Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 1 (1429) № 15.01.2026
Пĕр ĕмĕре хыçа хăварса
Хĕллехи пĕр кунхине Таисия Ярцевăн кил алăкне хăйне евĕр хăнасем шакканă — Хĕл Мучипе Юр пике. Паллах, ахальтен килмен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ патне асамçăсем. Тĕлĕнмелле шăпаллă Таисия Павловнăна черетлĕ çуралнă кунĕпе — 102 çул тултарнă ятпа — саламланă. Шупашкарта пурăнаканскере çапла майпа халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем хавхалантарнă.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева та ăшшăн саламланă: «Пирĕн унчченхи тĕл пулу асрах-ха. Таисия Павловна 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче шкултан вĕренсе тухса хӳтĕлев заводне вырнаçнине каласа кăтартнăччĕ. Фронта каяс кăмăллăскер ятарласа телеграфистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1943 çулта ăна Беларуçăн 3-мĕш фрончĕн НКВД правительство çыхăнăвĕн бригадине илнĕ. Таисия Павловна çак бригадăн 2-мĕш уйрăм ушкăнĕн командирĕ пулса йывăр çула парăнтарнă. Фронтра Таисия Ярцева хăйĕн юратăвне тĕл пулнă. Вăрçа хутшăннă Таисия Павловнăн хĕр тусĕсем те чĕрĕ-сывă таврăннă, кайран та вĕсен туслăхĕ арканман. Ветеран мăнукĕ пулăшнипе мемуарсем хатĕрленĕ, хăйĕн сăн ӳкерчĕкĕсене пухса унта камсем тата мĕн сăнланине çырса палăртнă. Çитес ăрусем пĕлччĕр, ан манччăр ун пирки. Таисия Павловнăна орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Çав шутра Раççейри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ чысланă Валентина Гризодубова ячĕллĕ медаль те пур. Ветеранпа хутшăннă май унри çирĕплĕхе, вăя туйрăм. Çĕре çити пуç таятăп!» — çырнă хăйĕн телеграм каналĕнче Наталья Алексеевна. Таисия Ярцева Саратов облаçĕнчи Бурцевка ялĕнче кун çути курнă. Вăл пĕчĕк чухнех çемйи лайăхрах пурнăç шыраса тавар турттаракан пуйăспа Шупашкара килнĕ. Вĕсем купса çуртĕнче чарăннă, çемьене кухньăра вырăн уйăрса панă. Таисийăн ашшĕ — мастерскоя, амăшĕ ача садне тирпейлӳçе вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Таисия Павловна Калугăран пуç- ласа Кенингсберг таран çитнĕ. Фронтра пулас мăшăрĕпе, Алтай тăрăхĕнчи Иван Ярцевпа, паллашнă. Демобилизаци хыççăн телеграфистка Бийск хулинчи пединститута вĕренме кĕнĕ. 1970 çулта çемье Чăваш Ене таврăннă. Мăшăр ултă ача çуратса çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Таисия Павловна хĕрĕпе Любовь Ивановнăпа пурăнать. <...>
Светлана ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Хаçат пурнăç сукмакне палăртрĕ»
— Мана, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă хĕрачана, вулама вĕреничченех хаçат-журнал кăсăклантарнă, мĕншĕн тесен аслисен аллинчен пичет кăларăмĕсем кайман. Шкул çулне чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. «Тăхтăр-ха, кăштах çырма çеç вĕренем, хам та хаçата çыру вĕçтерĕп», — шухăшлаттăм ача пуçĕпе. Шкула çӳреме пуçласан пĕррехинче алла «Тантăш» хаçат лекрĕ. Унта хамăр республикăри кăна мар, кӳршĕ регионсенчи ачасен сăвви-калавĕ те пичетленетчĕ. Манăн та хамăн ята хаçатра курас килчĕ. Пĕррехинче «Тантăша» заметка çырса ятăм-ятăмах. Кĕтетĕп. Манăн хушамат ку номерте те, тепринче те курăнмасть. Çул çинче манăн çыру çухалать пулĕ тесе кунсерен çырма пуçларăм: пулла çӳрени, ял ачисем вăхăта мĕнле ирттерни е ытти çинчен… Çав вăхăтрах ача ăсĕпе пурнăç çинчен шухăша кайса сăвăсем шăрçалама тытăнтăм. Çапла пĕр çул та иртсе кайрĕ. Çук «Петрова» хушамат «Тантăшра»! Анчах парăнма шухăшламарăм, — аса илӳрен пуçарчĕ калаçăва «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕ Лариса Петрова.
