Вут-çулăм витĕр

29 Окт, 2014

Григорий Петрович Павлов 1922 çулта Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1940 çулта çар ретне тăнă. Малтанах Инçет Хĕвел Тухăçĕнче хĕсметре пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан шăпа ăна Ленинград фронтне илсе çитернĕ. Çапла вара Аслă Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ чăваш каччи. Вăрçă хыççăн вăл аслă шкулта пĕлÿ илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ. Тăманлă Выçли ялĕнче музей та йĕркеленĕ. Сумлă ĕçне кура ăна ачасем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш хисепленĕ. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Григорий Петрович чылай награда тивĕçнĕ.

Вăрçăри лару-тăрăва шур хут çинче çутатнă салтак. Кун кĕнеки çырса пынă. Вăл хальччен те Вячеслав ывăлĕн çемйин килĕнче упранать. «Хуняçа салтака кайнине каласа паратчĕ, - аса илет иртнине кинĕ Любовь Васильевна. - Амăшĕ ăна çула тухсан çаврăнса пăхма хушман. Йăла тăрăх - салтакран ырă-сывă таврăнас тесен çапла тумалла. Вăл вара юратнă çыннине тепĕр хут курас тĕлĕшпе çаврăннă. Ара, 19-ти каччă тĕшмĕше ĕненсех кайман ĕнтĕ. Телее, Григорий Петрович вăрçăран ырă-сывах таврăннă. Хăй 77 çул тултарнă кун вилчĕ вăл».

Григорий Петровичăн ал çырăвне чăвашла куçарса пичетлетпĕр.

 

Вĕренÿрен - фронта

Пире тикĕс вырăна йĕркеленсе тăма хушрĕç. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине тискеррĕн тапăннине пĕлтерчĕç. Молотов сăмах каларĕ. Çан-çурăм çÿçенсе илчĕ. Йĕри-тавра шăплăх хуçаланать. Каярахпа командирсемпе политработниксем сăмах илчĕç. Пирĕн умра пĕр купа печенипе консерв банки. Вĕсене пултарнă таран илме сĕнчĕç.

Пирĕн состав Хабаровск хулинчен иртрĕ. Хăш-пĕр вакун Бикинре пушанчĕ, пире вара Лесозаводска илсе çитерчĕç. Хĕле валли çĕр пÿртсем хатĕрленĕ. Юнашарах - Чернореченск застави, Ханко кÿлли вара - 25 çухрăмра. Çĕрле хурал тăратпăр, кашни сас-чĕве илтме тăрăшатпăр. Яппунсем юнашарах. Подразделенисенчен çынсене суйласа фронта яраççĕ. Счетчиков Геннадий пĕрремĕш ушкăнпа Мускав çывăхне лекрĕ. Вăл урасăр юлнине, вăрçă инваличĕ пулса тăнине каярах пĕлтĕмĕр.

1941 çул чикĕре иртрĕ. Çĕр пÿртсенче çывăрса пурăнтăмăр. Пире фронта илсе кайма суйлаççĕ. Эпĕ 5-6-мĕш ушкăна лекрĕм. Кĕске кĕрĕк, шăлавар, гимнастерка тата çăм атă пачĕç. Пуйăспа хĕвел тухăç енне илсе кайрĕç. Типĕ апатпа пурăнтăмăр. Тавар турттаракан вакунсенче тимĕр кăмакасем вырнаçтарнă. 12 талăк кайрăмăр, Гороховецк лагерьне çитрĕмĕр. Кунта эпĕ иккĕмĕш полка лекрĕм. Унта отделени командирĕсене вĕрентеççĕ. Пĕр уйăх пĕлÿ илнĕ хыççăн пире тин çеç йĕркеленекен полка куçарчĕç. Гороховецк лагерĕнче пурнăç питĕ йывăрччĕ. Кун каçа 600 грамм çăкăр паратчĕç, ирхи-каçхи апата - çăнăх шывĕ. Яшкара çĕр улми çукчĕ, сăсăл çеç. Выçă пурăннăран хăшĕ-пĕри шыçăна пуçларĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ хăй ирĕкĕпе фронта каятчĕ. Йывăр çак лару-тăруран тухма эпĕ мел тупрăм. Мана çывăхри ялсене çĕрле çĕр улми туянма яратчĕç. Ытларах чухне иккĕн-виççĕн каяттăмăр. Пирĕнпе пĕрле фронтовиксем те пурччĕ. Хăшĕ-пĕрин укçа та нумайччĕ. Ялсенче апат-çимĕç туянаттăмăр. Пирĕн часть Инженер кÿлли таврашĕнче тăратчĕ. Кунта хĕç-пăшалран пеме, граната ывăтма вĕрентĕмĕр.

