Чăваш хĕрарăмĕ 14 (1441) № 16.04.2026

16 Апр, 2026

 

«Хам миçе çултине калама та шикленетĕп»

Елчĕк тăрăхĕнче кун кунлакан хисеплĕ ватăсенчен пĕри — 102 çулти Анисия Евдокимова. Тухтăрсем унăн сывлăхне тимлесех тăраççĕ. Кинемей больницăна тухса çӳрейменрен шурă халатлисем киле пырсах тĕрĕслеççĕ ăна. Акă нумаях пулмасть çак тĕллевпех Елчĕкри тĕп больницăн гериатрĕ [ватăсемпе ĕçлекен тухтăр] Алина Васильева çитнĕ.

Сиплевçĕ пациентка хăйне епле туйнипе кăсăкланнă кăна мар, хăйĕн ӳсĕмне мĕнле йышăннипе те кăсăкланнă. Тыл ĕçченĕ хаваспах вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхне уçнă, пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантпа паллаштарнă. Çулĕсем сисĕнеççĕ паллах. Пĕр ĕмĕр хыçра чухне вăй-хал тапса тăрать тееймĕн, çапах та Анисия Антоновна аптăрамасть, ӳпкелешмест. Шкулта 3-мĕш класс таран çеç вĕреннĕ пулин те вулама-çырма пĕлет вăл, хаçат куçлăхсăрах шĕкĕлчет-мĕн. Ура вăйĕ вара чакнă унăн. Çапах кинемей кил-тĕрĕшре утса çӳренипе кăна çырлахмасть, сарайне юратнă чăххисем патне те тухать. Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене чăтса ирттернĕскер хăйне 102 çултан çамрăкрах туйнине палăртать:

— Хам миçе çултине калама та шикленетĕп. Тем курма та тиврĕ пурнăçра. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 17 çултах Улатăр районĕнчи Иваньково-Ленино ял çывăхĕнче окоп чаврăм. Шартлама сивĕччĕ, эпир выçăччĕ. Çак ӳсĕме çитесси пирки нихăçан та шухăшлама пултарайман эпĕ. — Халĕ çăтмахри пек пурăнатăп, хĕрĕмсем питĕ лайăх тимлеççĕ. Çулла Мускавра пурăнакан ывăл килет яла, вара тăван киле куçатăп.

Совет çарĕсем фашиста тĕп тунă хыççăн Анисия Антоновна яла таврăннă, çемье çавăрнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра тăрăшнă вăл. Мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕрсен икĕ хĕрĕпе ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă. Паян ватăскере мăнукĕсемпе вĕсен ачисем савăнтараççĕ. Çапах та вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

— Çулăмсене шутламастăп. Турă мĕн чухлĕ уйăрса панă — çавăн чухлĕ пурăнатăп. Яланах хусканура пулнă эпĕ, пĕр вырăнта ларма юратмастăп, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă, — хуравлать ку ыйтăва Анисия Антоновна.

— Çулсем хушăннă май ватăсен организмĕнче гериатри синдромĕсем палăраççĕ — хăвăрт ывăнни, вăй, хăлха илтес тата куç çивĕчлĕхĕсем чакни. Çакна мĕн чухлĕ хăвăртрах палăртатпăр, çавăн чухлĕ лайăхрах — çулланнисен хастарлăхне малалла тăсма май парĕ, — палăртать Алина Васильева.

Сăмах май, медицина пулăшăвĕн пахалăхне тата унпа кашнинех усă курма май туса парасси — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Сывлăхлă пуласлăх», çавăн пекех «Вăрăм тата хасатр пурнăç» проектсен тĕп направленийĕсем. Унăн кураторĕ — ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова. Медиксем ватăсен сывлăхне тĕрĕсленĕ май кашни валли харпăр сиплеве палăртаççĕ. Çавăн пекех психологи тĕлĕшĕнчен тата социаллă пулăшу параççĕ. Кунсăр пуçне тухтăрсем ватăсен çывăх çыннисене те аслă ăрури тăванĕсене тĕрĕс тимлеме вĕрентеççĕ. <...>

Светлана ИВАНОВА.

♦   ♦   


Ялти чи лайăх библиотекарь

«Ялта клуб пурччĕ. Икĕ пӳлĕм çеçчĕ унта. Пĕр пĕчĕк кĕтесре çӳлĕксем вырнаçнăччĕ. Унта çĕнĕ кĕнекесем пуррине астумастăп. Вулас килнипе киввисене киле илсе каяттăм та каялла тавăрса панă чухне çурăлнă хуплашкасене тирпейлĕн çыпăçтараттăм. Кĕнекери ӳкерчĕксене пăхса ӳкерме те юрататтăм. Уйрăмах — «Золушка» юмахри илемлĕ сăнарсене», — тет Чăваш Енри «Ялти чи лайăх библиотекарь — 2025» ята тивĕçнĕ Венера Усанова.

Ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ

Венера Кузьминична Елчĕк округĕнчи Шăмалакри ял вулавăшĕнче ĕçлет. Пултаруллă, пуçаруллă, яваплă хĕрарăм тăрăшнипе вырăнти библиотека кĕнеке упрамалли вырăн кăна мар, ял çыннисен чĕрисене ăшăтакан чăн-чăн культурăпа çут ĕç вучахĕ пулса тăнă. Вăл Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. «Аттепе анне пире ачаран ĕçе юратса пурнăçлама вĕрентнĕ, — малалла тăсăлать калаçу. — Уявсене эпир çемьепе кĕтсе илеттĕмĕр. Уйрăмах манăн асăмра Мăнкун, Сурхури тата Çăварни палăрса юлнă. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Тен, анне çĕлесе панă илемлĕ çĕнĕ кĕпе тăхăннипе тата телейлĕ ача-пăча сассипе тулнă уçланкăри вăйăсемпе. Хĕллехи уявсем вара вăрман варринчи çырмара çунапа ярăннипе палăрса юлнă. Атте ялта пĕрремĕш купăсçă пулнă, анне вара — юрă-кĕвĕ ăсти. Пире, ачисене, пурнăç илемне туйса пурăнма вĕрентсе ӳстернĕ. Эпир ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Юрă-ташă ăсталăхне атте-анне çумĕнче туптанă. Тăван чĕлхе çепĕçлĕхĕпе иксĕлми пуянлăхне ăса хывса унпа калаçма, ăна хисеплеме çывăх çыннăмсем хăнăхтарнă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Галина Ефимова çамрăк та илемлĕччĕ. Вăл уроксене кăсăклă ирттеретчĕ. Тен, çавăнпахтăр манăн вĕрентекен пулас туртăм çуралчĕ. Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Каярахпа Канаш хулинчи 3-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентрĕм. Çемье çавăрсан, çурт лартсан мăшăрăн тăван ялĕнче, Шăмалакра, вулавăш ертӳçинче ĕçлеме тытăнтăм. Унтанпа 36 çул иртрĕ. Хамăн пурнăçа ялпа çыхăнтарнишĕн пĕрре те ӳпкелешместĕп. Çумра — юратнă та хисеплĕ мăшăр, куç тулли телейпе савăнăç кӳрекен ачасемпе мăнуксем. Хам та — савнă мăшăр, анне, хуняма, асаннепе кукамай». Усановсем «Çулталăк çемйи — 2006» конкурсăн районти тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса республика шайĕнче «Тăван кĕтес культурине упранăшăн» номинацире çĕнтернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăй те хастар, пултаруллă. Çулсеренех тĕрлĕ конкурса хутшăнса мала тухать: «Çулталăк библиотекарĕ — 2013», «21-мĕш ĕмĕрти библиотека», «Чи лайăх библиотекарь — 2022», «Чи лайăх библиотекарь — 2025» ятсене тивĕçнĕ. «Тăрăшуллă çын нумай» Венера Кузьминичнăпа Петр Николаевич виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Аслă хĕрĕ Мальвина Аслă Пăла Тимеш йĕкĕчĕпе çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ, Мускавра пурăнаççĕ. Ывăлĕ Никита çемйипе Муром хулинче тĕпленнĕ, ашшĕ-амăшне икĕ хĕр парнеленĕ. Сăмах май, Мальвинăпа Никита иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухнă хыççăн шăл тухтăрĕнче ĕçлеççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Вероника 11-мĕш класра вĕренет. Вăл та çывăх çыннисене ӳсĕмĕсемпе савăнтарать. Аппăшĕпе пиччĕшĕ пекех хăйĕн кун-çулне медицинăпа çыхăнтарма шухăшлать. «Çитĕнӳ пĕччен килмест, — тет Венера Кузьминична. — Мана пулăшса пынăшăн юратнă та хисеплĕ çемьене, ял халăхне тата чылай çул пĕрле вăй хуракан ĕçтешсемпе ертӳçĕсене тав сăмахĕ калатăп». Вăл вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертӳçинче — 28, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçламăш уйрăмĕн секретарĕнче 7 çул тăрăшать. Ялти хĕрарăмсене пĕр чăмăра пухать. Çавна май тĕрлĕ конкурс, курав, мероприяти ирттерет. Сăмахран, «Чи лайăх кил карти», «Чи лайăх блюдо», «Чи лайăх чечек пахчи» конкурссене хĕрарăмсем хаваспах хутшăнаççĕ. «Чи лайăххисене, чи пултаруллисене палăртма хĕн, мĕншĕн тесен ялта тăрăшуллă çын нумай», — пĕлтерет Шăмалак кинĕ. «Ял хĕрарăмĕн кунĕ» уява, «Чи лайăх портрет», «Эпĕ тата манăн çемье», «Мĕн тери илемлĕ çак тĕнче» фотоконкурссене Шăмалаксем йăлана кĕртнĕ. Шăпах вĕсене пула ялти ăста, хастар çемьесене тупса палăртаççĕ ентешсем. Ял халăхĕ çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшса маскировка тетелĕ те çыхать. Венера Кузьминична кунта та пуçарулăх кăтартать. «Пĕрле туслă пурăннине мĕн çиттĕр? — тет вăл. — Чăн та, пуçтарăнса чуна уçса калаçни, пĕрпĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнни, малашнехи ырă та çутă тĕллевсене палăртнинчен пахи нимĕн те çук. Ял çамрăкĕсемпе, халăхпа кар тăрса тăрăшнăран салтаксемшĕн сăваплă ĕç пурнăçлатпăр: хатĕр-хĕтĕр, апат-çимĕç туянма укçа пуçтаратпăр, госпитальти ентешсене те пулăшатпăр. Пире Лаш Таяпа чиркӳ настоятелĕ Силуан атте пил парса тăрать. Кирлĕ çак ĕçе хапăл туса хутшăннăшăн Шăмалаксене тав тăватăп. Пĕрлĕхри ĕçре — вăй!» Венера Кузьминична яланах ял çыннипе юнашар. Вăл хăй йĕри-тавра хастарсене пуçтарать. Çакă, паллах, ял пуласлăхĕпе аталанăвне те пысăк витĕм кӳрет. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.