Чăвашла верси
Русская версия
Çĕнтерӳ парадне хутшăннă
Паян çамрăк специалистсем çул ӳсĕмĕ професси ăсталăхĕшĕн чăрмав пулманнине ĕнентереççĕ. Ăнăçлă карьера опытпа кăна палăрманни куçкĕрет. Çĕннине вĕренме ăнтăлни, яваплăха илме тата пултарулăха аталантарма хатĕр пулни пĕлтерĕшлĕрех. 23 çулти Александр Захаров — çак сăмахсене ĕнентерекен çутă тĕслĕх. Вăл РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри управленийĕнче хурал пуçлăхĕн тилхепине çирĕппĕн тытса пырать.
Пушарнăй-çăлавçăсен династийĕнчен
Александр 2002 çулта Улатăр хулинче кун çути курнă. Пĕчĕкренех харсăрсен йышĕнче ӳснĕ. Çемьере чылайăшĕ çынсен пурнăçне çăлас ĕçе халалланă. Династие Александрăн мăн асламăшĕ Анна Тронина пуçарнă. Анна Николаевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çар заводĕнчи пушар лару-тăрăвне сăнаканни пулнă. Александрăн ашшĕ Дмитрий Захаров çак профессие 2001 çулта килнĕ. Паян вăл 17-мĕш çăлав-пушар чаçĕн хурал пуçлăхĕн пулăшуçинче ĕçлет. Дмитрий Борисович сахал мар наградăна тивĕçнĕ. 2005 çулта Чăваш Енри пушар сӳнтерекен чи лайăх специалист ятне тивĕçнĕ, 2010 çулта вăрман пушарĕсене тĕп тума хутшăннăшăн, каярах çынсене вут-çулăмран çăлнăшăн наградăпа чысланă. Унăн шăллĕ Евгений Борисович шалти служба подполковникĕ пулнă. Иккĕмĕш шăллĕпе Максим Захаровпа Евгенин мăшăрĕ Екатерина та шăпана яваплă профессипе çыхăнтарнă. Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса Александр та ачаранах çак ĕç пирки ĕмĕтленнĕ.
«Шкул вăхăтĕнче лайăх паллăсем илме тăрăшаттăм, спорт ăмăртăвĕсене тата культура мероприятийĕсене хутшăнаттăм. Волейбол командин капитанĕччĕ. Хамăр тата кӳршĕ хулари турнирсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Спортăн çак тĕсĕ командăпа ĕçлеме вĕрентрĕ. Паян та çав юлташсемпе тачă çыхăну тытатăп. Улатăра кайсан яланах волейболла вылятпăр. Спорта юратма вĕрентнĕ, пысăк кăтартусем тума хавхалантарнă Михаил Кичайкина ырă кăмăлпа аса илетĕп. Çавăн пекех ташлаттăм, футболпа баскетбол та маншăн ют пулман. Шкул хыççăн пушарнăй-çăлавçă профессине алла илтĕм», — пуçларĕ калаçăва Александр.
Университет пурăнма вĕрентнĕ
МЧСăн Чăваш Енри управленийĕ Александра Санкт-Петербургри Раççей Федерацийĕн Геройĕ Е.Н.Зиничев ячĕллĕ патшалăх пушар службин университетне ăс пухма янă. Яш экзаменсене ăнăçлă тытса «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçпа вĕренме кĕнĕ.
Пирĕн ушкăнра чикĕ леш енчен килнисем те пурччĕ, Карели Республикинчен пуçласа Монголи таранах пухăннăччĕ. 5 çулта çирĕп, туслă çыхăнусем йĕркеленчĕç. Пĕрремĕш курсра ушкăнри ачасемпе пĕр казармăра пурăнтăмăр, талăкăн кашни минутне юнашар ирттереттĕмĕр. Вĕсем маншăн пичче-шăллăм пек пулса тăчĕç. Вĕренсе тухнă хыççăн чылайăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă пулин те пирĕн туслăх упранать. Акă студент вăхăтĕнчи виçĕ юлташ ака уйăхĕнче туя килме палăртнă. Пулас арăмпа Алена Углевăпа Питĕр хулинче паллашрăмăр. Иксĕмĕр те Улатăртан пулсан та маларах курнăçман. Халĕ вăл çарпа механика университечĕн магистратуринче пĕлӳ илет», — сӳтрĕ сăмах çăмхине çамрăк.
Пĕрремĕш курсрах Александра отделени командирĕн должноçне çирĕплетнĕ. 2022 çулта Санкт-Петербургри Кермен тӳремĕнче иртнĕ Çĕнтерӳ парадне хутшăннă. Иккĕмĕш курс вĕçĕнче Беларуç Республикинче иртнĕ пушар хуралĕн 170 çулне халалланă парадра хăйне кăтартнă.
