Чăваш хĕрарăмĕ 44 (1424) № 27.11.2025

27 Ноя, 2025

Чирлĕ ывăлне ура çине тăратнă

Унра çирĕплĕхпе аркатайми лăпкăлăх шайлашса тăраççĕ. Тепĕр тесен, Клара Тихоновăн йăваш пулма май çук: виçĕ ача, виçĕ ывăл амăшĕ вăл. Иккĕшĕ, аслисем — чĕре айĕнче тăхăр уйăх йăтса çӳренĕскерсем, кĕçĕнни — хӳтте илнĕскер. Ывăлĕсен сывлăхĕшĕн чылай кĕрешме, сахал мар йывăрлăха парăнтарма тивнĕ черчен хĕрарăмăн.

Чи асли Саша йĕркеллех çуралнă, тантăшĕсенчен нимпе те уйрăлса тăман. Анчах шкула кайма пуçласан унăн сывлăхĕ питĕ хавшанă — чипер утакан ачан ури кĕске вăхăтрах «х» сас палли евĕр кукăрăлнă. Канăçне çухатнă амăшĕ больницăсем тăрăх чупма пуçланă. Анчах специалистсем тĕпĕ-йĕрĕпе нимех те ăнлантарайман, Сашăн урине операци тума йышăннă. Палăртнă кун сыватмăша çитнĕ, анчах ачан сăмси юхнăран ăна хирург сĕтелĕ çине вырттарма хирĕçленĕ. Клара Владимировна тепĕр хут операцие çырăннă. Анчах хальхинче те ĕç тухман — Саша йывăç çинчен ӳксе урине хуçнă. Амăшĕ парăнман, виççĕмĕш хут черете тăнă. Каллех палăртнине пурнăçлама май килмен, ача килте вылянă самантрах тепĕр урине хуçнă. «Ку ывăлун урине операци тумалла маррине пĕлтерет-тĕр», — тенĕ тăванĕ Клара Тихоновăна. Хĕрарăм нумай шухăшласа айланман, документсене Мускаври больницăна ярса панă. Тепĕртакран унта тĕрĕсленме кайнă. «Тухтăрсем Сашăн пӳри япăх ĕçленине палăртрĕç. Çакна пула организмра кальципе фосфор тытăнса тăмаççĕ, унăн шăммисем çавăнпа çемçелнĕ-мĕн. Сашăна операци турĕç, сиплев йĕркине çырса пачĕç. Ывăл 18 çула çитичченех çав больницăра тĕрĕсленсе тăтăмăр. Халĕ вăл хăй тĕллĕнех пурăнать, çемьеллĕ. Пĕр предприятире инженер-конструкторта вăй хурать. Утнă май кăштах уксахлать, çапах ку чăрмантармасть», — чунне уçрĕ йывăрлăха парăнма хăнăхман хĕрарăм. Асли пĕве кĕрсен Клара Владимировна иккĕмĕш ывăлне Артема пурнăç парнеленĕ. Телее, вăл йĕркеллех аталанать. 