Юмах вулар та журналпа паллашар!

30 Окт, 2014

Уроксем вĕçленнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ. 2 «г» класс вĕренекенĕсем килелле кайма васкамарĕç. Парта хушшинчен тухнă-тухманах юратнă педагогне Валентина Васильевна Францевăна кайăк чĕпписем пек сырса илчĕç.

- Эпир киле халех каясшăн мар-ха. Сирĕнпе татах пулас килет пирĕн. Атьăр пурте пĕрле юмах вулар! «Тетте» журналăн çĕнĕ кăла-рăмĕпе паллашар, - терĕ Аня Филимонова йăл кулса.

- Аня тĕрĕс калать. Чăнах, халех киле кайса мĕн тăвас? Эсир халап вуланă вăхăтра эпĕ ÿкерĕп. Килте ирĕккĕн лараймастăп пĕрех. София йăмăкăм альбома та, кăранташсене те туртса илессишĕн ăшталанать. Памасан - макăрать, е эп сисмен чухне çырса хурать. Унран пĕтĕм япалана пытарса та ывăнтăм, пĕрех тупать, - терĕ Айдар Андреев.

- Валентина Васильевна, тепĕр хут тархасласа ыйтатпăр. Эпир сирĕнпе тата кăшт вăхăт пуласшăн, - терĕç ыттисем те педагог куçĕнчен тилмĕрсе пăхнă май.

- Ах, хамăн ачасем пекех туйăнатăр-çке эсир... Кăмăлăрсене хуçас мар апла, - терĕ класс ертÿçи пурин çине те ăшшăн пăхса.

Шупашкарти улттăмĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентет Валентина Васильевна Францева. Ачасене юратнăранах çак профессие суйласа илнĕ вăл.

- Пурнăçа çĕнĕрен пуçлас пулсан та педагогах пулăттăм. Аннен йăмăкĕ, Лиза аппа, учительте ĕçлетчĕ. Вăл хĕрлĕ пастăпа тетрадь тĕрĕслесе ларнине курсан ун çумне сухăр пек çыпçăнаттăм. Ÿсерехпе çак ĕçе мана та шанса паракан пулчĕ. Мĕн тери хĕпĕртеттĕм! Утса мар, вĕçсе çÿреттĕм шкулта. Педагогсем çине ăмсанса пăхаттăм: «Эпĕ те сирĕн пекех шкулта ĕçлеме пуçăнăп кĕçех. Ах, вăхăчĕ хăвăртрах шутăрччĕ çеç», - тесе тăтăш хăпартланаттăм. Ĕмĕтленни ахаль пулмарĕ, акă паян эпĕ те Лиза аппа пекех тетрадьсене хĕрлĕ пастăпа тĕрĕслекен педагог, - йăл кулчĕ Валентина Васильевна кăмăллăн.

Хастар педагог пушă вăхăтра ачасене ăса вĕрен-тмелли сăвă-калав шăрçалать. Хăшĕ-пĕри «Теттере» кун çути курчĕ те ĕнтĕ.

- Журнала пĕчĕкскерсем çав тери юратаççĕ. Çавăнпа эпир унпа тачă çыхăну тытатпăр. Унта хăйсен ÿкерчĕкĕсем пичетленни те хавхалантарать вĕсене. Вĕренÿре те ÿсĕмсем тума пулăшать, - тет Валентина Васильевна.

Элиза ВАЛАНС.

Шупашкар, 6-мĕш шкул.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.