- Чăвашла верси
- Русская версия
Кăрлач (январь) уйăхĕн паллисем
Кăрлач çулталăкшăн – пуçламăш, хĕлшĕн – варри.
Кăрлач - çулталăк хуçи, ун хыççăн ытти уйăхсем черетпе тăраççĕ.
Кăрлач уйăхĕ кашни çулах сивĕ пулмасть, енчен те иртнĕ çул вăл ăшă пулнă тăк, тепĕр çул хаяртарах пулать.
Кăрлачра тул хăвăрт çутăлсан – юр пуласса.
Кăрлачра сасă инçене ян каять – сивĕ хаярланать.
Вăрман шатăртатать – сивĕ нумай вăхăт тăрать.
Йывăçсене çемçе шурă пас тытать – тепĕр кун уяр çанталăк пулать.
Мăрьерен тухакан тĕтĕм çĕр çине анать – ăшăтасса, çÿлелле тÿп-тÿрĕ хăпарать – сивĕтессе.
Хĕвел «хăлхисем» ÿсеççĕ – сивĕтессе.
Хĕвел тÿп-тÿррĕн тухать - çил-тăмана. тренинг продаж
Çĕрле Уйăх вăйлă çутатать е вăл çук тăк тÿпере çăлтăр нумай – тепĕр кун уяр, сивĕ çанталăк пулать.
Уйăх шап-шуррăн курăнать - сивĕтессе.
Уйăх çумĕнче юпасем курăнаççĕ – сивĕтессе.
Çĕн Уйăх хăяккăн çуралать – ăшша, тÿррĕн тăк – сивве.
Çăлтăрсем ытти чухнехинчен пĕчĕкрех курăнаççĕ – юр çăвасса.
Комментировать