Кĕтмен çыру
— Пĕррехинче хĕллехи кун шкултан киле таврăнтăм та анне савăнăçлă сăнпа кĕтсе илчĕ. «Лариса, хаçатра сăвăсем тухнă санăн!» — терĕ. Çурăм хыçне çунат шăтса тухнăн туйăнчĕ çав самантра. Эпĕ ун чухне 5-мĕш класра ăс пухаттăм. Кун хыççăн хаçата çырмалли темăсем тупăнсах тăчĕç. Почтальон хаçат-журнал валеçнĕ чухне мана курсан аякранах сăввăм-калавăм пичетленсе тухни пирки хаваслăн пĕлтеретчĕ. Вăл та манпа пĕрле савăнатчĕ. Почтальона ăсран тайăлнă пек, чӳречерен тĕмсĕлсе пăха-пăха кĕтеттĕм! «Хĕрĕ каччине кĕтнĕ пек ларатăн вĕт!» — тетчĕ анне. Каçхине çывăрма выртас умĕн те, ирхине вăрансан та «Тантăш» пирки шухăшлаттăм. Манăн сăвăсемпе заметкăсем кашни номертех пичетленетчĕç. Çакна кура тата ытларах çырас килетчĕ, — сăмах çăмхине сӳтрĕ хальхи калем ăсти. — Пĕр кунхине почтальон мана хаçат çеç тыттармарĕ: «Лариса, ташла! Сан валли çыру пур», — терĕ конверта аллинче çавăркаласа. Мĕн тăвăн, хам пĕлнĕ пек хусканусем тунă хыççăн хайхи мул манăн алла куçрĕ. Васкаса вулатăп. «Шупашкар, Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт. «Тантăш» хаçат редакцийĕ». Валентин Григорьев журналист ман пултарулăха ырланă, малашне те çыхăну тытма суннă. Хăй пуçватмăшсен рубрикине йĕркелесе пынă май мана кроссворд хатĕрлес ăсталăхăн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă. Ку çыру питĕ хавхалантарчĕ, пуçватмăшсемпе те ĕçлеме тытăнтăм. Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицей ирттерекен «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» республика конкурсĕн чыславне кайсан Петĕр Çăлкуç поэтпа паллашрăм. «Тантăш» хаçатра сăвăсен рубрикине шăпах вăл тытса пыратчĕ. «Çыр, Лариса, çыр. Сăнарлăх пур, тăрăшулăха тата тепĕр картлашкана хăпартмалла», — терĕ Петр Николаевич. Эпĕ çунатсăрах пĕлĕте вĕçсе хăпарма хатĕрччĕ. Юратнă хаçат журналисчĕсем çавăн пек хавхалантарни, пиллĕкмĕш класс хĕрачи валли кирлĕ сăмахсем тупма пултарни, паян пачах та иккĕленместĕп, манăн пурнăç сукмакне палăртрĕ. 2002 çул, кăçалхи пекех, Лаша çулĕччĕ. Питĕ телейлĕ çул пулчĕ вăл маншăн: эпĕ «Тантăш» хаçат çамрăк сăвăçсен хушшинче ирттернĕ «Чăваш куçĕпе сăнлар-и çĕнĕ ĕмĕр илемне?» конкурс çĕнтерӳçи пулса тăтăм. Çавăн пекех «Тантăш» хаçат лауреачĕ» хисеплĕ ята та тивĕçрĕм. 5-мĕш класра тĕвĕленнĕ шухăш малалла аталанса, çирĕпленсех пычĕ. 2008 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне кĕтĕм. Аслă шкулта «Филолог» квалификацине илнĕ хыççăн 2013 çулта «Хыпар» Издательство çурчĕн» алăкне уçрăм. Паянхи кун унтах хыпарсен службин редакторĕнче тăрăшатăп, — каласа кăтартрĕ Лариса. «Пионер сасси» — ачалăх сăпки Ачалăхра хаçатăн кулленхи пĕлтерĕшĕ çинчен шухăшламастăн та. Санăн тĕрленчĕкӳ пичетленнĕ – савăннă. Ху профессионалжурналист пулса тăрсассăн тата тишкерӳллĕ материалсем çырма тытăнсан кăна ачасем валли ăнланмалла, çав вăхăтра витĕмлĕ, материал çырасси — çав