Çамрăксен хаçачĕ 42 (6593) № 13.11.2025

13 Ноя, 2025

Çырла калчине Италирен илсе килнĕ

«НИХĂÇАН ТА ÇЫРЛА ĔÇĔПЕ АППАЛАНМАСТĂП ТЕТТĔМЧЧĔ. «УН ПЕК АН КАЛА, ТЕПĔР МАЙЛĂ ПУЛСА ТУХĔ», — ТЕТЧĔÇ КИЛТИСЕМ. ЧĂНАХ ТА, ВĔСЕМ КАЛАНИ ЧĂНА КИЛЧĔ. АЧАРАН МĔНЕ ХĂНĂХАТĂН, ÇАВНА ЧĔРЕНЕ ХУРАТĂН. ХАЛЬХИ ВĂХĂТРА УРĂХ ĔÇ ПАТНЕ МАНĂН АЛĂ ТА ПЫМАСТЬ», — ТЕТ ШУПАШКАР ХУЛИНЧЕ ПУРĂНАКАН АННА НОГАЕВА.

Анна Шупашкартах Ириадăпа Александр Петровсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Хулари 40-мĕш шкулта пĕлÿ илнĕ. Унтан Питĕрти экономика институчĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕнĕ. Хулара ÿснĕскер чăвашла лайăх калаçать.

— Çуллахи каникулсем Муркаш районĕнчи Анатри Тăмлай ялĕнче иртнĕ. Унта кукаçипе кукамай пурăнатчĕç. Вĕсем питĕ ĕçчен çынсемччĕ. Кукамай Колесникова Александра Васильевна Вăрнарти техникумра пахчаçă специальноçне алла илнĕ, «Правда» колхозра агрономра чылай çул тăрăшнă. Вăл пахча çимĕç туса илмелли ĕçе лайăх пĕлетчĕ. Анкартинчи çĕр лаптăкĕнче мĕн кăна çитĕнтерместчĕ-ши вăл? Кил картине чечексем илем кÿретчĕç. Пÿртре те чечек нумайччĕ. Пĕчĕк пахчара çĕр çырли лартатчĕ. Тухăçлă пулатчĕç вĕсем. Малтанхи вăхăтра — кукамайпа, каярах пĕччен те, хулари пасара çырла сутма килеттĕмĕр. Çуллахи вăхăтра эпĕ те çĕр çырли анинчен тухма пĕлмен. Çĕр ĕçĕ йывăр, çавăнпа ялта пурăнмастăп теттĕм. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра Шупашкар районĕн каччипе Игорь Ногаевпа паллашрăм. 2013 çулта туй туса пĕрлешрĕмĕр. Кайран коопераци институчĕн магистратуринче вĕрентĕм, юрист профессине алла илтĕм. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç: икĕ ывăл та пĕр хĕр. Асли Роман 11 çулта, Глеб 9-та, Ульяна садика çÿрет. Декрет отпускĕнче кукамайпа кукаçие пулăшма тытăнтăм. Ку вăхăт тĕлне анне те çырла ĕçне «путнăччĕ», 40 сотка çĕр çинче ÿстеретчĕ. Аннепе кукамай сĕннипе эпĕ те вĕсемпе пĕрле ĕçлеме пуçларăм. Упăшка та пулăшрĕ. Çапла çырла ĕрчетес ĕçе çемйипех пуçăнтăмăр. Малтанхи вăхăтра пирĕн тăрăхра пурте «Фестивальная» сорт лартатчĕç. Эпир те ăна çитĕнтернĕ. Çырлана шыв кирлĕ. Малтан çывăхри кÿлĕрен витрепе йăтаттăмăр, насуспа та уçлаттăмăр. Çырла лаптăкне пысăклатсан скважина чавтарма тиврĕ. Каярах ку та çителĕксĕрччĕ: инçех мар кÿлĕ тутартăмăр. Хальхи вăхăтра çĕр çинче техникăсăр ĕçлеме йывăр. Малтан пĕчĕк культиватор туяннăччĕ, унтан мотоблок илтĕмĕр, иртнĕ çул тракторпа пуянлантăмăр. Çырла тимлĕхе юратать. Чи малтанах çĕр хатĕрлемелле. Эпир ытларах тислĕкпе усă куратпăр. Кăпкалатса çемçетнĕ çĕр çинче çырла ăнса пулать. Халĕ тĕрлĕ сорт ÿстеретпĕр. Юр ларичченех çырла параканнисем те пур. 2024 çулта «Перспектива» грант çĕнсе илсен Италире саккас парса туяннăччĕ. Кĕркунне те çырла лаптăкĕнче ĕçсем вĕçленмен-ха. Вĕсене çуркунне валли тирпейлесе хăвармалла: çум курăкран тасатмалла, кăпкалатмалла. Эпир çырла тĕмĕсене касмастпăр, чиперех хĕл каçаççĕ, шăнмаççĕ. Çимĕç лаптăкĕ — 2 гектар ытла. Ăна пилĕк гектара çитересшĕн. Çĕр çырли пĕр вырăнта 3-4 çултан лайăх тухăç пама пăрахать. Çавăнпа вĕсен вырăнне улăштармалла. Калчисене те çĕнетсех тăмалла. Вĕсене хамăрах хатĕрлетпĕр. Çырла плантацийĕнче мĕн çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех ĕç пырать. Паллах, ытларах хамăр вăйпа тăватпăр. Çырла пуçтарнă вăхăтра кăна çынсем кирлĕ. Чи йывăрри — ĕçлекенсене тупасси. Ют регионсене çырла пухма каяççĕ, анчах пирĕн пата пырасшăн мар. Паллах, пирĕн яланхи клиентсем те пур. Пĕрисем кукамай пурăннă чухнех çырла илме килетчĕç, паянхи кун та пирĕн çимĕçе кăмăллаççĕ. Сутма та çÿретпĕр, килсе татма та ирĕк паратпăр. Пĕтĕмпех пухса кĕртме нумай çын кирлĕ. Мăшăр çуллахи вăхăтра ялта нумай тăрăшать. Атте Александр Григорьевич, хулара водительте ĕçлекенскер, пире пулăшма яла пырать. Юрать, çитме инçе мар. Атте трактор рулĕ умне ларать. Юлашки вăхăтра ывăлсене техникăпа кăсăклантарма тытăнчĕ. Лешсем хаваспах пулăшаççĕ. Анчах вĕсем те ман пекех ÿссе çитсен ялта ĕçлеместпĕр теççĕ. Эпĕ кулатăп. Ачасем пурте çĕртме уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Кĕçĕннине Ульянăна çуратсан икĕ эрнеренех çырла сутма кайма тиврĕ. Эпĕ пасарта, мăшăр ачапа ларать, — каласа кăтартрĕ Анна. Чăн та, хуларисене çĕр ĕçне явăçтарма çăмăлах мар. Ĕçе парăннă çынсем йывăрлăхран та хăрамаççĕ. Çамрăксен йышĕнче çавнашкаллисем пурри савăнтарать. Аня Ногаева ачаран ÿкерме юратнă. Художник пулма ĕмĕтленнĕ ахăртнех. Шкулти наукăпа практика конференцийĕсене хутшăннă, тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсем йышăннă. Экономика пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн юриспруденци енĕпе вĕреннĕ. Çапах ачаран хăнăхнă ĕç пĕлтерĕшлĕрех пулса тăнă. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Артист пулма ĕмĕтленнĕ

Ирина Оленкина — К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн заведующийĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, А.Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ. Вăл театрпа, живопиçпе, литературăпа кăсăкланать, çул çÿревсене тухма кăмăллать. Пултарулăхĕ кулленхи ĕçре те палăрать – музейра ăсталăх сехечĕсем, ÿнерçĕсемпе, çыравçăсемпе тĕл пулу йĕркелет. Ирина Вячеславовна музей сăнĕ кăна мар, унăн чунĕ те. Шăпах вăл тăрăшнипе музей чĕрĕлсе тăрать.

Килте чечексем ешереççĕ

Ирина Оленкина 1968 çулта Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ. «Пирĕн шкула 5 ялтан килетчĕç, аякрисем общежитире пурăнатчĕç, канмалли кунсенче килĕсене таврăнатчĕç. Ытти ял хĕрĕпе яланах пĕрле çÿреттĕмĕр, халĕ те туслă çыхăнура, час-часах пĕр-пĕрин патне шăнкăравлатпăр, тĕл пулатпăр», — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ вăл. И.Оленкинăн аса илĕвĕсем амăшĕпе тачă çыхăннă. Вăл ун чунĕнче пысăк йĕр хăварнăн туйăнать: амăшĕ çинчен калаçнă чухне куçĕ çиçет. Дина Семеновна Шелттемри вăтам шкулта пуçламăш классен, чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурин учителĕнче ĕçленĕ. Вăрнарта çуралса ÿснĕскер Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Шелттеме килнĕ, шкулта тăрăшнă вăхăтрах ЧПУра аслă пĕлÿ илнĕ. Питĕ сăпайлă та ăслă çын пулнă. «Чăвашла калаçса ÿснĕ пулсан та атте-аннене «мама» тата «папа» теме хăнăхнă. Çапла чĕнни чуна çывăхрах. Анне маншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, ун урлă эпĕ тăван чĕлхене, культурăна юратма вĕреннĕ. Ĕçе пула унăн пушă вăхăт сахал пулин те пире, шăллăма Игоре, йăмăкăма Еленăна тата мана, юратупа ăшăлăх парнелетчĕ. Вăл ĕçре чухне кĕçĕннисене пăхаттăм, кил-çурта тирпейлеттĕм. Тата анне питĕ тутлă пĕ- çеретчĕ, ал ĕçĕ тума юрататчĕ: пирĕн валли хитре çухасемпе салфеткăсем, алсишсемпе калпаксем çыхатчĕ, тĕрлетчĕ. Стена çинче атте ăсталанă рамăсенче илемлĕ ÿкерчĕксем çакăнса тăратчĕç. Эпĕ студент чухне Бакуран хăйне евĕрлĕ çипсем илсе килсен кофтăпа юбка çыхса панăччĕ. Пÿрт умĕнчи сад пахчинче яланах анне лартнă чечексем сарăлса ÿсетчĕç: георгинсем, розăсем, лилисем, флоксăсем, пионсем, астрăсем, хризантемăсем, фиалкăсем... Эпĕ юратнă лантăшсем те пурччĕ. Пахчара иçĕм çырли, арпус ÿстеретчĕ. Чечексене хам та ытараймастăп: хваттерте фиалкăсем, гераньсем, орхидейăсем çитĕнеççĕ», — аса илчĕ Ирина Вячеславовна. «Дина ят пирĕн таврара тĕл пулман. Кукаçи чукун çул çинче ĕçленĕ чухне илтнĕ те хăйĕн хĕрне çапла ят панă. Темиçе çул иртсен пирĕн тăрăхра Дина ятлă хĕрсем нумайланчĕç, хамăр класра иккĕн пурччĕ. Аннене ял çыннисем те, вĕренекенĕсем те хисеплетчĕç, юрататчĕç. Пĕрремĕш вĕренекенĕсем пысăк уявпа саламлама килетчĕç, тĕл пулусене чĕнетчĕç», — калаçăва тăсрĕ заведующи. Шелттемре Дина Семеновна пулас упăшкипе Вячеслав Никитичпа паллашнă. Каччă Германире çарта тăнă вăхăтра ăна чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Виçĕ çул пĕр-пĕрин патне ырă, ăшă çырусем çÿретнĕ, пĕр-пĕрне халалласа альбомсем тунă. «Анне тирпейлĕ почеркпа совет юррисене /аттен юратнă юрăçи Анна Герман юрлаканнисене/, паллă çынсен цитатисене, хăйĕн шухăшĕсене çырнă. Унтах чечексем, тĕрĕсем ÿкернĕ. Аттен те юрă кĕнеки пулнă. Унăн альбомне юрăсемсĕр пуçне çыпăçтаркăчсем илемлетнĕ. Пĕрремĕш страницинче «Хаклă Динăна асăнмалăх Славăран» тесе çырни пур. Аслă классенче вĕреннĕ чухне атте-аннерен тĕслĕх илсе юрă кĕнекисем тăваттăмăрччĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ музей ĕçченĕ. 