне улăштараççĕ те йăлтах çĕнĕрен пуçлаççĕ», - тесе палăртрĕ Петр Яковлевич. Вăхăтне ăçтан тупатăр тесе ыйтсан: «Уйсем тăрăх виç сехет качакасем çавăтса çÿретĕп те таврăнса ĕçлеме ларатăп. Çынна тиркесе, айăпласа вăхăта ирттерместĕп, элексемпе интересленместĕп. «Ан айăплăр, хăвăра та айăпламĕç», - тенĕ Библире. Çавна шута илсе пурăнатăп. Çынсенчен уйрăмрах пулсан ытларах ĕçлеме пулать», - тесе хуравларĕ вĕрентекен.
Лирикăпа кăна киленсе лармасть вăл. 1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсанах наукăпа тĕпчев институтĕнче кĕçĕн наука сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1978-83 çулсенче Красноармейски тата Элĕк районĕсенчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Сăмах май, ачасене пĕлÿ панă тата çарта пулнă вăхăта чи лайăххи тесе палăртать. 2000 çулччен Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене ăс панă. Чăваш фонетикипе филологийĕн ыйтăвĕсене тĕпчесе статьясем çырма та вăхăт çитернĕ. 1995 çулта вăл çырса хатĕрленĕ «Чăваш фонетики» вĕренÿ пособийĕ пичетленсе тухнă.
Унăн пултарулăхĕнче куçару ĕçĕ те пысăк вырăн йышăнать. Библие куçаракан институт пулăшнипе Петр Яковлевич 2001 çулта килте вуламалли «Ырă Хыпар», 2006 çулта «Ача-пăча Библийĕ», 2009 çулта «Çĕнĕ Халалăн» тулли текстне чăвашла куçарнă. Кĕнекесене хальхи литература чĕлхипе ăнланмалларах куçарма тăрăшнă, вулакансенчен тав çырăвĕсем те чылай илнĕ. Çак ĕçе тума мĕн тери тавракурăм, мĕн тери пĕлÿ кирлĕ. Шупашкар тата Чăваш епархийĕн Митрополичĕ Варнава та ырланă куçарусене. Петр Яковлевич Китайра букварь вырăнне усă куракан «Троесловине /Сан Цзы Цзин/» те чăвашла куçарнă. Китай поэзине Никита Бичурин та çурри таран куçарса пăхнă, анчах та вĕçне çитермен. Геннадий Юмарт та ку ĕçпе пĕр вăхăт аппаланнă. Пĕрремĕш класс ачисене китай çыннисем мĕне вĕрентнине сăвă йĕркисем урлă паллаштарас килет:
«Аслăлат аçу-аннÿ ятне,
Ачусем телей курччăр тесе
Аслаçун ĕçне-хĕлне мухта.
Мул пухаççĕ ачисем
Эп вара вĕрентрĕм ачама
Ăс пухма, кĕнекене савма...»
Китай çыннисем аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне, ашшĕ-амăшне нихăçан та хурламаççĕ-мĕн, пирĕн халăхран чылай уйрăлса тăраççĕ. Çывăх çыннисем çине алă çĕклеме мар, сасă та хăпартмаççĕ.
Чăваш çырулăхĕ чĕрĕ-ха
Петр Яковлевичпа чăваш орфографи правили тавра та вăрах калаçрăмăр.
«Çак çул вĕçнелле орфографи комиссийĕ пухăнмалла. Çитес çул пуçламăшĕнче чи тавлашуллă ыйтусемпе ăслăлăх конференцийĕ ирттерме палăртнă, - терĕ вăл. - Пĕр çын е икĕ-виçĕ çын орфографи правилисене хăйсен кăмăлне кура улăштарма пултарать пулсан ку вăл литература чĕлхи паянхи кун та çирĕпленсе çитменнине кăна палăртать. Кирек епле улшăнăва та орфографи комиссийĕ тата влаçсем çирĕплетнĕ правилăсем кăна татса пама пултараççĕ. Вырăссем е акăлчансем «ман çапла çырас килет» тесе правилăсене улăштармаççĕ, улăштарнă пулсан пурте ăна пăхăнаççĕ. Ялта пурăннă май çакăн пек сăнарлă шухăш çуралать: пĕр карта хăми хăпăнса ÿкнĕшĕн никам та мĕнпур картине пăсса çĕнĕрен тумасть. Орфографи правилинче те çавах: пĕрле, уйрăм, дефиспа çырассинче йывăрлăхсем /пĕр алла яхăн/, тавлашуллă тĕслĕхсем пур пирки пĕтĕм правилăсене пăрахăçлама сĕнеççĕ. Чĕрĕ çыру чĕлхи вĕçсĕр-хĕрсĕр аталанура тăрать, тĕрлĕ улшăну тумашкăн вăхăт иртсессĕн те улăштармалли тупăнсах тăрать. Вилĕ чĕлхе, вилĕ çырулăх кăна çирĕпленсе, хытса ларма пултарать. Пирĕн вара чăваш çырулăхĕн чĕрĕлĕхĕшĕн савăнмалли кăна юлать. Орфографи улшăнăвĕсем пирки чăваш çыравçисемпе чĕлхеçисем, çут ĕçĕнче ĕçлекенсемпе чăваш чĕлхишĕн чунне ыраттаракансем пĕр чĕлхе тупса тунă йышăнусем хыççăн çеç калаçма пулать».
Качака - сурăх мар
«Темшĕн чăвашсем халĕ те качакана сурăхпа танлаштараççĕ. Сурăх вăл - сурăх, качака вăл - качака. Çĕр çинчи чи хисеплĕ чĕрчун. Хăйне хисеплет, юратать, çавăнпах ăна ĕне-сурăхпа пĕр кĕтÿре те çÿретейместĕн. Çарти пекех тата - качакасен асли пур, вăл яланах малта пырать. Мана çур сăмахранах ăнланаççĕ. Тутлине кăна мар, талпиçене те çиеççĕ, хамăр пахчари улмуççисемпе грушăсене те кăшласа яраççĕ. Эпир вĕсене пурпĕрех юрататпăр, вăрçмастпăр», - мăйракаллисем пирки шÿтлесерех калаçрĕ кил хуçи. Тен, Çĕнĕ çул каçхине çулталăк тăршшĕпех ăнăçу пулмашкăн пĕрерĕшне пÿрте те сĕтĕрсе кĕрĕ çыравçă.
Юратать поэт вĕсемпе тăван уй-хир тăрăх уçăлса çÿремешкĕн. Качакисем те ирĕке илсе тухасса карта урлă пăхса кĕтсе кăна тăраççĕ.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать