Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 2 (1430) № 22.01.2026
«Унчченхи пурнăçа аса илсен йĕрес килет»
Любовь Федоровнăпа Валерий Владимирович çемйипе Патăрьеле Луганск Халăх Республикинчен 2014 çулта куçса килнĕ. Лере хирĕç тăру, йĕркесĕрлĕх хуçаланма пуçласан тăван килпе сыв пуллашса темиçе сумкăпа çеç вăрăм çула тухнă. Кил хуçи арăмĕ çемье кунта хӳтлĕх тупиччен мĕн чăтса ирттернине, Патăрьеле епле майпа лекнине каласа кăтартрĕ.
«Ухмахсем эсир»
— Эпир Чăваш Ене килни манăн чун киленĕçĕпе çыхăннă. Эпĕ Луганск çывăхĕнчи ялта пысăк çемьере çуралса ӳснĕ. Аттепе анне — Воронеж хулинчен, хамăра вырăссем тесе шухăшлатпăр. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлман ĕнтĕ — ӳссе çитрĕм те 30 çулта çемье çавăртăм. Кайран ачасем çуралчĕç. Вĕсем садика çӳренĕ вăхăтра унта тĕрлĕ конкурс ирттеретчĕç. Çапла эпĕ алă ĕçĕпе кăсăкланма пуçларăм, уйрăмах мана илемлĕ çӳç тыткăчисем хатĕрлесси килĕшрĕ. Ун хыççăн пукане евĕр пĕчĕк арчасем ăсталама пикентĕм. Мĕн тери илемлĕ те хăйне евĕрлĕ япала! Интернетри пĕр социаллă сетьре алă ăстисен ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Унта Раççейри, Украинăри, Беларуçри тата ытти çĕршыври ăстасем пурччĕ. Пĕр хĕрарăм Чăваш Енри Патăрьелтенччĕ, — сăмах çăмхине сӳтме пуçларĕ.Любовь Федоровна. — Кайран вăрçă пуçланчĕ… Çав тапхăра аса илсен йĕрес килет. Пăшал-миномет пенĕ сасăсем, тырă пуссисем çунни, арканнă хула, путвалта пытанса пурăнни… Пирĕн вара икĕ пĕчĕк ывăл: асли — 5, кĕçĕнни 4 çулта. Хама вăрçă пирки кăтартакан фильмри пек туяттăм. Питĕ хăрушă. Пенĕ сасă илтсенех ачасене йăтса путвала пытанаттăмăр. Кайран Луганск штурмĕ пулчĕ. Упăшкана урăх çĕре куçса кайма ӳкĕтлерĕм. Украина çарĕсем шăпах хула çывăхне çитнĕччĕ. Вĕсем блок постра хăйсен танкĕсене епле пытарнине те куртăмăр. Пирĕн çав блок пост витĕр тухма тиврĕ. Пире çеç мар, ачасене те, машинăна та ухтарчĕç. Ун чухне ăнчĕ темелле, мĕншĕн тесен постра хĕсметре тăракан çамрăксем кăначчĕ. «Ухмахсем эсир», — терĕç. Юрать, националистсем марччĕ. Паспорта тĕрĕслесен чăркăшмарĕç, мĕншĕн тесен пропискăри адрес пирĕн урăххиччĕ. Эпир унта каятпăр тесе суйрăмăр. Луганск витĕр тухма тиврĕ. Куç умĕнчен çав хăрушă ӳкерчĕк каймасть: пушă хула урамĕсем, çуртсем çунаççĕ, пĕрисен кантăкĕсем çĕмрĕк… Хĕвеллĕ çуллахи кунхи вилĕ хула. Урамра пĕр çын та çук. Тĕнче пĕтнине сăнлакан фильм евĕр тавралăх. Эпир çийĕнчех пурăнмалли вырăна улăштармарăмăр, мĕншĕн тесен каяс çул сăрталла хăпарать, вăл лайăх курăнать — алă тупанĕ çинчи пек. Телекуравпа тăтăшах çав çул çинче мирлĕ çынсен çуннă машинисене кăтартатчĕç, хуçисем, ачасем вилни пирки калатчĕç. Тав Турра, Раççей чиккине йĕркеллех çитрĕмĕр, унтан хăвăрт ирттерчĕç. Донецкра вăхăтлăх вырнаçмалли пунктра чарăнтăмăр. Автомобиле чикĕре пăрахма тиврĕ. Пĕр пуссăр тухса каяс мар тесе упăшкана шалу тӳлессе кĕтни те чарса тăчĕ пире килте. Анчах нимĕн те тӳлемерĕç. Ачасем — теттисене тултарнă кутамкка, эпир — вĕсен япалисене чикнĕ сумкăсемпе çула тухрăмăр. Хамăрăн лару-тăру пирки хайхи алă ăстисен ушкăнĕнче те пĕлтертĕм