12 çултискер паян шкул сукмакне такăрлатать. «Эпĕ нумай çул халăха социаллă пулăшу паракан центрта тăрăшрăм, ăнăçсăр çемьесемпе те хутшăннă. Эпĕ тимлекен çавнашкал пĕр çемьери кил хуçи арăмĕ çĕре кĕрсен ачисене хӳтте илес кăмăл пурччĕ. Анчах Артем пĕчĕкрех пулнăран палăртнине пурнăçлаймарăм. Çапах ку шухăша — тăлăх пепкене ашшĕ-амăшĕн хӳттине парассине — пăрахăçламарăм. Пĕррехинче ирхине вăрантăм та кун пирки мăшăра пĕлтертĕм. Вăл нимех те татăклăн каламасăрах ĕçе тухса кайрĕ. Шухăшлама вăхăт кирлĕ пулнă-тăр. Каçхине киле таврăнсан хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Кун хыççăн ача усрава илекенсен шкулне çӳреме пуçларăмăр, документсем пуçтартăмăр…» — каласа кăтартрĕ ырă чун-чĕреллĕ кил ăшши управçи. 2024 çулхи утă уйăхĕнче Тихоновсем-Игнатьевсем Шупашкарти Ача çуртне çул тытнă. Виççĕмĕш ывăлĕпе Святославпа паллашнă. Хайхискер йăпăр-япăр Клара Владимировнăн чĕрçи çине хăпарса ларнă, Юрий Григорьевич хăй патне чĕнсен унран та ютшăнман. «Куна пĕрле илсе каятпăр», — тенĕ иккĕленмесĕр çемье пуçĕ. Арçын ача сывлăх тĕлĕшпе хавшакрах пулни ним чухлĕ те шиклентермен мăшăра. Каларăм ĕнтĕ, йывăрлăха парăнма хăнăхман вĕсем. Святослав 6 уйăхра чухне пуç мимине юн кайнăран сусăрланса юлнă. Лайăх сипленĕ пулин те инкек йĕр хăварнă. Ачан куçĕ япăх курать, унччен утнă чухне кĕлетки пĕр еннелле тайăлнă, калаçас енĕпе те кăткăс пулнă. Халĕ 6 çултискер массаж туса çирĕплетнĕрен йĕркеллех утать, чĕлхи те уçăлса пырать майĕпен. «Кирек мĕнле пулсан та усрава илетпĕр», — тенĕ специалистсене çирĕппĕн Клара Владимировна. Туслă мăшăрăн аслă ачисем иккĕшĕ те чӳк уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мĕн тетĕр? Святослав та çак уйăхрах çуралнă! Çемье чӳкĕн 13-мĕшĕнче — Сашăн, 15-мĕшĕнче — Артемăн, 16-мĕшĕнче Святославăн уявне паллă тăвать. «Вăл чăннипех пирĕн», — тенĕ асли шăллĕн çуралнă кунне пĕлсен. Артем та аван йышăннă шăллĕне, вĕсем килте пĕр пӳлĕмрех кун кунлаççĕ. «Святослав мăшăрпа мана тӳрех «атте-анне» тесе чĕнме пуçларĕ. Килте ирттернĕ пĕрремĕш каçхине çĕрĕпех çывăраймарĕ вăл, унпа юнашар лартăм. Ирхине çеç кăтăш пултăмăр. Пĕчĕккĕн хăнăхрĕ. Тăван тĕпренчĕк пекех вăл пирĕншĕн. Тăван ашшĕпе амăшĕ пирки нумай пĕлместĕп. «Ачана тăрантарма май çукран ăна кунта хăваратăп», — çырнă амăшĕ Святослава Ача çуртне вырнаçтарнă чухне. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Атте парнеленĕ купăса халĕ те упратăп»

