Чăваш хĕрарăмĕ 43 (1423) № 20.11.2025

20 Ноя, 2025

Тĕрĕ те поэзи пекех, чунран шăранса тухать

«Эпĕ питĕ тĕрлеме юрататăп. Кунсерен йĕппе çип тытмасан чунра канлĕ мар»,— тет Чăваш Республикин ӳнер ал ăсталăхĕн маçтăрĕ, Чăваш Енри Ал ăстисен гильдийĕн пайташĕ Надежда Давыдова.

Надежда Юрьевна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ тĕрленĕрен ачаранах йĕппе çип тытнă. Шурă пире тĕрлĕ тĕслĕ çиппе эрешленĕ. Ытларах кăлачăпа тĕрленĕ. Чăваш тĕррипе вара качча кайнă хыççăн кăсăкланма тытăннă. «1984 çулта Кӳкеçри артеле ĕçлеме кĕтĕм. Манăн чăваш тĕррине питĕ тĕрлеме вĕренес килетчĕ, мĕншĕн тесен туяннă кĕпесене çапла илемлетнĕччĕ. «Çулталăк ĕçлетĕп те урăх ĕçе куçатăп», — терĕм хама йăпатса. Анчах шухăшланă пек пулмарĕ, фабрикăран тухаймарăм. Тĕрĕ хăй патнех туртрĕ мана. Хамăн специальноçпа та ĕçлеме каяймарăм, фабрикăра юлтăм. Çапла вара 14 çул вăй хутăм унта. Коллектив туслăччĕ, пĕрпĕрне пулăшаттăмăр. «Паха тĕрĕ» предприятие ун чухне Геннадий Иванов ертсе пыратчĕ. Каярахпа Алексей Купташкин ертӳçĕ пулчĕ. Мана йывăр вăхăтра пулăшса пынăшăн вĕсене тав тăватăп», — калаçăва тăсрĕ Надежда Давыдова. Халĕ вăл тĕрлĕ япала çĕлет, тĕрлет. Вĕсен шутĕнчех арçын кĕпи, галстук, масмак, ал шăлли, турăш карри, салфетка, хĕрарăм галстукĕ, пиçиххи, хĕрарăм кĕпи, тутăр… Пĕтĕмлетсе каласан, мĕн кирлĕ — пурте пур. Унăн тĕрри-çĕввине Чăваш Енре кăна мар, тулашра та аван пĕлеççĕ. Надежда Юрьевна ал ăстисен тĕрлĕ куравне хутшăнать. Мускаври ВДНХра та пĕрре мар пулнă, ăсталăх класĕсем те ирттернĕ. «Халĕ чăваш тĕррипе çамрăксем те кăсăкланаççĕ, — терĕ вăл. — Паллах, çакă савăнтарать. Ытларах арçын кĕпи, галстук, тутăр, пиçиххи, масмак туянаççĕ. Каччăсемпе хĕрсем чăваш çи-пуçне тăхăнни те пĕлтерĕшлĕ». Ăста хăй валли кĕпе çĕленĕ, ăна эрешпе илемлетнĕ. Хĕрĕпе мăнукĕн те чăваш тумĕсем пур. Пултаруллă амăшĕ, кукамăшĕ вĕсем валли те çипуç хатĕрленĕ. Хĕрĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра чăваш тĕррине алă вĕççĕн тĕрленине аса илчĕ вăл. Надежда Юрьевна халĕ çĕвĕ машинипе тĕрлет. «Промышленноç машинипе тĕрлес ĕçпе ентешсене те паллаштарас килет. Анчах ăна унта-кунта илсе çӳрейместĕн. Манăн шухăшпа, çак машинăпа паллашсан чылайăшĕ тĕрлеме тытăнать. Унпа çĕлеме те пулать. Чăваш тĕрри питĕ хитре. Унăн тĕнчинче пурăнма хавас. Эпĕ хамăн ĕçпе кăмăллă. Тĕрĕ вăл — пурнăç ăшши, чун-чĕре хавхаланăвĕ. Чылай ĕçре тăрăшма тӳр килчĕ. Анчах чăваш тĕрринчен уйрăлаймарăм. Паянхи кун та унпах савăнса, хавхаланса пурăнатăп. Эстрада çăлтăрĕсене те тумтир çĕлесе, тĕрлесе паратăп. Ахальтен мар вĕсем мана «Надя аппа» тесе хисеплеççĕ», — хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Надежда Давыдова. Пĕррехинче ăна ентешĕсем икĕ арçын кĕпи хатĕрлеме сĕннĕ. Çакăн пирки 20 сехетре çеç пĕлтернĕ. Ирхине 8 сехет валли кĕпесем хатĕр пулмаллине асăрхаттарнă. Надежда Юрьевна юмахри ăста пек каçхине ĕçе тытăннă. Мĕн тетĕр? Пултаруллăскер ирхине енне ĕçе вĕçленĕ. «Хăйсем каланă пекех 8 сехетре кĕпесене илме килчĕç. Ентешсен умĕнче намăс курас мар тесе çĕрĕпех тĕрлерĕм — хамăн сăмаха тытрăм», — тĕлĕнтерчĕ ăста. Тĕрлесси кăмăл-туйăмран килнине палăртрĕ вăл. Хăшĕ-пĕри вăрах тĕрленет. Кăмăл çук чухне тĕрре алла тытма та кирлĕ мар иккен. Хавхалану саманчĕ килсен пĕрре ларсах ĕçе вĕçлеме пулать. Сăвă çырăннă евĕрех. Вăл та кăмăлтан, чунран тухакан пултарулăх-çке. Эппин, килсем, килсем хавхалану саманчĕ… Кире пуканĕ йăтас енĕпе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри турнира хутшăннă спортсменсемпе курма килнисене те хăй ăсталанă хитре япаласемпе паллаштарчĕ вăл. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