эпĕ. Унта тăракан ырă чĕреллĕ çынсем пирĕн валли билет туянмашкăн укçа пухрĕç… Патăрьелти пике, Надежда ятлăскер, хăй патне килме чĕнчĕ. Вăл ачисемпе пурăнатчĕ. Пире Канашра кĕтсе илчĕ. Надьăн килĕнче эпир пĕр уйăх пек пурăнтăмăр, кайран вăл пире Патăрьелте хваттер тара тытма пулăшрĕ. Ăна епле тав тумашкăн кирлĕ сăмах та тупаймастăп… Хĕрсем кайран та пире укçан пулăшрĕç. Вĕсене те чĕререн тав тăватăп. Надя патĕнче пурăннă вăхăтра хăех пире тăрантарчĕ, хваттер тара тытмашкăн та кивçен пачĕ. Малтанлăха усă курмашкăн кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, вырăн таврашĕпе, савăт-сапапа тивĕçтерчĕ. Юрать, ырă çынсем пăрахманнипе чи йывăр тапхăра пĕтĕмпех чăтса ирттерме вăй-хал çитертĕмĕр. Пурнăçа çĕнĕрен пуçларăмăр. Мăшăр, техника юсас енĕпе ăстаскер, хăвăртах ĕçе вырнаçрĕ. Тем вăхăтран кредитпа ялта çурт туянтăмăр. Ун чухне те пулăшакансем тупăнчĕç, — калаçрĕ икĕ ача амăшĕ. — Документсем, ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухманни пирки палăртас килет. Вăрманпа киленет Кунта та Любовь Федоровна хăйĕн юратнă алă ĕçне пăрахăçа кăларман. Вăл ăна йывăрлăхсене манма та пулăшнă ахăр. Хăш-пĕр материала, клей пистолетне пĕрле илсе килнĕ- çке-ха. Çавăнпа алă усса ларман. Пукане евĕр пĕчĕк арчасене çынсем уйрăмах кăмăлланă. Вăхăт иртсен ăста алăллăскер çĕвĕ машини туянма пултарнă. — Ачасем ку вăхăт тĕлне «Сказка» садика сукмак такăрлататчĕç. Унăн ертӳçипе Алена Горшковăпа пĕр-пĕрне паллаттăмăр. Пĕр кунхине вăл мана садикра ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтерчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Малтанлăха — кухньăра, каярахпа прачкăра тăрăшрăм. Халĕ те çак тивĕçех пурнăçлатăп. Ача садĕнче пултарулăх енчен аталанмашкăн майсем пысăк. Пĕр-пĕр уява хатĕрленетпĕр-и е мероприятие-и — зал валли декорацисем хатĕрлетĕп. Çапла майпа садикра сăн ӳкерĕнмелли лапамсем те йĕркелерĕм. Этем тăршшĕ пысăк çеçкесем те вырăн тупрĕç кунта. Тепĕр чухне мĕн хатĕрлемеллине Алена Александровна сĕнет, эпир пĕрле канашласа ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ те хастар, пире тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе пулăшаççĕ. Кунта кăмăлтан вăй хуратăп, — каласа кăтартрĕ чун киленĕçĕ пирки Любовь Федоровна. Кунта пурăннă хушăра вăл хăшпĕр чăваш сăмахĕсене те вĕреннĕ, калаçура сăмах мĕн пирки пынине те ăнкарма пултарать. Ывăлĕсем те шкулта чăваш чĕлхине ăса хывнă. Чи кирли — çемье хăйне Чăвашра хăтлă та хăрушсăрлăхра туйни. Любовь Федоровнăна кунти çут çанталăк уйрăмах килĕшет. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Выльăх ĕрчетме те, университетра вĕренме те ĕлкĕреççĕ
Студент тесен куç умне тăтăшах выçă, çывăрса тăранманран пĕрмай анаслакан çамрăк тухса тăрать. Тĕрĕсрех каласан, кунашкалли унччен пулнă. Паянхи студентсем пачах расна. Наука гранитне «кăшлакансен» йышĕнче ĕнер çеç шкул парттинчен хăпнисем кăна мар, пурнăç опытне пухма ĕлкĕрнисем те пур. Уяв умĕн шăпах вĕсемпе, аслă ӳсĕмри студентсемпе, калаçрăмăр. Мĕн хистенĕ-ха вĕсене çулсем иртсен çĕнĕрен вĕренӳ сĕтелĕ хушшине ларма?