«Парадсене хутшăнни малалла вĕренме хавхалантарчĕ, суйланă професси мана тивĕç- тернине çирĕплетрĕ. Университетра вĕренӳсĕр пуçне наукăра, спортра тата общество ĕçĕнче палăрма майсем пурччĕ. Тăваттăмĕш курсра надзор ĕç-хĕлĕн тата профилактика пайĕн инспекторĕнче тăрăшса опыт илтĕм. Документсем хатĕрлерĕм, тĕрлĕ объектăн пушар хăрушсăрлăхĕн тăрăмне тĕрĕслерĕм... Пиллĕкмĕш курсра пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕн должноçне шанса пачĕç. Пĕчĕк пушарсене — ытларах торф шурлăхĕсемпе çӳп-çап тăкмалли вырăнсем çуннине — тăтăшах сӳнтерме çӳрерĕмĕр. Кулленхи кунсем тухăçлă иртетчĕç: ку дисциплинăна çирĕплетме кирлĕ. Пушă вăхăтра волейболла выляттăм. Командăпа пĕрле Екатеринбургри ăмăртăва хутшăннăччĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ каччă.
Команда — иккĕмĕш çемье
Вĕренӳ вĕçленсен Александра Шупашкар хулине янă. Вăл хуралта ĕçлекенсен ăсталăхне, шанчăклăхне палăртрĕ.
«Ĕçтешсем ăшшăн йышăнчĕç, хутшăну çăмăллăн йĕркеленчĕ, хăвăрт хăнăхрăм. Пирĕн йыш самаях çамрăк. Апла пулин те пĕр-пĕрне ăнланатпăр. Кунта кашни çын хăйне пĕр çемьери пек туять», — палăртрĕ вăл.
Коллективра Александрсăр пуçне тепĕр 7 çын: хурал пуçлăхĕн пулăшуçи Алексей Сотников, уйрăм командирĕ Виталий Корнеев, Александр Маклаковпа Алексей Воронов водительсем, аслă пушарнăй Михаил Михайлов, Григорьев Роман тата Смирнов Владимир пушарнăйсем.
«Вăл хушусем «валеçекен» ертӳçĕ кăна мар, пирĕн юлташ та. Яланах хавхалантарма, ăнлантарма тăрăшать. Ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупма ăнтăлать, кашнин шухăшне итлет. Кунта пурте пĕр-пĕрне пурнăçа шанса пама хатĕр», — сăнлаççĕ Александра ĕçтешĕсем.
Ĕç кунĕ служба докуменчĕсене тултарнинчен пуçланать. Унтан йышпа оборудованисене, техникăна тĕрĕслет. Юсавсăр пулсан ăна расчета лартма юрамасть. Ирхине тăхăр сехетре занятисем пуçланаççĕ. Вĕренӳ кăрлач варринчен тытăнса раштавчченех тăсăлать. Ӳт-пĕве те çирĕплетмелле, кашни кун хăнăхтарусем тумалла. Канмалли пирки те манмалла мар. Ун валли чаçре ятарлă пӳлĕм пур, кăнтăрлахи апат хыççăн çур сехет канса вăй илме пулать. Каярах команда хула тăрăхне тĕпчеме, япăх зонăсене тупса палăртма, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăннине тĕрĕслеме тапранать. Каçхи 22 сехетре ĕç вĕçленет. Дежурнăйсем постра юлаççĕ, шăнкăравсене йышăнаççĕ.
«Эпĕ питĕ сисĕмлĕ. Шăнкăрав хăçан пулассине тӳрех туятăп, темиçе çеккунт маларах вăранса хĕрлĕ çутă çутасса кĕтетĕп. Телее, эпĕ кунта ĕçлеме тытăннăранпа пушар нумай пулман. Ытларах пысăк мар чрезвычайлă лару-тăрăва çӳретпĕр. Ĕçленĕçемĕн опыт хушăнсах пырать. Кулленхи вĕренӳсем те професси пĕлĕвне туптама пулăшаççĕ. Чи кирли — йĕри-тавра урăм-сурăм чухне лăпкăлăха упрама пĕлни. Инкек сиксе тухсассăн çынсем çăлавçăсем патне чупаççĕ, кăшкăраççĕ. Шăв-шавра мĕн пулнине епле ăнланмалла? Пуçа «сивĕ» тытни, хăраса ӳкменни тĕрĕс йышăну тума, этем пурнăçне çăлма май парать», — терĕ хурал ертӳçи.
Александр пушă вăхăтне те интереслĕ, усăллă ирттерме тăрăшать. Юлташĕсемпе, пулас мăшăрĕпе пухăнаççĕ. Кун пек улахсем чунпа, ӳт-кĕлеткепе канма пулăшни çинчен пĕлтерет вăл. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, спорт мероприятийĕсене çӳрет. Кĕнекесем пирки те манмасть: вĕсем ăса, чĕлхене çивĕчлетни пирки калать.
Юлашки кунсенче çанталăка, этемĕн тимсĕрлĕхне пула нумай авари пулать. «Юр нумай çунипе çулсем çинче инкек сахал мар, анчах чылай авари сăлтавĕ мобильлĕ хатĕрпе усă курнипе çыхăннă. Водительсем руле тытса пынă чухне тимлĕхе çухатаççĕ. Çул çинче ялан асăрхануллă пулмалла», — сыхлăх пирки аса илтерчĕ Александр.











Комментировать