Пĕрлĕхре - пирĕн вăй

7 Ноя, 2014

Халăхсен пĕрлĕхĕ чи пысăк пуянлăх пулнине çирĕплетсе республикăри хуласемпе районсенче Пĕрлĕх кунне халалланă митингсем иртрĕç. Тĕп уяв вара Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре пулчĕ. Пирĕн халăх тăватçĕр çул каяллах Тăван çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварса патшалăх никĕсне çирĕплетни наци астăвăмĕнче çырăнса юлнине палăртрĕç тухса калаçакансем. 1612 çулта Дмитрий Пожарский кнеçпе Кузьма Минин ополченец ертсе пынипе Мускава тăшмансенчен хăтарнă. Раççей халăхĕ яланах çирĕп пĕрлĕхпе, пысăк тĕллевсемпе пĕтĕçсе хăйĕн йăли-йĕркине манăçа кăларманнипе, ăна асра тытса пынипе, никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхшĕн хăйĕн пурнăçне те шеллеменнипе палăрса тăнă.

Чăваш Енре кăна 128 халăх çынни пурăнать. Эрмен, таджик, узбек, вырăс... пĕр тÿпе айĕнче хирĕçмесĕр, çураçуллă пурăнаççĕ. «Пирĕн вăй - культура тата конфеси нумай енлĕхĕпе пĕрлĕхре», - тенĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Чăваш Республикин халăхĕсен этнокультура аталанăвĕ» ятпа иртнĕ «çавра сĕтел» хушшинче. Уяв ячĕпе ирттернĕ концертра та республика ертÿçи тĕп шухăша палăртнă: «Пирĕн халăх яланах чун-чĕре ăшшипе, ырă кăмăлĕпе, пулăшма хатĕррипе, пĕршухăшлăхĕпе палăрса тăнă. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй».

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.