Çамрăксен хаçачĕ 43 (6594) № 20.11.2025

20 Ноя, 2025

«Вĕренекенсем тăван ачасем пекех»

ВĔРЕНТЕКЕН ĔÇĔ ПИТĔ ПАРХАТАРЛĂ, АНЧАХ АЧАСЕНЕ ĂС ПАРАССИ ÇĂМĂЛ МАР. ЛАЙĂХ УЧИТЕЛĔН АНЛĂ ТАВРА КУРĂМЛĂ ПУЛМАЛЛА, ÇАМРĂКСЕНЕ КĂСĂКЛАНТАРМА ПĔЛМЕЛЛЕ. КУСЛАВККА ХУЛИНЧИ 3-МĔШ ВĂТАМ ШКУЛТА ХИМИПЕ БИОЛОГИ ВĔРЕНТЕКЕН АЛЕВТИНА АЛЕКСЕЕВА ПАЛĂРТНĂ ТĔЛЛЕВСЕНЕ ÇĂМĂЛЛĂНАХ ПУРНĂÇЛАТЬ.

«Чĕрĕ уроксем»

— Манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм Елена Долгова пуçа усмасăр, пăтăрмахсене пăхмасăр малалла утма хăнăхтарнă, вăлах учитель ĕçĕ пархатарлă пулнине ăса хывма пулăшнă. Çак шухăша хими учителĕ Зинаида Саваскина малалла аталантарнă. Унăн асамлă пултарулăх пурччĕ: ачасене пĕлӳ парасси çеç мар, интересленӳ хĕлхемне çуратасси, кăткăс темăна вĕренессине илĕртӳллĕ çул çӳреве çавăрасси. Шăпах çак ăсталăх, химипе биологи урокĕсене чунтан юратни тата çамрăксене хавхалантарма пĕлни маншăн çул кăтартакан çăлтăрсем пулса тăчĕç, — каласа кăтартрĕ Алевтина Александровна. Хĕр Куславкка округĕнчи Елчĕкри вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă. Çут çанталăк ăслăлăхĕсен факультетĕнче вĕренсе бакалавр степеньне илнĕ, кăçал магистратурăран вĕренсе тухнă. Илнĕ пĕлӳпе халĕ вăтам шкулта 8-11-мĕш классенче — хими, 7-мĕш класра биологи урокĕсене вĕрентнĕ чухне усă курать.

— Манăн тĕп тĕллев — ачасене фактсем пĕлтересси мар, кăсăклантарасси, наукăсен пĕлтерĕшне кăтартасси, вĕсем тавралăхпа тата пурнăçпа çыхăннине ăнлантарма пулăшасси. Пĕлĕве ытларах практика урлă парас тетĕп, урока сăнавсем, лаборатори ĕçĕсем кĕртетĕп. Ачасемпе сăнатпăр çеç мар, «Мĕншĕн çапла пулчĕ-ха?» ыйтăвăн хуравне тупма тăрăшатпăр, сӳтсе яватпăр, пĕтĕмлетӳсем тума вĕренетпĕр. Хамăн практикăра «чĕрĕ уроксем» час-часах ирттеретĕп, çакă вĕренекенсене хавхалантарать. Кашни вĕренекен хăйне евĕр, хатĕрленӳ шайĕ те пурин расна, çав уйрăмлăхсене шута илсе тĕрлĕ ĕç сĕнетĕп, урок темине кашни ача ăнлантăр тесе тăрăшатăп. Ыйтусене шкул олимпиадин заданийĕсенчен те, тĕпчев проекчĕсенчен те, шкул кĕнекисенчен те илетĕп. Шкул ачисен критикăллă шухăшлавне, пĕтĕмлетӳсемпе йышăнусем тăвас пултарулăхне аталантарма тăрăшатăп. Вĕренекенсемпе шанчăклă çыхăну йĕркелени те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшни, юлташĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнни маншăн пысăк парне, — чуна уçса калаçрĕ çамрăк учитель. Алевтина Алексеева «Чăваш Енĕн çулталăк вĕрентекенĕ-2025» конкурс çĕнтерӳçи пулнă май республика чысне Мускавра хӳтĕленĕ, çĕршыври чи лайăх 20 педагог йышне кĕнĕ. — «Çулталăк учителĕ» статус педагог профессийĕн сумне ӳстерет, малалла ăнтăлма хавхалантарать. Конкурс тĕрлĕ регионти ĕçтешсен опычĕпе паллашма май туса пачĕ. Тĕрĕслев 2 тапхăрпа иртрĕ. Малтан комисси членĕсен ыйтăвĕсене хуравларăмăр, уçă урок ирттертĕмĕр. Ачасемпе туслă çыхăну йĕркелеме тăрăшрăм, шухăшĕсене уççăн пĕлтерме май патăм. Иккĕмĕш тапхăрта ăсталăх сехечĕ, блиц ыйтăм тата вĕренӳ форсажĕ пулчĕ. Профессие чунтан юратни, вĕренекенсемпе ĕçтешсене хавхалантарни манăн çитĕнӳсен уççи пулса тăчĕç, — калаçăва малалла тăсрĕ çамрăк вĕрентекен. Алевтина Александровна «Çулталăк учителĕ» конкурссăр пуçне тата нумай ĕçре хăйне кăтартнă. «Общество экологи тĕрĕслевĕ» проекта пурнăçланăшăн Чăваш Республикин тавралăха сыхлас сферăри çамрăксен премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендиачĕ пулса тăнă, Пĕтĕм Раççейри «Манăн симĕс шкул – 2021» конкурсра çĕнтернĕ. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Вĕт шăрçаран — илемлĕ япаласем