1967 çулта Динăпа Слава мăшăрланнă, çулталăкран Ирина çуралнă. «Хăйне евĕр парнесем тăвас йăла пирĕн çемьере сыхланса юлнă. Атте яланах уяв открыткисем çыратчĕ, эпир те картонран, тĕрлĕ тĕслĕ хутран открыткăсем хатĕрлесе пĕр-пĕрне парнелеттĕмĕр. Унсăр пуçне Вăрăм шывĕ хĕррине çÿреттĕмĕр. Аттен мотоциклĕн сăпкинче çил вĕçтерсе ярăнаттăмăр», — терĕ Ирина Оленкина. Вячеслав Никитич халĕ тивĕçлĕ канура, Дина Семеновна, шел те, 2016 çулта пурнăçран уйрăлнă. «Кĕнеке асамçи» Шкулта та Ирина Оленкинăн пурнăçĕ хуранти пек вĕресе тăнă. Пионер дружининчи тимуровецсен отрячĕ пĕччен пурăнакан ватă çынсене, вăрçă ветеранĕсене пулăшнă. Кил-çуртне, картишĕсене тирпейленĕ, вутă касса купаланă, пусăран шыв кÿрсе килнĕ, лавккаран апат-çимĕç туяннă. Ирина класс старости, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Мероприяти йĕркелес, ачасене ертсе пырас пултарулăх пĕчĕкренех палăрнă. «Эпĕ те тĕрлеттĕм, çыхаттăм, анчах ку ĕç патне чун выртмастчĕ. Урăхла ĕмĕтсемпе пурăннă. Пĕр вăхăт ÿкерес килетчĕ, уроксем пуçланиччен клеткăллă хутсене илемлĕ кĕпеллĕ сăнарсемпе тултараттăм. Тата артистка пулас килетчĕ. Яла Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем килнине те астăватăп: вĕсем аслă шкулсене вĕренме кĕме чĕнетчĕç. Эпĕ ун чухне хорта юрланă, шкулта тата клубри ял çыннисен умĕнче сценкăсем кăтартнă. Пĕррехинче хĕрачасемпе халăх ташши лартма шухăшларăмăр, Канашри хореограф патне темиçе эрне çÿрерĕмĕр. Сăвăсем вулаттăм, вырăс тата чăваш классикĕсен хайлавĕсенчи сăнарсене выляттăм. Надежда Павлова балеринăна кăмăллаттăм, ун пек пулас килетчĕ. Професси суйланă чухне литературăна мала хутăм. Пирĕн килте кĕнеке питĕ нумайччĕ. Вырăс тата ют çĕршыв калавĕсен пуххисене атте-анне почтăпа çырăнса илетчĕ. Почтальон юратнă хаçат-журнала – «Ялав», «Тăван Атăл», «Пионер сасси» — илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Кĕнекесем халĕ те çÿлĕксем çинче куçа илĕртеççĕ. Ун чухне Николай Лесков хайлавĕсене юрататтăмччĕ, аслă классенче ют çĕршыв литературине вулаттăм. Чăваш классикĕсенчен ытларах Александр Артемьевăн, Кузьма Турханăн, Анатолий Емельяновăн произведенийĕсене кăмăллаттăм. Юлташсемпе ялти, шкулти библиотекăсене час-часах каяттăмăрччĕ», — сăмах çăмхине сÿтрĕ хĕрарăм. Кĕнеке тĕнчине юратни, историпе кăсăкланни Ирина Вячеславовнăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна историпе филологи факультетне илсе çитернĕ. Студент çулĕсенче те хастарлăхпа палăрса тăнă. Общежитире староста тивĕçĕсене пурнăçланăскере хăйсен хутне таса та хăтлă тытса тăнăшăн икĕ вырăнлă пÿлĕм панă, юлташ хĕрĕпе пурăннă. Праçниксенче демонстрацие çÿренĕ. «Концерт, спектакль пуласса кĕтсех тăраттăмăрччĕ. Эпĕ ташă кружокне çÿреттĕм, «Студентсен çуркуннине» хутшăнаттăм, хорта юрлаттăм. Библиотекăра нумай вăхăт ирттернĕ: конспектсем çырнă, килти ĕçсене тунă. Канмалли кунсенче яла вĕçтереттĕмччĕ. Анне ирех тăрса кукăль пĕçеретчĕ, кил-çуртра тутлă шăршă сарăлатчĕ. Юлташсем эпĕ хулана таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетчĕç, пĕрле пухăнса анне парса янă кучченеçсемпе чей ĕçеттĕмĕр. Халĕ хам та пĕçерме юрататăп. М.Горький ячĕллĕ библиотекăра тавра пĕлÿ пайĕнче практика тухрăм. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе çыхăннă диплом ĕçне хÿтĕленĕ хыççăн пай заведующийĕ Людвига Виссарова хăй патне ĕçлеме чĕнчĕ. 7 çул тăрăшрăм унта: мероприятисем те ирттереттĕмĕр, çыравçăсемпе курнăçаттăмăр... Чи юратнă поэтсенчен пĕри Юрий Сементерччĕ. Ăна студент чухнех хисепленĕ эпĕ, анчах пырса калаçма вăтаннă, аякран çеç пăхса ларнă. Ĕçлеме тытăнсан паллашрăмăр. Халь те тĕрлĕ мероприятие чĕнетпĕр ăна, ун патне яланах шăнкăравласа сĕнÿ-канаш ыйтатăп. Çав тапхăрта эпĕ «Кĕнеке асамçи» конкурсра çĕнтернĕччĕ. Ыйтусене хуравланисĕр пуçне Нарспи сăнарне тĕпе хурса пĕчĕк сценка кăтартнăччĕ. «МК мисĕ» конкурсра та мала тухнăччĕ. Пĕрле ĕçлекен хĕр хама пĕлтермесĕрех манăн сăн ÿкерчĕке ярса панă унта», — аса илчĕ культура ĕçченĕ. Сăмах май, 1997 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» «Кĕнеке тĕнчинчи асамлă хĕр Ирина» интервью кун çути курнă. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Çырусем чуна ăшăтаççĕ»

