- Чăвашла верси
- Русская версия
Библиотекăра паллашнă та музейра туй кĕрлеттернĕ
«Кирек хăш вăхăтра, савăнăçра та, хуйхăра та пĕрле пулăпăр. Ĕмĕрлĕхе» - тет икĕ чĕре алла ылтăн çĕрĕ тăхăннă май. Сак çинче ларса çăлтăр шутланă каçсем, атте-аннепе паллаштарнă самант... тин çеç пулнă тейĕн. Паян вара - хумхануллă та, çав вăхăтрах пурнăçри чи телейлĕ кун - туй. Юратакан икĕ чĕре историйĕ кашнин пĕр пек: тĕл пулаççĕ, саваççĕ, мăшăрланаççĕ. Анчах паллашни çеç пĕрешкел мар. Канаш районĕнчи Анаткас Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Артемий Гавриловпа Елчĕк районĕнчи Вырăскасси пики Ирина Векова пĕр-пĕрне тĕп хулари Наци библиотекинче тĕл пулнă. Туя вара Ÿнер музейĕнче ирттернĕ. Малалла вулас...
Комментировать