Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 44 (4965) № 27.11.2025
«Патриотлăхăн вунă чикки» форум çывăхлатрĕ
Патриотлăх теми аслă вĕренӳ учрежденийĕсемпе шкулсенче яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна республика шайĕнче пĕрремĕш хут йĕркеленĕ «Патриотлăхăн вунă чикки» форум та çирĕплетсе пачĕ. Чӳкĕн 22-мĕшĕнче тĕп хулари 65-мĕш шкулта иртнĕ мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Чăваш Енре Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкĕсене халалланă.
300 ЫТЛА ХАСТАР ПĔР ЫТАМРА ПУЛЧĔ
Форум кăçал пĕрремĕш хут кăна иртнĕ пулин те вăл 300 ытла хастара пĕр чăмăра пухрĕ. Çак йышра — вĕрентӳ, çамрăксен общество организацийĕсен, çарпа патриот клубĕсен, шырав отрячĕсен хастарĕсем. Унăн тĕллевĕ — çамрăксене пурнăçри пур енĕпе те патриотлăх туйăмне тарăн ăнланма тата ăна кăтартма хавхалантарасси. Мероприяти пуçланиччен форума çитнисем шкултах йĕркеленĕ тĕрлĕ интерактив тата конкурс лапамĕсене çитсе курнă. Акă Чăваш наци музейĕ «В этом письме остаюсь жив» куçса çӳрекен куравпа паллаштарнă. Форума çитнисен ун урлă фронтри çырусене, дневниксене, ӳкерчĕксене, Хĕрлĕ çар паттăрĕсен докуменчĕсемпе япалисене курма май пулнă. Çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. — Чăн-чăн патриот хăйĕн йăхтымарне, мăн аслашшĕсен еткерлĕхне пĕлет, хăй пурăнакан вырăна, ĕçне юратать. Чăваш Енре, ача садĕнченех пуçласа, эпир патриотла шухăшлакан, пур енчен аталаннă тата хастар гражданина — йăла-йĕркепе çирĕпленнĕ, Тăван çĕршыва юратакан, наукăпа культура тата экологи пĕрлĕхĕнче малашлăха çул хывма пултаракан çынна — çитĕнтеретпĕр. Патриотлăхăн кашни пайĕ чикĕсĕр майсем уçса парать: çемье — юрату, тимлĕх тата хӳтлĕх никĕсĕ, экологи — пирĕн сывлăх тата ытти те. Вĕсем пурте пĕр чăмăра пĕрлешеççĕ, ăна çирĕплетеççĕ, — тенĕ Олег Алексеевич форума хутшăнакансене.
ÇĔНТЕРӲÇĔСЕНЕ ПАЛĂРТНĂ, ПĔЛТЕРĔШЛИ ÇИНЧЕН КАЛАÇНĂ
Мероприяти ырă самантпа та асра юлнă. Шырав отрячĕсене пулăшма йĕркеленĕ ятарлă конкурса та пĕтĕмлетнĕ унта. Республика Пуçлăхĕн грантне Шупашкарти 5-мĕш гимнази, 37-мĕш, 39-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш, Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулсем, çавăн пекех И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» шырав отрячĕ, «Студенческий совет» çамрăксен общество организацийĕ, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕ тивĕçнĕ. Форумăн программи пуян пулнине те палăртмалла. Пухăннисем ятарлă çар операцине хутшăнакан Денис Андреевпа йĕркеленĕ пĕлтерĕшлĕ калаçăва тата патриотлăх енĕсемпе — çемье, истори, Тăван çĕршыва хӳтĕлесси, ыр кăмăллăх, культура, спорт, экологи, наука, педагогика, медиа — иртнĕ сессие хутшăннă, интерактивлă лапамсенче хăйсен пĕлĕвне тарăнлатнă.
АРИНЕ — МЕДИК ВОЛОНТЕР, ÇАМРĂК ГВАРДЕЕЦ
«Патриотлăхăн вунă чикки» форума хутшăннисенчен пĕри — Комсомольски округĕнчи 1-мĕш шкулта ăс пухакан Арине Гельметдинова. Вăл медик волонтер, çавăн пекех çамрăк гвардеец та. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл çак форума хутшăнни çинчен: — Форума тăваттăн кайрăмăр: директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Петр Родионов, истори вĕрентекенĕ Ирина Арбузова, вун пĕрмĕш класра ăс пухакан Тихон Алямшин тата эпĕ. Питĕ интереслĕ пулчĕ, пире килĕшрĕ, нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Денис Андреевпа йĕркеленĕ калаçу асра юлчĕ. Ун хыççăн пĕтĕмлетӳ турăм — кирек мĕнле йывăр пулин те малалла утмалла, — терĕ вăл. — Эпĕ «медиа» енĕпе ирттернĕ ăсталăх класне хутшăнтăм. Пирĕн спикер Алексей Енейкин журналист пулчĕ. Вăл чăваш халăхĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ăна итлеме интереслĕччĕ. Алексей Николаевич çул çӳреме кăмăллать. Вăл тĕрлĕ тăрăхра пулнине, гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернине те аса илчĕ тата ытти те, — пĕлтерчĕ Арине.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...












Комментировать