 ♦   ♦   ♦  


«Мăшăр çукки чĕрене ыраттарать»

«Мăшăрпа пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса тату пурăнтăмăр. Усал сăмахпа вăрçса курман эпир. Иксĕмĕр те ташлама юрататтăмăр. Çавăнпа пирĕн вăрçăнма вăхăт та пулман. Уявсенче те, куллен те ташласа хавхаланаттăмăр. Çапла савăнăçлă пурăннă эпир», — ассăн сывласа аса илчĕ иртнĕ кун-çулне Антонина Захарова.

50 çул пĕрле пурăннă упăшкине манаймасть хĕрарăм. Унăн сăнарне куç умне кăларнă май куççульленет. «Кăмăлĕ лайăхчĕ, — терĕ вăл чĕнмесĕр ларнă хыççăн. — Совхозра трактористра, шоферта ĕçлетчĕ. Унсăр пуçне çăматă ăсталатчĕ. Çак ĕçе мана вăлах вĕрентрĕ. Хуняма та пулăшатчĕ пире. Хатĕр çăматă ялтах саланса пĕтетчĕ. Эпĕ çăма йăвала-йăвала «çывăрттарса» яраттăм, Миша вара çăматă хатĕрлетчĕ. Хăйне шеллеме пĕлмерĕ. Тарланă çан-çурăмĕпе сивĕ çĕре тухатчĕ е сивĕ шыв ĕçетчĕ. Çапла ӳпке чирĕпе чирлесе кайрĕ. Ĕмĕрлĕхех уйрăлтăмăр». 89 çулти Антонина Яковлевна халĕ Кӳкеçри ватăсемпе сусăрсен интернат çуртĕнче кун кунлать. Унти ĕçченсем мучисемпе кинемейсене лайăх тимленине, тутлă çитернине каларĕ вăл. «Пурте аван, анчах çумра мăшăр çукки чĕрене ыраттарать», — сыпăнчĕ пирĕн калаçу. Вăл Куславкка тăрăхĕнчи Минкĕш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 4 çулта пулнă. «Атте фронта кайнă чухне мана çӳлелле йăтрĕ те: «Эпĕ таврăниччен пысăк пул», — терĕ. Анчах концлагере лекнĕ май вăл часах таврăнаймарĕ. Çичĕ çултан çеç киле çитрĕ. Вăрçă вăхăтĕнче аннене окоп чавма илсе кайнă. Эпĕ асаннепе юлнă. Вăл питĕ юрлама юрататчĕ. Мана кăмака çинче çывăрттарнă май «Чашки-чашки сар мăйри» юрра шăрантаратчĕ. Çăм арланă чухне те юрă ĕнĕрлетчĕ. Унпа чунне йăпатнă пулĕ. Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман. Анне хырăмлăх чирĕпе аптăрарĕ. Операци хыççăн наркозран вăранайман. Çапла вара ăна морга илсе кайнă. Унта виçĕ кун выртнă хыççăн хытă шăннипе вăраннă вăл. Морг çывăхĕнче йĕлтĕрпе ярăнакансем унăн сассине илтнĕ, ĕçченсене кĕрсе каланă. Лешсем кайса пăхнă та — анне чĕрĕлнĕ. Ăна тепре операци тунă хыççăн киле часах таврăнаймарĕ. Тĕлĕнмелле çак пулăм хыççăн вăл тепĕр ача çуратрĕ, 40 çул пурăнчĕ. Эпир, ун чухнехи ачасем, пĕчĕклех ĕçпе пиçĕхнĕ. Анне хăйпе пĕрле уйхире çĕр улми çумлама, кăларма, утă пуçтарма илсе каятчĕ. Çитĕнсен суту-илӳ тытăмĕнче грузчикра чылай ĕçлерĕм. 60-70 кг таякан михĕсене çурăм çине ним мар çавăрса хураттăм. Çамрăк чухне вăй-хăват тапса тăратчĕ. Хама шеллемен. Ахальтен мар тăватă хутчен операци туса пӳсĕре касса илчĕç. Качча кайсан çемьепе пĕрле вăй хунă. Хунямапа Ульяна Захаровăпа эпир килĕштерсе пурăннă. Вăл мана питĕ юрататчĕ, хăйĕн хĕрĕ вырăнне хуратчĕ. «Манăн кин ĕçчен», — тетчĕ ялан. Парнесем те паратчĕ. Шел те, çак кунсем хăвăрт иртрĕç», — сăмах çăмхине сӳтрĕ кинемей. Тăхăр теçетке çула çывхарать пулсан та пĕр вырăнта ларма кăмăлламасть ватă. «Шăм-шак хытать», — тет вăл. Кăмăл-туйăм аван чухне юрлама юратнине каларĕ. «Пурнăç пĕрре килет. Чи савăнăçлă вăхăт — çамрăклăх. Ăна лайăх пурăнса ирттермелле, çын ăмсанса тăтăр. Эпир Мишăпа çапла пурăнтăмăр», — çамрăксене ырă сĕнӳ пачĕ Антонина Яковлевна. Мăшăрне аса илмессерен куççульне тутăр вĕçĕпе шăлашăла илчĕ хăй. Ача-пăчаллă пулма Турă пӳрмен вĕсене. «Упăшка лайăхран пурнăçпа савăнма пултартăм», — вĕçлерĕ калаçăвне ватă. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