«Эпир йывăр саманара пурăнатпăр. Çак вăхăт историре палăрса юлĕ. Малашлăх, çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ йăлтах пирĕнтен килет. Эпир вĕсемшĕн яваплă», — терĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан Евгений Лукин. Женьăпа курса калаçма май килмерĕ. Унпа телефонпа çыхăнтăмăр.

Дронсем тапăнаççĕ

— Служба Запорожье тăрăхĕнче иртет. Эпĕ — чăваш полкĕн салтакĕ. СВОра — 2022 çулхи кĕркуннеренпе. Повестка килессе кĕтмесĕрех çар комиссариатне тухса утрăм. 2010-2011 çулсенче Бурят Республикинчи Улан-Удэ хулинче сывлăш-десант çарĕнче хĕсметре тăтăм. Десантниксем сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, çавăнпа мана тÿрех повестка тыттарчĕç. Килтисем нимĕн те каламарĕç. Малтан Ульяновск хулинче вĕренÿре пултăмăр. Раштав уйăхĕнче Запорожьене тухса кайрăмăр. Полкра Чăваш Республикинчен килнĕ салтаксем ытларах. Пирĕнпе юнашарах вырăс та, тутар та, ирçе те, мăкшă та пур. Виçĕ çул пуля айĕнче çÿретĕп. Çав вăхăтра миçе юлташа çухатмарăм-ши? Малтанхи кунранпах гранатометчик тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Мана «Тандем» позывнойпа пĕлеççĕ. Эпир иккĕн, пĕри мана пулăшать. Пĕр-пĕрне лайăх ăнланатпăр. Ялан малти ретре. Дронсемпе ытларах кĕрешетпĕр. Вĕсене мирлĕ халăх енне вĕçме ирĕк памастпăр. Тимĕр кайăксене сунар пăшалĕпе çеç çапса антарма пулать теççĕ. Ку шухăш тĕрĕс мар. Сунар пăшалĕ дронсем çывăха килсен çеç хăйĕн ĕçне пурнăçлаять. Çав вăхăтра дрон питĕ пысăк сиен тăвать. Вĕсене тĕп тума пур хĕ- ç-пăшалпа та усă куратпăр. Эпир окопсенче пурăнатпăр. Хăш-пĕр чухне çĕрле те дронсем вĕçсе килеççĕ. Вĕсем хăйсен маршрутне улăштарма тăрăшаççĕ, ун пек чухне эпир те урăх вырăна куçатпăр. Çавăнпа ялан сыхă тăмалла. Дронсем 200-300 метр çÿллĕшĕнче çеç вĕçеççĕ пулин те каçхине хура тÿпепе пĕрлешеççĕ. Ун пек чухне сассисенчен уйăрса илетпĕр. Вĕсем мопед сасси евĕрлĕ. Ытларах чухне бензинпа çÿреççĕ, аякранах илтĕнет. Çавăн пекех зарядкăпа ĕçлекеннисем те пур, вĕсене асăрхама йывăртарах, мĕншĕн тесен сассăр. Пирĕн хушăра Турра ĕненмен салтак çук. Мана та дрон хăваларĕ, взрывчатка пăрахрĕ. Телее, вăл сирпĕнмерĕ. Эпĕ аяккалла кайсан çеç хăйĕн хăватне кăтартрĕ, ванчăкĕсем те мана лекмерĕç. Çавăн чухне Турă мана сыхларĕ. Ман юлташсем дронсене пулах пурнăçран уйрăлчĕç, — каласа кăтартрĕ Евгений Лукин. Евгений 1992 çулта Вăрнар районĕнчи Сăкăт ялĕнче Юрипе Эльвира Лукинсен çемйинче çуралнă. Малтан ялти пуçламăш, унтан Туçи Мăрат, Мăн Явăш шкулĕсенче вĕреннĕ. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти механикăпа технологи колледжне çул тытнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн салтак тивĕçне пурнăçланă. Çартан таврăнсан шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шухăшланă. Ашшĕпе амăшĕ выльăх-чĕрлĕх усранă, çĕр çинче ĕçленĕ. Женя та çывăх çыннисене пулăшнă. 