Антонина Лукинана ахальтен мар Раççей халăх артисткипе Лариса Долинăпа танлаштараççĕ. Вĕсене сăн-сăпатпа пĕрешкелтерех пулни çеç мар, пысăк пултарулăхпа ăсталăх та пĕрлештерет. Иккĕшĕ те пурнăçне юрă-кĕвĕ тĕнчине халаллани — пушшех. Эппин, тĕплĕнрех паллашар-ха хаçат тĕпелĕн хăнипе, Елчĕк тăрăхĕнчи Энтепе çĕрĕ çинче кун çути курнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе тата Композиторсен ассоциацийĕн хастарĕпе Антонина Лукинапа.

Пĕчĕкрен — халăх умĕнче

— Антонина Владимировна, эсир вун-вун юрă авторĕ кăна мар, ăста купăсçă та. Хăçан алла илтĕр çак инструмента?

— Мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕпе туслăччĕ, мĕншĕн тесен аттепе анне юрлама ăстаччĕ. Ĕлĕкрех ялсенче вăл е ку уява эрне тăршшĕпе паллă тунă. Вĕсем вара юрăкĕвĕсĕр иртмен. Хăна-вĕрле килте пуçтарăнсан, аттепе анне юрă тăссан эпир, пилĕк ачи, кашнинче вĕсене хăлха тăратса итлеттĕмĕр. Çывăх çыннăмăрсенченех юрăсене вĕренсе юлтăмăр. Халĕ те кĕрекере çав юрăсене шăрантармасăр киле саланмастпăр. Мана купăс сасси питĕ килĕшетчĕ. Аннене çак инструмента калама вĕренес кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Мĕн тетĕр? Пĕр хĕвеллĕ кун атте купăс парнелерĕ вĕт! Ун чухне эпĕ шкул çулне те çитменччĕ-ха, 6-раччĕ пуль. Малтанах хăш-пĕр аккорда купăсçăсем, çав шутра кӳршĕ, Владимир Клементьев та, кăтартрĕç. Кайран вара майĕпен хам тĕллĕнех пĕр-пĕр кĕвве янăраттарма хăнăхрăм. Анне кăмака патĕнче ĕçленĕ май: «Атя-ха, Тоня, çав-çав юрра шыраса пăхар-ха», — тетчĕ те эпĕ вара купăс пускăчĕсене хам пĕлнĕ пек пусса кĕвĕ шăрантараттăм. Çапла майпа сасăсене пĕр-пĕринпе килĕшнине е килĕшменнине ăнланакан пултăм. Вăхăт иртнĕ май мана кура анне те, шăллăмсем те алла купăс тытрĕç. Çемье ансамблĕ те пуçарнăччĕ хăй вăхăтĕнче. Александр Васильев юрăç ертсе пыракан «Выля, хут купăс» фестивале те хутшăннă эпир. Анчах та купăс калама пĕлни кăна маншăн çителĕксĕр пек туйăнчĕ-тĕр, аннепе музыка шкулне каясси пирки калаçрăм. Вара иксĕмĕр Шупашкарти 3-мĕш музыка интернат шкулне кайрăмăр. Экзаменсем тытнă хыççăн мана йышăнчĕç. 6 çул вĕрентĕм унта. Хыççăн Çĕрпӳ хулинчи культура училищинче пĕлĕве туптарăм. Сĕрме купăссăр пуçне мĕн пур музыка инструментне алла илтĕм, унсăр пуçне дирижер тата хор юрăçин ăсталăхĕсене те вĕрентĕм. Училищĕре вĕрсе каламалли инструмент калакан оркестр йĕркелерĕç. Хатĕрсене валеçес умĕн шăла тата тута-çăвара пăхрĕç. Мана труба шанса пачĕç. Паянхи кун та вĕрсе каламалли инструментран тăракан оркестра илтсен ӳт тăрăх «кăткăсем чупаççĕ», питĕ килĕштеретĕп ăна. Тĕрлĕ демонстрацие, уявсене хутшăнаттăмăр. Çынна пытарма та кайнă оркестрпа. Ираида Вдовина фольклорçа юлашки çула ăсатма та хутшăннăччĕ.

— Эсир Хусанта та вĕреннĕ.

