Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 43 (4964) № 20.11.2025
Хура тинĕс, Аю-даг тăвĕ...
Патăрьел округĕнчи Ыхраçырми шкулĕнче пĕлӳ пухакан Даша Краснова нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча центрĕнчен — «Артекран» — таврăннă. Кунта вăл вĕренӳри, спортри çитĕнĕвĕсене кура кайма тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче Раççей, республика, округ шайĕсенче çĕнтернĕшĕн чылай Хисеп, Тав хучĕпе чысланă ăна. Вĕсен шучĕ те çук.
МĔН ТЕРИ САВĂНĂÇ!
Дашăна пурнăçра ырă тĕслĕх кăтартаканни, пĕрмай хавхалантараканни — аппăшĕ Настя. Пысăк çитĕнĕвĕсене кура вăл «Артекра» икĕ хутчен те пулса курнă. Настя халĕ Шупашкарта, аслă шкулта вĕренет, экономист пулас ĕмĕтлĕ. Аппăшĕнчен Дашăн та юлас килмен, ун пекех спортра, вĕренӳре туртăнма, ăмăртусене, конкурссене тата та хастартарах хутшăнма тытăннă. Шашкăлла-шахматла та выляма ăста, армрестлинг енĕпе те маттур, хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Вăрварскер пур çĕре те ĕлкĕрет, тĕпчев ĕçĕсем çырать, сăвва пăхмасăр калама ăста. «Даша Муса Джалилĕн «Эпĕ — урасăр!» сăввине чĕрене татса илмелле вулани халĕ те асрах. Залри халăх куççульленмесĕр чăтаймастчĕ. Вăл сăвăпа Хусанта иртнĕ фестивале те хутшăнчĕ, дипломсемпе, пысăк парнепе таврăнчĕ. Тутарстанра 10 пин тенкĕлĕх преми парса хавхалантарнăччĕ ăна. Халĕ Дашăпа пĕрле чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине хатĕрленетпĕр», — каласа кăтартрĕ Ыхраçырми шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Светлана Кулакова. Уйрăмах юлашки вĕренӳ çулĕсенче çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунă маттур хĕрача. Акă кăçал унăн çутă ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Мĕн тери савăнăç пулнă çакă тăххăрмĕш класс вĕренекенĕшĕн! Ĕненесси те килмен «Артека» кайма путевкăна тивĕçнине. Вăл кăçалхи кĕркунне пĕрремĕш хут Крыма, Хура тинĕс хĕррине, çитнĕ.
ТИНĔС ТĔВВИСЕМ ÇЫХНĂ, ДЕЛЬФИНСЕНЕ СĂНАНĂ
Ача-пăча центрĕнчи кашни сменăн — хăйĕн ячĕ, тематики, эмблеми. Даша «Речной» лагерĕн 12-мĕш сменинче каннă. Унăн ячĕ «Раççей — манăн Тăван çĕршыв» ятлă пулнă. «Чăн-чăн юмах тĕнчинче кантăм. Унта кайса курмалла, каласа кăтартнипе кăна ĕнентерейместĕп пуль /ăшшăн кулать/. «Морской» отрядра эпир 33-ччĕ. Тăван килшĕн тунсăхлама вăхăт та пулман. Кашни кун çĕнĕлĕх кĕтетчĕ. Каçхине часах çывăрма выртман, ыйхăран ирех вăраннă. Темĕн тĕрлĕ квест, вăйă, тавра курăма ӳстерекен, аталантаракан уроксем, мероприятисем йĕркелетчĕç. Паллă çынсемпе, блогерсемпе хаваслă та кăсăклă тĕл пулусем, ташă каçĕсем иртетчĕç», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Ыхраçырми шкулĕн вĕренекенĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ юрă-ташă вĕреннĕ, спорт мероприятийĕсене, ăмăртусене хастар хутшăннă Даша. Отрядри ачасемпе пĕрле тинĕс тĕввисем çыхма, канат туртма, ялав семафорĕн паллисене вулама вĕреннĕ, вĕсене тĕп-тĕрĕс, пĕр йăнăшмасăр кăтартса панă вăл. «Морской» отрядра пулнăран тинĕс юррисем шăрантарнă. «Кунта эпир вĕреннĕ те, çавна май кашниех зачетсем патăмăр, уçă тинĕсе тухма ирĕк паракан сертификата тивĕçрĕмĕр. Пĕрремĕш хут тинĕсре пире хăрушăрахчĕ, çапах та кимĕпе ишме питĕ килĕшрĕ. Ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Эпĕ командир пултăм. «Аладары» чул хысакĕсем патнех çитрĕмĕр, унта сайра тĕл пулакан кайăксен пурнăçне, тинĕсре дельфинсем пĕр-пĕринпе мĕнле вылянине сăнарăмăр. Аю-Даг ту — лагерĕн тĕп символĕ, унта та хăпарса куртăмăр. Мĕн тери илемлĕ тавралăх! Акă ăçта иккен вăл чăн-чăн юмах! Хура тинĕс хĕрринче пулса курни нихăçан та асран тухмĕ. Вожатăйсем мĕне тăратчĕç тата! Пĕри тепринчен хаваслăрах, ир-ирех кăмăла уçма пĕлеççĕ. Пĕр çемьери пек, пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнтăмăр, туслă çыхăнăва ĕмĕрлĕхе тăсма калаçса татăлтăмăр», — калаçăва малалла тăсрĕ Даша. Смена вăхăтĕнче ăçта кăна çитсе курман-ши тата! Тĕрлĕ музейра пулнă, илĕртӳллĕ тинĕс тĕнчипе паллашса тавра курăма пуянлатнă. Ялта çывăхĕнчи Ливади керменне те çитсе курнă, Раççейĕн Паттăр хулинче — Севастопольте — экскурсире пулнă. «Май килсен татах та «Артека» кайма хатĕр. Çĕнĕ çĕрте пулса курни, çĕнĕ юлташсем тупни чуна, кăмăла çĕклет, тата та пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантарать, ырри патне йыхравлать», — терĕ Даша. Ача шкулта пысăк çитĕнӳсем тăвасси вĕрентекенсенчен кăна мар, ашшĕамăшĕнчен те нумай килет. Красновсем ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул кăтартса пыраççĕ, килте тĕрлĕ ĕçе хăнăхтараççĕ, пурнăçра чăн-чăн çын пулма вĕрентеççĕ. Çемьери тăватă ача пĕр-пĕриншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Даша Настьăран юласшăн мар, Патăрьелти 1-мĕш шкулта вĕренекен Марийăпа Гаврил аппăшĕсене кура халех çитĕнӳсем тăваççĕ, иккĕшĕ те музыка шкулне çӳреççĕ, «5» паллăпа кăна вĕренеççĕ. Çемье Раççей çĕршывĕ тăрăх кашни çулах çул çӳреве тухать. Ăçта кăна çитсе курман пулĕ! Çакă ачасен тавра курăмне ӳстерет, хавхалану кӳрет, тата та тăрăшуллă пулма хистет! Туслăхпа килĕшӳре пурăннине мĕн çиттĕр! Çакăнта мĕн пур ыррин, çитĕнӳсен вăрттăнлăхĕ! «Артекран» канса таврăннă Ыхраçырми шкулĕн маттур вĕренекенне Даша Красновăна малашне те çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ сунатпăр! <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











Комментировать