 ♦   ♦   ♦  


Аля, Августа, Августина...

Виçĕ ятпа ĕмĕр ĕмĕрлет вăл. Кашнине хăнăхнă. Паспортра — Августина, чиркӳре — Августа, тус-пĕлĕшĕшĕн вара Аля. Пĕчĕк чухне ялта Августина Александровăна пурте Аля тенĕ. Чылай çул медицинăра вăй хунă 84 çулти Ĕç ветеранне хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Шурă тумлă хĕрарăм

— Эпĕ Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Кĕçĕн Тивĕшре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухас умĕн çур çул маларах çут тĕнчене килнĕ. Хыççăнах атте фронта тухса кайнă. Шел, эп кураймарăм ăна, вăл çапăçу хирĕнче пуç хунă. Эпĕ пиллĕкмĕш ача, кĕçĕнни. Анне Елена Никитична пире пĕчченех ура çине тăратрĕ. Вăл конюхра ĕçлетчĕ, эпĕ те пиччепе лаша кĕтĕвĕ кĕтме çӳреттĕм тепĕр чухне. Анне лаша сĕчĕ суса ĕçтеретчĕ — шутсăр çăраскер. Йывăрпа ӳснĕ ĕнтĕ, мĕн каласси. Теркăпа хырнă çĕр улмирен çăкăр пĕçереттĕмĕр, икерчĕ те унранах ăшалаттăмăр. Çăнăх пулман ахăр. Рахитпа та чирлесе ирттернĕ эпĕ. Мана ытларах аппапа пичче тимлетчĕç. Пурте мана Аля тесе чĕннĕрен хамăн чăн ят Августина пулнине шкула çӳреме пуçласан çеç пĕлтĕм. Пурнăçăмра хура-шурне сахал мар курма тиврĕ. Çапах мана такам хӳтĕленĕн туйăнать, вăл Турă Амăшĕ пуль тетĕп. Мĕншĕн апла каланине ăнлантаратăп. Мана тĕне кĕртме кайсан хреснанне пулмалли хĕрарăм пыраймарĕ пирĕнпе. Аннепе чиркӳ патне çитрĕмĕр, пăхатпăр — ун умĕнче шап-шурă тумлă хĕрарăм ларать. Саппунĕ, тутăрĕ те шурă. «Эсир ман хĕрачан хреснамăшĕ пулатăр-и?» — ыйтрĕ анне. Хайхискер хирĕçлемерĕ. Хăйĕнпе Мария тесе паллаштарнăскер чиркӳрен тухсан хăнана чĕнчĕ. «Манăн сире сăйламашкăн нимех те çук-ха ĕнтĕ», — калаçрĕ вăл. Кайрăмăр. Килне кĕтĕмĕр. Пӳлĕм варринчи йывăç сĕтел тавра тăватă-пилĕк ача ларать. Хĕраснанне пире вĕретнĕ шывпа çăкăр пачĕ. Çулталăкран аннепе хреснаннепе курнăçмашкăн тепĕр яла çул тытрăмăр. Вырăна çитсен çынсенчен ыйтса тĕпчерĕмĕр. Анчах никам та ун пирки уçăмлăн каласа кăтартаймарĕ. «Кунта ун пек çынсем пурăнман», — терĕç. Шалтах тĕлĕнтĕмĕр. Çав хĕрарăм Турă Амăшĕ пулнă-тăр тесе шухăшлатăп. Вăл ун чухне çĕр çине этем пек пулса килнĕ-тĕр. Унăн хӳттине ĕмĕр тăршшĕпе туйнă эпĕ. Тепĕр самант та асрах. 12 çулта хытă аптăрарăм, алă-ура хама итлеми пулчĕ. Хăй тĕллĕн хускалатчĕ. Çывăрма выртас умĕн алла та, урана та çыхакан пултăм вĕт. Хам çапла нушаланни пирки аннене малтанах пĕлтермерĕм, кайран, сывлăх палăрмаллах хавшасан кăна, каларăм. Мана Çĕрпӳри больницăна вырттарчĕç. Унта хама пушшех япăх туйрăм эпĕ, ăс-тăн та тĕтре ăшĕнчи пекчĕ. Пĕррехинче тĕлĕк куртăм: палатăна икĕ хĕрарăм кĕчĕ: пĕри шап-шурă, тепри хуп-хура тумланнă.

