Ывăл мар эс!
Ачисем ашшĕ-амăшĕ çине алă çĕклесси пулкалать, вĕсене ниепле те тÿрре кăларма çук, анчах Канаш районĕнче пулнă преступлени - чăннипех ытла та киревсĕр, тискер.
Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ 54 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Ăна Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăплаççĕ - çынна вĕлерессипе хăратнинчен пуçласа мăшкăл кăтартни таранах. Мăшкăл тÿснĕ хĕрарăм вара - преступникăн... амăшĕ.
Усал çак тĕслĕх кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çĕрле Канаш районĕнчи пĕр ялта пулнă. Ÿсĕр арçын хăйĕн 87 çулти амăшне урайне çапса ÿкернĕ те тискеррĕн хĕненĕ. Мăйĕнчен пăвса вĕлерессипе хăратнă. Çакăнпа кăна çырлахман, ватă çыннăн алли-урине вĕренпе çыхнă, мĕскĕн кăшкăрса пулăшу ыйтма тăрсан ăна пусса выртнă та намăс ĕç тунă /уголовлă ĕç материалĕсенче çакна "секспа çыхăннă пусмăр ĕçĕсем" тесе хакланă/.
Унтан хăй те хăраса ÿкнĕ пулас - кунашкаллишĕн уголовлă майпа явап тыттараççĕ вĕт. Çавна май амăшне вĕлерме шут тытнă. Ăна пăвнă, анчах пенсионерка вĕрене салтса алли-урине пушатма пултарнă. Ывăлĕ çакна кура çĕçĕ ярса тытнă, хĕрарăма кăкăрĕнчен чикес тесе хăмсарнă, кинемей вара аллипе хупланса хÿтĕленме пултарнă. Арçын лăпланма шухăшламан та: хайхи вĕренпе карчăка мăйĕнчен çавăрса илнĕ те каллех пăвма пуçланă. Хĕрарăм хăтăлаймасса ăнланнă май чееленнĕ - вилнĕ пек пулса выртнă. Амăшĕ вилчĕ тесе шутласа илнĕ май ывăлĕ тинех мăйкăча пушатнă.
Тепĕр кунне кунта преступникăн 42 çулти тăванĕ килнĕ - асламăшне кĕрсе курас тенĕ. Арçын çак хĕрарăм çине те сиксе ÿкнĕ - пуçĕнчен тимĕр патакпа çапнă. Çакăн хыççăн вăл пÿртрен тухса тарнă. Путсĕр икĕ уйăх тарса çÿренĕ. Анчах вĕренĕн вĕçĕ пурах - ăна полици тытса чарнă, хупса хунă. Кĕçех суд умне тăрĕ - уголовлă ĕçе Канаш районĕн судне тишкерме панă.
Н.ДМИТРИЕВ
Комментировать