Надежда ЛУКШИНОВА [47 çулта , Чăваш патшалăх аграри университечĕн 4-мĕш курс магистранчĕ: — Виçĕ çул каялла çĕнĕрен студент билетне алла илтĕм. Технолог профессине ăса хыватăп. Тĕрĕссипе, мана çак утăма тумашкăн вĕренме, пĕлӳ илме юратниех хистерĕ. Çĕннине пĕлмешкĕн яланах хавас эпĕ. Хăй вăхăтĕнче хими тата биологи вĕрентекенĕнче тăрăшрăм. Çак кунсенче юлашки сессие хупрăм, халĕ диссертаци çыратăп. Ăна нарăс уйăхĕнче хӳтĕлемелле. Вĕренӳре йывăрлăхсем тухмаççĕ, преподавательсем пĕтĕмпех лайăх ăнлантараççĕ. Университета хамăн машинăпа çӳретĕп, ку питех те меллĕ. Чарăнура общество транспортне кĕтсе вăхăт ирттерме тивмест. Вăхăт тенĕрен, ун тĕлĕшпе чăрмавсем пур вара, мĕншĕн тесен манăн çемье, виçĕ ача, пысăк хуçалăх… Эпир Шупашкар тăрăхĕнчи Явăшра пурăнатпăр, кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе ĕçлетпĕр. Сыр пĕçересси те кăсăклантарать. Çĕнĕ професси хуçалăх ĕçне аталантармашкăн кирлĕ. Хамăр ушкăнра эпĕ — чи асли. Çывăх çынсем эпĕ тăтăшах пĕлĕве анлăлатнине хăнăхнă-тăр, университета кĕрессе пĕлсен пачах тĕлĕнмерĕç. Вĕрентекенре тăрăшнă чухне те пĕрмай ятарлă курссенче ăс пухаттăм. Мăшăр вара: «Тата тепĕр дипломпа ăçта каятăн-ши?» — терĕ. Ара, манăн 4 диплом пур ĕнтĕ… кĕçех 5-мĕшĕ пулĕ. Вĕренӳ мана киленӳ кӳрет. Пуç мимине канма памастăп, ĕçлеттеретĕп. Пĕлтĕр, сăмах май, фермерсен шкулĕнче те вĕрентĕм.