Пĕрремĕшĕ — манăн хреснанне, иккĕмĕшĕ манашкă-тăр, вăл тем çырма тапратрĕ пек. «Ку пурăнтăр-ха, унăн пурăнмалла. Атя малалла каяр», — терĕ шурă çи-пуçли. Унтан вĕсем палатăран тухса кайрĕç пек. Кун хыççăн майĕпен сывалтăм. Пуйăс кĕтнĕ чухне Ача чухнех манран кам пулма ĕмĕтленни пирки ыйтсан: «Тухтăр», — теттĕм. Çак шухăш питĕ çирĕпчĕ. 10-мĕш класран вĕренсе тухрăм. «Халĕ финансистсем ĕç укçи аван илеççĕ тет. Çавăнта вĕренме кай», — сĕнчĕ вĕрентекен. Эпĕ вара, чăнах та, çак енĕпе Канашра пĕлӳ илме пуçларăм. Пĕрмай тем шутламаллаччĕ, хисепсем анчах куç умĕнче. Виçĕ уйăхран вĕренĕве пăрахрăм, ку професси ман валли мар-ха та. Икĕ çултан Хусанти медицина институтне кĕтĕм, стоматологи факультетĕнче ăс пухрăм. Çак тапхăрта пулас мăшăрпа Юрийпе паллашрăм. Ун чухне эпир хĕр туссемпе Канашри вокзалта Хусана каякан пуйăса кĕтеттĕмĕр. Инçех мар икĕ çамрăк арçын тăратчĕ. Пĕри — ахаль тумланнăскер, лутрарах пӳ-силлĕ. Тепри вара çӳллĕ, тĕреклĕ, моряк формипе. Вăл илемлĕ каччă текен шухăш та мĕлтлетрĕ. Унччен те пулмарĕ, çакскер ман пата çитсе тăрса паллашас кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Калаçкаларăмăр. Адреса ыйтрĕ. «Салтаксен пурнăç йывăр, адрес ыйтсан тĕрĕссине çырса пар. Çыру çӳретнишĕн нимĕн те пулмасть», — тетчĕ анне. Унăн сăмахĕсене асра тытса моряка хамăн чăн адреса патăм. Унччен паллашас кăмăллă яшсене яланах суя адрес пĕлтереттĕм. Юра мана вакунах кĕртсе лартрĕ, япаласене йăтма пулăшрĕ. Тухнă чухне тахăш самантра чуптуса та илчĕ. Хăюллă пулнă çав вăл! Владивостокра хĕсметре тăраканскертен çыру çитсен хуравларăм. Çапла пĕр-пĕринпе çулталăк çыру çӳретрĕмĕр. Эпĕ вĕренсе тухсан ĕçлеме Шупашкара килтĕм. Кун пирки тусăма çырура хыпарларăм, анчах хам ăçта вырнаçнине палăртмарăм. Ан тив, хăй мана шыраса туптăр. Юра вара салтак формине хывсан пурнăçне йĕркелессишĕн ăшталаннă. Ăна хам тупрăм… ăнсăртран. Пĕррехинче поликлиникăна пĕр хĕрарăм килчĕ, сăмах ваклама юратаканскер хăй: «Эпĕ каччăсен общежитийĕнче ĕçлетĕп. Халь пĕр çамрăк чирленĕ-ха, çывăх çыннисем çук пулас унăн, килсе пăхмаççĕ. Пĕчченех выртать», — терĕ. Чирлĕскерĕн ятне-шывне пĕлсен тĕлĕнтĕм: Юра иккен! Ĕç