Фронта кайма вăхăт çитрĕ. Ильино станцинче вакуна çĕрле лартăмăр. Ленинград еннелле çул тытрăмăр. Чарăнтăмăр.

Çырма хысакĕнче çĕр пÿртсем чаврăмăр. Виççĕмĕш каçхине отделени командирне Суворова вĕлерчĕç. Пытартăмăр ăна. Отделени командирĕ Куликов килсе çитрĕ. Ку тăрăхра эпир темиçе уйăх пултăмăр. Пирĕнпе юнашар - моряксем. Финн заливĕ таврашĕнче пурăннă чухне пĕр карап та курмарăм. Малалла Пулковăри обсерватори таврашне вырнаçрăмăр. Пирĕн сăнав пункчĕ унран - 700 метрта. Блиндаж çирĕпчĕ. Ленинград çыннисем ăна нимĕçсем тапăнса киличченех тунă. 1943 çулта 450 мм снаряд блиндаж çийĕн çурăлчĕ. Эпĕ хăлхаллă çĕлĕк тăхăннăран унăн сассинчен питех хăрамарăм.

Куç умĕнчи ÿкерчĕк

«Кĕтмен парнене» пĕрремĕш хут кĕркунне туянтăм. Виççĕн пыраттăмăр: отделени командирĕ, эпĕ тата Г.И.Шленников. Кĕтмен çĕртрен снаряд çурăлчĕ. Унăн ванчăкĕсем аякка сирпĕнчĕç. Эпир васкасах çĕр çине выртрăмăр. Çак вăхăтра пĕçĕрен такам çапнăн туйрăм. Ура татăлчĕ пулĕ терĕм. Сылтăм урана вырăнтан хускатма тăрăшрăм. «Мĕн выртан? Кайрăмăр», - терĕ Куликов. Мана йăтса тăратрĕç. Юлташсем хыççăн ерипен утрăм. Каярахпа пĕçĕ кăвакарса тухрĕ. Пулковăра çуллачченех пултăмăр.

1944 çулхи кĕркунне пире «Кăмрăк портне» куçарчĕç. Финн заливне кĕрекен çур утрава çапла калатчĕç. Унта кăмрăк пушатнă пулас. Кунтан нимĕçсем патне çитме пĕр çухрăм е ытларах. Хĕллене Шереметьев керменĕ таврашне вырнаçрăмăр. 1944 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче ир-ирех пирĕн «Катюшăсем», артиллерисем «калаçма» тытăнчĕç. Вут- çулăма тăшман еннелле ячĕç. Салтаксем, танксем черетленсе иртрĕç. Сасартăк сывлăшра снаряд сирпĕнни илтĕнчĕ. Пĕрремĕш танк тĕтĕм ăшĕнче. Иккĕмĕшĕ ăна хăваласа çитрĕ, малаллах шурĕ. 15-20 минутран вăл та тĕтĕм ăшне путрĕ.

Нимĕçсен çĕр пÿрчĕсем тирпейлĕ. Хăшĕ-пĕринче электроэнерги те пур. Çĕр пÿрте вĕсем шалтан хăмапа çапнă, ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Эпир çĕр каçнăскере те фашистсем хăйсем çунтарнă, те граната ывăтса шар кăтартнă. Тепĕр кун тыткăна лекнĕ нимĕçсене илсе килчĕç. Вĕсем хăйсемех парăннă. «Красное село» текен ял патнелле çул тытрăмăр. Уй-хирте çĕр каçма тиврĕ. Çил витĕр каснăран юртан хÿтлĕх турăмăр. Тепĕр кун нимĕçсем ирех пеме тытăнчĕç. Юр стенасене танкпа арпаштарнă пулас вĕсем. Каçхине яла кĕтĕмĕр, каярахпа вăрманалла çул тытрăмăр. Унта çĕр каçрăмăр. Ирхине 7 танк вирхĕнсе иртрĕç. Пеме тытăнчĕç. Гатчино еннелле çывхаратпăр. Пирĕн танксем нимĕçсем тăракан вырăна çĕмĕрсе кĕнĕ. Хăйсен ĕçне пурнăçланă: ял çывăхĕнче тăшман виллисем выртаççĕ. Хăшĕ-пĕри вырăн çинчен те тăрса ĕлкĕреймен. Кунта эпĕ чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк куртăм. Вăл халĕ те куç умĕнче: çул çинче виле выртать, ун çийĕн броневик иртет. Çын ÿт-тирĕ шатăртатать. Калăн, урапасем шăннă шăналăк урлă каçаççĕ.

 

«Тăшмана тавăратпăрах!»

Аэропоти ятлă пысăках мар ял çывăхĕнче хирте çĕр каçрăмăр. Каллех юртан хÿтлĕх ăсталарăмăр. Нимĕçсем ялта çĕр каçаççĕ, эпир вара - уйра. Фашистсен тискер ĕçне курса тĕлĕнтĕмĕр: урамра 18 çын вилли выртать. Вĕсенчен иккĕшĕ мучи, иккĕшĕ хĕр, хĕрарăмсем тата ачасем. Пĕр чĕнмесĕр иртрĕмĕр. Тăшмана тавăрас шухăш вăйланчĕ.

Тапăнса пынă май çуртра пĕрремĕш хут çĕр каçрăмăр. Вăрманта та çывăрма лайăх. Йывăç турачĕсем пăрахатпăр та ун çине плащпалатка саратпăр. 7-8 çын юнашар выртатпăр. Пĕри хуралта тăрать. Пĕр сехет иртсен ăна тепри улăштарать, кайран виççĕмĕшĕ... Кингисепп хулине çитрĕмĕр. Хула хĕрринче темĕнле сарай вырнаçнă. Унта çĕр каçма шухăш тытрăмăр. Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче каçхине эпир пиллĕкĕн Нарва юхан шывĕ хĕррине пăр сийне сăнама кайрăмăр. Хирĕçех - нимĕçсем. Вĕсем пулеметран пеме, ракетăсемпе çутатма пуçларĕç. Çур çĕр иртсе 2 сехетре пĕччен ларакан çурт патне çывхартăмăр. Юнашарах улăм купи пулнă. Анчах салтаксем ăна çĕр каçма сĕтĕрсе пĕтернĕ. Эпĕ юлашкине пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарма тытăнтăм. Çав вăхăтра юхан шыв леш енче шлейфсем çуталнине куртăм, çывхаракан мина сассине илтрĕм. Тăрса малалла чупас терĕм, анчах ĕлкĕреймерĕм. Вăл манран 2-3 метрта шартлатса çурăлчĕ. Кăкăртан такам чышнăн туйрăм, ыттине вара нимĕн те астумастăп. Мана вăрмана санитар палаткине илсе кайрĕç. Çар фельдшерĕ гимнастеркăна çурчĕ те снаряд ванчăкне туртса кăларчĕ. «Санăн вилĕмÿ çакă», - терĕ. Кĕрĕк сĕреке евĕр курăнать. Эпĕ сывă юлнинчен пурте тĕлĕнчĕç. Пĕр кĕсьере икĕ татăк сухари пурччĕ. Вĕсем çăнăх пек ваннă. Тепринче вара - пирусчĕ. Вăл та вакланнă. Кăкăра пĕртен пĕр ванчăк лекнĕ. Сулахай алă та кăштах суранланнă. Палаткăра ирччен выртрăм. Каярах мана Сланцы хулине куçарчĕç. Медсанбат пысăк çурта вырнаçрĕ. Мана офицерсем сипленекен палатăна хучĕç. Пире çамрăк хĕрарăм тухтăр сиплерĕ. Вăл Смоленск облаçĕнчен. Часах суран ÿт илме пуçларĕ. Анчах пĕррехинче ÿт-пÿ температури хăпарчĕ, нимĕн те çиес килмест. Сĕтпе, кĕселпе çеç пурăнтăм. Кингисепп хулине илсе кайрĕç. Сурана тасатрĕç. Снаряд ванчăкĕ кĕрĕк çăмĕпе пĕрле ÿт ăшне кĕнĕ иккен. Çавна май суран пÿрленсе, ÿт температури ÿссе тăнă.

Эпĕ каллех Сланцы хулинче. Темиçе кунран сывалтăм, чаçе кайма вăхăт çитрĕ. Акă Нева урлă каçатпăр. Машинăпа кĕпер çине çеç кĕтĕмĕр пире пеме пуçларĕç. Снарядсем шывра, çыран хĕрринче çурăлаççĕ. Телее, кĕпер çинче мар. Тепĕр çыран çинчи машинăна снаряд аркатнă. Командир та, водитель те вилнĕ. 300 метр кайрăмăр та вăрманта чарăнтăмăр. Малалла çуран утрăмăр. Штаб вырнаçнă вырăна çитрĕмĕр. Манăн юлташсенчен отделени командирĕ тата Белоглазов çеç юлнă, урăх никам та çук.

 

Çамрăк чăтать

Нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахаççĕ. Вĕсен сасси хăлхана çурать. Эпĕ кĕлет таврашĕнче выртатăп. Хурт-кăпшанкă пек çĕре тарăнрах чавса кĕме хатĕр. Тăшман бомба пăрахса ывăнчĕ курăнать. Тен, хăйĕн ĕçне тепĕр хут пуçăнатчĕ. Шăпах çак вăхăтра пирĕн «хурчкасем» курăнма, нимĕçсене пеме пуçларĕç. Хамăр самолетсене курсан савăнтăмăр. Эпĕ те кĕлет айĕнчен йăраланса тухрăм. Çурт çунать, стенасем ишĕлеççĕ. Вăрмантан салтаксем чупса çитрĕç. Пĕренесене вырăнтан куçаратпăр. Санитар машини те çитрĕ. Çунакан пÿртрен полк командирне, штаб пуçлăхне, связиста илсе тухрăмăр. Пурте вилнĕ. Связистăн мăнукне снаряд ванчăкĕ хырăмĕнчен лекнĕ. Йăтса тухнă май пырши юхса тухрĕ.

Пĕррехинче Мускав каччипе, Васильевпа, апатран килеттĕмĕр. Вăл маларах утрĕ. Эпĕ унран 60-70 метр каярах пыраттăм. Самолетсем вĕçсе иртрĕç. Кураксем пек хупласа илчĕç пире, пеме пуçларĕç. Таврара вут-çулăм кĕрлесе çеç тăрать. Темиçе минутран шăпланчĕç. Ура çине тăтăм та юлташа шырама пуçларăм. Кăшкăратăп - хирĕç чĕнекен çук. Пункта çитрĕм, хам мĕн тÿссе ирттерни çинчен каласа кăтартрăм. Васильева шырама кайрăмăр, анчах тупаймарăмăр. Бомба ун çине е юнашар ÿксе çурăлнă пулас. Кĕлеткинчен нимĕн те юлман.

Нимĕçсене тапăнса пынă май çĕр пÿртсенче çунса суранланнă салтаксене асăрхарăмăр. Тăшмансем вĕсене бензинпа сапса çунтарнă.

Ленинград çывăхĕнче çапăçнă май мунчана фронт хыçне, тыла, илсе каятчĕç. Тапăну вăхăтĕнче шăрка-пыйтă ерчĕ. Çавна май «Штудебеккер» автомашина ?Америка машини% çинче мунча кĕтĕмĕр. Кузова брезентпа витрĕмĕр, тимĕр кăмака вырнаçтартăмăр. Пĕр аяка вĕри шывпа çунă çĕре тепри шăнать. Çÿç пăрланса ларать. Çапах никам та кăмăлсăр мар. Çамрăк организм пурне те чăтать çав. 50 грамм спирт та ÿт-пĕве ăшăтать. Ăна кашни кунах параççĕ. Нарва плацдармĕнче вăрманта мунча турăмăр.

 

Сывă пултăр, Аслă Çĕнтерÿ!

1945 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче хĕвел анăç еннелле куçрăмăр. Берлин урамĕсем тĕрлĕ япалапа, хатĕр-хĕтĕрпе тулса ларнă, таврана тĕтĕм шăрши сарăлнă, çурт кăшкарĕсем çеç лараççĕ. Хула-ял ячĕсене астуса юлаймарăм. Мĕншĕн тесен пурне те нимĕçле çырнă. Çул хĕррипе улма-çырла йывăçĕсем ÿсеççĕ.

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕрле вăрçă чарăннине илтрĕмĕр. Ĕненес килмест. Хыр вăрманне чарăнтăмăр. Тепĕр кун ирех çĕр пÿрт чавма тытăнтăмăр. Каярахпа пире, темиçе çынна, Берлина хĕрлĕ эрех илме ячĕç. Ишĕлнĕ çуртăн путвалĕнчен нимĕçсем кĕленчи-кĕленчипе эрех йăтаççĕ. Ку ĕçре пире Соловьев ертсе пырать. Эпир пурте путвала кĕтĕмĕр. Кĕленчесене шаршанласа хунă. Пĕр вырăнтан илме пуçларăмăр. «Нигс гут», - терĕ пире пĕр нимĕç. Хăй çавăнтах сарă пăкăллă кĕленчесем патне илсе кайрĕ.

Хăмаран сĕтел, сак туса уçланкăна вырнаçтартăмăр. Каçченех ĕçлерĕмĕр. Пирвайхи хут ракета, пулемет сассисĕр çывăртăмăр. Ирхине командир сассипе вăрантăмăр, строя тăтăмăр. Замполит тата полк командирĕ сăмах илчĕç. Вăрçă чарăннă. Вĕсене йăтса илтĕмĕр те çÿлелле çĕклерĕмĕр. «Ура!» - кăшкăртăмăр савăнса.

Полк командирĕ пурне те сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ çимĕç. Кăлпасси те, улма-çырла та пур. Бидонра - спирт. Замполит нумай калаçмарĕ. Полк командирĕ вара кăмăлне ирĕке ячĕ. Вăрçăра пуç хунă юлташсене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр. Сывă пултăр, Аслă Çĕнтерÿ!

Валентина ПЕТРОВА куçарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.