2016 çулта хресченфермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Тыр-пул туса илнĕ. 2017 çулта Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ «Стартап» конкурса хутшăнса 1,5 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Унпа Лукинсем техникăна çĕнетнĕ, тырă хумалли складсем тунă. Журналистран — парне Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Евгений çар çынни пулса тăнă. Паллах, вăл чылай çула тăсăласса шухăшламан. Ачаран вăрçă вăййине выляса ÿснĕ, çар тивĕçне пурнăçланă пулсан та хальхи самана çапла килсе тухасси пирки тĕлленмен те. — Тăван тăрăх, тăван ял, çывăх çынсен сăнарĕ вăй-хал парса тăраççĕ. Каçсерен нÿрĕ окопра выртнă чухне шкул ачисенчен илнĕ çырусене вулатăп. Вĕсем пурăнма хавхалантараççĕ. Килтен, ялтан час-часах посылка ярса параççĕ. Унта чуна çывăх çырусем пурри савăнтарать. Хăшĕ-пĕрне халĕ те кăкăр çумĕнче чиксе çÿретĕп. Пирĕншĕн тăрăшакансене тавах. Пĕринче ман валли Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕн журналисчĕ Светлана Чикмякова «Тандем» тесе тĕрленĕ çемçе упа парса ячĕ. Çак теттене талисман пек хампа пĕрле илсе çÿретĕп. Кăмăл хуçăк самантра чăваш юррисене итлесе кăмăла çĕклетĕп. Хам юрлама юратмастăп. «Çак саманара юрласа ташламалла-и», — текенсем те пур. Ялан йĕрсе ларнипе пурнăç пулмасть. Ыррине ĕненмелле. Усалли хыççăн лайăххи килетех. Хăть те мĕнле лару-тăрăра та çынлăха çухатас марччĕ. Çавăн чухлĕ хаярлăх курнă хыççăн салтаксене йывăр. Тĕлĕке те килĕç-ха çав самантсем. Çĕнтерÿ пирĕн енче пулатех, — терĕ Женя. Унăн ашшĕ-амăшĕпе те калаçма тÿр килчĕ. Юрий Петрович ывăлĕ çинчен аса илсенех: «Хăвăртрах çĕнтерÿпе таврăнтăрччĕ. Уйра ĕçлемелле», — терĕ. Вăл ывăлĕпе çыхăну тытать. Женя та çĕршĕн тунсăхлать. Кашни техника мĕнле ĕçлени çинчен ыйтать. «Юсавсăр пулсан Женьăпа канашлатăп», — терĕ Юрий Лукин. Юрий Петрович Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ колхозра трактористра вăй хунă. Хуçалăх паянхи кун та тухăçлă ĕçлет. Тăватă яла пĕрлештерсе тăраканскер техникăна çĕнетсе тăрать, выльăх-чĕрлĕх усрать, тыр-пул аван туса илет. Лукинсем кÿршĕ ялсенчи «саланнă» колхозсен çĕрĕсене тара илнĕ — 200 гектар. Ытларах тырă туса илеççĕ. Лукинсем çемьепе çеç ĕçлеме тăрăшаççĕ. Женя ятарлă çар операцине кайнăранпа ют çынсене пулăшма чĕнеççĕ. «Пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Валерий Шумилов ял халăхне те, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене те тĕревлет. Ял-йыш та çак пархатарлă ĕçрен юлмасть. Малтанхи çул СВОна машинăсем ăсатрăмăр. Иртнĕ çул саппас пайсем, генератор, автономи мелĕпе ĕçлекен кăмакасем, рацисем илсе çитерчĕç. Хÿтĕлев тетелĕ çыхма колхоз материалсемпе тивĕçтерет. Сăкăтсем кăна мар, Çавалкас, Мăн Явăш тăрăхĕсенчи халăх та СВОна пулăшать. Халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсемпе пĕрле сассăр куçса çÿрекен электроскутер илме укçа пухаççĕ. Вĕсем салтаксем патне япаласем леçме, аманнисене илсе тухма кирлĕ», — пĕлтерчĕ Юрий Петрович. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.