хыççăн эмелсем йăтса ун патне вĕçтертĕм. Вăл кĕтменччĕ мана курасса, тĕлĕнчĕ. Çак кунран туслă çӳреме пуçларăмăр. Çулталăкран пĕрлешрĕмĕр. Çемьере тĕрлĕ лару-тăру пулать. Çапах тавлашу-ятлаçу тухасси чылай чухне хĕрарăмран килет, вăхăтра чарăнма пĕлмелле. Арçыннăн çемьере пуç пулмалла. Тем тесен те пĕр-пĕрне итлемелле. Мăшăрпа ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтертĕмĕр. Стоматологи поликлиникинче ĕçленĕ чухне аппапа йысна сĕннипе Патăрьел тăрăхне участок больницине вырнаçрăм. Тĕп тухтăрта икĕ çул ĕçлерĕм. Хĕрĕмĕр унтах çуралчĕ. Шупашкара таврăнсан республика больницинче вĕрентĕм. Хыççăн Агрегат завочĕн поликлиникинче терапевтра тăрăшрăм. 11 çултан Шупашкар хулин 1-мĕш больницине вырнаçрăм. Чирлисем патне киле те çӳренĕ, пӳлĕмре те йышăннă. Çав вăхăтрах сиплев гимнастики вĕрентекенĕн тата массажист курсĕсенче пĕлӳ илтĕм. Больницăран 60 çулта кайрăм, анчах алă усса ларас кăмăл çукчĕ. Çавна май халăха социаллă пулăшу паракан центра çӳрекенсене сывлăха çирĕплетмелли гимнастика тутарас енĕпе ĕçлерĕм. Пĕррехинче ЮТВ телеканал та пирĕн занятисене ӳкерчĕ, телекуравпа кăтартрĕç. Эпир Китай гимнастикине пурнăçларăмăр ун чухне. Пурнăçпа киленсе пурăнмаллаччĕ те… Ывăлăмăр пурнăçран сарăмсăр уйрăлни çапса хуçрĕ. Шкул хыççăн вăл Ульяновскри çар училищинче вĕренчĕ, кайран Вологда облаçĕнче ĕçлесе пурăнчĕ, çемьеленчĕ. Шел те, мăшăрĕпе уйрăлчĕç. Питĕ кулянтарчĕ ку паллах. Вăхăт нумай та иртмерĕ усал хыпар пĕлтерчĕç — ывăлăн чĕри тапма чарăннă. Ĕçленĕ, утнă хушăрах… 52 çулта çеçчĕ вăл. Пăшăрханнăран, ăш вăрканăран, хуйхăрнăран манăн инсульт пулчĕ. Алă-ура халĕ те çирĕпленсе çитеймерĕ. Хĕрĕмĕр педиатра вĕренсе тухрĕ, республикăри ача-пăча больницинче ĕçлет. Вăл тăтăшах килсе çӳрет, телефонпа та калаçатпăр. Пирĕн пилĕк мăнук, пурте — ывăл. Чи асли çемьеллĕ ĕнтĕ, ачисем те пур. Вĕсем Мурманскра пурăнаççĕ, мăнук аслашшĕ пекех флотра служба тухать. Çулталăкра пĕрре хăнана килсе каяççĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура чухне ачасемшĕн кăна тăрăшас, вĕсем мĕнле пурăннине курас килет. <...>

Светлана ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.