2005 çулта «Çамрăксен хаçатĕнче» «Ăсталăха ӳстерекен курав» статья пичетленнĕ. Ăна Людмила Якимова çырнă.

Унта Патăрьелте иртнĕ пултаруллă ачасен куравĕ çинчен каласа панă. Чăваш тумĕ тăхăннă пикесем вĕтĕ шăрçаран ăсталанă илемлĕ япалисемпе район пуçлăхне паллаштараççĕ. Сăн ӳкерчĕкре Тури Туçари вăтам шкулта вĕренекен Иринăпа Дария Бельдековăсемпе вĕсен вĕрентекенĕ Антонина Глинкина сăнланнă. Статья пичетленнĕренпе 20 çул иртрĕ. Паянхи кун çак çынсен пурнăçĕ еплерех-ши? Çак ыйтупа кăсăкланса вĕсемпе курса калаçрăм. Антонина Васильевна 2004 çултан пуçласа Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа вăтам шкулĕн вулавăшĕнче вăй хурать. Вăл вĕтĕ шăрçапа тĕрлессипе кăсăкланать. Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультечĕн Патăрьелти филиалĕнче вĕреннĕ чухне студентсене Инна Лялина преподаватель çак ăсталăха алла илме пулăшнă. Шкулта ĕçлеме тытăннăранпа паянхи кунчченех Антонина Глинкина шкулта вĕтĕ шăрçапа тĕрлекенсен кружокне ертсе пырать. — Кружока кашни çулах 20 ачаран кая мар çӳретчĕ. Юлашки çулсенче çак йыш 40 ача таранччен ӳснĕччĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ шкул хыççăн та вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме пăрахман. Тухья, хушпу, çуха, алка, мăй çаккисем тăваççĕ. Чăваш тумĕллĕ пуканесем те ăсталаççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне Валерия Шашкинăпа Ирина Глинкина пултарулăх кăтартса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнăччĕ. Çавăн пекех пир çине тĕрлеме те вĕрентетĕп. Ачасемпе пĕрле паянхи кун та тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Малти вырăнсене те йышăннăччĕ. Вĕтĕ шăрçапа интересленекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Юлашки çулсенче арçын ачасем те ку ĕçпе кăсăкланма тытăнчĕç. Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли сулăсем тĕрлетпĕр. Кашни çул Амăшĕн кунĕ тĕлне парнесем хатĕрлетпĕр, — каласа парать Антонина Васильевна. Иринăпа Даша Бельдековăсем /пĕртăвансем мар/ ал ĕç кружокĕн хастарĕсем пулнă. Ирина Бельдекова /халĕ — Быкова/ Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. «Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вĕтĕ шăрçаран мĕн кăна туман-ши: мăй çаккисем, сулăсем. Çывăх çынсене çуралнă кунпа хам тунă япаласене парнелеттĕм. Юлташ хĕрсене те темĕн те туса панă. Шкул хыççăн ку ĕçпе аппаланса ларма вăхăт сахалланчĕ. Каярах çемье çавăртăм. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти супермаркетра администраторта ĕçлетĕп. Ал ĕçĕсене курсан чарăнмасăр иртсе каймастăп. Манăн паянхи тĕллев — ывăлсенчен çын тăвасси. Мĕнпе интересленĕç вĕсем, хальлĕхе пĕлместĕп. Çĕршыва юрăхлă пулса çитĕнессе шанатăп», — терĕ Ирина. Даша Мускавра ĕçлесе пурăнать. Хăйĕн шăпине медицинăпа çыхăнтарнă. Вăл — провизор. «Вĕтĕ шăрçапа ĕçлени питĕ лайăх япала. Вăл пӳрнесене çирĕплетет, тĕрĕс те хăвăрт калаç- ма хăнăхтарать. Унсăр пуçне çыннăн чăтăмлăхне тĕрĕслет. Ку ĕçе ачасене мĕн пĕчĕкренех явăçтармалла. Халăх ӳнерĕпе паллашни те усăллă. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе эпĕ нумай япала тума хăнăхрăм. Çывăх çынсене хăв ăсталанă япалана парнелесен кăмăл çĕкленетчĕ. Кружока арçын ачасем те çӳретчĕç. Вĕсен хăш-пĕр чухне лайăхрах пулатчĕ. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме вĕренни мана тепĕр япалапа кăсăклантарса ячĕ. Паянхи кун тутлă шăршăллă çуртасем тăватăп. Мана ăвăс шăрши килĕшет. Çунакан çурта çине пăхса ларсан лăпланатăп. Ачаранах пурнăçа медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленеттĕм эпĕ. Телее, пурнăçланчĕ. Фармакологи енĕпе колледжра, аслă шкулта вĕрентĕм. Юлашки вăхăтра экстремаллă спортпа кăсăкланатăп. Йывăç çинчен сикетĕп, планерпа ярăнатăп. Пĕррехинче çурăм шăммине амантнăччĕ. Çавăн хыççăн çавнашкал вăйăсемпе интересленме тытăнтăм. Унта чун туйăмĕ çирĕпленет. Ача чухне вĕтĕ шăрçапа ĕçлесе туптаннă чăтăмлăх пурнăçра нумай пулăшрĕ. Психологипе те кăсăкланатăп. Пирĕн пата ытларах чухне чирлесен эмел туянма килеççĕ. Нумай чухне эмелсĕрех çын хăйне сыватма пултарать. Шалти туйăма кăна вăратма пĕлмелле», — терĕ Дарья Бельдекова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Сывлăха ачаран упрар

