Çамрăксен хаçачĕ 44 (6595) № 27.11.2025

27 Ноя, 2025

Йăх тымарне 11 сыпăк таран тĕпченĕ

Нумай ача амăшĕ пулма пĕрре те çăмăл мар. 9 пепке ӳстерме пушшех те. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Шишовсен шăпах çавăн чухлĕ ача çитĕнет. 2019 çулта çемье управçине Ольга Анатольевнăна Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе наградăланă. Çав çулах Шишовсем «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтернĕ. Республика чысне çĕршыв шайĕнче хӳтĕленĕ.

Ашшĕ-амăшĕ пилленĕ Сергейпа Ольга 20 çул ытла алла-аллăн, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа, йывăрлăхсене пĕрле парăнтарса пурнăçăн анлă çулĕпе утаççĕ. Мăшăр пĕр шкула çӳренĕ, пĕр класра ăс пухнă, вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пынă. Аслă классенче Сергее класăн президентне суйланă, Ольга унăн пулăшуçи пулнă. Çакă çамрăксене пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма май панă. Ольга нимĕçле лайăх пĕлнĕ. Учительсем ăна ют çĕршыв чĕлхи вĕрентекен пулма сĕннĕ. Ольга çапла тунă та. Шкул хыççăн М.А.Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх педагогика университетне документсем кайса панă. Çав вăхăтра шăпах дефектологи факультетĕнче экзаменсем пынă. Ольга та унта хăйне тĕрĕслесе пăхма шухăшланă. Вăл дефектолог-логопед пулма çирĕп йышăну тунă. Унччен маларах Ольга пĕтĕмпех Турă ирĕкĕпе пулса пыма кĕлĕ вуланă. Çӳлти аттемĕр ăна илтнĕ, тĕрĕс çул çине илсе пынă. — Чунра нимĕнле иккĕленӳ те пулмарĕ. Çавăн чухне хамăн шухăша улăштарса тĕрĕс мар йышăну турăм тесе паянхи кун та ӳкĕнместĕп. Мана çак профессире ĕçлеме килĕшет, — чуна уçса калаçрĕ нумай ача амăшĕ. Университетран вĕренсе тухсан Ольга пĕр вăхăт телекуравра дикторта ĕçленĕ. Çапах ăна логопед-дефектолог профессийĕ илĕртнĕ. Пĕррехинче Ольга салтакран таврăннă Сергее хулара тĕл пулнă. Темиçе çул пĕрпĕрне курман çамрăксен калаçмалли-ыйтмалли чылай пухăннă. Ольгăпа Сергей вăхăт шутне те маннă, пĕр-пĕринчен уйрăлма пĕлмен. Çавăнтанпа çамрăксем ытларах тĕл пулма тытăннă. Икĕ чĕрере часах юрату хĕлхемĕ ялкăшнă. Çамрăксене мăшăрланма ашшĕ-амăшĕ пилленĕ. Ольгăпа Сергей 2003 çулта пĕрлешнĕ. Кăçал вĕсем çемье чăмăртанăранпа 22 çул çитнине паллă тунă. Иккĕшĕ те сахал ачаллă çемьере ӳснĕ. Ольгăн йăмăк пулнă. Сергей — пĕртен-пĕр ывăл. Çавăнпа Шишовсем нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ пулнипе питĕ кăмăллă. Çемье тĕне ĕненет. Кашни çулах Шишовсем Дивеевăри Серафим ячĕллĕ хĕрарăм мăнастирне çитме тăрăшаççĕ. Вăл — çемьен юратнă вырăнĕ. — Пĕрлешсенех пирĕн ача пулмарĕ. Паллах, пăшăрхантăмăр. Дивеевăри мăнастире кайрăмăр. Çветтуйăн сăваплă турăшĕ умĕнче пуç тайрăмăр. Таса Турă Амăшне кĕлĕ турăмăр. Иккĕмĕш хут мăнастире кайсан амăшĕ пулассине пĕлтĕм. Çапла 2005 çулта пирĕн пĕрремĕш ывăл çуралчĕ. Эпир ăна Серафим ят хутăмăр, — пĕлтерчĕ Ольга Анатольевна. Çемье ача сачĕ Виçĕ ача çуратсан Шишовсем çемье ача сачĕ уçнă. Çакă шкулчченхи вĕренӳ учрежденисенче вырăн çитменнине татса панă çеç мар, ашшĕ-амăшне те ачисенчен уйрăлмасăр, вĕсене тĕрĕс воспитани парса аталанмашкăн майсем тума пулăшнă. Педагог пĕлĕвне илнĕ Ольга вĕренӳ программине хатĕрленĕ. Вăхăт иртсен ывăлĕпе хĕрĕсем уявсем тĕлне сценарисем çырма тытăннă. Хăйсемех йĕркеленĕ, ертсе пынă, костюмсем çĕленĕ, сцена çинче вылянă. 