— Çапла, Çĕрпӳри училищĕпе сыв пуллашсан Тутарстан тĕп хулине кайрăмăр аннепе. «Мана кунта килĕшмест, эпĕ кунта вĕренместĕп», — терĕм. «Атя, Тоня, чăт. Эсĕ кунта яланлăхах юлмастăн-çке, вĕренсе пĕтерсен таврăнатăн. Ăс пухни — хăвăншăн тăрăшни», — ăс пачĕ анне. Вара Хусанти культура институчĕн студенчĕ пулса тăтăм. Вĕренĕве вĕçлесен Шупашкара таврăнтăм. Ĕç шырама пуçларăм. 18-мĕш профтехучилищĕне музыка ертӳçине вырнаçрăм. Манăн, 24 çулти хĕрĕн, 18-19 çулти çамрăксемпе ĕçлеме тиврĕ. Хор йĕркелерĕм. Çăмăл марччĕ, вăрттăн йĕни те пулнă. Вăхăт иртсен чăваш хĕрĕсенчен «Пике» фольклор ушкăнĕ чăмăртарăм. Ун чухне районсенче пурĕ 31 училище пулнă. Николай Карлинпа Анатолий Музыкантов 4-мĕш училищĕре ĕçлетчĕç. Вĕсемпе тан тăрăшса пыраттăм. Конкурс-фестивальте вĕсем 1-мĕш вырăна тухсан эпĕ 2-мĕшне йышăнаттăмах. «Ух, çак, Антонина, епле маттур!» — тетчĕç паллă композиторсем. 59-мĕш шкулта та тăрăшрăм, унта «Тарават» ансамбль йĕркеленĕччĕ. Чылай мероприятие хутшăннă эпĕ. Шупашкара килнĕ ют çĕршыв çыннисене те кĕтсе илнĕ. Тепĕр чухне хăшĕ-пĕри эпĕ купăс каланинчен тĕлĕнсе алла чуптума ирĕк ыйтатчĕ. «Халĕ алла эрне çумастăп ĕнтĕ», — шӳтлеттĕм вара. Вăхăт иртсен, иккĕмĕш ачана çуратсан, Хыркассинчи Г.С.Лебедев ячĕллĕ ӳнер шкулне ĕçлеме ячĕç. «Тивлет» ячĕллĕ фольклор ушкăнне пуçартăм, 20 çул çак ĕçе пурнăçласа пыратăп. 50-а яхăн ачана юрă-кĕвĕ тĕнчипе паллаштаратăп. Тӳрех палăртам: вĕсем чăвашла пĕлмеççĕ. Çапах та чăваш юррисене вĕренсе шăрантаратпăр. — Çемйĕр пирки те пĕлес килет. — Мăшăрпа 30 çул ытла пĕр сукмакпа утатпăр. Вăл Ял хуçалăх министерствинче вăй хурать. Хĕрпе ывăл çитĕнтертĕмĕр. Асли — хĕр. Вăл çемйипе Салехард хулинче ĕçлесе пурăнать, 36 çулта. Ывăл Даниил, 26-рискер, Хусанта тĕпленчĕ. Авиаци институтĕнче аслă пĕлӳ илчĕ, халĕ наукăпа производство предприятийĕнче ĕçлет. Пирĕн хальлĕхе виçĕ мăнук çитĕнет. Хĕр çемйипе кашни çулах Чăваш Ене килсе çӳрет. Хамăр та хăнана кайкалатпăр. Халĕ чылай çăмăлрах Салехарда çитме — Хусантан самолетпа вĕçме май пур. Салехард—Хусан рейса уçнă чухне эпир тăхлачăпа шăпах пĕрремĕш пассажирсем пултăмăр. Çав рейса телекуравпах кĕтсе илнĕччĕ Хусанта. Эпир вара, видеокамера ӳкернине кура, алă сулса антăмăр.

— Эсир 3-мĕш класрах тăван килтен уйрăлса Шупашкарти интернат шкула вырнаçнă. Атте-аннесĕр епле-ха пурăнтăр?