тери кăткăс ĕç пулнине туйса илетĕн. «Тантăш» хаçат пирки ахальтен сăмах пуçармарăм ку статьяра. Çак кунсенче чăваш ачисен çывăх тусĕ кун çути курма пуçланăранпа 95 çул çитрĕ. Паян республикăри тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан чылай паллă журналист хăйĕн калемне шăпах «Тантăшра» туптанине те палăртмалла. Чăваш ачисен кăларăмĕ 1936 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче «Пионер сасси» ятпа пичетленме пуçланă. Вăл республикăри ачапăча ĕçĕ-хĕлĕпе, Владимир Ленин ячĕллĕ пионер организацийĕ çинчен каласа панипе пĕрлех профориентаци, воспитани, ĕçлев функцийĕсене пурнăçласа пынă. Хаçатăн унчченхи номерĕсемпе паллашнă май тĕлĕнме пăрахаймастăп: «Пионер сасси» çав тери пысăк йĕркелӳçĕ! Вăл ачапăча хушшинче сарăлнă тимуровецсен ыр кăмăллăх юхăмĕн штабĕ. Ку юхăм 1970-1990 çулсенче пĕтĕм Совет Союзĕпех сарăлнă. «Пионер сасси» номертен номере «РТШ /Республикăри тимуровецсен штабĕ/ хыпарлать» рубрикăпа тĕрлĕ ялсенчи Тимур командисен ырă ĕçĕсемпе паллаштарнă. Ачасем Аркадий Гайдарăн «Тимурпа унăн команди» повеçри пекех ваттисене пулăшнă, çут çанталăк хуралĕнче тăнă, вырăнти Квакинсемпе кĕрешнĕ. Тĕлĕнмелле энтузиазм вĕресе тăнă çак юхăмра. Хаçат çавăн пекех ачасене куллен ĕçе вĕрентнĕ. «Вăрăм хăлхаллисен тусĕсем» рубрикăпа пичетленекен материалсем кроликсем валли читлĕхсем тума, вĕсене пăхма, пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама, тĕрĕс апатлантарма вĕрентнĕ. Çапла майпа ачасене ирĕксĕрлемесĕр ĕçе хăнăхтарнă. Çут çанталăк темине «Симĕс аптека» ярăм та тăснă. Эмел курăкĕ пуçтарса республика конкурсĕнче мала тухнă пионерсем Пĕтĕм Союзри «Артек» тата «Орленок» лагерьсене канма кайма тивĕçнĕ. Эй, мĕн кăна ӳсмест пирĕн таврара: вĕлтренрен пуçласа сар çип ути таранах… Çуллахи хĕвеллĕ кунсенче вĕсене пуçтар кăна – ан ӳркен! Нухрат та кĕсьере чăнкăртатĕ, чи хастаррине Хура тинĕс хумĕсем кĕтнĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене «Пионер сассин» пĕрремĕш редакторĕ Илья Алтын-Баш та, ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратнă Исаак Кириллов та ялан асра тытнă. Вĕсен халалĕсене Клим Сергеев, Мария Мареева, Галина Платонова, Владимир Федоров, Владислав Николаев, Алина Изман редакторсем малалла тăснă. Халĕ «Тантăш» тилхепине Елена Атаманова çирĕп тытса пырать. Унăн тĕп пулăшуçи Татьяна Филимонова журналистка хитре материалсем калăплать. Паянхи пăлхавăрлă кун хаçат уйрăмах ачасенче патриотлăх туйăмне çирĕплетнине каласа хăвармалла. «Пионер сасси» те, «Тантăш» та паттăр пионерсем çинчен очерксемпе тĕрленчĕксем çуллен пичетленĕ. Леня Голиков, Марат Казей, Зина Портнова, Валя Котик, Александр Чекалин ячĕсемпе шкулсенчи пионер дружинисем хисепленнĕ хăй вăхăтĕнче, вĕсен портречĕсем «Паттăрлăх пӳлĕмĕсенче» çакăнса тăнă. <...>
Анатолий АБРАМОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать