Чăвашла верси
Русская версия
Сывламан кушак пурнăçне те çăлса хăварнă
Ку инкек кăçал утă уйăхĕнчи Шупашкарти нумай хутлă çуртра пулнă — пĕр хваттерте «хĕрлĕ автан» ташлама пуçланă. Пушарнăйсем тĕтĕм сарăлнă подъездран 18 çынна тухма пулăшнă, 6-шне ятарлă хатĕрсемпе усă курса кăларнă. Анчах та çулăмпа сĕрĕмрен пурте çăлăнайман-мĕн…
«Эпир вырăна çитнĕ самантра унта 4-мĕш пушарпа çăлав чаçĕ ĕçлетчĕ ĕнтĕ. Пушар алхасакан хваттере кĕтĕмĕр, тата такам юлман-ши тесе шырама пикентĕмĕр. Çулăма сӳнтерсе кантăксене уçса уçăлтартăмăр. Çавăн чухне шăпах тăнсăр пулнă кушака асăрхарăм», — каласа кăтартать тĕп хулари 6-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн караул ертӳçи Александр Скворцов. Шурă мăр-мăр балкон çинче çăлăнасшăн пулнă ахăртнех, анчах сĕрĕмпе наркăмăшланнă. Хускалмасăр выртаканскерпе мĕн тумалли пирки нумай шухăшламан Александр, чĕр чуна тăна кĕртме тăрăшнă. «Эпĕ кушака асăрханă чухне вăл сывламастчĕ. Пĕр минут çурă чĕрипе ӳпкине массаж тунă хыççăн нуша курнăскер куçне уçрĕ. Ăна уçă сывлăша йăтса тухрăм, хуçине тыттартăм, — калаçăва малалла тăсать пушарнăй. — Хальччен миçе чĕр чуна çăлнине калаймастăп, шутламан. 15 çул пушар хуралĕнче вăй хуратăп та… тем те пулнă. Ĕçтешсемпе яланах професси тĕлĕшĕнчен çĕнĕлĕхсене ăса хывма тăрăшатпăр». Скворцов отрядĕнчи çăлавçăсем тăватă ураллă туссене пулăшнă тĕслĕхсем унччен те пулман мар. Вĕсем шар курнă чĕр чунсене тăна кĕме пулăшмалли мелсене ăса хываççĕ, ятарлă литература тишкереççĕ. Ахальтен мар. Пурнăçра кирлĕ вĕсем. «Çăлавçă пуласси — ача чухне ĕмĕтленнĕ професси мар. Директор ĕçĕ илĕртетчĕ, — паллаштарать хăйĕнпе хастар та харсăрскер. — Анчах çитĕнсен ăнлантăм: манăн çынна пулăшас килет. Хăрушлăх шиклентермест. Хĕсметрен таврăнсан инкассаторта тăрăшрăм. Унтан, 2010 çулта, пушар хуралне вырнаçрăм. Унта ĕçе кĕрес тĕллевлисем питĕ нумайччĕ, çавăнпа ман пата документсене панă хыççăн çур çултан кăна шăнкăравларĕç. Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш пушар чаçне йышăнчĕç. Унта 12 çул ĕçлерĕм. Тĕп хулари 6-мĕш чаçе виçĕ çул каялла вырнаçрăм. Халĕ иккĕленместĕп: эпĕ хам вырăнта. Çынна пулăшасси — тĕнчери чи пархатарлă тивĕç». Вăл пĕрремĕш хут пушар сӳнтерме кайнине те аса илет. Çĕрле 2 сехетре çула тухнă — Кӳкеç поселокĕнче çурта вут хыпнă. Ирхи 7 сехетчен çулăмпа кĕрешнĕ пушарнăйсем.
Вĕсем çитнĕ чухне вăл шалта алхаснă. Кил хуçисем тухса ĕлкĕреймен, çăлавçăсем кайран икĕ виле тупнă. Паллах, кунашкал профессире кашни утăмра — хăрушлăх. Ку ĕçпе çыхăннисен вут-хĕм пĕçертнине, шикленĕве, кулянăва тата ыттине те чăтса ирттерме тивет. «Кун пирки эпир калаçмастпăр: анчах тепĕр чухне мĕн тери йывăр самантсем пулаççĕ. Уйрăмах – пушарта ачасем вилсен. Эпир ку ыратăва, пăшăрханăва хамăрта тытатпăр. Хăшĕ-пĕри чăтаймасăр ĕçрен каять. Пĕррехинче эпĕ çунакан хваттертен 4 çулти хĕрачана илсе тухса тухтăрсене патăм. Вĕсем пĕчĕкскерĕн чĕри тапманнине пĕлтерчĕç… Кун хыççăн килте виçĕ кун никампа та калаçаймарăм, — чунне уçать 39 çулти Александр. — Киносенче çăлавçă çурта кĕрет те пӳлĕмсене тĕрĕслет. Чăн пурнăçра пачах урăхла: йăлтах тĕтĕм ăшĕнче, нимĕн те курăнмасть. Эпир тĕттĕмре упаленсе çынсене шыратпăр. Хамăр çинче йывăр костюмсем, сывламалли аппарат, вĕсем хускалма чăрмантараççĕ. Ура çине тăрас — çӳлте тата шăрăхрах, тĕтĕм те çăрарах. Урайĕнче çынна тупсан ăна тĕрĕс тытса илсе тухма пĕлмелле. Уринчен сĕтĕрме юрамасть, сăмахран. Хул айĕнчен тытмалла», — ăнлантарать хăш-пĕр саманта вăл. Сăмах май, халĕ Александр Скворцова Пĕтĕм Раççейри «Манăн ачаш та кирлĕ чĕр чун» премине илме тăратнă. Вăл «Вĕсемшĕн яваплă…» номинацире тупăшать. Йывăр та кăткăс лару-тăрура йăлтах тĕрĕс те çухалса каймасăр тумаллине кура пушарнăйсем тăтăшах тренировка ирттереççĕ. Нормативсем пурнăçлаççĕ. Пушар пирки шăнкăрав килнĕ хыççăн çăлавçăсен 1 минутра пуçтарăнса тухса каймалла. Кашни çеккунт хаклă — сĕрĕме икĕ хут сывласа илсенех çын вилме пултарать. Çулăм ытларах чухне ӳсĕр, хĕрĕнкĕ çынсене пула тухать-мĕн. Юлашки вăхăтра ку списокра — гаджетсемпе тĕрĕс усă курманни. Телефона, пауэрбанка, самоката зарядкăра лартса хăвараççĕ те… кайран шар кураççĕ. Унашкал япаласене розеткăра çĕр каçа хăвармалла мар. Гаджет йĕркеллĕ маррине асăрхарăр тăк, сăмахран — вăл хăмпăланнă — унпа усă курма чарăнмалла.











Комментировать