Ашшĕ-амăшĕпе тухтăрсем ача-пăча сывлăхĕшĕн пуçламăш кунсенчех яваплă. Çак тапхăрта мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелле-ши? Кун çинчен Шупашкар хулинчи ача-пăча клиника больницин педиатр тухтăрĕ Юлия Белова каласа кăтартрĕ.

– Пĕчĕк ачана çитĕннисен апатне хăçан памашкăн пуçлама юрать?

— Раççейри пĕр çул тултарман ачасен апатланăвне оптимизацилемелли программăпа килĕшӳллĕн 4-6 уйăхсенче апатланăва çĕнĕлĕх кĕртме юрать. Шăпах çак ӳсĕм тĕлне пепкен хырăмлăхпа пыршăлăх тытăмĕ йĕркеленсе çитет, кăкăр сĕчĕсĕр е ятарлă хутăшсăр пуçне урăх апата ăша яма хатĕр пулать. Пĕчĕк ача çăрарах апата çăтаять. Маларах пуçласан хырăмлăх ĕçĕ пăсăлма пултарать, аллерги палăрать, сывлăх енĕпе ытти йывăрлăх кăларса тăратать, каярахпа витаминсемпе минераллă япаласен дефицичĕ палăрать. Çавăн пекех ачан организм уйрăмлăхĕсене те шута илмелле. Пĕр çул тултарсан кăна рациона çитĕннисен апатне кĕртме юрать. Çакна майĕпен тумалла. Блюдăсене тăварсăр тата техĕмлĕхсĕр хатĕрлемелле, çимĕç çемçе пулмалла тата апата пăшăхласа пĕçермелле. Ачана нимĕр, катлет сĕнмелле. Пĕтĕмĕшле апатланăва 3 çул хыççăн куçма юрать. Рацион тĕрлĕ енлĕ тата шайлашуллă пултăр. Çĕнĕ апат-çимĕç сĕнсен ачана сăнаса тăмалла. Пĕчĕкскерĕн шатрасем тухсан, хăссан менюна çĕнĕлĕхсем кĕртессине кая хăвармалла та тухтăрпа канашламалла. Апатра шăмă тавраш пулмалла мар. Гигиенăна пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Ачана тин кăна пĕçернĕ апат кăна сĕнмелле. Апат-çимĕç туяннă чухне яланах продукцие туса кăларнă вăхăта пăхмалла.

– Ачасене аслисенчен ăшăрах тумлантармалла-и?

— Пурнăçăн малтанхи уйăхĕсенче пепкен терморегуляци ĕçĕ йĕркеленсе каяйман-ха: шăрăхра хăвăрт ăшăнаççĕ, сивĕре шăнаççĕ. Çавăнпа ачана ăшă тумлантарăр, анчах ан чĕркĕр. Урамра сивĕ пулсан та ача питне ан хуплăр, шарфпа ан усă курăр. Пĕчĕкскерĕн тыткаларăшне, тулашри паллăсене сăнасах тăрăр. Шăннă тăк пит-куç шуралать, сăмса кăвакарма пултарать. Ачана ăшă тăк пите хĕрлĕ пăнчăсем тухĕç. Сивĕ çанталăкра ачана хулăнрах тумлантарăр. Енчен те ача пĕрмай хускалать тĕк ăна çӳхерех тăхăнтартăр. Уçăлса çӳренĕ чухне тĕрĕслĕр: ачан мăйĕ вĕри те тарлать тĕк ăна ăшă. Сивĕ сăмсапа алăсем шăннине кăтартакан паллăсем мар. Сывлакан материалсем пулччăр, уйрăмах шалти тумтир валли. Сивĕ чухне тумтир темиçе сийлĕ пулмалла. Пĕрремĕш сий нӳрĕке сирет, вăтамми ăшăтать, çӳлти çилтен, çумăртан, юртан сыхлать. Тĕслĕхрен, кĕркуннепе çуркунне термотум, комбинезон е йĕмлĕ куртка кирлĕ. Хĕлле термотум, ăшă комбинезон тумлантармалла. Алсиш тата ăшă çĕлĕк тăхăнтартмалла. Çулла паха материалтан çĕленĕ çӳхе тумтир пултăр. Хĕвеллĕ çанталăкра панамка е кепка кирлĕ.

