Йывăрлăхсене, хĕн-хура парăнмасăр

1 Ноя, 2014

Чăваш Ишекĕнчи Николайпа Феодосия Красновсем 61 çул пĕрле.

- Вĕсем пек мăшăрсем сайра тĕл пулаççĕ. Ылтăн, кевер туй туса ирттерчĕç. Ялти çамрăксемшĕн, ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр тату, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă çак çемье. Вут-çулăм витĕр тухнă, мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ ватăсемпе эпир чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Айбетов.

Эпир килнĕ чухне Хветуç аппа тĕп сакайне çĕр улми суйлама аннăччĕ. Хăнасем пÿрте кĕнине сиссе 90 çула çывхаракан ватă йăпăр-япăр сиксе тухрĕ. Аппăшĕ çĕлесе панă кăвак тĕслĕ, аркă тытнă чи капăр кĕпине тăхăнчĕ. Пуçне хитре тутăр çыхрĕ. Аппăшĕн хаклă парнине вăл хăнана кайнă чухне кăна арчинчен кăларать. Хĕрлĕ кĕпе тăхăнсан сăнран хĕр пекех чиперленсе кайрĕ ăш пиллĕ кинеми.

Николай Миронович - ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Ялтан вун улттăрах тухса кайма тивнĕ унăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан яша виççĕмĕш куннех ФЗОна ăсатнă. Вун саккăр тултарнă каччăн 1943 çулта салтака кайма ят тухать. Канашра икĕ уйăха яхăн пурăннă хыççăн тÿрех Беларуçа, минометчиксен 162-мĕш полкне илсе каяççĕ. "Кунта вăл вăхăтра нимĕçсем лăпланнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсене çапса аркатма, çĕре ирĕке кăларма ĕлкĕрнĕччĕ. Хушăран перкелешÿсем пулса илетчĕç - çавă çеç. Пире Инçет Хĕвел тухăçне илсе кайрĕç. Маньчжурире кăна чăн-чăн вăрçа туйса илтĕм. Темиçе хут та вилĕмрен юлтăм. Пĕррехинче ман çывăхрах бомба шартлатса çурăлчĕ. Турри сыхланă пуль, тăпра айне пулнă эпĕ. Çапах та пуçа вăйлах амантса хăварнă. Юлташ çине ванчăкĕ лекме ĕлкĕрнĕ, ăш-чикне çурса кăларнăччĕ. Кайран икĕ эрне полк санаторийĕнче сиплентĕм. 1949 çулта кăна таврăнтăм яла. Салтакра ултă çул çурă таран çÿрерĕм. Килтен тăхăр çул каялла тухса кайнăскер чăн-чăн старик пулса таврăнтăм вĕт", - каласа кăтартать Николай Миронович.

Яла çитсен тепĕр куннех колхоза ĕçе вырнаçнă. "Хуçалăх йăлтах юхăннăччĕ, лаша та юлманччĕ. Çăкăр мар, крахмал çиеттĕмĕр ун чухне", - аса илет йывăр çулсене вăрçă ветеранĕ.

Аппăшĕ Николая Кĕçĕн Арапуç хĕрĕпе паллаштарать. "Хитре те лайăх пикесем хамăр тăрăхра та нумайччĕ, ютри тата чипертерех туйăннă пуль", - тет ăшшăн кулса Николай Миронович. Раштав пуçламăшĕнче мĕн пур тăванне пуçтарса туй кĕрлеттереççĕ. Шартлама сивĕре лашасем кÿлсе хăйсен тăрăхĕнчи яла хĕр илме каяççĕ. Хальхи пек ас тăваççĕ ăна ватăсем, ытарайми хитре самантсене куç умне кăлараççĕ. Феодосийăпа Николай çичĕ ача çуратнă. Шел, вĕсенчен иккĕшĕ чĕрепе чирлесе вилнĕ. Толик 5 çултах уйрăлса кайнă. 29 çулти Нинăн вара виçĕ ачи тăлăха юлнă. "Мăнуксене ашшĕ пăхрĕ. Эпир те пулăшаттăмăр. Иккĕшне те хам куç хупмасăр та манма çук. Чĕрене ĕмĕрлĕхе суранлатса хăварчĕç. Хăв ачуна пытарма темрен йывăр", - тет куççульне шăлса Хветуç аппа.

Николайпа Феодосия туйпах пĕрлешнĕ-ха, анчах та çичĕ çулсăр хут уйăрттарман.

"Вăл мана уйăрас тесе пурăннă ĕнтĕ, çавăнпа çырăнас темен. Халь калатăп та старике, чĕнмест, кулкаласа кăна илет", - шÿтлет Хветуç аппа. Туй хыççăн çамрăк мăшăр ашшĕ-амăшĕн çуртĕнчен мунча пек пĕчĕк çурта уйрăлса тухнă. Каярахпа хăйсен вăйĕпе хăтлă йăва çавăрнă.

Николай Миронович чылай çул колхозра, кайран ял тăрăхĕн секретарĕнче тăрăшнă. Хуçалăхра склад заведующийĕ пулнă. Феодосия ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Ыттисенни пекех унăн çамрăклăхĕ те çăмăл пулман. Вăрçă вăхăтĕнче окоп чавнă, уй-хирте ырми-канми тăрăшнă. "Ĕç ветеранĕ" ята ахальтен тивĕçмен.

Николайпа Феодосия Красновсен 11 мăнук тата мăнукĕн 12 ачи. "Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн чăннипех те хĕпĕртетпĕр. Пире кичемленме памаççĕ, кашни эрнерех килсе савăнтарса хăвараççĕ. Е хăйсем хăнана илсе каяççĕ. Килте тунсăхласах лармастпăр эпир", - теççĕ Красновсем.

Николай Миронович нумай-нумай çул "Хыпар" хаçатпа туслă. "Ман пĕрмай вулас килет. Кĕнекесĕр, хаçат-журналсăр пĕр кун пурăнаймастăп эпĕ. Чун апачĕ вăл, унсăрăн хама выçă çын пекех туятăп. Алина почтальон килессе кашни кун кĕтсе кăна тăратăп", - тет вăрçă ветеранĕ. Хветуç аппа та мăшăрĕ кĕнеке вуланă хушăра ахаль лармасть, унпа юнашар вырнаçать те ал ĕçĕ тăвать. Урайне сармашкăн нумай пулмасть кавир тĕрленĕ.

Ачисем килсе пÿрт-çурт тирпейлессе кĕтсе лармасть Хветуç аппа. Апатне те пĕçерет, урайне те хăех çăвать, картишне те шăлать. 61 çул пурнăç сукмакĕпе юнашар утаççĕ вĕсем. Йывăрлăхсене, хĕн-хура парăнмасăр...

Елена АТАМАНОВА.

Патăрьел районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.