— Пире воспитательсем астунă. Пĕр пӳлĕмре темиçен пурăнаттăмăр, пурте пĕр пек тумланса çӳреттĕмĕр. Апат çитернĕ, кĕнекесем валеçсе панă. Атте-анне тăтăшах килеймен. Пирĕн ялтан тĕп хулана автобус çӳреместчĕ, 7 километрта вырнаçнă Патăрьел тăрăхĕнчи Туçана утмаллаччĕ. Асфальт çулсем пулман ун чухне. Эпĕ ача чухне мĕн чухлĕ пылчăк çăрман пуль, çил-тăманра та утнă… Хама тăм илни те пулнă. Анне мана çурлан 31-мĕшĕнче леçетчĕ те каникул пуçлансан пырса илетчĕ. «Эпĕ тек килместĕп», — çапла каласа хăвараттăм кашнинчех интернатра. Манăн, пĕчĕкскерĕн, çапах та аннепе юнашар пурăнас килнĕ ĕнтĕ. «Атя, Тоня, вĕрен, хĕрĕм. Вĕренни хăвăншăн», — тетчĕ вăл йăпатса. Сыв пуллашнă чухне вăл та, эпĕ те вăрттăн йĕнĕ, паллах. Çав интернат унта пурăннă ачасемшĕн пурнăç шкулĕ пулса тăнă темелле. Пире лайăх çитернĕ, тумлантарнă, кӳрентермен. Галина Орлова воспитатель уйрăмах кăмăла каятчĕ. Вăл епле илемлĕ те килĕшӳллĕ тумланнине хĕпĕртесе сăнаттăм. Вăрттăн унăн туфлине те тăхăнса пăхаттăм. /Йăл кулать/. Интернат шкулта пире чăвашла калаçтарман, эпĕ вырăсла малтан пĕлмен, майĕпен вĕрентĕм. Мана чăвашла кăштах пĕлекен хĕрачапа вырнаçтарнăччĕ. Яла кайсан вара чăвашла калаçма йывăртарахчĕ. Халĕ, фольклор енĕпе ĕçленĕ май, кирек ăçта та тăван чĕлхепе хутшăнма тăрăшатăп. Килте ларма вăхăт çук — Аçăр парнеленĕ купăс упранать-и?

— Упранмасăр! Килте манăн виçĕ купăс, çав шутра — ача чухнехи те. Ун сасси кăштах пăсăлсан атте йĕркелесе паратчĕ. Пиçиххине те салтак пиçиххийĕпе улăштарнă. Ĕçре вара 9 инструмент. — Хăвăр çырнă пĕрремĕш юрра астăватăр-и?

— Унччен сăввине те, кĕввине те хам хайланă эпĕ. Кайран вара Римма Петровăн кĕнеки алла лекрĕ, шăпах унта хам калас текен сăмахсемлĕ сăвва тупрăм. «Анлăн сарăлса кайрĕ пурнăç урапи» ятлăскере кĕвĕлесе юрларăм. Вăл халăхра анлă сарăлчĕ. Вăхăт иртсен Василий Шихранов поэтпа тачă çыхăнса ĕçлеме пуçларăм, унпа чылай юрă хатĕрлесе итлекен патне çитертĕмĕр. Вĕсене çынсем хапăлласах йышăнаççĕ. Çав шутра — республика тулашĕнчи чăвашсем те. Çыртармалли юрăсем тата пур-ха.

— Пуçласа сцена çине тухни те асрах-тăр.

— Ача чухнех, музыка училищинче вĕренме пуçласан, тухнă ĕнтĕ. Хорта юрланă. Кайран училищĕре, институтра куракана савăнтарнă.

— Халăх умĕнче тахçанах хумханмастăр пулĕ?

— Унсăрăн, пăлханмасăр-хумханмасăр, май çук. Ĕмĕр тăршшĕпе сцена çине тухатăп пулин те. Хумханни кирлех, унсăрăн алран кайтăр тенĕн ĕçлени çеç. Сцена çинчен чаршав хыçне кĕрсен вара çунат хушăнать: куракансем алă çупнăран, ăшă сăмах хĕрхенменрен… Тата тепĕр самант пур — пĕр е темиçе юрă шăрантаратăн-и — вăй-хал пĕр пекех пĕтет. Ăна пĕтĕмпех куракана паратăн эсĕ.

— Хальхи эстрада юррисене итлетĕр-и? Вĕсене мĕнле хаклатăр?

— Тиркеместĕп. Манăн ун пек ирĕк те çук. Артистсем тăрăшни палăрать, маттурсем. Анчах ку кăна çителĕксĕр, чи кирли — пултарулăха халăх хапăл тутăр. Сцена çинче этика кирлĕ. Юлашки вăхăтра юрăçсем çарарах тумпа тухнине асăрхатăп. Чăвашăн культура, сăпайлăх малти вырăнта пулмалла. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Пике пулин те сăмахĕ çирĕп

Регина Николаева 2023 çултанпа волонтер пек Донбасри больницăсене çӳренĕ, ун хыççăн ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнти тылри районсенче салтаксене тактика медицинин вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра пике дрон операторне вĕренет.

Йышăну

— 2023 çулта Донецка пирвайхи хут кайнине нихăçан та манмăп: аманнисем — салтаксемпе мирлĕ çынсем — мĕн тери йышлăн пулнине курсан тĕлĕннипе çухалсах кайнăччĕ — каласа кăтартать Регина. — Наташа ятлă хĕрарăм та ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ: хирĕç тăру пыракан вырăн çывăхĕнчи хулара пурăннă вăл. Больницăна ăна, йăлтах юнпа вараланнăскере, илсе килчĕç. Юрать, шалти органĕсем унăн сиенленменччĕ, анчах урам варринче çурăлнă Украина снарячĕн ванчăкĕсем, асфальт татăкĕсем тата арканнă кантăк ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура вĕçне çитичченех амантнă. Чĕп-чĕрĕ юнлăскере васкавлă медпулăшу машининчен кăларчĕç. «Мĕн чухлĕ ĕçе туса çитереймерĕм, аннепе те сыв пуллашаймарăм, ачамсене кам çитĕнтерĕ-ши?» — хӳхлерĕ вăл хăйне тухтăрсем бинтпа чĕркенĕ вăхăтра. Эпĕ кайран ун патне палатăна тăтăш çӳрерĕм, нумай калаçрăмăр. 2014 çулта Донбасра йĕркесĕрлĕх, çар ĕçĕсем пуçланнă чухне Чăваш Енре çуралса ӳснĕ Регина Санкт-Петербургри политехника университетĕнче экономика енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускавра банкра вăй хунă. — Новороссия хулинче пыракан хирĕç тăру ман таврари çынсемпе ытларах та ытларах çыхăннине асăрхарăм ун чухне. Пĕр ĕçтешĕн тăванĕсем Донбасра пурăнатчĕç, лерен тухса кайнисем те пурччĕ, вĕсем хăрушă япаласемпе пулăмсем пирки каласа кăтартатчĕç, — сăмахне малалла тăсать харсăр хĕр. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Регинăпа унăн юлташĕсем çирĕп йышăну тунă: лару-тăрушăн куляннипе çеç çырлахмалла мар, ĕç пурнăçламалла.

— Пирĕн йăх çавнашкал, — йăл кулать вăл. — Аттепе аннен эпир — виççĕн, пурте хĕр. Эпĕ — вăтамми. Шухăшланине пурнăçа кĕртетпĕрех. Аттерен шăл йĕрекенсем те тупăнаççĕ: «хĕрарăм батальонĕ» çуратнă имĕш. Анчах та вăл яланах шӳтлекенрен çапла ыйтать: «Санăн ачусем мĕнле ĕç тума пултараççĕ-ха? Манăн хĕрсем тепĕр арçын ачаран та ирттереççĕ, кирлĕ тĕк — бетон та яраççĕ».

Хĕр пуçпа епле майпа пулăшу кӳреет-ха вăл салтаксемпе Тăван çĕршыва? Çак ыйту канăç паман Регинăна. Ăна хăй паллакан медсестра сĕнӳ панă: госпитальте яланах пулăшакансем кирлĕ-мĕн. Анчах та шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн малтан ятарлă пĕлӳ илмеллех. Пысăк чĕреллĕ пикепе унăн виçĕ юлташĕ медсестрасемпе медбратсене хатĕрлекен курссене çырăннă.

— Çур çул эпĕ ĕç хыççăн вĕренме çӳрерĕм. Анчах ку кăна çителĕксĕр пулнине ăнлантăм. Çĕнĕ йышши хĕç-пăшал кӳрекен сурансене тактика медицина мелĕсемпе кăна сиплеме май пур, — ăнлантарать медсестра. Салтаксене вĕрентет Регина тактика медицини енĕпе тӳлевлĕ курссенче вĕреннĕ. Ун чухнех çапăçу пыракан вырăнсен çывăхĕнче вырнаçнă госпитальсене çӳреме пуçланă вăл. Ĕçрен отпуск илсен кашнинчех Донбаса çул тытнă. Хĕр Донецк тата Луганск больницисенче ĕçленĕ, опыт пухăннă май Руся позывнойлă волонтер Регинăна 2024 çулта çĕнĕ ĕç сĕннĕ. Çав çулах волонтер салтаксене тактика медицинине вĕрентме пуçланă. Анчах кун пирки çырса кăтартасси çеç çăмăл… — Пĕлетĕр-и, малти линирен штурмовиксем мĕнлерех таврăнаççĕ? Ĕшенсе, тарăхса. Вĕсен пĕр эрне лăпкăн çывăрса тăранасчĕ… Кунта вара эпĕ — хамăн бинтсемпе тата турникетсемпе. «Хĕрачи, эсĕ пире мĕне вĕрентме пултарăн-ши ĕнтĕ?» — тени те пулнă, — аса илет Регина. Чылай чухне çамрăкскерĕн кăмăл çирĕплĕхне кăтартма, тăваттăмĕш çул тăшмана хирĕç кĕрешсе вут-çулăмпа туптаннă салтака суранлансан тĕрĕс вырнаçтарнă жгут татăкĕ пурнăçа çăлса хăварнине ĕнентерме тивнĕ. Кăткăс пулин те парăнман чăваш хĕрĕ. Вăл темиçе хут та Запорожье облаçĕнче вырнаçнă полигона кайса ытти волонтерпа пĕрле «Днепр» çар çыннисен ушкăнне такти ка медицинине вĕрентнĕ. Опытлăскерсемпе ĕçленĕ май вăл яланах пĕр тĕслĕхе аса илнĕ: — Пĕррехинче Донецкри больницăра аманнă çамрăкăн суранĕсене çыхрăм, ăна тыла илсе каймаллаччĕ. Тăшман дронĕ асăрханă яша, — каласа кăтартать Регина. — Вăл пылчăкпа вараланса пĕтнĕччĕ, çулăмпа пиçнĕччĕ, тумĕ çĕтĕк-çурăка çаврăннă... Анчах чи хăрушши — артери татăлни. Юрать, çав ача жгут лартса хăйне вилĕмрен çăлса хăварнă, юна юхма чарнă. Эпĕ жгута улăштармасăрах госпитале ăсатрăм яша. Вĕрентнĕ чухне ку пулăм пирки тăтăшах каласа параттăм. Занятисене çапла ирттернĕ Регина: иртен пуçласа кăнтăрлаччен блиндажра çĕршыв хӳтĕлевçисене теорипе çăлăнăç алгоритмĕсем пирки каласа кăтартнă. Апатланнă хыççăн уй-хирте тренировка иртнĕ. Салтаксем хăйсене тата «аманнă» тусне пĕрремĕш пулăшу пама вĕреннĕ. Кунсăр пуçне суранланнине эвакуацилессине те тимлĕх уйăрнă. — Позывной манăн ятпа пĕрешкел, çĕнни шухăшласа кăларас темерĕм, — тет хĕр. — Çавăн пекех ĕçлеме тăрăшрăм — ытлашши сăмахламасăр, курнăçмасăр. Анчах та кăмăл-туйăма яланах çирĕп тытма май килмест. Уйрăмах салтаксенчен чуна пырса тивекен историсем илтсен. Çапах та хавхалантаракан самантсем те пулса иртеççĕ унта. Пĕррехинче Регина арканнă çурт çывăхĕнче хĕп-хĕрлĕ тюльпансене асăрханă. Ку вырăна нумаях пулмасть çеç ирĕке кăларнă, саперсем тĕрĕслесе ĕлкĕреймен-ха — салтаксем чечек патне пымалла маррине ăнлантарнă. Темиçе сехетрен вара ăна илемлĕ тюльпан çыххи тыттарнă… <...>

Светлана ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.