Валентина МАТВЕЕВА [45 çулта , Чăваш патшалăх аграри университечĕн 1-мĕш курс магистранчĕ: — Эпĕ Етĕрне тăрăхĕнчи Вăрманкас Етĕрне ялĕнче кун кунлатăп. Хам кунтах çуралса ӳснĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарта пурăннă хыççăн ялта çурт туянса унта куçрăм, хуçалăх тытса пыма шухăшларăм та виçĕ çул каялла сурăх ĕрчетме пуçларăм. Кайăк-кĕшĕк те йышлă усратăп. Пĕртăвансемпе купăста лартса çитĕнтерес ĕçпе те аппаланатпăр. Ял хуçалăх ĕçĕ килĕшнĕренех выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс пăхмашкăн ятарлă пĕлӳ илес терĕм. Етĕрнери аграри техникумне кайрăм. Унта вара Чăваш патшалăх аграри университетне кĕме сĕнчĕç. Çапла каллех студент пулса тăтăм. Куçăн майпа вĕренетĕп. Пĕр ушкăнрисем тĕлĕнеççĕ: «Мĕнле йăлтах ĕлкĕретĕн? Вĕренме вăхăт епле тупатăн?» — теççĕ. Тăрăшсан йăлтах пулать. Пĕлӳ çăкăр ыйтмасть вĕт. Манăн зоотехник профессине алла илме шухăш пурччĕ, анчах вăл ушкăна лекеймерĕм. Тен, каярах çакна пурнăçлама май килĕ. Ирхи 5 сехетре ыйхăран вăранатăп, хам сĕтел хушшине ларса çийиччен выльăх-чĕрлĕхе апатлантаратăп, унтан пуçтарăнса хулана вĕçтеретĕп. Юрать, хамăн çăмăл машина пур — автобус кĕтсе хăшкăлмастăп. Каçхине выльăхсене тимленĕ хыççăн занятисене хатĕрленсе çур çĕрчченех ларатăп. Хăй вăхăтĕнче эпĕ повар, çĕвĕç, кондитер профессисене алла илнĕ. Унчченхи вĕренӳпе танлаштарас тăк, ун чухне пирĕн пĕрмай библиотекăра ларма тивнĕ, халĕ вара информацие интернетра тупма май пур. Çав енчен чылай меллĕрех.
Максим ЧУРБАНОВ [31 çулта , И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 1-мĕш курс студенчĕ: — Шупашкарти машиностроени техникумĕнче пĕлӳ илнĕ вăхăтра эпĕ тĕп хулан КВН командинче вылярăм. Кайран пултарулăх, уйрăмах, медиа, илĕртнĕрен çак тытăма вырнаçрăм. Радиора та вăй хутăм пĕр вăхăт. Хыççăн мобильнăй приложенисемпе ĕçлеме пуçларăм, «МайЧеблайф» проекта хута ятăм. Халĕ реклама тата медиа агентстви тытса тăратăп. Кунсăр пуçне блогер пек те аталанатăп, туссемпе тĕрлĕ видео ӳкерсе Чăваш Енри ялсемпе паллаштаратпăр. Медиа тытăмра тăрăшнăран ятарлă пĕлӳ илме шухăшларăм. Аслă пĕлӳпе аталанмашкăн май ытларах. Пĕлтĕр ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Преподавательсемпе те, студентсемпе те пĕр чĕлхе тупрăм. Пĕрлехи проект хатĕрлес шухăшсем те çуралчĕç. Пĕлӳ илекенсен ӳсĕмĕ тĕрлĕрен пулни чăрмав мар. Сăмах май, курсра манран аслăрах студентсем те пур.
Валерий СУРАНОВ [49 çулта , И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 1-мĕш курс магистранчĕ: — Çак аслă шкула пĕрремĕш хут эпĕ 1994 çулта пĕлӳ илме килтĕм. Технологипе предпринимательлĕх вĕрентекенĕн дипломĕпе тухрăм. Унтан шкулта ĕçлерĕм. Çулталăкран мана тăван университета çамрăксемп е ĕçлекен специалист должноçне сĕнчĕç. Халĕ пултарулăх пуçарăвĕсен пайĕн ертӳçинче тăрăшатăп. Çĕнĕ професси тӳлевсĕр алла илме май пуррине пĕлсен, асăннă аслă шкулти психологипе кăсăкланнăран, шкул умĕнхи коррекци педагогики тата психологи факультетне кĕтĕм. Унчченхипе танлаштарас тăк, халĕ вĕренĕве урăхларах, хаклă тупра пек йышăнатăн, преподавателĕн кашни сăмахне ăса хывма тăрăшатăн. Студентсемпе пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Задани чылай, ăса хывмалли çителĕклех. <...>
Нина ЦАРЫГИНА ыйтса пĕлнĕ.