10 çултан чун тĕпренчĕкĕсем ӳссе çитсен, хушма пĕлӳ илме майсем ытларах тупăнсан Шишовсем ача садне хупма йышăннă. Халĕ туслă çемьере 6 ывăлпа 3 хĕр çитĕнет: Серафим, Савва, Георгий, Тихон, Ефрем, Ефим тата София, Мария, Анисия. Асли — 20-ре, кĕçĕнни — 3-ре. Серафим, Савва тата Георгий спортпа туслă. Ашшĕ ывăлĕсене кĕрешӳ мелĕсене хăнăхтарать. Сăрт-ту велоспорчĕпе кăсăкланаççĕ. Кил хуçи юридици пĕлĕвĕ илнĕ, предпринимательте тăрăшать: туризмпа кану валли çи-пуçпа тĕрлĕ хатĕр сутать. Çемье хастар та пултаруллă. Кашнин хăйĕн кăсăкланăвĕ. Ачасем хорта юрлаççĕ, музыка инструменчĕсене алла илеççĕ. София сĕрме купăс калать, Мария кашăкпа вылямалли ансамбле çӳрет. Серафим гитара, фортепиано калать, чиркӳ чанне янратма пĕлет. Георгий — балалайка, Савва кларнет юратать. Хĕрĕсем ӳкерме кăмăллаççĕ. Кĕçĕнни Анисия балет студине çӳрет. Шишовсем ачисене православи календарĕпе ят хурса тĕне кĕртнĕ. «Кашни пепке кун çути курсанах хушма вăй тупăнать. Хăватланса каятпăр. Хамăр вăйсене пĕрлештеретпĕр, ун чухне темĕнле йывăрлăх та çăмăл туйăнать», — терĕ çемье пуçĕ. Ольга Анатольевна 9 ача çитĕнтерни пĕр-пĕрне ăнланма, юратма, пулăшма пултарнинчен килнине пĕлтерчĕ. Тулли çемьере, килĕшӳпе юрату хуçаланакан çуртра ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те телейлĕ. Шишовсем тĕрлĕ конкурсра палăрнă, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ. — Çăмăл мар вăхăтра эпир те аякра тăраймастпăр. Май пур таран хамăр ентешсене пулăшса тăратпăр. Мăшăр çи-пуçпа, кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерет. Анне чăлха-нуски çыхать. Ачасем салтаксем валли çырусем шăрçалаççĕ, открыткăсем ăсталаççĕ. Пурте пĕрле пулăшма тăрăшатпăр, — пĕлтерчĕ Ольга Анатольевна. Йăх йывăççи Сакăр çулта чухне Ольга йăх тымарĕпе кăсăкланма пуçланă. Паянхи кун тĕлне вăл тăванĕсене 11 сыпăк таран тĕпченĕ. Халĕ ачисем çак ĕçе малалла тăсаççĕ. — Пĕчĕккĕ чухнех кукамайпа тата кукаçипе вĕсем сывă-чĕрĕ чухне калаçса юлас терĕм. Вĕсем вăрçă çулĕсенче епле пурăннă, мĕнле теттесемпе вылянă, пĕр-пĕрне мĕншĕн килĕштернĕ, çемье çавăрас тенĕ — пĕтĕмпех пĕлес килетчĕ. Кайран вĕсем çинчен хамăн ачасене каласа парăп теттĕм. Çапла йăх йывăççине тĕпчеме пуçларăм. Тăвансенчен вĕсем мĕнле пурăнни çинчен ыйтрăм. Çемье историне тетраде çырса пытăм. Çак ĕç паянхи кун та пырать. Йăх йывăççине эпир 1719 çултан пуçласа тĕпченĕ, архив хучĕсене тишкернĕ. Пирĕн çемьен виçĕ томлă кĕнеке пур, — калаçрĕ 9 ача амăшĕ. Ольга Шишова çемьери пĕр истори пирки те аса илчĕ: «Йăх йывăççине тĕпченĕ май пирĕн çемье Александр Пушкин çыравçăпа çыхăннине тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Мăн асанне нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Пиллĕкĕн ӳснĕ. Çемье Болдино хулинче, Пушкинăн именийĕнче, пурăннă. Çавăн пекех кукка Вениамин Михайлович Андриян Николаев çемйине лайăх пĕлнĕ. Унăн амăшĕпе тата шăллĕпе Петрпа калаçнă». <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Самант чăнлăхĕ — илемлĕ кадрсенче»

КРАСНОАРМЕЙСКИ ЯЛĔНЧЕ ÇУРАЛСА ӲСНĔ АНАСТАСИЯ ТУЙКАЧЕВА ФОТОГРАФ ПУЛАССИ ÇИНЧЕН ĔМĔТЛЕНМЕН. ĂНА ТĔРЛĔ ПРОФЕССИ ИЛĔРТНĔ. ЛАВККАРА ĂНСĂРТРАН ФОТОАППАРАТ АСĂРХАНĂ ХЫÇÇĂН ХĔРЕ СĂН ӲКЕРЧĔКСЕН ТĔНЧИ ТЫТКĂНЛАНĂ.

— 11 класс хыççăн Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетне вĕренме кĕтĕм. Фотограф профессийĕ патне çул вăрăм пулчĕ. Атте çамрăк чухне çак ĕçе юрататчĕ, кашни саманта асра хăварма тăрăшатчĕ, сăн ӳкерчĕксене пичетлесе кăларатчĕ. Унăн фотоаппаратпа видеокамера пулнă. Йăмăка та пленкăллă фотоаппарат парнеленĕччĕ. Эпир ăна пур çĕре те йăтса çӳреттĕмĕр, сăн ӳкерчĕксене çĕршер хут та пăхса тухса хавхаланаттăмăр. Интереслĕ пек туйăнатчĕ, анчах чуна пысăк витĕм кӳменччĕ.

— Хăçантанпа çак ĕçре тăрăшатăн?

— Профессионал фотографра 9 çул ĕçлетĕп. Пĕрремĕш фотоаппарата чылай маларах туяннăччĕ. 2011 çулта хамăн туя хатĕрленни тĕп самант пулчĕ темелле. Пĕлтерĕшлĕ пулăма асра хăварас килетчĕ, çавăнпа фотограф суйласа чылай вăхăт иртрĕ. Ун чухне Шупашкарта профессионал сахалччĕ. Вĕсен ĕçĕсене тишкертĕм, танлаштартăм. Çавăн чухне илемлĕ ӳкерес шухăш пуçа пырса кĕчĕ. Хама килĕшекен фотограф тупрăмах. Вăл маншăн чăн-чăн хавхалану пулса тăчĕ. Мана унăн сăн ӳкерчĕкĕсем çеç мар, хăйĕн профессине чунтан парăнни тĕлĕнтерчĕ. Вăл маншăн сăн ӳкерчĕксен тĕнчине уçрĕ тесен те йăнăш мар. Туй хыççăн техника лавккине кĕтĕм те фотоаппарат асăрхарăм. Сутуçăран ăна кăтартма ыйтрăм. Ăна алла тытсан ӳт-пӳ сăрăлтатса кайрĕ. Объектив витĕр курăнакан тĕнче пачах урăхла пек туйăнчĕ. Темле асамлăх туйăмĕ пулчĕ ку. Çакăн хыççăн урăх нимĕн çинчен шухăшламарăм — мана шăпах çак фотоаппарат кирлĕччĕ. Укçа-тенкĕ нумай марччĕ, ку япалана туянни çĕнĕ утăм пулса тăчĕ. Эпĕ хаклă фотоаппарат илме шухăш тытни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Çакă профессие çаврăнасса хам та шухăшламанччĕ. Малтанхи вăхăтра ывăлăма, çут çанталăка, чечексене, ырă самантсене ӳкереттĕм. Кайран çакă манăн ĕç пулса тăчĕ.

— Фотоаппарат çинчен каласа парсам.

— Ăна 2012 çулхи çулла туянтăм. Ун çинчен чылай вăхăт ĕмĕтленсе çӳрерĕм — фотограф пулас килнипе мар, пурнăçри илемлĕ самантсене асра хăварас килнĕрен. Икĕ объективлă профессионаллă фотокамера маншăн темĕнле асамлă япала пек туйăнатчĕ. Питĕ лайăх ӳкерчĕксем пулатчĕç. Кашни кадртан чун хăпартланатчĕ. Кайран çĕннине туянсан вăл маншăн «чун тĕпренчĕкĕ» пулса тăнăччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çĕнĕ техникăна хăнăхрăм. Халĕ виççĕмĕш фотокамерăпа усă куратăп. Кашниех — манăн кун-çулăн çĕнĕ тапхăрĕ.

— Малтанхи сăн ӳкерчĕксене астăватăн-и?

— Малтанхи кадрсем кичемрех пулчĕç. Фотоаппарата илсессĕн стенасене, сĕтел çинчи япаласене тата ыттине ӳкертĕм. Камера мĕнле ĕçленине тĕрĕслерĕм. Унпа усă курмах пĕлеймен те, шедеврсемех тăвайман.

— Сăн ӳкерчĕксем тăвас ĕçе вĕреннĕ-и?

— Малтанхи вăхăтра хам валли кăна ӳкереттĕм, кайран ку пурнăçăн пысăк пайĕ пулса тăчĕ. Тахăш самантра ăнлантăм: фотоаппарат вăй-хăватне уçма пĕлӳ çитмест. 4-5 çул хам тĕллĕн аппалантăм, профессионал пулас килетчĕ. Пурнăçа сăн ӳкерчĕксен тĕнчипе çыхăнтарас шухăшпа вĕренме кайрăм: «Геометри» фотошкулта ăс пухрăм, унта сăн ӳкерчĕксем тумалли тĕп мелсене алла илтĕм. Ретуш тăвассине тарăннăн вĕрентĕм, паллă фотографсен ăсталăх класĕсене çӳрерĕм, Питĕрти паллă эксперт патĕнче пултăм, тĕрлĕ курсра пĕлĕве аталантартăм. Пĕтĕмпех практикăпа çыхăнтартăм, чылай вăхăт опыт пухрăм. Кашни сăн ӳкерчĕкре ăсталăх ӳсрĕ. Малтанхи вăхăтра час-часах тӳлевсĕр ӳкереттĕм, фотосессисем ирттереттĕм.

— Юратнă фотографсем пур-и?

— Раççейри тĕрлĕ хулари профессионалсен ĕçĕсене пăхатăп. Вĕсен стильне, туйăмсене мĕнле кăтартнине сăнама интереслĕ. Хăш-пĕр чухне уйрăм авторпа мар, лару-тăрупа хавхаланатăп — кăмăл-туйăма мĕнлерех ӳкернине, унти вăя, тарăнлăхне тишкеретĕп. Ман шутпа, кашни фотографран мĕн те пулин илме пулать, тĕрлĕ ăстан ĕçĕсене сăнани тавра курăма аталантарать. Çĕннине шыракан, нумай вĕренекен ĕçтешсене уйрăмах хисеплетĕп. Хам та тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшатăп.

— Сăн ӳкерчĕксем тума мĕн хавхалантарать?

— Паллах, çынсем. Вĕсен пурнăç историйĕсем, туйăмĕсем... Тепĕр чухне урампа утакана куратăн та, чунра темле вăй хĕлхемленет, сăн ӳкерес кăмăл çуралать. Эпĕ темĕнпе те хавхаланатăп: стена, тĕм, йывăç, çутă пайăрки... Куç пĕр-пĕр япалана е пулăма «çаклатрĕ» тĕк пуçра ӳкерчĕк çуралать. Час-часах ятарлă приложенири тата тĕрлĕ фотографăн ĕçĕсене пăхатăп — çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Анчах, тӳррипе каласан, хавхаланусăр вăхăт çукпа танах. Хăвăн ĕçе питĕ юрататăн тăк урăхла пулмасть ĕнтĕ.

— Фотоӳнерĕн хăш жанрĕ чуна çывăх?

— Çынна сăнласа памалли ӳкерчĕксене кăмăллатăп, чĕрĕ хутшăнура чăн-чăн туйăмсене кăтартма май пур. Портрет, бизнес валли контент тума, çемьесене, юрату историйĕсене ӳкерме юрататăп. Чи кирли — вăй-хал, хускану пултăр, чунри хастарлăх хуçалантăр. Çынсене сăнама питĕ кăсăклă: куçсем çиçни, пите йăл кулă илемлетни, самант чăнлăхĕ тĕлĕнмелле илемлĕ кадрсем тума пулăшаççĕ. Пейзаж тума йывăртарах. Çут çанталăк — идеал, ăна хам курнă пек кăтартса пама май çук пек туйăнать. Çавăнпа унпа киленме çеç кăмăллатăп. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Килти кухньăра» хатĕрленĕ типĕ яшка тутлă

«Йăлтах фронт валли, йăлтах Çĕнтерӳ валли!» Çак чĕнĕве мала хурса тăрăшнă тылра ĕçлекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче. Паян та ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра салтаксене пулăшакан сахал мар. «Чăваш Енĕн килти кухни» волонтерсен ушкăнĕ ентешсем валли типĕ яшка хатĕрлет.

9 тĕрлĕ апат Ырă ĕçе хастарсем çулталăк каялла пуçăннă. Ăна Сильва Антонова волонтер йĕркелесе янă. Малтанхи вăхăтра пиллĕкĕн çеç пулнă. Унтан йыша тĕрлĕ округсем хутшăннă. Хăйсен хуçалăхĕнчи пахча çимĕçпе тивĕçтернĕ.

— Типĕ яшка валли çимĕç пухасси çинчен соцсетьри ушкăнсене пĕлтерӳсем вырнаçтартăмăр. Нумайăшĕ пулăшас кăмăла пĕлтерчĕ. Халĕ пирĕн йышра — Элĕк, Пăрачкав, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ тăрăхĕсенчисем. Кашни округрах пахча çимĕçе 2-3 çын типĕтет. Элĕк округĕнчи Çулавăçри «кĕмĕл» волонтерсем çавăн пекех йӳçĕтнĕ купăста хатĕрлеççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн йыша Шупашкар округĕнчи Çĕньялти Любовь Федотова хушăнчĕ. Вăл пулă яшки валли çимĕçсем типĕтет, — ушкăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Сильва Владимировна. Волонтерсем 9 тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ: борщ, пăрçа, кăмпа, пулă, вермишельпе чăх яшки, рассольник, харчо, какайпа хура тул тата çĕр улми нимĕрĕ. Купăстапа, кишĕрпе, çĕр улмипе тата ыттипе тивĕçтереççĕ. Хуларан аякра пурăнакансем те илсе çитереççĕ е камран та пулин парса яраççĕ. Пахча çимĕçе пĕçереççĕ, типĕтеççĕ. Унтан Ирина Максимовăпа Татьяна Краснова волонтерсем пайласа хутаçсене тирпейлесе хураççĕ. Сильва Антонова хатĕр çимĕçе СВОна ярса пама хатĕрлет. Хăй те пахча çимĕç типĕтет.

— Пирĕн ушкăнра ырă чунлă çын чылай. Чи хастаррисем — 30-40 çын. Кам укçан пулăшать, кам пахча çимĕç типĕтет. Аш-какай туянатпăр. 4 тĕрлĕ аш-пăш яратпăр. Çавăн пекех апата тутă кĕртмешкĕн тăвар, техĕмлĕхсем туянатпăр. Кашни курупкăна типĕ яшкапа пĕрле кучченеç хуратпăр: сухари, майонез, пыл, килте хатĕрленĕ салат, лечо, варени. Çавăн пекех салфеткăсем, ачасен çырăвĕсене парса яратпăр. Салтаксем кил ăшшине туйччăр. Посылкăсене СВОна волонтерсем е салтаксен тăванĕсем, отпуска килекенсем илсе каяççĕ. Вĕсем пире хăçан каясси пирки, мĕн чухлĕ курупка хатĕрлемелли çинчен маларах пĕлтереççĕ. Хамăр та леçетпĕр. Волонтерсен ытти организацийĕпе те çыхăнатпăр. «Чăваш Енĕн çирĕп тылĕ» ушкăнпа паянхи кун та килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пирĕн яшкасене салтаксем ырлаççĕ, ыйтаççĕ. Чăваш полкĕнчи ентешсем вĕсене питĕ кĕтеççĕ. Сăмах май, «Поток» операцие хутшăннисем газ пăрăхĕпе утнă чухне хăйсемпе пĕрле пирĕн яшкасене илнĕ. Çимĕç тутлă пултăр тесе хĕрсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Интернетра рецепт нумай. Сăмахран, Татьяна Краснова хĕл валли улма-çырла, пахча çимĕç типĕтет. Çапла пĕр-пĕрне ăнлантарса, пĕр-пĕринчен вĕренсе опыт илсе пытăмăр. Хĕрсем пурте чуна парса ĕçлеççĕ. Ятарлă çар операцийĕнче манăн никам та çук, çапах çĕршывшăн çăмăл мар вăхăтра ниепле те аякра тăраймастăп. Амăшĕсем, кукамăшĕ-асламăшĕ хăйсен ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн пăшăрханнине, вĕсене мĕнле майпа та пулин пулăшасшăн çунаççĕ. Волонтер ушкăнне йĕркелесен çавăн пек тĕллев лартрăм. Типĕ яшка хатĕрлесси çăмăл ĕç мар. Пахча çимĕçе типĕтме 12 сехет кирлĕ. Унтан ăна аш арманĕ витĕр кăлармалла. Кашни пĕрче лайăх типĕтмелле, унсăрăн çимĕç пăсăлма пултарать. Çак ĕçе тума пурте тӳсĕмлĕх çитереймеççĕ, чăтăмлисем кăна юлаççĕ. Пирĕн йышра пĕрремĕш кунранпах ĕçлекенсем те пур. Ытларах — аслă ӳсĕмрисем. Хăшĕ-пĕрин ывăлĕ, мăнукĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. СВО пуçланнăранпа ют çынсем юлташран е тăванран çывăхрах пулса тăчĕç. Эпир салтаксене пулăшас тĕллевпе малалла та тăрăшăпăр, — пытармарĕ волонтер. Ыр кăмăллăх ĕçĕнчен Сильва Антоновăн мăшăрĕ те, ачисем те юлмаççĕ. Вĕсем пахча çимĕç типĕтеççĕ, йывăр михĕсене йăтаççĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.