– Пĕчĕк ачасем нумай выляççĕ, урайĕнче йăваланакан теттесемпе усă кураççĕ. Пепкене паразитсенчен, сиенлĕ бактерисенчен мĕнле упрамалла?

— Ача вылякан теттесене эрнере 1 хут çумалла. Пластмасран тунă тата резина теттесене супăньпе çумалла е нӳрĕ салфеткăсемпе сăтăрмалла. Çемçе теттесене алăпа е кĕпе-йĕм çумалли машинăпа çума юрать. Батарейкăллă теттесене спиртпа е хлоргексидинпа дезинфекцилемелле те нӳрĕ салфеткăпа сăтăрмалла.

– Пĕчĕк ача пур чухне килте хăш чĕр чуна усрасан лайăхрах-ши?

— Ача валли чĕр чун суйланă чухне вăл миçе çултине шута илмелле. Ăна пăхма ача хутшăнать пулсан та чи малтан ашшĕ-амăшĕн хăй çине яваплăх илмелле. Чи пĕчĕккисем валли аквариумлă пулăсем е тимĕр шапасем илсе парсан та çителĕклĕ. 5-7 çулсенчи ачасем валли — арлансем е кушаксем, 8 çултан аслăраххисем йытăсене, попугайсене е кроликсене пăхма пултараççĕ. Çавăн пекех çемьере аллерги пуррипе çуккине пĕлмелле.

– Ачасемпе бассейна час-час çӳреме юрать-и? Тинĕс шывĕ ачашăн усăллă-и?

— Ача миçе çултине шута илмелле тата ашшĕ-амăшĕ пепкине бассейна мĕн тума илсе çӳренине ăнланмалла. Шыва е ишме хăнăхмашкăн эрнере 1-2 хут çӳреме пулать, сывлăха çирĕплетме – эрнере 2-3 хут. Профессионал ишевçĕ ӳстерес тесен эрнере 4-5 хут çӳреме юрать. Тинĕс шывĕ ача организмĕшĕн питĕ усăллă. Вăл иммунитета çирĕплетет, нерв тытăмне лайăх витĕм кӳрет, ӳт тăрăмне лайăхлатать, япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртме пулăшать. Чылай эксперт каланă тăрăх, сывлăха çирĕплетмелли тапхăр 2-3 эрнене тăсăлать.

– Ача-пăча кремĕсемпе хăçан тата мĕншĕн усă курмалла?

— Вĕсем пепкен сисĕмлĕ ӳтне пăхса тăма кирлĕ. Кремсем ӳте нӳрлентерме пулăшаççĕ, сивĕ çилпе сивĕсенчен сыхлаççĕ, çавăн пекех профилактика тума кирлĕ. Ăна шыва кĕнĕ хыççăн, урама тухас умĕн сĕрме юрать. Çакна асра тытмалла: крема урама тухиччен 20-30 минут маларах сĕрмелле. Усă курма пуçличчен аллерги пуррипе çуккине тĕрĕслеме тест ирттермелле: хулпуççине кăштах крем сĕрĕр те 48 сехет тытăр. Ӳт хĕрелчĕ тĕк ачана юрăхлă мар. Крем суйланă чухне чĕркем çине çырнă сĕнӳсене тимлĕ пăхăр: «0-» паллăлли тин çуралнă ачасем валли юрăхлă. Ахальлине, ароматизаторсемсĕррисене суйлăр. Пантеноллă тата цинк оксичĕллĕ çусемпе экстрактлă кремсем лайăхрах.

– Ача мĕншĕн час-час чирлет? Унăн иммунитетне мĕнле çирĕплетмелле?

— Ачан иммун тытăмĕ çирĕпленсе çитмен-ха, çавăнпа вируссемпе те кĕрешеймест. Стрессене те, кун режимĕ çуккине те, япăх çывăрнине те, апатланнине те, уçă сывлăш çителĕксĕррине те шута илмелле. Антибиотиксене виçесĕр ĕçтермелле мар. Ачана лайăх апатлантармалла, кун режимне тĕрĕс йĕркелемелле, гигиенăна пăхăнмалла. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн врачпа канашламасăр ачана сиплемелле мар.