♦ ♦ ♦
«Ачăр утма пултараймĕ»
Шупашкарти Ирина Иванова — икĕ хĕр пĕрчи амăшĕ. Асли Александра çут тĕнчене йĕркеллех килнĕ, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Амăшĕн чĕри кĕçĕннишĕн Аннăшăн ытларах ыратать… Тăхăр çулти тем те пĕлме кăмăллакан хĕрача тантăшĕсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть темелле. ДЦП диагноза пăхмасăр вăл спортпа та туслă, ӳкерме тата компьютер вăййисене выляма, пластилинран тĕрлĕ кӳлепе ăсталама юратать. Çакăн патне çитмешкĕн унăн мĕн чухлĕ тăрăшма тивнĕ, тивет те.
Инкек пĕччен çӳремест теççĕ. Аньăн та пĕр чир çеç мар, тĕрлĕ амак нушалантарать ăна: тетрапарез, энцефалопати, дизартри… Кунсăр пуçне пуплес енĕпе те йывăрлăхсем пур. — «Сирĕн ачăр утма пултараймĕ», — терĕç мана хăй вăхăтĕнче. Çав самантран Аньăн пурнăçĕшĕн кĕрешме пуçларăмăр. Шăнăр туртни час-часах аптăратнине пула тухтăрсем хĕрĕме реабилитаци кăларма хирĕçлерĕç. Çавна май хам массажиста, ятарлă хăнăхтарусем тума вĕрентĕм, Аньăн чирĕсем пирки чылай кĕнеке шĕкĕлчерĕм, темăна тĕпчерĕм. Вăл ури çине пусмастчĕ, яланах чĕрне в ĕççĕ н тăратчĕ. Куллен упаленнĕрен чĕркуççийĕ çарран çул çӳрекен çыннăнни пекехчĕ, кăвакарнăччĕ. Ыратнине çăмăллатмашкăн кукамăшĕ чĕркуççи çине тăхăнмалли ятарлă хатĕрсем çĕлесе пачĕ, — каласа кăтартать Ирина Николаевна. Амăшĕ хĕрĕн алли-урине хăй пĕлнĕ пек массаж тунă, хускатма пулăшнă. Тăрăшни сая кайман — вăхăт иртсен шăнăр сайрарах туртма пуçланă ачана. Çакна çеç кĕтнĕ Ирина Николаевна тĕпренчĕкĕпе 2019 çулта Мускаври «Ачалăх» центра кайнă. Аня ун чухне виçĕ çулта пулнă. Ун хыççăн реабилитаци те тухма ирĕк панă шурă халатлисем. — Эпир кунсеренех хусканусем тăватпăр, сиплев витĕр тухатпăр. Çитĕнӳсене вара «пирĕн пĕчĕк çĕнтерӳсем» тетпĕр. Халĕ Аня 9 çулта. Вăл тĕрекленчĕ ĕнтĕ, хăй тĕллĕн ура çинче тăраять. Çирĕппĕн мар пулин те, çапах утать. Эпир çитнĕ специалистсен тата реабилитацисен шучĕ те çук, анчах чи кирли — занятисене тăтăшах ирттерни. Коронавируспа çыхăннă пандеми вăхăтĕнче чирпе килте куçа-куçăн юлтăмăр. Ун чухне Аня хăй тĕллĕн ура çинче тăраймастчĕ-ха. Ури валли ятарлă резинка çĕлерĕм, кунсеренех тĕртĕмсене çемçетмелли хăнăхтарусем турăмăр тата ытти те, — чун ыратăвне пайлать хĕрарăм. Хĕрĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшнăранах Ивановсем çулталăкне икĕ хут тинĕс хĕррине çитме тăрăшаççĕ. Унти сывлăш чăннипех ырă витĕм кӳрет ачасене, Аньăшăн пушшех усăллă вăл. Тинĕс хĕрринче пулакансем сахалтарах чирлеççĕ теççĕ. Аня вара ахаль сунаса та асаплăн чăтса ирттерет. — Чылай йывăрлăха парăнтартăмăр, анчах малта тата мĕн кĕтет-ши? Турă çеç пĕлет. Аня хастар пулнине кура çăмăл атлетика занятине çӳреме пуçларăмăр. Ку та хăйне евĕр сиплев, тĕртĕмсене çирĕплетме пулăшать. Малашне вăл бокспа та туслашасшăн, — вĕçлерĕ сăмахне Ирина Николаевна. <...>
Александра СИДОРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать