Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 44 (3084) № 19.11.2025
Пурне те – медпулăшу тата ĕç
Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăннисене тата хутшăнакансене пулăшу кӳмелли çĕнĕ мерăсене сӳтсе яврĕç.
«Пирĕн чи малтан пурнăçламалли тĕллев — çапăçусенче пулнă ентешĕмĕрсене тăнăç пурнăçа май килнĕ таран кĕске хушăра кĕртсе пырасси. Çак ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ енĕсем — килĕсене таврăннисене диспансеризаци витĕр кăларасси тата аманнисемпе сусăрланнисене медицинăпа психологи пулăшăвĕ кӳресси, ĕçе вырнаçма пулăшасси. Çар тĕллевĕсене пурнăçланă чухне аманса инвалида тухнисене пушшех пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тĕллевсене тул лин тата 100% пурнăçламалла», — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Пулăшу черетсĕр илме ятарлă операцие хутшăннисен медучрежденисен регистратурине удостоверени кăтартса çапăçусене хутшăннисен статусĕ пуррине çирĕплетни те çителĕклĕ. Кашни медорганизацире вĕсене медпулăшу панă чухне пăхма ятарлă специалист уйăрнă», — пĕлтерчĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова. Çулталăк пуçланнăранпа операцирен таврăннă 560 салтакпа офицера диспансеризациленĕ тата медицина профилактики витĕр кăларнă, 74-ăн медреабилитаци тухнă. Медицина изделийĕсемпе вĕсен килĕсене çитсе те çав сиплеве йĕркелеççĕ. Операцие хутшăннисем тата вĕсен çемйисем валли 6 медорганизаци уçă алăк кунĕсем ирттернĕ. Усал шыçă тупса палăртас тĕллевпе çак категорин сывлăхне Республика онкодиспансерĕнче тĕрĕслеççĕ, Вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн врачĕсем мĕн пур чире тупса палăртассишĕн тăрăшаççĕ. Врач-стоматологсем медпулăшу панă чухне терапин, пародонтологин, хирургин сиплев майĕсемпе усă кураççĕ, рентгенпа пациентăн янахĕпе шăлĕсене туллин ӳкереççĕ. Стоматолог-ортопед кашнине сĕнӳсем парать. «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн медицинăпа психологи пулăшăвĕ паракан кабинечĕ ĕçлет. Çапăçу ветеранĕсемпе вĕсен çемйисем кунта çитсе пулăшу илме пултараççĕ. «Психологи пулăшăвĕ кӳрекен кризис линийĕ» талăкĕпех ĕçлет. Олег Николаев республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствине операцие хутшăннисене шăл протезĕ лартассипе çыхăннă ыйтăва мĕнле йĕркепе татса пама май пуррине тишкерме хушрĕ. «Пирĕн хăйне ăнăçлă кăтартса панă активлă принцип — сертификатсем — урлă пулăшмалли практика çирĕпленчĕ ĕнтĕ. Бюджет укçине тӳррĕн пирĕн республикăн е хулан стоматологи больницисене куçарса паратпăр. Çак майпа ентешĕмĕрсене çеç пулăшмастпăр, хамăрăн патшалăх учрежденийĕсене те тĕревлетпĕр. Çак меслет бюрократин нумай ыйтăвне татса пама май парать, мĕншĕн тесен медпулăшу ăçта, мĕнле тата мĕн чухлĕ кӳнине кайран шутламалла пулмĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Ларура ятарлă çар операцийĕн инваличĕсем вăл е ку çурт-йĕрте тата таврари территорисенче куçса çӳренĕ чухне тухса тăракан чăрмава пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе яврĕç. Вĕсене татса парассишĕн мĕнле мерăсем йышăнни çинчен строительство министрĕ Владимир Максимов каласа пачĕ. Ку енĕпе нумай хваттерлĕ çуртсенче те, уйрăм çынсен çурт-йĕрĕн фондĕнче те ĕç пырать. Республика Пуçлăхĕ хушнине пурнăçласа инвалидсене пĕр вырăнтан тепĕрне куçса çӳреме çăмăлрах пултăр тесе пурăнакан вырăнĕсене лайăхлатмалли регламент туса хатĕрленĕ. Вăл муниципалитетсен администрацийĕсемпе «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонда çав ыйтусене татса парассишĕн пĕрпĕринпе епле хутшăнса ĕçлемелли йĕркене çирĕплетет. Муниципалитетсен операци инваличĕсен пурăнмалли вырăнне тишкерекен комиссийĕсене халĕ фонд представителĕсене те кĕртеççĕ. Пăхса тухассине ансатлатма ăна тĕпчеме ыйтса çырнă заявленин электрон вариантне «Госуслуги» портал урлă тăратма юрать. Ларура операци ветеранĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйтăва — республикăна таврăннă инвалидсене ĕçе вырнаçтарассине те — сӳтсе яврĕç. «Кунта пĕр-пĕринпе çыхăннă тĕллевсен ушкăнне пурнăçламалла. Малтан вĕсем хăш профессисене суйласа илме кăмăл тунине палăртмалла, çавăн хыççăн çĕнĕ специальноçсене вĕрентмелли программăсем хатĕрлемелле, хăш-пĕр енĕпе пуçламăш пĕлӳ парассине те йĕркелемелле. Кунсăр пуçне пурне те, çав шутра тĕрлĕ енĕпе бизнес пуçласа ярас текенсене, пулăшу памалла», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, ĕçпе тивĕçтерекен службăсем «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондпа пĕрле операци ветеранĕсемпе вĕсен çывăх çыннисене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă кашни ыйтăва хăш профессие вĕреннине, малтанхи ĕçре пухнă опыта, сывлăха шута илсе уйрăммăн пăхса тухаççĕ. Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен службăна пынă ветерансен 60% ĕçе вырнаçтарнă, вĕсен 9,8% вăл е ку профессие вĕренсе алла илнĕ, 16,2% социаллă контракт çирĕплетнĕ, 4,7% хăйсен ĕçне пуçарма пулăшу укçи илнĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Планпа çăмарта тутарнă
Совет Правительстви çĕршывра 1930 çулсенче пурçăн промышленноçне аталантарма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлама Чăваш АССРĕ те хутшăннă.
Халăха пурçăн пусма та кирлĕ пулнă, ăна пурçăн сӳсрен тĕртсе тунă. Промышленноçа вăл çитмен. Фабрикăра пурçăн сӳсе юман хурчĕн пурçăн çăмхисене сӳтсе хатĕрленĕ. Çĕршывра ку ĕçе 1937 çулта пуçласа янă. Атăл тăрăхĕнче ял хуçалăхĕн çак отрасльне малтан пушкăртсем аталантарнă, эпир вĕсен паха опычĕпе усă курнă. Лĕпĕш çăмартисене 1937 çулта унтан илсе килнĕ. Республикăн çурçĕр районĕсенчи юманлăхра лартнă пӳртсенче лĕпĕшсене пин-пин çăмарта тутарнă, унтан пин-пин хурт тухнă, вĕсене юман çулçине татса çитернĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн доценчĕ Н.Тураев тата Н.Кондаков агроном колхозсене пурçăн сӳсрен çăмха тума вĕрентнĕ, ĕç тухăçне ӳстерме сăнавсем ирттернĕ. Сĕнтĕр районĕнчи Чкалов ячĕллĕ тата «Путь Ленина» колхозсенче хуртсене С.Васюковпа С.Алексеев тăрăшса пăхнăран çăмха нумай илнĕ. Пурçăн хуртне ĕрчетес ĕçе темиçе çултан промышленноç шайнех хăпартнă. Сӳс тутаракансене курссенче вĕрентнĕ, çĕнĕлĕх пĕлтерĕшне халăха ăнлантарнă. Çак производствăна 1939 çулччен тĕрĕслесе пăхнă, 1940 çултан тытăнса республика планне кĕртнĕ, лĕпĕшсене унпа килĕшӳллĕн çăмарта тутарнă. Çуллен миçе хурт кăларса çитĕнтермеллине, пурçăн çăмха мĕн чухлĕ сутмаллине çуллен палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен производствăна 53 колхоза явăçтарнă. 1941 çулта Куйбышев тата Воронеж облаçĕсенчен илсе килнĕ 32 кг çăмартара тĕвĕленнĕ хуртсенчен 5 пин ытла кг пурçăн çăмха илнĕ. Вăрçă пуçлансан ĕçе чарса тăратнă. Ăна Çĕнтерӳ хыççăнхи çулсенче те çав шайран чакарман. 400 çăмха 1 кг тайнă, кашни çăмха пин ытла метр пурçăн сӳс панă. 1948 çултанпа хуртсене çуллахи сăнав вырăнĕсенче тĕпчессине вăйлатнă. Хуртсене çитерме юман вăрманĕ 1950-1952 çулсенче Элĕк, Ишлей, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Советски, Сĕнтĕр, Çĕрпӳ, Шупашкар районĕсенче — 2100, кунсăр пуçне патшалăхăн вăрман фондĕнчен 620 га уйăрнă, 24 колхозра сӳс туса илекен 11 бригада йĕркеленĕ, вĕсем 30 звеноран тăнă. 1951 çулта республикăна 5500 кг çăмха сутма план çитернĕ, патшалăха 8164 кг сутса 245300 тенкĕ тупăш тунă. Тĕллеве пурнăçлама Сĕнтĕр районĕнчи «Красный богатырь» /332 кг/ тата Буденный ячĕллĕ /280 кг/ колхозсем пысăк тӳпе хывнă. 1953-1954 çулсенче çĕршывăн çак производствинче Чăваш АССРĕн тӳпи 70% ытла пулнă. 1960 çулсенче СССРта çак отрасле пĕтернĕ, 1957 çулта хими меслечĕпе усă курса пурçăн сӳс янтăлама, унтан пусма тĕртме тытăннă. Хими мелĕпе усă курса ĕç тухăçне нумай хут ӳстернĕ, хăй хаклăхне чылай пĕчĕклетнĕ. Çĕнĕ меслет уссине тĕпе хурса пурçăн хуртне ĕрчетекен учрежденисене пĕтерме тытăннă. 1957 çулта Чăваш АССРĕн хурт ĕрчетес ĕçĕн управленине хупнă. Çапах республикăра ăна упраса хăварассишĕн 1958 çулхи нарăс уйăхĕччен Шупашкарти гренаж пунктĕнче çăмарта тутарттарнă, пурçăн çăмхасем явкалаттарнă. <...>
Станислав АЛЕКСЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Чирлĕ амăшне хĕрхенсе
84 çул каялла Чăваш Енри 85-110 пин çын Сăр тата Хусан хӳтĕлев тăрăхĕсене чавнă, 1942 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне алтса пĕтернĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ишеккасси ялĕнче çуралнă Михаил Перевалкин (1929- 2013) аса илĕвĕнчен: «1941 çулхи кĕркунне атте вăрçа кайрĕ — килте 5-ĕн юлтăмăр. Хĕлле йывăр чирленĕ анне вырăнне вăрман касма çӳрерĕм. Каярахпа вăкăрпа, лашапа сухаларăм, курăк çултăм, тырă выртăм... Çĕмĕрлери чукун çул станцине лашапа тырă турттартăмăр. Малти лав çине «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерӳ валли» тесе çырнă транспарант вырнаçтарнăччĕ. Эпир, ачасем, 70 кг таякан миххе çĕклесе, вакуна хăпартса хураттăмăр. Сăр хӳтĕлев тăрăхне чирлĕ аннене те яма çырчĕç. Пирĕн колхозниксем унта икĕ кун ĕçленĕ хыççăн бригадир яла таврăнса окоп чавма кайманнисем патне килĕрен çӳренĕ. Пирĕн пата та çитрĕ, аннене кăшкăрсах вăрçрĕ, кайма хушрĕ, çар трибуналĕпе хăратрĕ. Анне макăрсах хăй чирленине пĕлтерчĕ. Бригадир ăнланма та тăрăшмарĕ. Анне макăрса юлчĕ. Эпĕ атте кĕрĕкне тата çăм атă тăхăнтăм та колхоз правленине кайрăм, апат-çимĕç турттаракан лавпа Сăр хĕррине çитрĕм. Тĕттĕмленетчĕ. Анне хушаматне çырнă вырăна шыраса тупрăм, пирĕн колхозниксем çĕр каçма кунтан яла кайсан эпĕ, 13 çулти ача, окоп чавма тытăнтăм. Çĕрĕпех ĕçлерĕм. Пĕчченех те — хăрарăм: кашкăрсем улаççĕ. Вĕсене хăратма вучах чĕртрĕм, çĕрĕпех çунтартăм. Ирхине бригадир çитрĕ, кам мĕн чухлĕ чавнине пăхрĕ. Анне тĕлĕнчине алтнине курчĕ те кăшкăрсах çапла ыйтрĕ: «Кам чавса тепĕр çын нормине пурнăçланă?» Эпĕ тĕм хушшинчен тухса йышăнтăм. Бригадир мана вăрçрĕ. «Сана пула çар трибуналĕ мана суд тутăр тесшĕн-и? — терĕ. — Çар обьектĕнче пĕччен юлма сана кам ирĕк пачĕ? Кунта пĕччен юлма юрамасть!» Вăл кăшкăрашнине илтсе пирĕн колхозниксем пухăнчĕç, ман хута кĕчĕç. Тинех бригадир сассине йăвашлатрĕ, тепĕртакран ыталасах çапла каларĕ: «Юрĕ. Эсĕ ĕç тунă — халь нимĕн те тăваймăп... Санран лайăх çын пулать». Пĕрремĕш лавпа яла кайма хушрĕ. Унта анне мана ятласах кĕтсе илчĕ. Ывăлне çухатнă иккен. Хăйне ырă хыпар пĕлтерсен вара питĕ савăнчĕ». <...>
♦ ♦ ♦
Барак коменданчĕ
«Хресчен сассин» юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчи номерĕнче «Сутăнчăксене каçарман» статья пичетленчĕ.
Çав ыйту патне таврăнар-ха. Хальхинче сăмах — Кудряшов çинчен. Унăн хушамачĕ истори мĕлкинчен çутта нумай çул тухман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче вăл нацистсен Германийĕ енне куçнипе çыхăннă ĕç кăçал калаçтарчĕ. Кудряшов 1918 çулта Шупашкар районĕнче çуралнă, вăрçăччен — ВКП(б) райкомĕнче секретарь, хăйне Хĕрлĕ çара илсен полк штабĕн çыруçи тата машинисчĕ пулнă. Вăрçă пуçланнă чухне хĕсметре Беларуçри Белосток хулинче тăнă. Хула çине фашистсен самолечĕсем бомба пăрахма тытăнсан Кудряшов аллинчи винтовкипе тăшмана хирĕç тăмасăрах парăннă. Çар çыннисен тыткăнри Кольберг лагерĕнче вăл нимĕçсене хирĕç тăманнине, май килнĕ чухне вĕсем майлă çаптарнине кăтартса панă. Унтер-офицер хăйне «аслă Германи» ырлăхĕшĕн службăна тăма сĕннине йышăннă. Ăна лагерьте хĕн-асап тӳсекенсен, вăйсăрланса çитнĕскерсен баракĕн коменданчĕ пулма лартнă. Кудряшов Хĕрлĕ çарăн тыткăнри офицерĕсемпе салтакĕсене хĕнеме, асаплантарма тивессине лайăх пĕлнĕ, анчах çăмăллăнах килĕшнĕ. Вăл вăрçă хыççăн каласа панă тăрăх, унăн лагерь йĕркине баракра пăхăннине, тасалăха тивĕçтернине, администраци кăларакан «саккунсене пурнăçланине» пăхса тăмалла пулнă. Кудряшов тыткăнрисен хушшинче фашистсене итлесе СССР влаçĕн тытăмне сирпĕтсе антарма йыхăракан агитаци тунă, Хĕрлĕ çарăн генерал-майорĕ пулнă Малышкин сутăнчăк кăларса тăнă «Клич» хаçата валеçнĕ. Кудряшов хăйне тыткăнрисем пăхăнманшăн, кирек хăш енĕпе те айăпа кĕнĕшĕн хĕненĕ. Баракрисен пурнăçĕн хуçи пулнине, вĕсен пуçĕ çинче çӳренине туйса шталаг пуçлăхĕсен умĕнче хăш-пĕр чухне хăй «тăрăшуллă» комендант пулнине кăтартнă: 10-шне карболкăпа сирпĕтнĕ, вăл пурин ӳтне те хăмпăлантарнă. Сивĕре картише çара уран, кĕпе вĕççĕн хăваласа кăларса тăратнă. Лагерь йĕр кине пăснă тыткăнрисене çирĕп явап тыттарнă. Хăй каланă тăрăх, апат, баракра çунтарма вутă шыраса çӳрени те йĕркене пăсни шутланнă. Çӳхе фанерăран пухса тунă баракра сивĕ пулнă, çынсем çывăрайман. Вырăнсем çине кун каçиччен ларма-выртма юраман. Асаплантарнине, хĕненине тӳсекенсене пушшех йывăр килнĕ. Комендант лагерьти çăмăллăхсемпе усă курнă: унăн уйрăм пӳлĕм пулнă, ăна лайăх паек панă, вăл кашни барака кĕрсе çӳренĕ. Лагерьтисене тĕрлĕ çĕре куçарма тытăнсан Кудряшов Польшăри кирпĕч заводĕнче, ял хуçалăхĕнче 1945 çулхи кăрлач уйăхĕччен, Хĕрлĕ çар чаçĕ çитиччен, ĕçленĕ. Ăна ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче «СМЕРШ» контрразведка пайĕн сотрудникĕсем арестленĕ. Следстви пынă тапхăрта тата суд ларăвĕнче вăл лагерьте Хĕрлĕ çарăн тыткăнри салтакĕсемпе офицерĕсене асаплантарнине йышăннă. 1945 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче I Гварди танк çарĕн трибуналĕ Кудряшов Тăван çĕршыва сутса айăпа кĕнине, Германи влаçне майлă ĕçсем е СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи указĕн 2-мĕш статйинче пăхнă преступлени тунине çирĕплетсе ăна 15 çуллăха каторгăна яма, РСФСР Уголовлă кодексĕн 31-мĕш статйипе килĕшӳллĕн унран çын правине, пурлăхне туртса илме йышăннă. Сутăнчăк тивĕçлипе явап тытнă, трибунал ку ĕç вĕçне яланлăхах пăнчă лартнă. Анчах Кудряшов историйĕ патне 1993 çулта тепĕр хут таврăнма тивнĕ — «Совет еткерлĕхĕпе кĕрешекенсен» тапхăрĕнче вăл хăйне реабилитацилеме ыйтнă. Унăн заявленине тата архиври уголовлă ĕçне çар прокуратури пăхса тухнă, Кудряшов «Тăван çĕршыва сутнине, нимĕçсен влаçĕ майлă пулнине» нимпе те çирĕплетмен тесе йышăннă. Çавăн хыççăнах ăна реабилитациленĕ. Çарăн тĕп прокуратури Раççей прокуратурин 2022 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи хушăвне пурнăçласа Кудряшов айăпне уголовлă ĕçре кăтартса паракан документсене право тĕлĕшĕнчен тивĕçлипе хак памасăрах сутăнчăка реабилитацилесси çинчен йышăну кăларнине çирĕплетнĕ, малтан Хĕрлĕ çар службинче тăнă çын каярахпа тăшмана сутăнса айăпа кĕнине уçăмлатнă. Истори чăнлăхне çапла тавăрнă, нацистсене пулăшнă çынна, Тăван çĕршыва сутнăскере, тӳрре кăларман. <...>
Михаил СЕМЕНОВ.
Материалсемпе туллин пулăшас тесен...












Комментировать