– Смартфонсем психикăна тата куçа сиен кӳреççĕ-и?

— Смартфонпа пĕрмай усă курсан ачан куç вăйĕ чакать. Экран çинчен куç илмесĕр ларсан куç типет, ывăнать. Унсăр пуçне çирĕпленсе çитмен психикăна та витĕм кӳрет. Гаджетсем тимлĕхе чакараççĕ, ача япăх çывăракан пулать, час-час тарăхать, вĕчĕрхенет. Смартфонпа çывăх çыннăрсемпе видеоçыхăнăва тухма, кинофильмсемпе интереслĕ кăларăмсем пăхма ытларах усă курăр, хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явăр. Апат çинĕ тата ыттисемпе калаçнă чухне телефона айккинелле хуни лайăхрах. Çывăрма выртас умĕн гаджетсемпе усă курма чарăр. – Ачана психиатр патне илсе çӳремелле-и? — Ачан аталанăвĕнче, тыткаларăшĕнче, кăмăл-туйăмĕнче çитменлĕхсем асăрхасан психиатр патне кайма юрать. Çапах та чи малтан педиатрпа курнăçма сĕнетĕп. Вăл кирлĕ тĕк специалист патне ярĕ. Ача-пăча психиатрĕ патне 2, 6, 12 çулсенче каймалла, 14-17 çулсенче — кашни çулах. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Пурнăç йывăççишĕн» укçа та шел мар

Ĕлĕк пур чăваш хĕрĕ те тĕрлеме пĕлнĕ. Çемье валли тумтир çĕлесси, ăна эрешпе хитрелетесси хĕрарăмăн тивĕçĕ шутланнă. Тĕрĕ тăвас ăсталăх ăруран ăрăва куçса пынă. Тĕрлеме пĕлмен хĕр хисепсĕр пулнă. Çитĕнекен ăру паян та çак ăсталăха алла илме тăрăшни савăнтарать. Вăл йышра — Муркаш районĕнчи Катькас ялĕнче çуралнă Анна Угарова та.

Повартан — тĕрĕçе

Ача чухне Аня повар пулма ĕмĕтленнĕ. Калайкасси шкулĕнчен 9-мĕш класран вĕренсе тухсан Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумне çул тытнă.

— Ачаранпах пĕçерме юрататтăм. Килтисене шарлотка, патша ватрушки, печени туса çитереттĕм. Çуралнă кунсенче торт янтăлаттăм. Çимĕçсем ресторанти пек хитре пулман-тăр, çапах çемье ман апата килĕштеретчĕ. Çавăнпа çак енĕпех вĕренме кайма шухăшларăм. 4 çул пĕçерес енĕпе хамăн ăсталăха аталантартăм. Интереслĕччĕ, анчах вĕренсе тухсан çак ĕç маншăн йывăр пек туйăнчĕ. Техникум хыççăн анне сĕннипе культура институтне вĕренме кĕтĕм. Малтанхи вăхăтра ал ĕçĕпе аппаланма юратмастăм. Халĕ ытларах та ытларах ĕç тăвас килет. Вĕтĕ шăрçапа та илемлĕ япаласем капăрлатрăм, чăваш тĕрри патне чун туртать. Алă хăех ĕçлет. Тĕрленĕ чухне нимĕн пирки те шухăшламастăп. Алă ĕçĕ ăс-хакăла, вĕтĕ моторикăна аталантарать. Хăш-пĕр чухне тĕрленĕ вăхăтрах юрласа ярассăм килет. Ача чухне мамак Зоя Даниловна чăлха-нуски çыхнине лайăх астăватăп. Тĕрлеме те пĕлетчĕ. Çăм арланă вăхăтра пĕрмаях юрлатчĕ, анчах темшĕн яланах хурлăхлисене шăрантаратчĕ, — аса илчĕ 24 çулти хĕр. Аня виççĕмĕш класра технологи урокĕнче пĕрремĕш хут хĕресле тĕрлесе курнă. Института вĕренме кĕриччен йĕппе çип тытман. — Тĕрленĕ салфетка, брошка пур. Чи пысăк ĕç — «Арçын пурнăç йывăççи». Вăл манăн диплом ĕçĕ пулчĕ. Мана çак ĕçре Раиса Васильева доцент пулăшса пычĕ. Вăл хавхалантарнипе çак ăсталăха алла илтĕм. «Айта хăтланса пăхар, тен, пулать», — ялан çапла калатчĕ Раиса Михайловна. Диплом ĕçне пĕлтĕр юпа уйăхĕнче тума пикентĕм те кăçал çĕртме уйăхĕнче вĕçлерĕм. Малтанах мĕн тĕрлессине, ĕç калăпăшне палăртса хутăмăр. Унтан эскизне миллиметрлă хут çине куçартăмăр. Ăна 5 кун ӳкертĕм. Вара кирлĕ материалсем туянтăм. «Пурнăç йывăççине» тĕрлеме 50 çип çăмхи таран кирлĕ пулчĕ. Хĕрлĕ, тĕксĕм хĕрлĕ, кăвак, симĕс, сарă, хура тĕслисемпе усă куртăм. Çавăн пек пысăк ĕç тума пултарасса шухăшламан та эпĕ, — малалла калаçрĕ çамрăк тĕрĕçĕ. Авалхи чăвашсен тĕррине çыруллă теççĕ. Кашни çĕвви, эрешĕ мĕне те пулин пĕлтерет. Çакна тĕпе хурса диплом ĕçĕ хатĕрленĕ те Аня. — Мĕнле тĕссемпе усă курмаллине Раиса Михайловна ăнлантарса пычĕ. Хĕрлĕ — юн, пурнăç, тăванлăх; симĕс — çут çанталăк, аталану, çамрăклăх; шурă — тасалăх; сарă — хĕвел, тухăçлăх, телей; хура — çĕр; кăвак — тӳпе, Çӳлти Аттемĕр. Диплом ĕçне тунă чухне Моисей Спиридонов ӳнерçĕн кĕнеке-альбомĕнчи ӳкерчĕке тĕпе хутăмăр. Ку таранччен ăна никам та тĕрлемен. Комисси членĕсем ыйту нумай пачĕç. Манăн ĕçе «5» паллăпа хакларĕç. «Арçын пурнăç йывăççине» хатĕрленĕ хыççăн «Хĕрарăм пурнăç йывăççине» тĕрлес кăмăл çуралчĕ. Вĕсене курава пĕрле тăратас килет. Ку манăн ĕмĕт. Ăна çитес вăхăтра пурнăçласшăн. Пĕррехинче ĕçе «Пурнăç йывăççине» илсе пынăччĕ. Алăка уçса хунăччĕ. Çынсем ман патран пуç пăрсах иртсе каятчĕç. Пĕрле ĕçлекен хĕрарăм куншăн кĕсьерен укçа кăларса пама та хирĕç маррине пĕлтернĕччĕ. Кунашкал сăмахсем чуна ăшăтаççĕ. Манăн ĕçсемпе Чăваш тĕррин музейĕнче иртекен куравсенче паллашма пулать, — пытармарĕ хĕр. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнерçин Николай Балтаевăн «Пурнăç йывăççи» ӳкерчĕкĕ пур. Аня хăйĕн диплом ĕçĕпе /сăн ӳкерчĕкре/ шăпах ун умĕнче ӳкерĕннĕ. Аслă шкул хальхи саманапа тан утнă май вĕренӳ процессне те хальхи технологисемпе усă курса йĕркелет. Кунта студентсем эскизсене компьютерта тăваççĕ. Кун валли ятарлă программа пур. Хастар, пултаруллă «Пултаруллă çын пур çĕрте те маттур», — теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр май çук. Аня тĕрлеме пĕлнисĕр пуçне, ӳкерме те ăста. Ытларах вăл çут çанталăка сăнлама юратать. Хĕр акварельпе ӳкерет, ăсталăх класĕсенче пултарулăха аталантарать. Картинăсене хăйĕн пӳлĕмĕнче, ĕçре çакса хурать. — Чăваш тĕрри — пирĕн халăх пуянлăхĕ. Ăна упрамалла, вăл — чăвашсен еткерлĕхĕ. Ăна пирĕн ăруран ăрăва куçарса пыма тăрăшмалла. Чăваш тĕрри хăйне евĕрлĕ. Вăл икĕ енчен те пĕр пек. Нимĕнле халăхăн та ун пек тĕрĕ çук. Тепĕр чухне йăнăш тĕрлесен çĕвве сӳтсе çĕнĕрен тума тивет. Вăхăт иртнĕçемĕн çакна лăпкăн йышăнма тытăнтăм. Пурнăçра та çаплах: кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пулать, çĕвве сӳтнĕ пек ăна та улăштарма май пур. Раиса Михайловна кун пирки мана пĕрмаях калатчĕ. Эпĕ ăнланмастăмччĕ. «Мĕншĕн манăн пулмасть? Тĕрĕсех тăватăп-çке!» — теттĕм малтанхи вăхăтра. Çĕвĕ кирлĕ пек пулмастчĕ те, тарăхаттăм. Упăшкам Николай та тĕрлеме пĕлет. Вăл ал ĕçне ятарласа вĕренмен. Ăна пĕр-икĕ хутчен кăна мĕнле тĕрлемеллине кăтартнăччĕ — ăса хывнă. Хăш чухне çĕвве тĕрĕс тăваймасан унран сĕнӳ-канаш ыйтатăп. Вăл та питĕ ӳкерме юратать, — каласа кăтартрĕ çамрăк. Аня чăваш тĕрриллĕ çи-пуçа та килĕштерет. 2019 çулта вăл «Муркаш пики» конкурсра «Вичкĕн пике» номинацире çĕнтернĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Артистăн сасси радиора та, эстрадăра та янăратăр»

Куракансем ăна Элекçей, Полковник, Пракух, Матви сăнарĕсемпе пĕлеççĕ. Хăйне Кĕлпук мучипе танлаштараççĕ. Вăл РФ тава тивĕçлĕ артисчĕпе Ефим Никитинпа пĕрле сцена çине сахал мар тухнă. Кам пирки сăмах пынине вулакан чухларĕ ахăртнех: редакци тĕпелĕнче — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Сергеев.

— Виталий Иванович, ача чухнех сцена пирки ĕмĕтленнĕ-и?

— Тăван ялти Анаткас Татмăшри клуб сцени çине 4-мĕш класранах тухма пуçларăм. Спектакльсенче выляттăм, концертсене хутшăнаттăм, Акатуйсенче пултарулăха кăтартаттăм. Вăтакас Татмăш шкулĕнчи мероприятисенчен те юлман. Паллă çынсенчен тĕслĕх илеттĕмĕр. Мана çул кăтартса пыраканĕ вăл Чăваш халăх артисчĕ Ефим Никитинччĕ. Унăн пултарулăхĕпе интересленеттĕм. 6-7-мĕш классенчех ăна евĕрлесе халăха култараттăм. Кĕлпук мучи пекех эсĕ тетчĕç. Мана ун чухнех район ертӳçисем пĕлетчĕç.

— Паллă артистпа хăçан паллашрăн?

— Çамрăк чухне эпĕ Ефим Никитич сассине радиопа нумай итлеттĕм, телевизорпа та курнă. Пĕррехинче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем пирĕн яла спектакльпе килнĕччĕ. Ун чухне, паллах, пырса калаçма хăюлăх çитереймен. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ĕçленĕ вăхăтра ăна студентсемпе тĕл пулма чĕннĕччĕ. Пĕрремĕш курсра 100 ытла çамрăкчĕ, ытларахăшĕ — хĕрсем. Артист икĕ сехет калаçрĕ. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче кашни уйăхрах пысăк концерт иртетчĕ. Унта спектакльсен сыпăкĕсене кăтартаттăмăр, юрлаттăмăр, хăнасене йыхравлаттăмăр. Ефим Никитичпа пĕр номер хатĕрлерĕмĕр. Сцена çине тухрăм та ун пек евĕрлесе сăвăсем калама, шӳтлеме пуçларăм, ман хыççăн Кĕлпук мучи вĕçтерсе тухрĕ. Халăх питĕ лайăх йышăнатчĕ пирĕн дуэта. Пĕр çулталăк пĕрле ĕçлерĕмĕр. Вĕрентсе, çул кăтартса пыракансем пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ çамрăкшăн. Ун пек пулма тăрăшатăн, вăл çăлтăр пек хавхалантарса пырать. Ефим Никитинăн çутă сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Шел те, унăн вил тăпри çине тивĕçлĕ палăк лартман.

— Пултарулăх енĕпе кама хывнă?

— Асатте купăс каланă, юрланă. «Куккук куççулĕ» драмăри тĕп сăнарăн пурнăçĕ евĕр шăпа пулнă унăн: Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче тыткăна лекнĕ, Германире 14 çул пуян патĕнче ĕçлесе пурăннă. Яла таврăнсан асанне ăна киле кĕртмен тет: «Ăçтан килнĕ, çавăнта каялла кай». Кайран çураçтарнă та пĕрлех пурăнма пуçланă. Асатте ĕçчен те ăста алăллă пулнă. Кил-çурт çĕкленĕ, сĕтел-пукан тăвакан эртел йĕркеленĕ, анчах колхоза кĕмен, Турра ĕненнĕ, чиркĕве çӳренĕ. Кулаксен йышне кĕртсе пӳртсĕр пуçне пĕтĕмпех туртса илнĕ. Асаттене Польшăна ăсатнă. Вăрçă пуçлансан фронта лекнĕ. 1941 çулта Мускав патĕнче тăшманпа çапăçса хыпарсăр çухалнă. Ялти ватă çынсем мана Сергей Ильич пекех эс тетчĕç.

— Шкул хыççăн техника училищинче вĕреннĕ. Мĕншĕн?

