Хресчен сасси 5 (3094) № 11.02.2026

11 Фев, 2026

АПК савăнтарать: чылай рекорда çĕнетрĕç

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче пысăк пресс-конференци ирттерчĕ.

2025 çулта республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Хаçатра вĕсене туллин çутатаймăпăр, яла пырса тивекенни çинчен пĕлтерме тăрăшăпăр. Сывлăх сыхлавĕн 60-а яхăн об±ектне тунă е юсаса çĕнетнĕ, медицина учрежденийĕсем валли оборудованин 2 пин ытла единицине туяннă. Олег Алексеевич 500 пин ытла çын диспансеризаци тухнăшăн савăннине пытармарĕ. Тунă-çĕнетнĕ культура об±екчĕсен шучĕ пысăк — 290. Çав шутра тĕслĕхлĕ библиотека 12. 570 км çул хывнă тата юсанă. Çапла вара республика çулĕсен 52% норматива тивĕçтерет. Ку кăтарту федераци çулĕсен 70% танлашать. Пирĕн вырăнти çулсем юларах пыраççĕ — 42%. АПК савăнтарать: аграрисем чылай рекорда çĕнетрĕç. Республикăн адреслă инвестици программине пурнăçлайманни çинчен те калаçу пулчĕ. Иртнĕ çул программăна хывнă укçан пысăк пайĕпе, 6 млрд тенкĕ патнелле, усă курайман. Шăхасанти тата Муркашри поликлиникăна хута ярса ĕлкĕреймен. Вĕсем ĕçе кĕртме хатĕрпе пĕрех пулнă, анчах кирлĕ процедурăсене вĕçне çитереймен. Çывăх вăхăтрах хута ярĕç. Инфратытăм проекчĕсем пирки те çавнах каламалла. Чи кирли — вĕсем валли уйăрнă укçана çухатманни. Унпа кăçал усă курĕç. Журналистсен пирвайхи ыйтăвĕ вара регион çине йăтăнса аннă юрпа мĕнле кĕрешни çинчен пулчĕ. «Хам та юлашки вăхăтра куна алла кĕреçе тытнинчен пуçлатăп», — терĕ Олег Николаев. Юр хальхи пек нумай çуни Чăваш Енре пулман-мĕн, çапах вăл парăнмарĕ. Олег Алексеевич шухăшĕпе, çулсене тасатассине лайăх йĕркеленĕ, çав вăхăтрах картиш-тротуар тĕлĕшпе тимлĕх çителĕксĕр. Вĕсемшĕн пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăракан управляющи компанисем яваплă. Çавăнпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ УКсене тĕревлемелли программа хатĕрлеме хушнă — вĕсене техника туянма пулăшасшăн. Компанисем çак программăна мĕнле хутшăннине, вĕсен çак сферăра ĕçлес кăмăлне хастарлăхне кура хаклама май пулĕ. УК ĕçĕ бизнес пулнине вара асра тытмалла. Республика Пуçлăхĕ общество пĕрлешĕвĕсем, хула çыннисем те юрпа кĕрешес енĕпе пуçаруллă пулнине ырларĕ. «Дворника пулăш» йышши акцисем, паллах, кирлĕ — хăтлăхшăн пĕтĕмпех усăллă. Районсен больницисене пĕрлештерессипе çыхăннă тема та айккинче юлмарĕ — «çакă медицина пулăшăвне епле майпа лайăхлатма пултарĕ?» Олег Николаев ыйтăва хуравланă май ку хăйне те хумхантарнине палăртрĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн тăвас тăк — больницăсен район статусне пăрахăçламалла. /Ку, эпир пĕлнĕ тăрăх, округсенче халăх йышĕ палăрмаллах чакнипе çыхăннă/. Анчах республика Правительстви хайхи статуса упраса хăвармалли майсене шырать — çынсем медпулăшусăр юлмĕç. Вăл е ку район больницине тепĕр районăн вăйлă медучрежденийĕпе пĕрлештерни вăйсăртараххисен техника тата технологи тивĕçтерĕвне ӳстерме пулăшĕ. Çапла майпа больница унчченхи пекех ĕçлĕ. Тĕслĕх вырăнне вăл Тăвай больницине илсе кăтартрĕ. Унăн халĕ хуçалăх тивĕçĕсем çук — ку ĕçсенчен хăтарнă, анчах çакă медперсонала пырса тивмен. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, сăмах перекетлес тĕллев пирки мар. Тăвайра терапин 4 участокĕ ĕçлесе кайнă, çамрăк кадрсем те пур, медиксен шалăвĕ хушăннă. Ансăр специалистсем Канашран пырса çӳреççĕ. Канашра, Патăрьелте тата Çĕмĕрлере территорисен пĕрлехи медицина центрĕсем пулĕç. Олег Николаев медицина 3 çăл куçран уйăракан укçапа пурăннине аса илтерчĕ: ОМС фончĕ, хушма медицина страхованийĕ тата тӳлевлĕ пулăшу ĕçĕсем. Тӳлевли техникăпа, ыттипе лайăх тивĕçтернĕ медучрежденисене ытларах пырса тивет. Больницăсене пĕрлештерни çак енĕпе те усăллă пулмалла. СССРта туса илнĕ «симĕс ылтăнăн» 80% Чăваш Ен тӳпи пулнă – çулталăкра 3,8 пин тонна таран пухса кĕртнĕ. Пĕлтĕр — 302,7 тонна. Анчах унччен хамăрăн нимĕн те пулман. Халĕ пĕтĕмпех пур: лабораторисем, хăмла татакан техника тата ытти те — чехсемпе нимĕçсенчен нимĕнпе те кая мар. Хăмла туса илес енĕпе Раççейĕн тата темиçе регионĕ ĕçлет, анчах вĕсенчен пĕрин те пирĕн пурри çук. Олег Николаев хăмла ораслĕн пысăк пуласлăхне цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Çĕршыври сăра вĕретекенсем валли кăна 4,5 пин тонна хăмла кирлĕ. Фармацевтика, ытти отрасль ыйтнине те шута илсе 7 пин тонна ытла пухса кĕртмелле, çавăнпа çине тăрсах ĕçлемелле. Сăра компанийĕсем пирĕнпе кăсăкланни савăнтарать. «Балтика» Чăваш Енпе çыхăнса ĕçлет ĕнтĕ, ытти компани те кунталла туртăннине туятпăр. СВО паттăрĕсене асра хăварасси пирки калаçу пуçарнă май Олег Николаев муниципалитетсен çурринче палăксем лартнине палăртрĕ. Шупашкарти «Çĕнтерӳ» паркра палăк тăвассине те малтан васкатасшăн пулнă. Анчах кайран шухăша улăштарнă — ĕçе тĕплĕ тума йышăннă. Парк зонине те икĕ хут пысăклатĕç. Унта алюминирен тунă «вĕçекен» кĕпер те пулмалла. Палăка хатĕрлеме саккас панă ĕнтĕ. Мĕн пур ĕçĕн хакĕ 400 миллион тенкĕрен те иртет. Кăçал туса пĕтерĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ, Çĕнтерӳ кунĕ, тĕлне вĕçлесен аванччĕ те — çук, ĕлкĕресси иккĕленӳллĕ-мĕн. М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕпе иртекен сыпăкне реконструкцилесси пирки ыйту пулчĕ. Олег Николаев ку ĕç тăсăлса кайнине патшалăх бюджетĕнче укçа тăкăнса тăманнипе сăлтавларĕ. Сăмах трассăн 653-641- мĕш километрĕсенчи 12 километрлă сыпăк пирки пырать. Ăна реконструкцилесси халь — ултă çуллăх планра. Ĕçсене маларах пуçлама тăрăшаççĕ. Шел те, вĕсем хаклансах пыраççĕ. Пилĕк çул каялла 19 миллиард тенкĕ кирлĕ пулнă — халĕ 27 миллиардсăр ĕç кăлараймăн. «Ыйтăва Раççей Правительствипе пĕрле сӳтсе яватпăр, хальлĕхе обћекта 2029 çулта кĕртме палăртнă», — терĕ вăл. Ĕçсене пайлассипе çыхăннă вариант пур. Малтан Горький пăрăнчăкĕнчен тытăнса Лапсар тăкăрлăкĕ таран сыпăка реконструкцилемелле — унта ĕç-пуç пушшех йывăр, транспорт вĕçĕмсĕр «пăкăсенче» нушаланать. <...>

Дмитрий АНТОНОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.