— 1989 çулта Чăваш академи драма театрĕнче Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме илмешкĕн конкурс ирттерчĕç. Эпĕ унта хутшăнтăм, анчах мана пăрса хăварчĕç. Комисси йышĕнче Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Терентьев та пурччĕ. Çавăн хыççăн Канашри 16-мĕш профтехучилищĕне çул тытрăм, строительство мастерĕн специальноçне алла илтĕм. Çартан таврăнсан Канашри ял хуçалăх строительствин управленийĕнче виçĕ çул ĕçлерĕм. Паллах, чун пултарулăх еннех туртрĕ, вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Унта филолог тата актер ăсталăхĕ енĕпе пĕлӳ илтĕм. Университетра Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов режиссер вĕрентрĕ. Шăпах вăл чĕннипе Çамрăксен театрне ĕçлеме килтĕм.

— Театр сцени çинче — 25 çул. Сахал-и, нумай-и ку?

— Вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Çак тапхăрта 70 яхăн роль калăпларăм. Чылайăшĕ, уйрăмах тĕп сăнарсем, асра. «Сегодня, завтра и всегда» спектакльте Густав патшана вылярăм, Геннадий Айхи мана эс чăн-чăн король пекех тесе хавхалантарнăччĕ. «Çĕнĕ кун ачи» драмăра Ленин рольне шанса пачĕç. Сăмах май, историре палăрнă çынсем пирки те спектакльсем кирлех. Тĕслĕхрен, Андриян Николаев çинчен мĕншĕн спектакль çук? Артист ĕçĕ килĕшет. Мана урамра курсан йăл кулаççĕ, пырса калаçаççĕ, хăшĕ-пĕри ыталать. Артистăн халăха савăнтармалла. Унăн сасси телекуравра та, радиора та, эстрадăра та янăрамалла. Вара вăл хăйĕн тивĕçне пурнăçлатех. Нумай регионта пултăмăр, Камчаткăран пуçласа Питĕр таранчченех. 1998-2005 çулсенче çулталăкра виçшер концерт кăтартса куракансене савăнтарнă, халăхăн кăмăлне çĕклеме тăрăшнă. Халĕ гастрольсене сахал çӳретпĕр.

— Юлашки вăхăтра театр репертуарĕ самай улшăнчĕ: ача-пăча постановкисем ытларах, чăвашла спектакль сахал.

— Манăн та чун ыратать куншăн. Çамрăксен театрĕнче тĕрлĕ ӳсĕмрисем валли спектакльсем пулмаллах. Шел те, ача-пăча театрне çаврăнчĕ. Ку пулăмпа килĕшесех килмест. Унччен репертуар епле пуянччĕ, халăх та йышлă çӳретчĕ. Театрăн ырă йăлисене тытса пымаллах, вĕсене манăçа кăлармалла мар. Чăваш театрĕ вырăсланса пыни те пăшăрхантарать. Кун пирки ертӳçĕсене пĕрре мар каланă. Тутарстанра лару-тăру пачах урăхла. Чăваш чĕлхин сумĕ чакса пыни те кулянтарать. Ялти çамрăксем те чăвашла калаçасшăн мар.

— Эсĕ театрăн ят-сумне çӳле çĕкленĕ артистсемпе чылай çул пĕрле сцена çине тухнă. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухрĕ...

— Вĕсем — театр мухтавĕпе чапĕ. Чăваш халăх артисчĕсем Василий Павлов, Лидия Красова, Светлана Савельева тата ыттисем вĕрентсе пыратчĕç, сĕнӳ-канаш паратчĕç. Вĕсем пулăшнипе театрта ăсталăха ӳстерсе пытăм. Паллă артистсемпе пĕрле ĕçлеме кăмăллăччĕ. Алексей Григорьев, Вячеслав Оринов, Станислав Васильев, Иосиф Дмитриев режиссерсемпе пĕрле ĕçленĕ. Мускаври Владимир Беляйкин режиссер килсен театрта пысăк хум çĕкленчĕ. Вăл ăсталăх класĕсем, тренингсем ирттеретчĕ. Унăн «Шинель», «Юратупа курайманлăх» тата ытти спектакльне куракансем питĕ ăшшăн йышăнатчĕç. Борис Манджиевăн ĕçĕсене те халăх юратать. Вăл нумаях пулмасть «Çĕн кун ачи» спектакле çĕнетрĕ. Çеçпĕл поэзийĕ сцена çинче янăранăшăн савăнмалла, анчах хăшĕ-пĕри ӳпкелесе калаçать.

— Режиссерта ĕçлес шухăш пулман-и?

— Çук. Ку ĕçе те тума пултарăттăм, анчах пуçăнман. Ку профессие ятарласа вĕренмелле. Режиссер пулма çăмăл мар, унăн артистран ыйтма пĕлмелле. Лайăх режиссер пулас тесен искусство анине чылай сухаламалла. Ялан çĕнни шырамалла, куракансене илĕртекен проектсем кирлĕ. Кашни çыннăн хăйĕн тивĕçĕ. Эпĕ акă чăваш эстрадинче хамăн вырăна тупрăм. 1996 çултанпа концертсем ертсе пыратăп, çынсене шӳтсемпе савăнтаратăп. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.